Шăши тус парни

Шевлеби Роза Ивановна

    

ТУПМАЛЛИ

 

Çăлтăрсен хăни

Шăши тус парни

Ют хăяр

Юмах çăмхи

Максим юратăвĕ

Кăмпара

Тунсăхпи. Пĕчĕк повесть.

 

ЮТ ХĂЯР

 

Пĕр виçĕ е тăватă çулта пулнă-ши эпĕ ун чух... Анне мана хăй йăмăкĕ патĕнче хăнара хăварчĕ, хăй хамăр яла кайрĕ. Иăмăкĕн манпа пĕр çулхи Володя ятлă арçын ача пурччĕ.

Çӳллĕ те хытанка асламăшĕ хăй мăнукне чунтанах юратни тӳрех курăнатчĕ – лайăх пăхатчĕ ăна.

Володьăпа иксĕмĕр туслăччĕ. Вăл мана хăйне асламăшĕ пăхнă пекех упраса тăратчĕ. Никама та кӳрентерме памастчĕ.

Вĕсем пурăнакан çуртран аякра та мар çав тери пысăк пахча пурччĕ. Йĕри-тавра карта тытнă. Пахчара тем чухлĕ йăранччĕ. Мĕн кăна ӳсместчĕ пулĕ унта.

Пĕррехинче Володя мана çавăтрĕ те иксĕмĕр, çулçӳревçĕсем пек, урам тăрăх утрăмăр. Хамăр та сисмерĕмĕр, карта хушăкĕнчен çав ют пахчана кĕрсе тăтăмăр. Володя хăюллăрахчĕ. Ара, эпĕ хăнара кăна-çке.

Володя мана йăрансем хушшипе илсе кайрĕ, пĕшкĕнчĕ те хăяр татса пачĕ, хăйне валли тепĕр хăяр татса илчĕ. Тĕлĕнмелле илемлĕ выртаççĕ-çке лешсем йăран çинче, çулçăсем айне пытанса вăрттăн пирĕн çине пăхаççĕ тейĕн. Эпир ав тупрăмăр чеескерсене. Тупрăмăр та татрăмăр.

Пахчаран тухма кăна ĕлкĕрнĕччĕ, Володьăн асламăшĕ пирĕн пата васкаса пычĕ, эпир алра пĕрер хăяр тытнине тӳрех курчĕ.

Вăрçмарĕ, шавламарĕ, иксĕмĕрĕн алăри хăярсене илчĕ те пахчана кĕрсе кайрĕ. Пирĕн пек хушăкран мар, калинккерен. Эпир васкасах карта çумне пырса тăтăмăр, вăл мĕн тунине сăнарăмăр.

Володьăн асламăшĕ хăяр йăранĕ патне пычĕ. (Вăл чӳречерен эпир усал ĕç тунине курнă пулĕ.) Аллипе хăяр çеçкисене сире-сире татнă хăяр вырăнне шырарĕ. Ахăртнех, тупрĕ пулĕ. Икĕ хăярне те йăран çине хурса хăварчĕ те пирĕн пата тухрĕ.

Иксĕмĕре те çума тăратрĕ, пире куçран пăхса çапла каларĕ:

Эсир ют çын хăярне татнă. Унашкал урăх нихăçан та ан тивĕр. Çын япалине илекенĕн алли типсе ларма пултарать, типсе ларать те – татăлса ӳкет. Алсăр çынна пурăнма йывăр пулĕ.

 

ЮМАХ ÇĂМХИ

 

Хĕллехи каçсем питĕ вăрăмччĕ. Уйăх çап-çутă. Çăлтăрсем куç хĕсе-хĕсе пĕр-пĕринпе тем çинчен калаçаççĕ... Уйăх пире шеллет пулĕ. Тен, пирĕн краççын çуккине пĕлет-и. Тĕттĕм пӳрт чӳречинчен кармашăнса пăхать – тӳперен пӳртелле кантăк сарлакăш çутă кĕпер хывать. «Ан кулянăр, эпĕ сире хам çутта парнелетĕп», – тенĕн туйăнать.

