САЛТАКА КАЯТЬ ТАКА

Сялгусь Петр Николаевич



    

Тупмалли


Пĕр кунхине урамра
Çутă пайăрки
Чуччу
Вăтанакан автан
Хĕрхенекен хур аçи
Ылтăн алăллă ăстасем
Хĕвел
Çĕлĕк йăва
Пулла кайсан
Кураксемпе хурăнсем
Чăвашла
Хаклă хăна
Пылак ача
Парне
Эп чунпа пуянрах
Ир кÿлĕм
Ытарми хĕл
Хĕл илемĕ
Çĕнĕ çул
Йĕлтĕрçĕсем
Куян юрри
Кашкăр сăмахĕ
Ме-ке-кек
Манăн маттур тусăмсем
Тăлăх чĕпĕсем
Тигр
Теттесем
Пылак пан улмисем
Арпус
Груша
Çуркунне
Ĕмĕт
Шкул карапĕ
Лавçăсем
Çумăр умĕн
Çумăр
Хама çеç, тен, хăналас?
Тата тăххăр пур
Чунуççи
Сăмах вăййи
Çывăр, уйăх
Ачалăх
Туптарусем

ÇĔНĔ ÇУЛ

 

Илĕртÿллĕ ирхине

Ытарми тăван ене

Çитрĕ тăчĕ Хĕл Мучи —

Сивĕ çурçĕр юрăçи.

 

Пуçланать кĕçех Çĕн çул,

Кивĕ çул, чипер эс юл!

Чĕрере — уяв кĕвви,

Ирттĕр япăххи, кивви.

 

Купăс калать çил ачи —

Шурă кунсен вăйăçи,

Ташă ташлать юр пĕрчи,

Алă çупать Хĕл Мучи.

 

Ват йăмра каш-каш кашлать,

Ташлайманшăн хаш сывлать,

Ывăннăн, пашка-пашка

Сиккелет умра пакша.

 

Çĕнĕ çул йăл-йăл кулать —

Çут тĕнчемĕр савăнать.

 

КУЯН ЮРРИ

 

Йытăран та, çĕленрен те

Хăрамастăп нихăçан.

Çулăхчăр кăна — вĕрентĕп,

Ĕмĕр асăнĕç кайран.

 

Кирлĕ тĕк тытса силлетĕп

Эпĕ ашкăнчăк тилле те.

Кашкăра пĕрре пăхсах

Чĕтреттерĕп туххăмрах.

 

Упана? Сăмах та çук,

Уттăр пăрăнса тÿрех.

Тигр-и? Вăй виçнĕ чух

Маххă памăп пур пёрех.

 

Хĕл Мучи çеç хăратать,

Тăм илтерме пултарать.

 

КАШКĂР СĂМАХĔ

 

Эпĕ — Кашкăр кашаман, кашаман,

Çут тĕнче тăр-тăр чĕтрет эп пуртан.

Эп пуртан кашлать вăрман каш та каш!

Эп пуртан хашкать куян хаш та хаш!

Килĕнчен тухмасть этем — эп пуртан,

Йăвинчех выртать Кампур — эп пуртан.

 

Акă эпĕ мĕнлескер, маттурскер,

Хăратма та улама ăстаскер.

Кам танлашĕ-ши манпа, паттăрпа,

Аш хыптармăш чĕр чунпа, кашкăрпа?

Мулкачран çеç шикленеп тепĕр чух,

Телевизорта кулать питĕ шух.

 

Мăшкăллать-çке юриех кунсерен,

Сарчĕ чап вăл тĕнчипех ман çинчен.

Тарăхмастăп пур пĕрех эп ăна,

Сумлă ятшăн тавтапуç Куяна.