Çěршывăн пулас хуралҫисем

Эльби Валентина Андреевна

    

ÇĚРШЫВĂН ПУЛАС ХУРАЛÇИСЕМ

 

Повеҫри сыпӑк.

 

Чарăнса тăр та кăнтăралла тинкерсе пăх-ха. Куратăн-и? Ав, лере, вăрман çумěче, симěс чăрăшсем хушшинче ларать вăл çурт. Стенисем – шултра хыр пěренинчен. Илемлěскер. Тăрринче хěрлě ялав вěлкěшет.

Темиçе çул хушши çак çуртăн урам енчи икě чӳречи кун çути кураймарě. Алăксене те хăмапа урлă–пирлě çапнăччě. Сукмакě çине те симěс курăк шăтнăччě.

Юратмаççě ялта хупăнса тăракан пӳрте: чуна тунсăх пусарать. Çěрле иртсе çӳренě чухне тем шиклентерет, çурăм та сăрр! сăрлатать вара.

Çак пӳрте ял çынни Семен Пилешев, таврăнма вăхăт çитсен те çарта юлнă пограничник, канма килсен туса лартнă. Çартан таврăнсан, хăйěн çемйипе пурăнма ěмěтленнě вăл. Икě ачана çитнě-çке, йăва кирлех.

Ик-виç çул хушши хупăнса тăнă çурт сасартăк куçне уçрě, тинех чун кěчě тейěн. Хěвелě те çулне тупрě, йăлтăртатаççě кăна кантăкěсем унăн шевлипе. Ял ачисем пырса кěчěç те, çак çурт пыл хурчěн вěлли евěр пулса тăчě.

Çурта ушкăнпа та, пěччен те кěре-кěре тухаççě. Стройпа колхоз уй-хирне утаççě, стройпа ял тăрăх пыраççě, вăрмана утса кěреççě. Тумěсем пěр пек. Пӳçěсенче симěс пилотка, хулпуççийěсем çинче симěс погонсем, мăйěсенче – хěрлě галстук.

Пырса пăхсан хапха умěнчи юпа çумне çапса хунă хăмана асăрхаттăн. Унта питě тăрăшса, тěрлě сăрăсемпе капăрлатса çапла çырнă:

«ЯЛТА ӲСЕКЕН ЧИКĚ ХУРАЛÇИСЕН ЗАСТАВИ».

Мěне пěлтерет ку. Чăваш çыршывě чикěрен аякра-çке. Акă çурт умне машина çитсе чарăнчě. Хапхаран ача-пăча кěшěлтетсе тухрě. Вěсен хушшинче икě çитěннě çын.

Хăпарăр, – хушрě ачасене пысăккисенчен пěри.

Борис Аххов, эсир кабинăна ларăр, – сěнет ăна типшěмрех çӳллě çын.

Михаил Михайлювич, вăл вырăн сирěн, – тет лешě.

Йăнăшатăр эсир, Борис. Ачасемпе çӳресси – учитель ěçě.

Пурпěрех учителе кабинăна лартрěç.

Борнс Аххов çар тумěпе. Пуçěнче симěс тăрăллă, çутă сăмсаллă карттус. Хулпуççийěсем çинче çеç погонсем çук. Машина тавра халăх йышлă пухăнчě.

Сывă пул, ялйыш! Санюк, ан тунсăхла! Вера Ксенофонтовна, нимшěн те ан пăшăрханăр, пурте йěркеллě пулě, – тет Борис Аххов.

Нил, Субайылда, чечек çыххине аçун вилтăпри çине хуриччен шывпа пěрěхěр, вара вăл нумайччен илемне çухатмě, – ачисене астутарать амăшě Вера Ксенофонтовна.

Тем кăшкăрашаççě машина çинчисем. Шав тăрать. Уйрăм сăмахсене уйăрса илме те хěн.

Машина тапранчě. Ăсатакансеам тăрса юлчěç.

Акă тата, машинăна хирěç çулпа, пěр ача чупать. Ун аллинче мăшăр шурă кăвакарчăн.

Пăрăн! Таптать! – кăшкăрчěç пěр харăс машина çинчисем.

Ара, ку Йăкăнат-иç! – палларěç хайхискере.

Ирěксěрех шоферăн машинине чарма лекрě.

Илěр, – тăсатать Йăкăнат хăйăн аллинчи пилеш куçлă шурă çунатлă кайăксене. – Манран парне пултăр.