Чăнах та, уйăх пӳрте кĕрсен эпир кăмăллăччĕ... Унăн çутинче юмахсем те асамлăхпа тулаççĕ. Юмах хыççăн юмах, юмах хыççăн юмах... Юмах çăмхи сӳтĕлетчĕ те сӳтĕлетчĕ. Кашниех каласа памасăр та юмах каçĕ вĕçленместчĕ.

Юмах юххине итле-итле уйăх çутипех анне те, Мархва инке те алса-чăлха çыхатчĕç. Пĕрре те тĕттĕм теместчĕç. Тĕлĕнтермĕш тетĕр-и? Мĕн тĕлĕнмелли пур – кӳршĕри Татюк аппа ав суккăрччĕ, пурпĕрех кĕнчеле те арлатчĕ, алса-чăлха та çыхатчĕ.

Хăш-пĕр каç тата чăн пулни çинчен сăмах çаптараттăмăр. Ытларах аслисем каласа пани килĕшетчĕ. Вĕсем хăйсен пурнăçĕнче темĕн тĕрлĕ юмах та илтнĕ пулĕ...

Инке, Санькка пичче кашкăр курни çинчен каласа пар-ха...

Кашкăр курни çинчен?.. Ăна каласа панăччĕ пуль?

Каласа паман, каласа паман...

Санькка кашкăрпа тĕл пулса сехрине хăпартнă çав. Вăл каç улах ларнă хыççăн çамрăксем вăрмана вутă патне кайман тет. Темшĕн кăмăлĕ пулман çав. Саньккасен килĕнче вутти пĕтнĕ-ши, вăл улах хыççăн пĕчченех вăрманалла уттарнă.

Кашкăрпа хайхи вăрмантан таврăннă чухне тĕл пулнă. Арман тĕлне çитет те – курах каять: арман çумĕпех Кĕçĕн вартан çул еннелле пысăк йытă васкать. Çывăхарах çитсен пăхать – кашкăр!.. Шăп çул патнелле çывхарать. Çул çине тухать те чарăнать.

Йытă пек ларчĕ тет те Санькка çине пăхать тет. Саньккан, паллах, кашкăра курсан сехри хăпать, анчах чĕр чуна унран хăранине кăтартма юраманнине асра тытать. Çавăнпа вара тăпах чарăнса тăрать, вуттине çул çине пăрахать.

Çапла иккĕшĕ те пĕр-пĕрин çине чылай пăхса тăнă тет. Саньккан тарма та вăйĕ юлман пуль, тарас шухăш та пулман пуль. Кăшт тăхтасан кашкăрĕ кайри икĕ ури çине тăрса çӳлелле пăха-пăха улама тытăннă тет. Каччă вара турра кĕл тунă, хăйне çăлма ыйтса йăлăннă.

Кашкăрĕ питĕ пысăк тет. Икĕ ури çине тăрсан Саньккаран та çӳллĕ курăнать тет.

Санькка мĕн тесе кĕл тунă-ши?

Мĕн тетĕр ĕнтĕ... Кашкăра курсан ĕмĕртенех чăваш тени пĕр сăмахах каланă. Санькка та саспах: «Пих-пих Пихампар, ху йыттуна хăвах чар. Пихампар, Пихампар, ху йыттуна хăвах чар», – тесе йăлăннă тет.

Кашкăрĕ виçĕ хутчен чĕвен тăрса ула-ула Турăран çак çынна çиме ирĕк ыйтнă ĕнтĕ. Кашкăр ялан Турăран çапла ирĕк ыйтать тет. Турă вара, çынни мĕнлерех пулнине кура пулĕ, ирĕк пама та, ирĕк памасса та пултарать. Саньккана ватма-çиме ирĕк паман ав. Кашкăрĕ кăмăлсăррăн, юлхавлăн çул çинчен пăрăнчĕ тет те малалла кайрĕ тет. Çаврăнса та пăхмарĕ тет.

Санькка вара?..

Санькка хайне хăтарнăшăн Турра тав тунă та килне васканă ĕнтĕ. Вуттине те пăрахса хăварман. «Вăй питĕ пĕтсе кайрĕ, урасем тытми пулчĕç», – тесе калать тет. Килне çитсен темччен сăмах хушмасăр ларнă тет.

