САВӐНӐҪЛӐ ТӖЛПУЛУ
Тупмалли
Король
Кушак генерал
Шывĕ сивĕ
Хура хур
Инкек
Çумăр
Тăлăх чĕпĕсем
Тĕлĕнекен çерçи
Савăнăçлă тĕлпулу
Юрататăп, аннеçĕм, сана
Мĕнле аван вăл пурри
Тата тăххăр пур
Пĕр кунхине урамра
Çурхи кăмăл
Çывăр, уйăх
Кушакпа шăши
Кукамайăм, кукамай
Çумăр умĕн
Çил-тăман
Савăнăç
Пукане
Тигр
Пăрушка
Автан саламĕ
Çĕн телей, килех!
Куян юрри
Кашкăр сăмахĕ
Буратино
Парнесем
Çĕнĕ ĕмĕт-тĕллевпе
Чун уççи
ПӲрнеске
Кулакан микула
Эрне
Шкула
Вăйăçсем
Пулмăшсем
Интереслĕ сăвă
Маттурккасем
Чăмлакансем
Эп чунпа пуянрах…
Ашкăнчăк мĕтри
«Чăн-чăн маршал»
«Космонавт пулатăп»
Валашка-çунашка
Натали йăмăкăм
Хаклă хăна
Чăвашла
Тавтапуç, атте-анне
Çуркунне юрри
Ме-ке-кек
Мыскараçă качака
Чĕлхем
Савăнтăр атте-анне
Каçхине
Хĕл илемĕ
Туптарусем
Шывĕ сивĕ
Шыв хĕрринче сар чăхсем
Пит шухăшлăн тăраççĕ:
«Шывĕ сивĕ-çке», - тесе
Кӳлле кĕме хăраççĕ.
Хура хур
Çав хура хур амине
Эп пĕрре ятлатăпах.
Хăй кĕпи хуралнине
Вăл асăрхамасть пачах.
Инкек
Качака такин инкек,
Тĕкĕшеймĕ вăл текех.
Ма тесессĕн ватăлнă,
Мăйраки ун катăлнă.
Арпус
Аркашпала иксĕмĕр
Ĕнер арпус илтĕмĕр.
Çурмалла пайларăмăр,
Кăмăллăн сăйлантăмăр.
Асанне е кукамай?
Кайрăм асанне патне
Пĕринче эп хăнана.
- Асанне, - теп, - асанне,
Пĕрре вăрç-ха Динăна.
Мĕншĕн вăл сана ялан
Кукамай тесе чĕнет?
Çак мана мĕнпур чунтан
Кулленех кӳрентерет.
- Çук, - тет, - Дина, - эсĕ ху
Йăнăшатăн яланах.
Кукамай, тархасшăн, хуш,
Тĕрĕс чĕнтĕр вăл сана.
Асанне йăл кулнă май:
- Шутлăр,- терĕ, -
иксĕрех...
Асанне е кукамай?
Хăшĕ пулĕ тĕрĕсрех?
Кĕр кунĕ
Пăхать сайраран та сайра
Халь пирĕн ялта хĕвел.
Вăл кăнтăр енчех хăнара
Пулма тăрăшать-мĕн -шел!
Çапах кичем мар тĕнче:
Умрах сар хĕвел тĕррисем
Асамлă кĕрхи çил çинче
Вĕçеççĕ вĕл-вĕл çулçăсем...