Йăкăнат, сана ăнланатăп. Килес çулччен тăхта. Ěрчет вěсене ытларах, вěрент. Халлěхе хăвăн та çаксем çеç, – лăплантарать ачана Борис Аххов.

Ерипен хускалчě машина!

Шӳреке Йăкăтачě пěр кӳренчě, пěр савăнчě. Унччен те пулмарě кайăксене аллинчен вěçертрě те ши-и! шăхăрчě. Çӳлтен çӳле çěкленсе, кăвак тӳпере вěсем мăшăр шурă лěпěше, вěр вěлтěртетрěç. Машииа çинчисем те курчěç кăвакарчăнсене.

Урам кěтесěнче хěрлě çӳçлě, чăпар питлě ача тăрать. Ахăлтатать, варне тытсах кулать хăй.

Трапхин, кам пит кăтăклатъ сана? – ыйтрě Йăкăнат.

Санран кулатăп. Тем чул тăрăшсан та юраймарăн вěсене. Йăкăнат, унпа тавлашса çăвар тутине яма шутламарě, иртсе кайрě мăнаçлăн, пуçне каçăртса. Шутсăр тěлěнсе пăхса юлчě Трапхин. Унччен те пулмарě, ун каллех, пěркун ачасем чěкěнтěре çумкурăкěнчен тасатма чěннě чухнехи пек, чун чěпěтсе ыратрě. Вăл хăйне çынсăр утрав çинчи пек туять. Шартах сикрě ача. Темле вăй ăна Йăкăнат хыççăн чупма тěкет. Ыткăнчě вара. Хуса çитсен, сăмах та тупăнчě мěн каламалли:

Мěншěн-ха вěсем сана хăйсемпе илсе каймарěç, э?

Мана çитес çул илсе каяççě чикě хěррине, пограничниксем патне.

Илсе кайěç-ши мана?

Сан пирки калама пултараймастăп. Тепěр тесен, йăлтах хăвăтан килет.

Ăçта кайрěç машина çине тиеннисем? Юлашкинчен тěл пулнă икě ачи мěнлескерсем? Тупсăмне пěлме иртнě кунсен алăкне уçса кěрер-ха.

Аслăрах классенче вěренекенсен ěç урокě пырать. Вěсем шкул пахчинче çěрулми кăлараççě.

Шкулта кăçал интернат уçăлать. Хěлле унта урăх ялтан вěренме çӳрекен ачасем пурăнěç. Вěсем валли ятарласа вěри апат пěçермелле. Çавна май çěрулми, купăста, хăяр кишěр, сухан ӳстернě.

Пахчари ěç шавě таçта çити янраса тăратъ. Ěçлеççě, анчах пурте мар. Хуратутлă, мăнтăркка Трапхинпе вăрăм мăйлă Шӳреке Йăкăначě пилěкěсене пачах авмаççě. Вěcемшěн ытларах алхасса пултăр. Йăпшăнса пырса, çěрулми пухакан пěр-пěр ачана сасартăк малалла тěртсе чикелентерсе яраççě те – çитрě вара ахăлтатма. Е шӳтлě сăмахсемпе култараççě ачасене.

Трапхинпе Йăкăнат хěрачасем патне пырса тăчěç. Пурте ěç пăрахсах сăнама тытăнчěç хайхискерсене. Ахальтен çулăхмаççě вěсем. Мěнле те пулинех мыскара пулатех. Чăнах та, нумай та кěтме тивмерě, тытăнчě Трапхин камитленме: тутине чалăштарса пăркалать, куçне е чарса пăрахатъ, е чеен хěскелет. Пурне те илтěнмелле кăшкăрса калать:

Кӳлнари, чарăн-ха хусăклама!

Мěншěн?

Сан сăнӳкерчěк пур-и? Пар-ха мана йăпăртлăха.

Мěн тума?

Çынсене хăратма!

Ха-ха-ха! – кулса ячě Йăкăнат. Хăй çавăнтах шěвěр пӳрнисене пуç çийěн кăнтарса кăтартрě. Ку ěнтě Кӳлнари ытла та хăрушă, вăл мăйракаллă тенине пěлтерчě.

Кӳлнари, ним тума пěлмěн енне, тутине юн тухасла çыртса лартрě. Ачасем шăплансан, хăю çитерсе, çапла тавăрчě ěнерсěр Трапхине:

Эй, сěмсěркке, итле-ха, эсě тăр-ухмах, анчах сывалма тухтăра çӳреместěн.