Халь текех ăна вăрмана пĕччен вăйпа та яраймăн... Эсир те вăрмана-и, улăха-и унта, пĕччен кайса ан çӳрĕр. Ушкăн ушкăнах... Пĕччен сăлтавсăр та сехрене хăпартма нумай кирлĕ мар.

Инке каланине ялан асра тытаттăмччĕ – нихăçан та вăрмана пĕччен каймастăмччĕ.

 

МАКСИМ ЮРАТĂВĔ

 

Ача садĕнче паян пысăк уяв – çуркуннене хапăлласа кĕтсе илме хатĕрленеççĕ. Кунĕпех хаваслă кĕвĕ янăрать, ашшĕ-амăшĕсем ывăлĕ-хĕрĕ валли чи илемлĕ тумтирсене сада илсе пыраççĕ.

Уявĕ кăнтăрлахи кану хыççăн пуçланать пулсан та, ачасенчен нихăшĕ те паян кăнтăрла çывăрма шутламасть.

Хĕр ачасем юмахри чипер пикесем пек тумланса тантăшĕсем умĕнче курăнма васкаççĕ, çывăрма выртнă пулсан та пĕр-пĕринпе шăппăн сăмах хушма хăтлă самант тупаççĕ.

Мана анне шур пурçăнран вăрăм та чечек пек саркаланса тăракан кĕпе çĕлесе пачĕ...

Манăн кĕрен тĕслĕ кĕпе. Атте Мускавран илсе килнĕ. Çухисем, çаннисем çинче тĕлĕнмелле хитре тĕрĕсем...

Паян эпĕ балеринăсенни пек кĕпепе ташлатăп...

Ултă çулхи пикесем пĕр вĕçĕмсĕр хăйсен тумĕсем çинчен калаçрĕç, чăтăмсăррăн кану вăхăчĕ вĕçленессе кĕтрĕç.

Аранах çав самант çывхарчĕ – вĕлле хурчĕсем пек сĕрле-сĕрле пурте тумланчĕç, тĕкĕр умĕнче пĕри те тепри хитре тум тăхăннипе хăйсен татах та чиперленсе кайнă сăнĕсене курма тăрăшрĕç. Чăннипех те, ачине хаваслăх кӳрес текен ашшĕ-амăшĕ мĕн кăна шутласа кăлармасть!

Арçын ачасем пуринчен малтан тумланса пĕтерчĕç те хĕр ачасене – чиперкке тусĕсене тимлĕн сăнарĕç. Сăнамасăр ара... Ултă çулхи пикесен те кашниннех хăйне килĕштерекен тусĕ пур.

Хĕр ачасем улăхри чечексем пек илемлĕ... Лена кăна кăшт кăмăлсăртарах, мĕншĕн тесен амăшĕ ăна пурçăн кĕпе çĕлесе параймарĕ. Кĕпи ахаль пусмаран çеç. Апла пулин те Лена чипер курăнать. Унăн вăрăм та кăтра çӳçĕ, акăш евĕр утти, шăнкăрав кулли ытти хĕр тантăшсенчен чухăнрах тумланнине путараççĕ.

Максим хĕр ачасен тумĕсем çине сăнаса пăхрĕ. Мĕн шухăшларĕ-ши вăл, Ленăна чунтан кăмăллаканскер? (Максим кашни кунах ăна валли килĕнчен кучченеç илсе килет: хăçан канфет, пĕремĕк... Нихăçан та пĕр канфета та унпа пайламасăр çимест.) Ахăртнех, халĕ те Лена ытти хĕр ачасенни пек чипер кĕпе тăхăнайманшăн хурланчĕ пулĕ...

Йăлт хатĕр. Акă ашшĕ-амăшĕсем те çитрĕç, ачасене тумланма пулăшрĕç. Кĕçех кĕвĕ янăраса кайĕ те пурте пĕр-пĕрин хыççăн уява ирттермелли пӳлĕмелле утĕç.

Ачасем вырăнта чăтăмсăррăн сиккелесе илеççĕ, хĕр ачасем кĕписене майланçи тăваççĕ, анчах пурте шăпăртах.

Сасартăк Максим Лена çумне пырса тăчĕ, ăна çавăтрĕ те самантлăха шăпланнă пӳлĕмре пурте илтмелле уçă сассипе янратса ячĕ:

Пурпĕрех Лена кĕпи чи хитри!..

