Сан валли

Волкова Мария Андреевна

ТУПМАЛЛИ

АПРЕЛЬ

САН ВАЛЛИ

ШУР АППА

ШКУЛТИ ĔÇ

ТЕЛЕЙЛĔ МАЙ

ЧĔКЕÇ

АВТАН ТУС

КАЧАКА

КУШАК
ЛЕСНИК АЧИ

ЛАГЕРЬТЕ

КĂСĂЯ

ЮРЛАКАН ПУКАНЕ

КАХАЛ САХАР

ҪУМĂР ХЫÇÇĂН

ЛӲППЕР АЧА

МА ĂМСАНАС ХĂЛАТА?

АНЧĂК

ҪЫРЛАРА

КАРĂК ҪЫРМИ АЧИСЕМ

ШУТЛАСА ВЫЛЛЯМАЛЛИ СĂВĂ

ЧАППАЙЛА ВЫЛЛЯНИ

КИЛЕШЕТӖП АППАПА

ОЛЯ ТУХТĂР ПУЛАШĂН

ХĂРАМАНСКЕР

КАШКĂР

КӖРХИ ӲКЕРЧӖК

ТĂВАН ҪӖРШЫВРА

ХУРҪ

 

 

АПРЕЛЬ

Шăнкăрч саслă шăхличпе килет апрель,
Çип-çинçе йĕрпе чупаççĕ шывĕсем.
Кăвак куçлă, йăлтăр пичĕ ун хĕвел,
Ташласа вылять вĕр-çĕнĕ кĕвĕсем.

 

КАРĂКÇЫРМИ АЧИСЕМ

Карăкçырмисен
Хастар çыннисем.
Хастарлă çынсен –
Маттур ачисем.

Лантăш татаççĕ,
Шăлан пухаççĕ,
Аптека валли
Кăмпа тупаççĕ.

Кĕркунне çитсен,
Пилешсем пиçсен,
Палан ĕлкĕрсен,
Лармаççĕ килте.

Мăйăр татаççĕ,
Йĕкел суйлаççĕ,
Çĕршыва валли
Пухса параççĕ.

Сап-сар мăйрисем
йăлтах шултрисем.
Лесник хĕпĕртет,
Шалтах тĕлĕнет:

Кашнин ячĕпе,
Хушамачĕпе
Илес,– тет лесник.
унтах ак виçи.

Анчах ушкăн сас
– Пĕрле виçĕр! – тет.
Мăйăрне тăкса
Пухать пĕр çере.

Хăш ялтан? – тесен,
– Хуравлаç вĕсем:
– Карăкçырмисем –
–  Натуралистсем!..

Пурте тирпейлĕ,
Пурте йĕркеллĕ,
Ку ачасене
Никам тиркемĕ.

 

ВЕРУК

Пирĕн Верук – чиперук,
Унтан чипер ача çук.
Кĕпе çĕлет машинпа,
Кĕпи симĕс сатинтан.
Чĕнтĕр тытать çухине,
Хăех çыхнă чĕнтĕрне.
Аркине карасласа
Вăл тĕрлет хавасланса.
Машин чăк-чăк тутарать,
Çĕвви шăрçа пек пулать.
– Çыпăçуллă. Пултарать!
– Тесе анне йăл кулать.

 

ХĔЛИП

Хĕлип валли амăшĕ
Çĕнĕ карттус туяннă.
Карттус илсе панăшăн
Хĕлип хытă савăннă.
Вăл амăшне пулăшнă,
Вĕрен
ӳре тăрăшнă.
Уншăн ăна мухтанă,
Лайăх кĕнеке панă.

 

ÇЫРЛАРА

Кунтăк турăм хурăн хуппинчен
– Çырлана каятпăр, çырлана!
Вырăнне çитмешкĕн-ха инçе,
Шыв ĕçме анатпăр çырмана.

Кунтăкпа ăсса ĕçсессĕн, çăл
Хурăн шывĕ евĕр тутланать;
Уçăлать сип-симĕс пурçăн çул
– Çырлана утатпăр, çырлана!

Тăрăшсах автать чăпар куккук,
Тантăшсем итлесшĕн мар ăна.
Тантăшсем пуласшăн мар салху
– Çырлана васкаççĕ, çырлана!

Ак уçланкă. Хĕп-хĕрлĕ çырла
Пушмак пуçĕ палăрми нумай.
Эпир мар-мĕн, савнăç хăй юрлать
Çырлара чух кунтăк тулнă май.

