Санăн çитмĕл çичĕ тус

Лазарева Александра Назаровна

    

Содержание:


САНĂН ÇИТМĔЛ ÇИЧĔ ТУС
ТĔРĔС ЯТ
ХИСЕП
САВĂНĂÇ
ЧĔРЕ ĂШШИ
Ӳ
КЕРЧĔК
КАШНИ КУНАХ КУРАТĂП
ÇУЛ ÇИНЧЕ
КĔСЛЕ ЯНĂРАТЬ
ÇĔНĔ ÇУЛ УМĔН
УЛĂХРА
ÇĔНĔ ÇУРТ
УНĂН СУКМАКĔ
УРОК ПУÇЛАНЧĔ
ШАНЧĂКЛĂ ТУС



САНĂН ÇИТМĔЛ ÇИЧĔ ТУС

Отрывок из рассказа «САНĂН ÇИТМĔЛ ÇИЧĔ ТУС»

Йăлăм!.. Вăл яланах – çуллахи шăрăхра та, хĕллехи шартлама сивĕ кунсенче те чуна илĕртет. Ытармалла мар илемлĕх унта, шăплăх, канлĕх...

Хĕлле, Атăл ларсанах, канмалли кунсенче хулари йĕлтĕрçĕсем пурте, ватти-вĕттипех, Йăлăмалла ыткăнаççĕ. Çав тери ирĕклĕ унта. Хуть те ăçталла чуп, хуть те хăш тĕлте ярăн. Сывлăшĕ кăкăра уçса ярать, кăмăла çĕклет...

Хулари пĕр мăн çуртра, пĕр подъездрах пурăнакан вуникĕ çулхи Андрюшпа вунпĕр çулхи Костя та пĕрмаях Атăл çине йĕлтĕрпе ярăнма çӳреççĕ.

Пĕрре, шăматкун ирхине, вĕсен çуртĕнчен чылайăшĕ йĕлтĕрсемпе кайрĕç. Андрюш ашшĕ ирхи апат хыççăнах килтен тухрĕ. Андрюш та унпа пĕрлех каясшăнччĕ, вăл ĕнтĕ хăйĕн йĕлтĕрĕсене тахçанах якатса хатĕрлесе хунăччĕ. Анчах ашшĕ ăна илсе каясшăн пулмарĕ.

Эпир паян юлташсемпе питĕ инçе каятпăр, ывăлăм, – терĕ вăл. – Ăмăрту пулать йĕлтĕрçĕсен. Ырансăр та таврăнмастпăр. Санпа эпир тепĕр чух ярăнăпăр.

Ашшĕпе пĕрле кайма май килменнипе, Андрюш хăйĕн юлташне, кӳршĕре пурăнакан Костьăна, чĕнчĕ. Амăшĕ хирĕç пулмарĕ, анчах асăрхаттарчĕ:

Эсир инçе ан кайăр, тата ытлашши нумай та ан çурĕр...

Кунтан тĕлĕнмелли çук-ха, вăл кашнинчех çавăн пек каласа ярать. Костя амăшĕпе ашшĕ те, вăл ăçта та пулин каяс пулсан, яланах çавăн пек асăрхаттараççĕ. Унăн ашшĕ, Андрюш ашшĕ пек, йĕлтĕрпе çӳреймест, вăл инвалид, уксахласа утать.

Ачасем килтен çав тери хаваслăн тухрĕç, кĕçех Атăл çине çитрĕç, ярăнма тытăнчĕç. Çанталăкĕ паян питĕ лăпкă, ним чухлĕ те сивĕ мар. Çынсем пурте, Атăл урлă каçса, йăлăм еннелле ярăнса каяççĕ.

Атя, Костя, эпир те малалла каяр! – кăшкăрчĕ Андрюш.

Атя, ара! Анчах нумай çӳремĕпĕр, килте пăшăрханĕç, – терĕ ăна хирĕç юлташĕ.

Ачасем Атăлăн леш енчи çыранĕ еннелле вĕçтерсе пычĕç. Кунта йĕлтĕр йĕрĕсем питĕ нумай-мĕн, малтан тунă йĕр тăрăх ыткăнса пыма та çăмăл.

