Саспалли хули

Ялгир Петр Алексеевич


    

СОДЕРЖАНИЕ

Саспалли хули

 

Саспалли хули

 

Илсе килчĕ пĕр плакат,

Хăй савса пăхать куçран,

Ăшшăн çурăмран лăпкать.

 

«Ак, парне сана валли, –

Терĕ атте кăмăлтан. –

Ку  вăл саспалли хули,

Туслашсамччĕ унпалан».

 

Темĕн тĕрлĕ паллăсем

Куртăм эп плакат çинче.

«Ха, кусем – чăнах çуртсем», –

Савнăç çиçрĕ куçсенче.

 

Вĕсем ретĕн ларнипе

Хула капăр курăнать.

Ун тӳп-тӳр урамĕпе

Хам çӳренĕн туйăнать.

 

«Кашни çурчĕн ячĕ пур, –

Терĕ кăмăллăн анне. –

Пулăн эсĕ пит маттур,

Вĕренсен вĕсен ятне».

 

«Паллаштарччĕ вĕсемпе», –

Ыйтрăм эпĕ аттерен.

Вăл пуçларĕ йĕркипе

Вĕрентмешкĕн кунсерен.

 

А

 

АННЕ «А»  саспаллирен

Пуçланать. Чăнах вара,

«А» пĕрремĕшĕ иккен

Çав асамлă хулара.

 

Ӳстерет анне пире

Юратса мĕн пĕчĕкрен.

Нихăçан та ун ятне

Кăлармастпăр чĕререн.

 

Ă

Çĕнĕ крыльца умĕнче

Йăрăс йывăç çитĕнет.

Ун илемлĕ ятĕнче

«Ă» саспалли иккĕ, тет.

 

«ĂВĂС», – терĕм савăнса

Эп ăна пĕр ирхине.

Йывăç илчĕ вылятса

Çăтăл-çăтăл çулçине.

 

Б

Пĕчĕк çеç хитре тетрадь

Эп туянтăм лавккаран.

Пилĕк пус кăна тăрать,

Кĕсъене чикме аван.

 

Ячĕ ун БЛОКНОТ иккен,

Çырма лайăх ун çине.

Пĕлтĕм: «Б» саспаллирен  

Вăл пуçлать-мĕн хăй ятне.

 

В

Пирĕн пур ВЕЛОСИПЕД,

Унăн икĕ урапа.

Питĕ ярăнас килет

Ирĕн-каçăн ман унпа.

 

Эп сăнатăп инçетрен,

Эп пăхатăп ун çине.

Вăл мана ас илтерет

«В» саспаллине.

Г

Кӳршĕсен ГИТАРĂ пур,

Кăмăллатăп эп ăна.

Пит ăста вылять Якур,

Çамрăк чунăм савăнать.

 

Хулăн-хулăн сассипе

Пӳлĕме вăл янратать,

Ялан «Г» саспаллипе

Хăй туслине палăртать.

 

Д

Эп вылятăп тантăшпа

Час-часах доминолла.

Амăртатпăр хаваспа:

Кам çĕнет? Кам юлмалла?

 

Эх, вылятпăр темĕнччен,

Тавлашатпăр хăш чухне.

ДОМИНО! Пĕлмен хальччен

Вăл «Д» – ран пуçланнине.

 

Е

«Эсĕ çакă çырăва

Яр-ха почтă ЕЩĔКНЕ,

Маркине те çап хăвах», –

Пичче хушрĕ ирхине.

 

Эп вĕçтертĕм çил пекех,

Кăмăлăм çĕкленчĕ ман.

«Е» паллиллĕ ещĕке

Ятăм шур пакетăма.

 

Ĕ

Пирĕн колхоз ферминче

Сĕтлĕ ĔНЕСЕМ нумай.

Эп те кайрăм пĕринче

Аппапа ĕне сума.

 

Пĕри пăлан евĕрлех,

Мана килĕшрĕ чунтан.

«Ĕ» тесе вăл ĕнĕрлет,

Ачашласа ыр сунсан.

 

Ĕ

Çĕн çул çитнĕ майĕпе

Чăрăш лартрăмăр пӳрте.

Ăна капăр  теттепе

Эрешлерĕмĕр пурте.

 

Хутлă-хутлă çурт пекех

Пирĕн ĔЛКĂ ялкăшать.

«Ĕ-Ĕ-Ĕ» тесе текех

Пĕчĕк шăллăм çуйхашать.

 

Ж

«ЖУЧКĂ тусăм, кил кунта, –

Эп чĕнетĕп йыттăма. –

Ан çĕтсем эс вăрманта,

Кил пĕрле çырла татма».

 

Вăл итлет мĕн хушнине,

Нихăçан та ӳркенмест.

Жучкăна чĕне-чĕнех

Эп вĕрентĕм «Ж» теме.

