ШĔШКĔ

Трубина Марфа Дмитриевна

    

Содержание

ШĔШКĔ

 

ШĔШКĔ

 

Кĕркунне шĕшкĕ тĕмине мăйăр татакан ачасем пĕтĕмпех хуçса, ватса пĕтернĕ. Мăнтарăн шĕшкийĕ! Епле чăтнă-ши вăл çав асапа? Пăхсан халь хĕрхенес килет. Хуçăк турачĕсем шанса, хуралса çĕрелле чикĕннĕ. Çулçисем таткаланса, çурăлса пĕтнĕ. Кĕрхи хура тăм ӳкичченех ем-ешĕл ларакан шĕшкĕ хăй илемне çухатнă. Нумаях пулмасть шĕшкĕ питĕ илемлĕ, тикĕс тăрăллă, хăмла пек мăйăрлă курăнса ларатчĕ. Халĕ пĕр мăйăр та çук. Шĕшки те илемсĕрленсе, ванса юлнă.

Шĕшкĕпе юнашар пĕр ăвăс ларать. Хуллен çилпех хăйĕн хытă çулçине çăтăл-çăтăл вылятать. Ăвăсăн ним шухăш та, ним хуйхă та çук, анчах шĕшкĕ çине пăхать те хурланса, шĕшке хĕрхенсе калать:

Шĕшкĕ тус, мĕн усси пур санăн мăйăр ӳстерни? Пăх-ха ĕнтĕ ху çине ху. Мăйăрна татса этем ачисем сана мĕн тĕрлĕ асаплантарса пĕтернĕ? Килес çул пĕр мăйăр та ан ӳстер, ан çурат. Мăйăр çуратса ӳстерни вăл шăмму-шаккуна ватни анчах, сана хăвна ним усси те çук, – тет.

Шĕшкĕ ăвăс çине вăйĕ-халĕ пĕтнĕ майĕпе аран-аран куçне уçса пăхрĕ. Типсе хăрса кайнă çулçисене кăштăртаттарса, йынăшса, сассине аран-аран кăларса калать:

Тĕрĕсех санăн сăмаху, ăвăс тус. Килес çул пĕр мăйăр та ӳстермĕп. Ай-яй-яй, шăм-шак пит ыратать. Йĕпе-сапа пулать пуль, – тет.

Кĕрхи йĕпе-сапа пуçланчĕ. Йĕпе-сапа хыççăн хĕл те персе çитрĕ. Хĕлле шĕшке, лутраскерне, пĕтĕмпех юр сапса кайрĕ. Хĕлле пур йывăçсем та ӳсмесĕр тĕлĕрсе ларчĕç. Çил-тăман улатчĕ, юр вĕçтеретчĕ, йывăçсене нимĕн те мар: кашласа çеç лараççĕ.

 

II

Хĕл иртсен çуркунне пулчĕ. Вăрманти юр ирĕлсе пĕтрĕ те, çĕр ăшăнсан мĕнпур йывăç-курăк чĕрĕле пуçларĕ. Шĕшкĕ те юр айĕнчен тухсанах чĕрĕлме тытăнчĕ. Унтан-кунтан кăчкăсем кăларчĕ. Хĕвел пĕçертет, ăшă çил вĕрет, папкасенчен çулçăсем тухаççĕ. Иртнĕ кĕркунне шĕшкĕ мăйăр тăвас мар тесе тертленнĕччĕ, анчах халь тем тăвас ĕнтĕ: мăйăр те тăвас, те тăвас мар? Пур йывăç та, пур курăк та, кашни харпăр хăй майлă чечеке ларса хăшĕ çырла, хăшĕ улма, хăшĕ вăрă, хăшĕ мăйăр ӳстереççĕ – йывăç-курăк кашниех хăй йăхне-тĕпне ĕрчетесшĕн. Пурте хĕвеле пăхаççĕ, унăн çутишĕн çӳлелле туртăнаççĕ. Хĕвеле пурне те ыррăн пăхать, ăшă çил ярать, ачашлать. Пит аван, пит илемлĕ. Ав шĕшкĕрен аякра мар вăрман улмуççийĕ курăнать. Вăл палăрми шурă кĕрен чечекре ларать. Кĕркунне çав вăрман улмуççийĕн çĕклейми улми пулать. Улмуççирен аякра мар çĕмĕрт çеçкере ларать, шап-шурă, шур кĕпеллĕ илемлĕ хĕр пек туйăнать. Шĕшкĕ пĕтĕм йывăçсем харпăр хăй тĕллĕн çимĕç кӳме тытăннине курса шухăша кайрĕ.