Вĕсем умĕнче чуна илĕртекен вырăнсем. Акă, пĕр вăрмантан тухсанах, çӳллĕ, чалăш-тĕлĕш тăвайкки тĕл пулчĕ. Мĕн тери аван ярăнса анма! Акă, çĕнĕ йĕрсем пур. Тин çеç иккĕн ярăнса иртнĕ курăнать. Андрюшпа Костьăн та çав йĕрсем тăрăх ма ярăнмалла мар-ха? Ним шухăшласа тăмасăрах, туссем тăвайккинчен умлăн-хыçлăн вĕçтерчĕç. Кайран вара пĕри пуçхĕрлĕн, тепри хăяккăн йăванса кайса çырма тĕпĕнче тĕл пулчĕç. Инкек-синкек çук, хăйсем ахăлтатса кулаççĕ çеç...

Малта йĕрсем татах нумай, урлă та пирлĕ каяççĕ. Вĕсем тăрăх кайса та çитерес çук. Çавăнтах тата те йытă, те мулкач кĕрпе пек кăпăшка юра сирпĕнтерсех сике-сике кайнă. Ку та çĕнĕ йĕр, нумай пулмасть таçталла тарнă пулмалла.

Атя, çак йĕрпе каятпăр: ăçта пытанса пурăнать ку чĕрчун? – Андрюш, малта пырса, темле кайăк йĕрĕпе вăрманалла кĕчĕ. Костя та юлмарĕ унран.

Кукăр-макăр сиккелесе çӳренĕ эсрел мулкачи. Ачасем ун хыççăн пычĕç-пычĕç те унтан йĕрне те çухатрĕç. Таçта, пĕр-пĕр йывăç тăррине, улăхса ларнă тейĕн. Ăçтан тупатăн ăна? Вĕсем пĕр хушă унталла-кунталла пăхкаласа тăчĕç, çапах та урăх нимĕн те курăнмарĕ. Çав самантра хăйсем питĕ ывăнса çитнине туйрĕç.

Атя каялла... – терĕ Андрюш, ассăн сывласа.

...Ак ĕнтĕ вĕсем, пĕр шарламасăр, каялла таврăнаççĕ. Кĕтмен çĕртен çил вĕре пуçларĕ, пит-куçа кастарса чалăшшăн тăман çавăрттарма тытăнчĕ.

Хĕллехи кĕске кун иртсе те кайнă иккен, тавралăха тĕксĕм сăн çапрĕ. Утса пынă çĕртех ачасем хăйсен йĕрĕсене те çухатрĕç. Те тăман шăлса лартрĕ, те куç курми пулчĕ. Вĕсем каялла кайма тухнăран вара самай вăхăт иртрĕ пулин те, хуралсах пыракан вăрман вĕçĕ те курăнмасть.

Ачасем унталла-кунталла пăхкаласа чарăнса тачĕç. Ăçталла çул тытмаллине халь вĕсем пĕри те пĕлмерĕç. Андрюша сылтăм еннелле каймалла пек, Костьăна пачах урăх еннелле пек туйăнчĕ. Юрать-ха, çил-тăман ытлашши вăйлах пулмарĕ, вăл пĕр кассăн çавăрттарса çеç иртсе кайрĕ. Унтан çанталăк лăпланса та çитрĕ. Нимрен ытла туссене хăйсем ывăнни, хырăмĕсем выçни аптрата пуçларĕ.

Кăшт тăхтасан таçта, чылай аякра, йытă вĕрни илтĕнчĕ те, ачасем çав тери савăнса кайрĕç.

Ав, çав еннелле каймалла-иç!

Вĕсем тӳрех вырăнтан хускалчĕç. Шăп çав вăхăтра вĕсен тĕлĕпе, пĕр вăтăр-хĕрĕх метрта, йывăçсем хушшипе иккĕн йĕлтĕрсемпе çăмăллăн чашлаттарса пыни курăнчĕ. Каччăпа хĕр пыраççĕ иккен. Вĕсем ачасене асăрхарĕç, анчах чарăнса тăмарĕç.

Ырă çынсем! Калăр-ха, тархасшăн, хулана хăш еннелле каймалла? – кăшкăрса ыйтрĕ Андрюш.

Мĕн эсир вăрманта çак таранччен çӳретĕр? Сирĕн тахçанах вырăн çинче бай-бай тумалла! – терĕ арçынĕ.

