ШӐРАТАÇÇӖ ЗАВОДРА

Давыдов-Анатри Василий Иванович

«Ялан малта пулмалла,
Кӑтартмалла
                 вӑй-хала!»
Ҫак ыр шухӑш-кӑмӑлпа
Эпир пӗтӗм отрядпа
Ирех ӗçе тухрӑмӑр,
Тимӗр-тӑмӑр пухрӑмӑр.

Пирӗн тимӗр-тӑмӑра
Шӑратаççӗ заводра.
Пулать трактор.
                  Вӑл вара
Ӗçлет хамӑр колхозра.
Эпир ӗçе саватпӑр,
Тимӗр-тӑмӑр тухатпӑр.