Санăн йыхравна эпĕ илтрĕм

Тургай Ольга Николаевна


    

ТУПМАЛЛИ

ХĔСĔК КУÇЛĂ ВĔР ÇĔНĔ УЙĂХ

ПĔЛĔТ ÇИНЧИ СĂНСЕМ

ЭПĔ+ЭСĔ=ВĔÇСĔР-ХĔРСĔР УЙĂХ

ТĔЛ ПУЛУ

 

ХĔСĔК КУÇЛĂ ВĔР ÇĔНĔ УЙĂХ

 

Урам урлă каçрăм та вăрмана кĕтĕм. Кунта пач урăх тĕнче иккен – юмах тĕнчи. Темле асамлă вăй ирĕксĕрех малалла утма хистет.

Хĕвел ĕнтĕ çӳле хăпарнă. Вăрманти кашни юр пĕрчи ахахăн-кĕмĕлĕн йăлтăртатса куçа йăмăхтарать. Ăна темле асамçă хăйĕн пурлăхне шеллемесĕр, çак илемпе çынсене савăнтарас тесе сапса тухнăн туйăнать. Чĕрере – ырă-ырă туйăм: мĕн пур çынна, пĕтĕм тĕнчене ыталаса илсе тав тăвас килет.

Майĕпен сукмакпа утатăп. Шăп. Пĕр сас-чӳ илтĕнмест. Шурă юрпа витĕннĕ йывăç турачĕсем те хускалмаççĕ. Тарăн ыйăха путнă пулас вăрман. Тен, пĕтĕм чĕр чун, пĕтĕм ӳсен тăран теме кĕтсе шăпланнă? Çуркуннене мар-ши?

Сасартăк темĕнле çинçе сасă янăраса кайрĕ. Кăсăя-çке ку! Унăн юрри хăюсăррăн та именчĕклĕн илтĕнчĕ. Пĕтĕм чĕрĕ чуна тыткăна илнĕ шăплăха пăснăшăн пĕчĕк кайăк хăйне хăй аван мар туйрĕ пулас та – самантрах шăпланчĕ. Анчах унăн кăкăрĕнче те чĕре тапать çав, вăл та килес çуркуннене туйса савăнать тĕр. Кăшт вăхăт иртсен каллех сасă пачĕ кăсăя. «Ăçтарах-ши?» – тесе унталла-кунталла пăхкаласа илтĕм. Сасси юнашарах илтĕнет хăйĕн. Питĕ курас килсе кайрĕ паян ăна, малтан çĕр хут та курнăскерне. Çепĕç юррине пула-ши? Е шартлама сивĕ кунсене çĕнтерме пултарнăшăн?.. Юрла, кăсăям, юрла! Чун кĕртетĕн эсĕ хăвна хӳтлĕх парса ăшăтнă вăрмана.

Акă иккен вăл. Лутра шĕшкĕ турачĕ çинче ларать. Чарăнса тăтăм. Вăл та мана асăрхарĕ пулас, анчах вĕçсе кайма васкамарĕ. Çак тĕлĕнмелле тĕнчешĕн иксĕмĕр те чунтан савăннине кăсăя туйрĕ пулĕ, мана хăйĕн тусĕ тесе шутларĕ тĕр. Тата çине-çине чĕвĕлтетрĕ те вĕçсе кайрĕ.

Кĕтмен çĕртен юр çума пуçларĕ. Çăп-çăмăл юр пĕрчисем сывлăшра ташланă евĕр çаврăна-çаврăна илеççĕ. Хăйсен илемне кăтартас тесе-ши, хĕвел çинче йăлтăр-йăлтăр çиçсе вĕçкелеççĕ. Çĕре ӳкме васкамаççĕ вĕсем, хăйсен кĕске ĕмĕрĕнчи чи киленӳллĕ саманта тăсасшăн ахăр…

Сукмак çине чаплăран та чаплă кавир сарнă пекех. Ăна ватас мар тесе каялла çаврăнтăм. Акă вăрман хĕрри. Çаврăнса пăхрăм. Хĕллехи вăрман лăпкă сывлать. Вăл хăйĕнче темле вăрттăнлăх упрать пек. Тепре кунта килсен эпĕ çав вăрттăнлăха пĕлессĕнех туйăнать.

 

1987