Ку сасă Андрюша темшĕн ашшĕ сасси пекех туйăнчĕ. Çавăн пирки ун чĕринче самантлăха савăнăç çиçсе илчĕ.

Эй-эй! Атте-е! – кăшкăрчĕ Андрюш.

Мĕн эсĕ, сивĕпе аташма пуçларăн-им? Ăçтан аçу пултăр кунта? – терĕ Костя.

Атьăр, вĕçтерĕр пирĕн хыççăн, çухалса каймастăр вара! – илтĕнчĕ çав вăхăтрах хĕр сасси.

Умри çынсем часах куçран çухалчĕç. Вĕсене хăваласа çитес тесе, ачасем мĕн вăй çитнĕ таран чупрĕç,– усси пулмарĕ, ывăннăскерсем часах пӳлĕнсе ларчĕç.

Тек каймастпăр, ют çынсем вĕсем. Таçталла-ха вĕсен çулĕ, кам пĕлет... – терĕ Андрюш, хашш! хуйхăрса.

Паллах, ют çынссем! Ют мар пулсан – чарăнса тăратчĕçех вĕсем, ăçталла каймаллине ăнлантарса паратчĕç!

Эх, эпир те çав! Вĕсен пире çĕклесе каймаллаччĕ-им тата? Хамăр утса çитеймерĕмĕр вĕт-ха?..

Сисмесĕрех çĕрле пулса ларчĕ. Тӳпере сиввĕн çутатакан çăлтăрсем те нумайланчĕç.

Çăлтăрсен çутипех çитетпĕр, – терĕ Андрюш, хăйне хăй лăплантарса.

Çитме те пултаратпăр пуль! Çынсем çĕрле сахал çӳреççĕ-и? Эпир те çынсемех, хăрамалли нимĕн те çук, – ун майлă пулчĕ Костя.

Анчах вĕсен йĕлтĕрĕсем халь ĕнтĕ аран-аран шурĕç. Пĕчĕк туссем çав тери ывăнса çитрĕç.

Андрюш, кăштах канса илес пулать пуль пирĕн, вăй кĕтĕр, – терĕ Костя.

Канатпăр та – каллех утатпăр, пурпĕрех кĕçĕр киле çитетпĕр...

Вĕсем, йĕлтĕрĕсене çавăнтах пĕр лутрарах лăпсăркка йывăç айне юнашар пăрахса, çурăмĕсемпе пĕр-пĕрин çумне тайăнса, юр çине ларчĕç те часах тĕлĕрсе кайнă пек пулчĕç.

Сĕм вăрманта сивĕ шăплăх тăрать. Ывăннă ачасем хуллен хăрлаттарса çывăрни çеç кăшт хускатать çав шăплăха.

...Каç та пулчĕ, çĕр тĕ иртрĕ, ачасем киле таврăнмарĕç. Андрюш амăшĕ те, Костя ашшĕпе амăшĕ те, калама çук пăшăрханса, пăлханса, çĕрĕпех çывăраймарĕç. Ĕнтĕ хайсен çуртĕнче кĕрсе тухман хваттер те юлмарĕ. Паян йĕлтĕрпе ярăнма кайнисенчен кам та пулин вĕсен ачисене курман-ши тесе шырарĕç вĕсем. Анчах кăлăхах пулчĕ – никам та курман, тĕл пулман...

Андрюш амăшĕ Агния Ивановна пĕтĕм чунтан кулянса çĕр каçрĕ, ăна никам та лăплантаракан пулмарĕ.

Ăшĕ хыпнипе, чунĕ ыратнипе ниçта кайса кĕреймерĕ вăл. Çапах та макăрса ларнипе çухалнă ача тупăнмасть вĕт-ха, ăна çине тăрсах шырас пулать! Кама шанатăн? Ашшĕ те килте çук халь. Халех, хăвăртрах мĕн те пулин тумалла!..

Вĕсен мăн çуртĕнчех Агния Ивановнăн куккăшĕ пурăнать. Иртнĕ вăрçăра нумай çапăçнă, партизансен командирĕ пулнă çын. Отставкăри полковник. Самаях ватăлнă ĕнтĕ, анчах çамрăк чухнехи пекех физкультурăна юратать, хĕл кунĕсенче час-часах йĕлтĕрпе те кайса çӳрет.