 

КАРĂКÇЫРМИ АЧИСЕМ

Карăкçырмисен
Хастар çыннисем.
Хастарлă çынсен –
Маттур ачисем.

Лантăш татаççĕ,
Шăлан пухаççĕ,
Аптека валли
Кăмпа тупаççĕ.

Кĕркунне çитсен,
Пилешсем пиçсен,
Палан ĕлкĕрсен,
Лармаççĕ килте.

Мăйăр татаççĕ,
Йĕкел суйлаççĕ,
Çĕршыва валли
Пухса параççĕ.

Сап-сар мăйрисем
йăлтах шултрисем.
Лесник хĕпĕртет,
Шалтах тĕлĕнет:

Кашнин ячĕпе,
Хушамачĕпе
Илес,– тет лесник.
унтах ак виçи.

Анчах ушкăн сас
– Пĕрле виçĕр! – тет.
Мăйăрне тăкса
Пухать пĕр çере.

Хăш ялтан? – тесен,
– Хуравлаç вĕсем:
– Карăкçырмисем–
–  Натуралистсем!..

Пурте тирпейлĕ,
Пурте йĕркеллĕ,
Ку ачасене
Никам тиркемĕ.

 

ШУТЛАСА ВЫЛЯМАЛЛИ СĂВĂ

Пилеш йывăç – сиктĕрме,
Пепкесене сиктерме.
Пире анне ӳстерет
Çĕршыв ятне çĕклеме.
Çĕршыв чапне ӳстерме
Çирĕп сывлăх кирлĕрех.
Çитĕ ахаль çÿреме
– Вăй-выляма килĕрех!
Кам космосра пулмалла,
Камăн кунта юлмалла.
Çĕр çинче те ырă ят
Тупас тенĕ çын тупать.
Эп – Гагарин, эс – Титов.
Эс – Валерий Соколов.
Андриян пекех маттур
Кам пулас тет?..
Тух, Якур!

 

ЧАППАЙЛА ВЫЛЯНИ

Урхамахĕ, урхамахĕ –
Тимĕр кăвак урхамах!
Урхамахĕ те хамах эп,
Юланутçă та хамах.
Урхамахăм, пит ан ашкăн –       
Чĕлпĕрне эп хыт тытам!
Утланам та хурçă шашкă
Чаппайла эп вылятам.
Тăшмана хĕсме пит йывăр:
Юр тусать, урам – пăрлак.
Юрласа ярсассăн юрă
Çăмăлрах çĕнме пăртак.
Тăшман ÿкрĕ, тăшман – чакрĕ.
Чĕвен тăчĕ урхамах.
Тăкăртăк! такан янратрĕ
Хамăр аслă урама...
Урхамахĕ, урхамахĕ –
Йĕс таканлă урхамах!
Урхамахĕ те хамах эп,
Юланутçă та хамах.

КИЛĔШЕТĔП АППАПА

Манăн аппа Варвари
Чи маттурри, вăр-варри.
Унпа ĕçе тытăнсан
Хăех пырать ĕç ăнса.
– Эх, аппаçăм Варвари,
Иккĕн кĕпе çăвар-и?
Эп çăватăп, эс – чӳхетĕн,
Унтан иккĕн пăрар-и?
Кĕпе çуса пĕтерсен,
Вăйă выляр-и? – тесен,–
– Аюк, – темест вăл мана,
Çур сăмахран   ăнланать.
– Атя, – тет вăл,– пахчара
Кăшт ĕçлесе хăварар.
Эп шыв çĕклĕп, эс – сапса тăр
– Ӳстерер,– тет,– хăяра.
Унтан каяр выляма
Уничери урама.
Ман гербари тумалла,
Тĕрлĕ лĕпĕш пухмалла...
Уничере ах, ача,
Мĕн чул лĕпĕш, саранча!
Саранчасем кĕрлеççĕ,
Самолёт пек çӳреççĕ.
Сарă, кăвак çунатли
– Тытрăм эп аппа валли.
Хĕпĕртесе кулатпăр,
Унтан киле чупатпăр.
Шутсăр лайăх ман аппа,
Юрататăп эп ăна.
Сивĕ, хирĕç сăмахпа
Кӳрентермест вăл мана.