 

КĂМПАРА

 

Тарук аппа каç пулттипе ял хапхинчен кĕнине пурте куртăмăр. Эпир ушкăнпа мечĕкле выляттăмăр. Вăл аран-аран утатчĕ. Икĕ аллинче икĕ япала пурччĕ: пĕрне тутăрпа çыхнăччĕ, тепри карçинккаччĕ.

Тарук аппана курсан эпир выляма пăрахсах тĕлĕнсе ун çине пăхрăмăр:

Тарук аппа, мĕн йăтса килетĕн?

Эй, хам ĕмĕтсĕрлĕхе пула тертленетĕп... Кăмпа йăтса килетĕп, кăмпа. Ниçтан пуçтарса пĕтерме çук. Темĕн чухлĕ кăмпа! Хуть çавапа çул...

Тарук аппа сăмахĕсене илтсенех выляма пăрахрăмăр. Такам хушнăн харăссăн пĕр-пĕрне куçран пăхса илтĕмĕр. Ытлашши сăмах вакламарăмăр, кăмпа пуçтарма савăт илсе уй хапхи патĕнче пуçтарăнма килĕшрĕмĕр те кашниех килелле чупрăмăр.

Пĕр-пĕрне нумай кĕттермерĕмĕр. Уй хапхи умĕнче чĕвĕл çерçи ушкăнĕ пек шавларăмăр, вăрмана кăмпана кайма пуçтарăнтăмăр. Камăн аллинче карçинкка, камăн – хутаç... Юрать-ха нихăшĕ те кăмпа çулма çава илмен.

Эпир каçа хирĕç вăрмана пуçтарăннине аслисем курнă пулсан, паллах, пире ниçта та ямастчĕç. Укĕте кĕртме сăмах та тупнă пулĕччĕç. Ара, кам кăмпа пуçтарма каçа хирĕç каять?..

Çула тухсан ачасем кăмпа ăçта нумай пулнине пĕлнипе мухтанма пуçларĕç:

Аслă çарана тухнă çĕрте тунката кăмпи ялан нумай.

Аслă çарана çити каймасăрах кăмпа чылай пухма пулать. Луки çаранĕ хĕрринчи шĕшкĕлĕхре кăмпа – хуть лавпа турттар...

Утар уççи катинче те нумай...

Кашниех вăрмана лайăх пĕлнине кăтартасшăн пулчĕç.

Чăнах та, эпир хамăрăн пĕчĕк вăрмана лайăх пĕлеттĕмĕр. Унти çарана, катана, вăрманти мĕнпур çул юппине паллаттăмăр. Ахальтен мар хамăр хушăра шĕшкĕ тĕмисене пайласа мăйăр тататтăмăр. Апăршасем, ют ял çыннисем пирĕн шĕшкĕ мăйăрне пуçтармĕç тенĕ-ши?..

Шăкăлтата-шăкăлтата вăрман еннелле утатпăр. Васкатпăр. Часрах çитсе кăмпа пухасшăн та киле таврăнасшăн. Кăмпа пухма вăхăт нумай кирлĕ мар. Тарук аппа çавапа та çулма пулать терĕ-çке.

Хĕвел, кун каçа хăй ăшшине салатса ывăннăскер, куçне мăч-мăч хупкаларĕ, ĕшеннине пытармарĕ. Вăл вăйсăррăн хăйĕн тахçанах сарса хунă вырăнĕ çине пăхрĕ, канма вăхăт çитни çинчен тавралăха пĕлтерчĕ. Ытла ывăннипех ĕнтĕ хĕвелĕн куçĕ хĕрелсе кайнă, вăл ăна хăвăрттăн-хăвăрттăн хупса илет те каллех вăйпах уçать. Çывăрма иртерех пулнине асрах тытать.

Эпир хĕвел çине пăхатпăр, вăл çывăрма выртасран хăратпăр, çавăнпа васкатпăр.

Вăрман хĕрне çитрĕмĕр иккен... Хăш çулпа кĕресси пирки калаçса пыратпăр.