Агния Ивановна тумланмасăрах виççĕмĕш хута чупрĕ, çине-çинех хыттăн шăнкăравларĕ. Хуçисем алăк уçсан, вăл никам каличчен малтан сасăпах макăрса ячĕ. Куккăшĕ ăна хулĕнчен тытса диван çине лартрĕ, кăмăллăн ыйтрĕ:

Мĕн пулнă капла, ма макăратăн?

Пирĕн Андрюш ĕнертенпех çук, ирхине Софроновсен ачипе пĕрле йĕлтĕрпе ярăнма кайрĕç те... Иккĕшĕ те çук! Те шăнсах вилчĕç ĕнтĕ...

Иван Павловичпа унăн мăшăрĕ Гликерия Андреевна – питĕ кăмăллă хĕрарăм – ăна лăплантарма тăрăшрĕç.

Ашшĕ ăçта? Килтех-и?

Вăл та çук çав. Йĕлтĕрçĕсен ăмăртăвне иккĕ кунлăха тухса кайнă вăл.

Егоров полковник çын хуйхи-суйхи çине лăпкăн пăхма пултарайман. Вăрçă вăхăтĕнче те çынсен хурлăхне, асапне тем териех курнăскер, çынсене нумай пулăшнă, вилĕмрен те сахал мар хăтарнăскер, вăл халь те çынсемшĕн тăрăшма пăрахман.

Пĕр тăхтамасăрах шырама тытăнас пулать, пĕр минут та сая яма юрамасть. Пурне те ура çине тăрататпăр, хам та каятăп, – терĕ вăл çирĕппĕн.

Тĕрĕс, Ваня, шырас пулать, кай, – пуçĕпе сулчĕ арăмĕ.

Гликерия Андреевна упăшки мĕн шутланипе яланах килĕшнĕ, мĕншĕн тесен вăл нихçан та кирлĕ мар ĕç тумасть. Халĕ те тӳрех килĕшрĕ, упăшкин сывлăхĕ пирки çеç пăшăрханса илчĕ: сивĕ çанталăкра унăн сывлăшĕ пӳлĕне-пӳлĕне ларать. Çавăнпа та васкасах тепĕр пӳлĕмрен ăшă кĕрĕк илсе тухрĕ.

Мĕн тума пулĕ-ши ĕнтĕ, Ваня? – пăлханарах ыйтрĕ вăл.

Май пур, карчăк, май пур... Юрать-ха, паян канмалли кун. Отряд таранах пухаймăпăр, анчах пĕр отделени пулатех. Халех Генăпа Гаврик патне шăнкăравлатăп, йĕлтĕрсем илсе часрах кунта килччĕр. Эсĕ Павлика вăрат, – терĕ вăл арăмне.

Гена, Гаврик, Павлик – виççĕшĕ те Иван Павлович ывăлĕсем.

Акă, çур отделени пулчĕ те пирĕн! Кӳршĕсене чĕнес тата...

Çавăнтах полковник хулари милици начальникне шăнкăравларĕ, мĕнле инкек пулнине ăнлантарчĕ. Лешĕ мĕн тума кирлине халех тăвасси çинчен пĕлтерчĕ.

Вунă çын йĕлтĕрсемпе кăларса яратăп...

Иван Павлович ывăлĕсене пушар чухнехи пекех васкатрĕ. Çарта пулса килнĕ маттур çамрăксем часах хатĕр пулчĕç. Хăйсемсĕр пуçне, вĕсем йĕлтĕрпе лайăх çӳрекен юлташĕсемпе çыхăнчĕç, халех Атăл хĕррине тухма хушрĕç. Çур сехетрен Иван Павлович çынсене икшерĕн-виçшерĕн, уйрăм-уйрăм маршрутсемпе, пур еннелле те сапаласа ячĕ. Кашни тĕме, кашни лупашкана тĕплĕн ухтарса тухма хушрĕ. Хăй, вăрман хĕрринче юлса, хăрăк туратсенчен кăвайт хучĕ.

Часах милици грузовикĕ çитсе чарăнчĕ. Ун çинчен вунă çын сиксе анчĕç, кашниннех йĕлтĕр. Иван Павлович вĕсене те ăçталла каймаллине кăтартса ячĕ.