 

ОЛЯ ТУХТĂР ПУЛАСШĂН

Оля вылять тухтăрла
Пуканесем хушшинче.
Вăл тăхăннă шур халат,
Пĕчĕк трубка аллинче.
Пулăшать ăна маттур
– Алёнушка пукане.
Пур ун хачă, хĕскĕч пур
– Хăвăр пĕлĕр вăл камне!
Пуçланать ак ĕç тинех,
Чĕнсе кĕртрĕ Уçăпа.
Тухнă ун алли çине
Шĕвĕр тăрăллă çăпан.
Алёнушка ним чĕнмест,
Пĕлеймест-ха ĕç майне.
Оля ăна вĕрентет:
– Малтан – çăвар суранне.
– Халь, –  тет,– сĕрер йодăпа,
– Микроба пĕтермелле!
Час тӳрленĕ, – тет,– çăпан.
Пулĕ пурте йĕркеллех.
Тепĕр чирлĕ çын кĕрет.
Тухтăр пăхать ак каллех.
– Аппендицит! – пĕлтерет,–
Операцине халех!
Шăкăр-шакăр çавăнтах
Сĕтел çине вырттарать.
Уколне тăвать унтах.
–    Чăт, – тет, – кăшт ыраттарать.
Кăшт лексенех: «Ан-не!» – тет
Чирлĕ Анна-кондуктор.
–    Час пĕтет ак... Пĕтрĕ те!
Ларт çĕлесе,– тет тухтăр.
Аппендицит вăйă мар!
 Операци хыçĕнчен
Юрамасть те хускалма.
Тухтăр кравать пуçĕнчех.
Чирлисене тĕрĕслет,
Пĕтĕм шанчăк халь унра.
Пур чире те вăл пĕлет,
Пĕчĕк трубка ун умра.
Оля итлет, йăл кулать:
– Пукане, – тет, – сып-сывах!
– Оля ӳссен врач пулать,
– Врач,– тет,– кирлĕ çĕршыва.

 

ХĂРАМАНСКЕР

Мухтанать юлташăм ман:
 – Никамран эп хăраман!
Хăрамастăп хуть ялта,
Хутте хура вăрманта!..
Юлташпа зоопарка
Кайрăмăр упа курма.
Тĕрĕслесшĕн «паттăра»
Эпĕ кăшкăртăм вара:
– Решеткене çĕмĕрсе
Упа тухрĕ мĕкĕрсе!
– Мĕн тăвар, мĕн тăвар?
Атя, – тет юлташ, – тарар!



КĔРХИ ӲКЕРЧĔК

Ял вăранать.
С
ӳнеççĕ çăлтăрсем.
Ман кăвакарчăн кантăк умне килчĕ.
Йĕлме çинчи хĕрелнĕ çулçăсем
 Хуллен
ӳкеççĕ çĕр çине пĕр çилсĕр.
Уйри улмурине ав катаран
Тăрна карти çунат сулса хăварчĕ...   
Урисене хăрать пуль шăнтасран
– Ман хул çинчех ларасшăн кăвакарчăн.
Е мамăк тутăр çыхнă пуç тавра
 Вĕçет вара вăл мансăр пурнайман пек,
Курак йышпа куллен ав пуçтарнать,
Шуйхавлă сассисем темме хурланчăк.
Тĕтреллĕ сивĕ сывлăша сирсе,
Вĕçсе тухать çил сисĕнкĕсĕр питĕ.     
Кавир сарса хурать вăл çемçерех,
Хĕл мучине кĕтсе...
Вăл – час ак çитĕ.

 

ТĂВАН ÇĔРШЫВРА

Тухăçран кăвак кантăк çине
Кăвак шуçăм тӳлеккĕн ӳксен,
Чупрăм тухрăм улма пахчине
Итлемешкĕн куккук сассине.
Ирĕк, аслă тăван çĕршывра
Тата тулăх садсем мĕн чул-ши!
Çупкăм иçĕм çырли, сар çырла
Мĕншĕн пур çырларан тутлă-ши?
Атăл çийĕн тĕтре карăнсан
Улăх тăрăх тÿлек ирхине,
Чупрăм тухрăм пăхса савăнма
Атăл кĕмĕлленсе юхнине.
Ирĕк, аслă тăван çĕршывра
Ирĕк, аслă шывсем мĕн чул-ши!
Вĕсен хумĕ миçе юрăра
Шăнкăравлăн юхса вĕçмен-ши?
Шурă кăпăк пек кăпăш сирень
Çеçкипе сывлăша çунă чух,
Чупрăм тухрăм тăван уй-хире
Итлемешкĕн кунçул кĕввине:
Ĕçчен халăх юрлать юррнне,
Чаплă ĕмĕр çинчен хывнпне.
Ахаль мар-çке тăван çĕршывра
Сарăлать вăл мĕнпур тĕнчене.