 

З

Йăлтăркка ЗНАЧОК мана

Пачĕ виçĕм кун анне.

Çакса хутăм эп ăна

Çийĕмри пиншак çумне.

 

Илĕртет вăл хитрипе

Хуть çĕрле, хуть кăнтăрла.

«3» саспалли пуррипе

Çиçет пулĕ çăлтăрла?

 

И

Химилле ИМ-ÇАМ çинчен

Час-часах атте калать.

Çĕр пит тупăшлă иккен,

Имлесессĕн унпала.

 

Пур-мĕн тĕрлĕрен им-çам,

Интереслĕ ячĕсем.

Вĕсене хире сапсам –

Вăйлă ӳсĕç тырăсем.

 

Й

Уя тухрăм ЙĔЛТĔРПЕ,

Епле çăмăллăн шăвать.

Вăл шурă юр çийĕпе

Икĕ вăрăм çул хывать.

 

Йĕлтĕр, йĕлтĕр, эс пире

Йăнк та янк ярăнтаран.

Эсĕ «И» саспаллирен

Çавăнпах пуль уйрăлман?

 

К

Пиччесем пĕрре мана

Парнелерĕç КĔНЕКЕ.

Анне тем пек савăнать:

«Халь, – тет, – эс вĕренекен

 

Листине уçсан-уçсан,

Эп палларăм-çке тинех,

Кĕнеке ятне пуçлан

Капăр «К» саспаллине.

 

Л

Урампа хура ЛАША

Пысăк лав туртса пырать.

Лавçи путнă шухăша,

Мĕн çинчен-ши  шухăшлать?

 

Тен пĕлесшĕн: мĕн пирки

Хуть ЛАША, хуть ЛАВ сăмах –

Иккĕш те «Л» саспалли

Илнĕ хăйсене валли.

 

М

Эпĕ илтĕм МĂЛАТУК,

Тупрăм тимĕр пăтасем.

Тек шаккатăп тук-тук-тук!..

Пукана юсас тесе.

 

Тĕлĕнеп мăлатукран:

Вăл тук-тук! тесе юрлать,

Анчах темшĕн-çке «М»-ран

Хăй ятне пуçлаттарать.

 

Н

Улма-çырла садĕнче

Сарă НĂРĂ тытрăм эп.

Вăл  мăн çулçă айĕнче

Çимĕç сĕткенне ĕмет.

 

Нăр! нăрлать хăй пур вăйран,

Парăнасшăн мар мана.

Ахаль мар иккен «Н»-ран

Унăн ячĕ пуçланать.

 

О

Пирĕн атте колхозра

Вăтăр çичĕ çул ĕçлет.

Халь çеç пулчĕ Мускавра,

«Мана ОРДЕН пачĕç», – тет.

 

Çăлтăр евĕр йăлтăрать

Çутă орден инçетрен.

«О» паллиллĕ çăлтăра

Илĕп эпĕ те ӳссен.

 

П

Эп илтертĕм пасартан,

Хам валли ятарласа,

Пит илемлĕ ПАРАППАН,

Халь çӳретĕп янратса.

 

«Параппанçă пулăн ак

Эс шкулта», – калать аппа.

Пăнтăртатать яланах

«П» сассиллĕ параппан.

 

Р

Кам пĕлмест РАКЕТĂНА?

Унпала хастар çынсем

Çутă çăлтăр таранах

Хăпараççĕ халь вĕçсе.

 

Манăн та «ракетă» пур,

Юрататăп моделе.

«Р» та «Р» кĕрлет маттур

Вăл вĕçесшĕн çӳлелле.

 

С

Эпĕ «С» саспаллине

Халь паллатăп пит аван.

СУПĂНЬ тытсан ирхине,

Вăл ума тухать ялан.

 

Çăвăнатăп савăнса,

Пĕтĕм кăкăр уçăлать.

«Пулăн, – тет вăл, – эс таса,

Туслашсассăн манпала».

 

Ç

Эп çулла хĕпĕртесех

Антăм аслă улăха.

Çынсем пуçăнчĕç кĕçех

Çулма ешĕл курăка.

 

Ешĕл курăклă çаран,

Вылянаççĕ ÇАВАСЕМ,

«Ç»-па туслă пулнăран –

Питĕ çивĕч пуль вĕсем.

 

Т

Кĕр! кĕрлерĕ уй-хирте

Паттăр хурçă ут сасси.

Ун ятне пуçлать хитре

Ытарми «Т» саспалли.

 

ТРАКТОР малаллах шăвать,

Вăл суха тăвать куллен,

Пуйтарасшăн çĕршыва

Пуса ылтăнĕпелен.

 

У

«Утюглам-ха костюма», –

Терĕ пичче ирхине.

Кĕç пуçларĕ якатма

УТЮГ унăн тумтирне.