Пĕр вунă сехетре хулари пур репродукторсем те кĕрлеме тытăнчĕç: радио хула çыннисене ĕнер йăлăмра икĕ ача çухални çинчен пĕлтерчĕ. Ачисем миçе çултине, мĕн тăхăннине ăнлантарсах пачĕ. Кам та пулин ăçта та пулин вĕсене курнă е вĕсем çинчен илтнĕ пулсан – халех милицие пĕлтермелле! Пĕр-ик сехет иртсен кун çинчен тепĕр хут каларĕç...

Пир-авăр фабрикинче ĕçлекен Нелли ятлă çамрăк хĕр, тин çеç ыйхăран вăраннăскер, радиопа çак хăрушă хыпара илтсен, тӳрех ĕнер вăрманта йĕлтĕрпе çӳренĕ чух 72-мĕш кварталта курнă ачасене аса илчĕ. Вăл, васкасах тумланса, телефон-автомат патне тухса чупрĕ.

Малтан Анатолие пĕлтерес-ха кун çинчен... Вăл мĕн калĕ... – шухăшларĕ хăй.

Анатолий Утинов – Неллипе пĕр çĕртех ĕçлекен каччă, фабрикăри чи лайăх физкультурник. Ĕнер Атăл леш енче вĕсем пĕрле çӳренĕ, тĕттĕм пулсан тин таврăннă. Леш ачасене Анатолий те курнă-çке, вĕсене вăл часрах киле таврăнма та хушрĕ: «Сирĕн бай-бай тумалла», – терĕ.

Каччă фабрика общежитийĕнче пурăнать. Тултан кĕмелли алăк патĕнче ларакан вахтер умĕнче телефон пур. Хытăрах ыйтсан, чĕнекенччĕ-ха Анатолие...

Малтанах ответ пулмарĕ. Нелли автомата виççĕмĕш хут укçа ярса общежитири телефон номерне тытсан тин трубкăра çилĕллĕ сас илтĕнчĕ:

Мĕн кирлĕ?

Ухтинова чĕнĕр-ха, инçетре мар вăл, аялтах, улттăмĕш пӳлĕмре... – васкаса каларĕ Нелли.

Чĕнместĕп! – терĕ вахтер. – Лакей мар эпĕ сирĕншĕн каллĕ-маллĕ чупкалама!

Питĕ кирлĕ вăл мана... Ĕçпе, пысăк ĕçпе!

Мĕн ĕçĕ пултăр канмалли кун?

Эс паян радио итленĕ-и, Хумма мучи?

Ма итлес мар-ха, репродукторĕ ман пуç çинчех янăрать...

Икĕ ача çухални çинчен илтрĕн-и?

Илтрĕм çав. Шел ачасене. Шăнса вилме те пулать кун пек çанталăкра...

Манăн шăп çав ачасем пирки калаçмалла Ухтиновпа. Эпир унпа иксĕмĕр ĕнер курнă вĕсене... Чĕн-ха ăна часрах! Ниçта та тухса кайман-ши вăл, пĕлтересчĕ ана часрах, Хумма мучи.

Айван эсĕ, – терĕ вахтер, – сăмахна тӳрех çавăнтан пуçламаллаччĕ, чĕнеттĕм хальччен...

Тепĕр минутранах трубкăра Ухтинов сасси илтĕнчĕ.

Кама кирлĕ пултăм-ши эпĕ?

Мана, – терĕ Нелли. – Салам.

Хăвна та салам-ха, эппин. Мĕн каласшăнччĕ-ши?

Эсĕ радио итлерĕн-и?

Эпĕ халь çеç тăтăм-ха. Канмалли кун васкамалли çук та. Мĕн вара?

Нелли радио мĕн çинчен калаçни, мĕн ыйтни çинчен пĕлтерчĕ.

Астăватăн-и, каçхине 72-мĕш кварталпа пынă чух ик арçын ачана куртăмăр? Вĕсем пирĕнтен: «Хулана мĕнле каймалла?» – тесе ыйтрĕç... Шăпах çавсем çухалнă пулмалла. Милицие пĕлтерер пуль эпир вĕсене ăçтарах курнине. Шырама çăмăлрах пулĕ. Хăвăртрах тупĕç. Ачасем вĕт-ха, тем те пулĕ, хăрамалла!

Тĕрĕс сан шухăшу, Нелли, халех шăнкăравласа каласа паратăп, – терĕ ăна хирĕç Ухтинов.