Ытти йывăçсен пурин те вăрăсем-ачисем – пулаççĕ, эпĕ çеç пушă ларатăп. Хĕвел хĕртсе пăхать, пит ăшă, пит аван. Хĕпĕртесе пурăнас, ӳсес килет, манăн та мăйăр ӳстермесĕр хурлăха юлас марччĕ, – тет шĕшкĕ. Хăй хĕвел ăшшинче çамрăк çулçисене ăшăтса ларать. Аманчăк шĕшкĕн чунтан-вартан мăйăр тăвас тесе хатĕрленме тытăнчĕ. Пĕр туратне пăхать – хуçăк. Тепĕр туратне пăхать – туратăн мăйăр пулмалли кăчкисене иртнĕ кĕркунне ачасем хуçса кайнă.Турат вĕçĕсем хуçкаланчăк. Шĕшкĕн пит мăйăр туса, мăйăр ӳстерес килет. Кĕркунне шăмшак ыратнине те вăл маннă, анчах темĕн чухлĕ мăйăр тăвас тесе тăрăшсан та, мăйăр ӳстерме май çук: шĕшкĕн пĕр тĕрĕс турат та, пĕр пĕрчĕ вăй та çук. Шĕшкĕ питĕ хуйхăрса ларчĕ.

Куллен-кун шĕшке хĕвел пăхать. Шĕшкĕ хуллен-хуллен кĕркуннехи суранĕсене хĕвел ăшшипе тӳрлетрĕ. Çĕнĕ туратсем, çĕнĕ кăчкăсем кăларса ӳстерет. Тӳрленет, юсанать шĕшкĕ, хăй ăшăнче хăйĕннех шухăшлать: усăсăр йывăç çеç пултăм эпĕ кăçал – пĕр мăйăр та ӳстереймерĕм. Мĕн манăн пурăнни! Хĕвел çути сая каять, ах анчах…

Хĕвел шĕшкĕ шухăшне пĕлсе, хуйхине туйса, шĕшкĕ турачĕсене ачашшăн çутатать, хĕрхенсе пăхса калать:

Ан хуйхăр, пĕчĕк лутра шĕшкĕ. Санăн иртнĕ кĕркунне шăмму-шакку пит ванса пĕтнĕ. Этем ачисем сана ытла хăрушла, тискеррĕн ватнă. Кăçал санăн канас пулать. Эпĕ сана мăйăр ӳстерсен те, ӳстермесен те пĕр пекех пăхатăп. Пĕр пекех саншăн та ăшă сывлăш яратăп. Кăçаллăха канса, илемленсе лар-ха. Килес çул валли вăй хатĕрле, – терĕ çут хĕвел. Хăй ăшшăн кулать, çут çанталăка илем кӳрет.

 

III

Çу иртет. Ирхине, каçхине сивĕрех. Вăрман улмуççийĕн улмисем саралчĕç. Кашни çĕр, тăм ӳкмессерен, çĕре тăкăнать. Çынсем вăрмана пĕрнесем, хутаçсем çака-çака килеççĕ. Мăйăр татаççĕ.

Акă пĕр ирхине икĕ пĕчĕк ача çак шĕшкĕ патне пычĕç. Мăйăр шыраса турачĕсене сире-сире пăхаççĕ. Пĕр мăйăр та çук.

Пĕлтĕр эпир çак шĕшкĕ çинче пит нумай мăйăр тупнăччĕ, кăçал пĕр мăйăр та çук, – терĕ пĕр ачи.

Çаплаччĕ çав. Иксĕмĕр çак шĕшкĕ çинчен мăйăр татрăмăр-çке. Астуса илтĕм ĕнтĕ эпĕ те. Эпир ку шĕшке мăйăр татнă чух пĕтĕмпех хуçса, ватса пĕтертĕмĕр. Эсĕ ăна астăватăн-и? – терĕ тепĕр ачи.

Астăватăп-çке, – терĕ малтанхи.

Ачасем шĕшкĕ патĕнчен çапла калаçкаласа иртсе кайрĕç. Шĕшкĕ, ачасем иртсе кайсан, хĕпĕртесе çулçисене çилпе хуллен силлентерсе илчĕ. Кăçал шĕшкĕнне пĕр çулçă та, пĕр турат та никам хуçман, шăм-шак ыратасси çук.

Чипер ырă-сывă пулсан килес кĕре валли çĕклейми мăйăр ӳстеретĕп. Анчах... ах, анчах ку этеме... Пĕтерет мана этем, – хурланса илчĕ шĕшкĕ. Çавăнтах пĕлтĕрхи асапа, хуçăк турачĕсене, çапкаланчăк тăракан çулçисене аса илчĕ те пĕтĕм пĕвĕпе, çулçи вĕçĕсемпе чĕтренсе çӳçенсе кайрĕ. Хăй хĕвел çинелле пăхрĕ те: «Эсĕ çав этем ачисене кала-ха, тархаслатăп сана: шĕшкĕ тĕмне ватсан унăн мăйăрĕ пулмасть те. Вара вĕсем йывăç-курăка питех ватмĕç-и тен?» – терĕ шĕшкĕ.

Хĕвел те шĕшкĕ шухăшĕсемпе килĕшрĕ. «Çапла, çапла, лутра шĕшкĕ», – тесе çуталса илнĕ пек пулчĕ.