ШӐНКӐРЧ ЯЧӖ ЮРЛАСА

Давыдов-Анатри Василий Иванович

Тимук тытнă мăлатук:
Сас илтĕнет: тук-тук-тук!
Хăйĕн тусне вăл кĕтет:
Шăнкăрч йăви хатĕрлет.
Хĕвел çутă шевлине
Савса сапать çĕр çине.
Шăнкăрч тăван çĕршывне
Çитрĕ, тупрĕ йăвине.
Ячĕ уççăн юрласа,
Тимуш тусне тав туса.

1960