Иван Павлович вăрман хĕрринче пĕрмай каллĕ-маллĕ уткаласа çӳрерĕ. Пĕр-пĕр йĕлтĕрçĕ çаврăнса тухнине курсанах ун патнелле ыткăнчĕ. Анчах халлĕхе нимĕнле хыпар та пулмарĕ-ха. Ачасем тупăнмарĕç. Нивушлĕ пуçĕпех пĕтнĕ вĕсем?!

Милици машинин кабининче çав тери хуйхăрса кĕтсе ларакан Агния Ивановна та хăш енчен те пулин йĕлтĕрçĕ килни курăнсанах сиксе тухрĕ, ырă хыпар кĕтрĕ, анчах усси çав-çавах пулмарĕ-ха. Вара каллех макăрма тытăнчĕ вăл...

Сосновка поселокĕ енчен хуланалла, хуларан – унталла çынсем пĕр вĕçĕмсĕр утаççĕ. Ах, вĕсенчен хăшĕ те пулин Агния Ивановнăна ырă хыпар пĕлтересчĕ! Çук çав, никам та ним те каламасть... Вăл ĕнтĕ хуйхăрнипе халран кая пуçларĕ, пуçне те аран çĕклерĕ, унтан майĕпе тĕлĕрсе кайнă пек пулчĕ.

...Кабина алăкне такам хуллен тăкăртаттарнине илтсен, вăл карт! вăранса кайрĕ.

Агния, паллаш, тав ту çак çынна, пирĕн турă вăл, – терĕ Иван Павлович, хăйĕнпе юнашар тăракая ваткăллă фуфайка тăхăннă çын çине кăтартса. – Алпатов унăн хушамачĕ, сĕтел-пукан фабрикинче ĕçлет...

Паян çак çын ир-ирех ухутана тухнă-мĕн, йĕлтĕр çине тăрса, Сосновкăран чылай аякка кайнă. Пĕр мул-кач тĕмсем хыçнелле чупнине курсан пăшал персе янă, Çав самантрах ача сассине илтнĕ.

Алпатов сасă илтĕннĕ çĕрелле пынă. Вара хайхи икĕ ачана тупнă, ачисем шăнса хытмах пуçланă, утайми те пулнă. Алпатов ачасен йĕлтĕрĕсене пĕрлештерсе çыхнă та, вĕсене лартса тӳрех больницăна илсе кайнă. Халĕ ачасем иккĕшĕ те Сосновкăри больницăра иккен. Тухтăрсем вĕсене пăхнă хыççăн: «Ытла хăрамаллиех çук», – тенĕ...

Кун çинчен Иван Павлович ăнсăртран пĕлнĕ. Хула еннелле утакан çынран: «Çул çинче ачасене шыракан йĕлтĕрçĕсене тĕл пулмарăн-и?» – тесе ыйтсан, ку пĕтĕмпех каласа панă...

Агния Ивановна çак Алпатов хушаматлă çынна ыталаса илсех чуптурĕ.

Ах, мĕнле тав тăвам-ши сире? – макăрса ячĕ вăл.

Мĕнех тав тумалли пур уншăн? Хурлăха лекнĕ ачасене курсан, вĕсене пулăшмасăр тăма камăн чунĕ тӳстĕр? – терĕ Алпатов.

Вăл тĕрĕс те-ха, анчах çăлаканни çапах та эсĕ пулнă-çке! – терĕ Агния Ивановна. – Санах тав тăвас пулать манăн, ĕмĕр-ĕмĕр телей пултăр сана куншăн, ырă çыннăм!

...Кайран, больницăра сывалнă хыççăн ачасене киле илсе пырсан, Иван Павлович полковник çапла каларĕ вĕсене:

Эсир çухалнă кун сире шырама çитмĕл çичĕ çын тухрĕ. Çитмĕл çичĕ тус пулнă сирĕн вăл кун. Пирĕн пурнăç йĕрки çапла: кам та пулин йывăрлăха лексен, пурте ăна пулăшма тăрăшаççĕ. Ан манăр çавна. Хăвăр та яланах вăй çитнĕ таран çынна пулăшма тăрăшăр...

Манмастпăр, – терĕç ачасем. – Нихçан та манмастпăр!..