Ӑсансем

Алексеев Осип Алексеевич

Ачалăхри юлташсем тата кўршĕ-аршă ир-ирех килсе ура çине тăратрĕç.

−Уçăп тусăм, − теççĕ, − илсе кай пире Йăлăма шур çырлине. Сансăр пуçне çырла вырăнне пĕлекен çук. «Урхамахсем» хатĕр, «тăпăртатса-кĕçенсе» тăраççĕ.

Пилĕк автомашинăпа вăрăм çула тухрăмăр. Таврана янкăр çутатакан хĕвел йăмра çўллĕшне хăпариччен Атăл урлă хывнă чĕнтĕрлĕ кĕперпе çармăс енне каçса малалла çил пек вĕçтертĕмĕр.

Çуллахи шăрăх кунсем вĕçленсе пыраççĕ. Улăх-çаран, вăрман уçланкисем каю курăкĕпе витĕннĕ: мамăк пек çемçе вăл, симĕс пустав пек сарăлса выртать. Эх, ун тăрăх, ачалăхри пек, тихалла вирхĕнесчĕ!

Чăтлăхлă вырăна çитсен автомобильсене çул айăккине тăратса хăвартăмăр. Хурала, хăй килĕшнипе, «Волга» хуçине Çитăр Çерушне шантăмăр. Ăна кăштах çырла пама пултăмăр.

Пĕр сехет çурăран шăрăх кунсенче те типме пĕлми шывланса тăракан уçланкăна тухрăмăр.

Ай турух! Мĕн чухлĕ çырла! Вăл, чăн та, урайне кунтăкĕ-кунтăкĕпе пăрçа тăкса янăнах сарăлса выртать.

− Кун чул çырла пуласса пĕлнĕ пулсан кăрман лартса тухмаллаччĕ, − хĕпĕртет Кĕркури Кĕтерукĕ.

Çырлана килнисем пурте çиелти тумтирне хывса хучĕç те ура пусмалăх типнĕ тĕмĕсем çийĕн сике-сике çырлаллă вырăна тухрĕç, татма тытăнчĕç.

Нумайăшĕн аллисем пир тĕртекен стан ăси пек выляççĕ: кĕске вăхăтрах пĕрер витре çырлаллă пулчĕç. Назар Наççин ав − витре çурă ытла. Ĕçĕ ăннипе тата ытларах хавхаланса ĕçлет: пĕкĕлле авăннă та пуçне çĕклемесĕр тăрмашать.

Ыттисем умĕнче намăс курас мар тесе упаленсе-чĕркуçленсе çырла пухатăп, хам ăсталанă «комбайнпа» та усă куратăп − çаплах витре тулмасть, çурри çеç. Ăшша пиçрĕм. Çурăм тăрăх шăпăр-шăпăр тар юхать. Иртнĕ çул туяннă костюм пиншакне хуçăлнă хурăн туратти çине уртса ятăм. Хăвăртлăх самай ўсрĕ, пĕрле килнисем ăçтине пăхмасăр пуç çĕклеми ĕçлетĕп. Тулнă витрене çумри савăта пушатрăм. Хуçкаланма-авкаланма ан чăрмантартăр тесе ăна йывăç туратти çине çакрăм.

Татах çырла тататăп. Сисмесĕр тепĕр витре тулчĕ. Пăхатăп: юнашар пĕр çын та çук. «Ау-у! ăçта эсир!» − кăшкăратăп мĕнпур вăйран.

Йывăçсен тăррисем хумханса илчĕç. Атăлри пулăсем те илтрĕç пуль ман сасса. Пĕрле килнисенчен хирĕç никам та чĕнмерĕ.

Утатăп, васкатăп, çакса хăварнă савăта шыратăп − курмастăп. «Çакăнтахчĕ-çке», − тесе унталла-кунталла куматăп. Тупаймастăп. Юрĕ, пĕр витре çырласăр çука юлас çук тесе пиншак патне çул тытрăм.

Хуçăлнă хурăн мĕн чул кунта! Чăлт шурă хупăлли те, шатралли те, ули те пур. Анчах пĕрин çинче те манăн пиншак курăнмасть. Мĕн тумалла? Йывăç çине хăпарса тавралăха тĕпчетĕп: усси çук. Кун каç еннелле сулăнчĕ. Пăлханнипе пуç çаврăнса кайрĕ: автомашинăсем патне ăçталла каймаллине тавçăраймастăп.

Сисмен-туман çĕртен пĕр мăшăр ăсан хулпуççи çине пырса ларчĕ, кăлтăртатса илчĕ, сывлăша çĕкленчĕ.

«Ку туссем мана машинăсем патне çул кăтартма килнĕ вĕт», − пырса кĕчĕ пуçа шухăш.

Вăхăт нумай-и, сахал-и иртрĕ, вăрăм çунаттисене авăстарса пыракан кайăксем хыççăн васкаса хамăрăннисем патне çитрĕм те. Туссем пĕрне-пĕри пўлсе мана çухатса хăварни, çакăншăн кам айăпли пирки шавлаççĕ.

− Çухатăн ăна! Персе те çитет ак, − тет Петя. − Вăл эпир мар.

− Асансем пулăшаççех ăна, − калаçăва хутшăнать Гена. Мана курсан пĕр харăссăн чупса пычĕç те ур-ра йăтма, сывлăша пеме тытăнчĕç. Йывăçран çакланса ларасран шикленнипе чĕре тухса тарать пуль терĕм.

Виçĕ-тăватă кунтан урамра ман пиншака тăхăннă çынна курах кайрăм.

− Вăрманта тупрăм, − пытармарĕ вăл. − Кĕсйинче укçатенкĕ çукчĕ. Çакă çеç алла кĕчĕ, − кăларса тыттарчĕ вăл асаттерен юлнă кукăр чĕлĕме.