Сăпка юрри

Юхма Михаил Николаевич


    

СОДЕРЖАНИЕ

 

Киккириккик Сар автан

Теттесем пире кĕтеççĕ

Сăпка юрри

Пĕчĕк юрăçсем

 

Киккириккик Сар автан

Киккириккик сар автан,

Ăçта каян эс, автан?

Анкартине каятăп

Сарă шăрçа пуçтарма.

 

Киккириккик сар автан

Сар шăрçапа мĕн тăван?

Сар ачана паратăп

Саркаланса выляма.

 

Киккириккик сар автан,

Ача сана мĕн парать?

Сарă тулă вăл парать

Илсе тухса ампартан.

 

Киккириккик сар автан,

Тулă çисен мĕн таван?

Карта çине хăпарса

Авăтап çунат çапса.

Теттесем пире кĕтеççĕ

Ĕнтрĕк хăп-хăмăр шăналăк

Витрĕ пирĕн ял çине.

ĔĔнтрĕк килчĕ те, шăнмалăх

Сивĕ  анчĕ  çĕр çине.

 

Ачасем пӳрте кĕреççĕ,

Вылямаççĕ тек вĕсем.

Теттесем пире кĕтеççĕ,

Макăраç пуканесем.

 

Вырттарар пуль çывăрмашкăн

Хамăр пуканесене.

Пуçтарар, атьăр, канмашкăн

Тĕрлĕрен теттесене.

 

Ĕнтрĕк хыççăн сĕм каç килĕ

Хуп-хура кĕрĕкпеле.

Каш та каш! вĕрет сив çилĕ,

Пырас тет манпа пĕрле.

 

Сăпка юрри

/Халăх юрринчен/

 

Нянине − тунине,

Ачине − урине,

Тăппи-таппи таптарма,

Кăрăс-кăрăс тутарма.

 

Нянине, ачине,

Нянине, папине...

Пирĕн пĕчĕк Элпине,

Пирĕн пĕчĕк пикене.

 

Амăшне − птуçне,

Ачине − çунатне,

Вăштăн-вăштăн вĕçтерме,

Лăпăш-лăпăш сиктерме.

 

Нянине, папине,

Нянине, ачине.

Пирĕн пĕчĕк Элпине,

Пирĕн пĕчĕк пикене...

Пирĕн пĕчĕк пикене...

Пĕчĕк юрăçсем

Юрă юрлать Женечка

Çут хĕвел çинчен.

Юрă юрлать Женечка

Чечексем çинчен.

 

Унпала пĕрле юрлать

Оля ятлă пукане.

Унпала пĕрле юрлать

Балерина Марине:

 

Çут хĕвел хĕртсе пăхать,

Çуркунне килет.

Çут хĕвел хĕртсе пăхать,

Чечек ешерет.

 

Ешĕл курăк çийĕпе

Çаруран чупас килет,

Пукане тусăмсемпе

Туслă пурăнас килет...