Ак тĕнче! Пире хирĕç вăрмантан икĕ тилĕ выляса тухрĕ. Хаваслă ачасем пек. Мĕн кăна хăтланмаççĕ пулĕ: кĕрешекен арçын ачасем евĕр çерем çинче йăваланаççĕ, унтан пĕр-пĕрин хыççăн мĕнпур вăйран чупаççĕ, хăваласа çитсен каллех çерем çинче çаврăнса ӳкеççĕ.

Эпир, халиччен тилле çапла çывăхран курманскерсем, тĕлĕнсе вĕсен вăййине сăнатпăр: епле илемлĕскерсем. Хӳрисем мĕнле капăр, вĕлт те вĕлт вĕлтлетеççĕ, аякран пăхсан пурçăн тутăр вĕлкĕштернĕн туйăнать. Епле çăмăллăн сиккелеççĕ!.. Мĕнле кăна хуçкаланмаççĕ-авкаланмаççĕ пулĕ...

Малтанласа тилĕсем пирĕн çине пăхмарĕç, асăрхасшăн пулмарĕç пулĕ (асăрхасса асăрханах ĕнтĕ, эпир вĕсен çывăхĕнчехчĕ).

Кăшт вăхăт иртсен тилĕсем (те выляса ывăнчĕç) тăпах чарăнса тăчĕç, пирĕн çине куç илмесĕр тинкерчĕç. Эпĕ тахçан такам каласа панă халап-юмаха аса илтĕм:

«Тилĕсем ачасемпе теттесемпе айкашнă пек выляма юратаççĕ. Пĕр пĕчĕк хĕр ача çухалса кайнă та тилĕсен шăтăкĕ патне пырса тухнă. Тилĕ вара ачана кăтăкласа йăвалантарса вылянă тет, вăйне йăлт илнĕ тет...»

Чĕнместпĕр, пирĕн çине шăтарасла пăхакан икĕ тилле сăнатпăр. Пĕри те пĕр сăмах хушмастпăр.

Сасартăк пирĕн ушкăнри чи маттур та чи вăйлă Кенати васкавлăн пиçиххине салтрĕ те тилĕсене юна-юна хыççăн ыткăнчĕ: «Тытатпăр ку тилĕсене, тытатпăр!» – терĕ.

Лешсем хăраса ӳкни пĕрре те палăрмарĕ, çапах та вĕсем иккĕшĕ те харăссăн вăрман çумĕнчи канав урлă çăмăллăн сиксе каçрĕç те йывăçсем хушшине кĕрсе çухалчĕç. Эпир васкамасăр вăрманалла кĕмелли çул еннелле хускалтăмăр.

Унччен те пулмарĕ, туратсем хуçăлни, тĕмĕсем чăштăртатни илтĕнсе кайрĕ. Куратпăр: тилĕсем шĕшкĕ тĕмĕн икĕ енчен пирĕн çине пăхса тăраççĕ. Куçĕсем çăлтăр пек çунаççĕ. Сăнĕсем савăнăçлăн кулакан ачасенни пек. Вĕсем пире пытанмалла выляма чĕнеççĕ тейĕн.

Эпир тилĕсем хыççăн ыткăнтăмăр, тытма пулатех терĕмĕр пуль. Епле çывăх та...

Тилĕсем каллех тарса пытанчĕç, куçран çухалчĕç. Пирĕн ушкăн çул енне çаврăнса канав хĕрне çитсе ĕлкĕрчĕ-ши – вĕсем каллех юнашарах, унчченхи пекех сăнаççĕ. Эпир татах тилĕсем хыççăн чупатпăр – вĕсем пытанаççĕ. Кайма кăна тытăнатпăр – тилĕсем пирĕн хыççăн чупаççĕ.

Вĕсемпе чылайччен вылярăмăр. Е тилĕсем пирĕнпе вылярĕç-ши...

Хĕвел çак вăййа сăнарĕ пулсан кулмаллипех кулчĕ пуль. Вăл эпир тилĕсене ниепле те тытаяс çуккине пĕлчĕ ĕнтĕ, çавăнпа йывăçсен çулçи-тураттисем витĕр пăхрĕ.

«Тӳпери пике» вăрман хыçне анса хăйĕн тахçанах сарса хатĕрленĕ вырăнĕ çине çывăрма выртсан çеç эпир тавралăх сасартăк тĕксĕмленнине асăрхарăмăр. Асăрхарăмăр та пăлханса кайрăмăр.