 

Ĕçлемест хăй уласа,

Пур пĕр савать МУ» сасса.

Пулчĕç çĕнĕ евĕрлех

Брюкипе пиншак часах

 

Ӳ

Илтĕм эпĕ шурă хут,

Тĕрлĕрен кăранташсем.

Кĕç ӳкертĕм пăрахут,

Сăрсемпе эрешлесе.

 

«Ку ӲКЕРЧĔК чиперех.

Ай, художник!» – тет анне.

«ӳлĕм пулăп», – терĕм эп,

Пусăм туса «ӳ» çине.

 

Ф

Эпĕ спорт площадкине

Пĕрре кайрăм аттепе.

«Ав, тет, "Ф" саспаллине

Тапкалаççĕ эртелпе».

 

«Ф» – ФУТБОЛ!» – эп хаваспа

Сиксе илтĕм вырăнтах.

Татах çĕнĕ сасăпа

Ак паллашрăм хăвăртах.

 

Х

ХАЧĂ тытнă аллине,

Каскалать шур çитсăна,

Çĕн кĕпе çĕлет анне.

Чун-чĕрем çунатланать.

 

Анне: «Улĕм ан ман, – тет

Хачă «Х»-ран пуçланать.

Çавăнпа та пуль хăй те

Вăл «X» евĕр курăнать».

 

Ц

Çаврăнать вăр-вар кăна

ЦИРКУЛЬ хут листи çинче.

Ункă пек йĕр çаврăнать

Куç хупма ĕлкĕриччен.

 

Унпала атте алли

Пĕкĕсем те ӳкерет.

Циркульпе «Ц» саспалли

Асран тухмĕç ĕмĕрех.

 

Ч

Микула пичче çартан

Таврăнчĕ тăван ялне.

Мана пачĕ ЧĂМАТАН:

 

Эпĕ халь чăматана

Тултаратăп теттесем.

Хут çине «Ч» паллăна

ӳкеретĕп тĕрлесе.

 

Ш

Пирĕн ялăн варринче

Икĕ хутлă ШКУЛ ларать.

Ача-пăча ир çинче

Ун енне çул такăрлать.

 

Шкул вывески инçетрен

Кăтартать «Ш» паллине.

Эп те çӳрĕп ӳлĕмрен

Вĕренмешкĕн кулленех.

 

Щ

«ЩЕТКĂ» ил те пушмакна

Тасатсам эс лайăхрах», –

Хушрĕç килтисем мана

Урама ямасăрах.

 

Шăртлă щеткă тасатма

Акă пуçăнчĕ кĕçех,

Урари пушмакăма

Турĕ çĕнĕ пек каллех.

 

Ъ, Ь

«Кур тата ик саспалли:

Пĕри сасса хытарать,

Ку вал – хытăлăх палли.

Ак КĔСЪЕ, – атте  калать, –

 

Тепри сасса çемçетет,

Ку вăл – çемçелĕх палли, –

Тĕслĕхсем илет атте: –

РУЛЬ тытать пуль Михали».

 

Ы

«Эс ЫХРА çи ытларах – 

Çирĕпленĕç шăлусем:

Витамин пур ыхрара»,

Мана сĕнчĕç тухтăрсем.

 

Ыхрана ытарайми

Кăмăллатăп халь ялан,

Çавăнпах пуль уйрăлми

Çывăхлантăм «Ы»-палан.

 

Э

ЭТАЖЕРКĂ пӳлĕмре

Чи хисеплĕ вырăнта.

Эх, епле илем кӳрет

Вăл халь пирĕн пӳрт-çурта.

 

Тĕрлĕрен кĕнекепе

Туп-тулли те вăл, пуян.

Кăткăс «Э» саспаллипе

Юмахлатăп эп чунтан.

 

Ю

Урамра ларать ЮПА

Кармашса тӳпенелле.

Ултă-çичĕ пралукпа

Çыхăннă кӳршипеле.

 

«Электричествă парап,

Чуптарап радиохум.

Ĕçĕм чапсăр-им вара?» –

Тет «Ю» хуçи кашни  кун.

 

Я

Пӳрт çинче – хăмач ЯЛАВ,

Çилпеле вĕл вĕлкĕшет.

«Çитрĕ, – тет, – хавас уяв'», –

Урама тухма чĕнет.

 

Ялавпа пĕрле ялан

Ярапаллă «Я» палли.

Тантăш тытрĕ ман алла:

«Çĕн парне – сана валли!»

 

Саспалли хулипеле

Çăмăл мар-мĕн паллашма.

Пĕтĕм саспаллипеле

Пултаратăп калаçма.

 

Тем те пĕр çинчен пĕлсен,

Пит аван-çке тĕнчере.

Эх, шкула каяс тесе,

Ман сиксех тапать чĕре!