Пирĕн кăмпа татмаллаччĕ вĕт-ха! Тилĕсем ав пире выляттара-выляттара ун çинчен пачах мантарса ячĕç...

Каç сĕмĕ çапнă, нӳрĕ шăршăпа тулнă вăрман питех илĕртмерĕ. Ачасем кил еннелле пăха пуçларĕç.

- Атьăр киле каяр, кăмпана ыран ирхине килĕпĕр...

Пирĕн асанне ача чухне вăрманта арçури курнă...

Арçури вăл вăрманта çынсене аташтарса тертлентерет тет. Аташтарса ярать те ахăлтатса кулать тет...

Тата кăтăкласа вĕлерме те пултарать тет...

Вăл ялан пĕр çулпа çавăрса çӳресе асаплантарать тет...

Арçури çинчен сăмах тапрансан тек иккĕленсе тăмасăрах вăрман çумĕнчи канав урлă каçса кил еннелле çул тытрăмăр. Кашниех пĕр-пĕрин çумне тĕршĕнсе алла-аллăн пыма тăрăшрăмăр. Тилĕсем çинчен те манса кайрăмăр.

Анчах чеескерсем пирĕн çинчен куç вĕçертмен иккен: çаврăнса пăхрăмăр та – мыскараçăсем пек, пирĕн хыçран пĕр-пĕринпе ăмăртса чупаççĕ. Хăйсене хăвалаттарасшăн ĕнтĕ. Тилĕсемпе выляс кăмăл арçури çинчен калаçу пуçлансанах çухалнăччĕ. Халĕ тата Анук вĕсем пирĕн хыçран чупнине курсан яланхилле васкамасăр сăмах хушса хучĕ:

Усал-тĕсел темле чĕр чун пек те пулса çынсем патне тухма пултарать тет. Арçури хăш чухне çул çине пĕчĕк ача пулса тухса выртать тет. Иĕрет тет, алла илме ыйтать тет.

Анук тилĕсем те усал-тĕсел мыскари пулма пултарни çинчен каламарĕ, анчах пурте чее чĕр чунсем çине шанчăксăррăн пăхрăмăр. Никамăн та текех вĕсене хыçран хăвалас кăмăл пулмарĕ. Пурте ял еннелле васкарăмăр.

Тилĕсем вара пирĕнтен пачах та юласшăн пулмарĕç. Тип вар патне çитичченех пирĕн хыçран чупса пычĕç, вылярĕç те вылярĕç. Юлашкинчен эпир вĕсемпе кăсăкланма пăрахнине ăнланчĕç пулĕ, иккĕшĕ те унчченхи пекех хăйсен хаваслă вăййине малалла тăсса, пĕр-пĕринпе ăмăртса малалла чупса кайрĕç. Тарăн вар та çывăхрах. Унта халиччен кашкăр шăтăкĕсем те, тилĕ шăтăкĕсем те пур тетчĕç. Пирĕнпе вылянă чее чĕр чунсем каçа хирĕç çавăнталла килне васкарĕç пулĕ.

Вар пуçĕнчи пĕчĕк кĕпер тĕлне çитсен пурте малтанхинчен те хытăрах шикленни палăрчĕ. Ку кĕпер патне çын вилсен унăн ӳтне çунă чух усă курнă милĕксене тата кирлĕ мар вак-тĕвек япаласене пăрахаççĕ-çке...

Кĕпер çумĕпе иртсе çил арманĕ тĕлне çитсен çеç Раис сăмах хушрĕ. Вара пурте нихăçан та нимрен те шикленмен, шикленме те пултарайман тейĕн, хыттăн калаçма тытăнчĕç, кулса-выляса пĕр-пĕрне тĕккелеме пикенчĕç. Шиклĕх кĕрĕкне ял çывăхне çитсен пурте хывса пăрахрĕç.

Уй хапхинчен кĕнĕ чухне аслисем пире кĕтнине асăрхарăмăр: эпир кăмпана кайнине манăн пĕчĕк йăмăкăм пĕлсе юлнăччĕ. Анне хапха умĕнче кĕтсе илчĕ:

Кăмпа нумай-и вара?

Чăнах та! Эпир кăмпана кайнăччĕ вĕт!..