Ушкăнта тахăшě пěрěхтерсе кулса ячě Кӳлнари сăмахěнчен, анчах çавăнпах çăварне хупрě, Трапхинтен хăрарě пулас.

Йăкăнатла Трапхин – ачасен пуçлăхěсем. Кун пирки такам та пěлет. Шкулта вěренме пуçличченех тантăшěсене пăхăнтарнă çакă икě ача. Халě те тăсăлать-ха çав йěрке. Виçěмçул та, пěлтěр те вěсен танатинчен хăтăлма пикеннě паттăрсем тупăннă, анчах ěç ăнăçлă вěçленеймен.

Иртнě çуркунне кăна акă мěн пулса иртнěччě.

Ял урамěсем, çырма-çатрасем юртан тасалсан, кил хушшисем типсен, ачасене тимěр-тăмăр пухма хушрěç. Хыткан Хветěрпе йăмăкě хăйсен урамěнчи кашни килех кěрсе тухрěç, мěн тупнине çырма хěрринчи мăн йăмра айне тултрěç. Пысăк купа çěкленчě. Трапхинпе Йăкăнат пěр катăк çатма тупинччěç. Шырамарěç те. Тăкăрлăкра çаплах футбол мечěкне тапрěç. Анчах вěсен куçě Хветěрпе йăмăкě мěн çěкленине, тимěр-тăмăр купи епле ӳссе пынине асăрхамасăр тăман. Каçалапа купа патне чупса пычěç. Шăп çак вăхăтра Хветěр те шăтнă питлěх йăтса çитрě.

Чим! – чарчě ăна Трапхин. – Эсě тимěр-тăмăр пирěнпе пěрле пухнă тесшěн маар-и таçта?! Кай кунтан!

Хветěр шалт тěлěнчě.

Мěн эсě? Ку эпир йăмкпа пухнă тимěр-тăмăр купи! – ěнентересшěн вăл.

Ха, мěн калать, шěпěн! – аллине чăмăртаса, кăкăрне каçăртса пычě Йăкăнат.

Намăссăрсем! – çиллессěн каларě Хветěр. – Тасалăр кунтан, услапсем!

Ах, шěпěн, эсě пире хăратма-и! – туртса антарчěç Хветěре иккěн. Кӳпкерěç ăна.

Тепěр кунне Хветěр класс руководительне кун çичен ним шикленмесěр каласа пачě. Учитель чěнтерсен, иккěшě те Хветěре хěненине пач тунчěç. Çапла хăратса тăраççě ачасене икě куштан.

Дружина совечěн председателě Илюк та çěнтереймест çав куштансене. Суйлав хыççăн ним не тăваймарě-ха Илюк, вăхăт усăсăр шăвать. Ыр ěç тума ěмěтленсе, ыранхи, виçминехи, аякри куна чунне вěчěрхентерсе кěтет вăл. Кунсем иртнине сиссе те юлаймастъ. Шелленипе, тарăхиипе пуçне ярса тытать кăна. Кӳлнě лашана кăкарнăн, мěншěн иртсе каякан вăхăта та юпа çумне вěренпе çыхса лартмалла маар-ши? Пурне те кăсăклантаракан ěç тупăнинччě, вара пěр вырăнта хытса тăнă дружина ěçě тапранса кайěччě, пурте ыйхăран вăранěччěç. Кам тěллесе кăтартě çав ěçе? Никам та канаш, ăс памасть. Пионерсен аслă тусě вожатăй çук. Дружина ěçне хускатассишěн Илюк тăрăшман мар. Тем те шухăшласа тупнă. Анчах кирек хăçан та ěç ăнăçман. Ялан Трапхинпе Шӳреке ура хурса пыраççě. Шутсăр усал, йěркесěр ачасем, алхасма юратаççě, никамран хăрамаççě. Ку çеç-и, усал хыпар сараççě.

Илюк суккăр Левенти мучине пахчинчи çěрулмине йышпа кăларса пуçтарса парасшăнччě. Ачасем килěшрěç. Пěр тěле пухăннăччě çеç, Трапхин çăхан евěр канклатрě:

Ачасем, эпě тěлěнмелле япала пěлетěп!

Мěнле япала? – карах сырса илчěç ăна пурте. – Кала хăвăртрах!

Курăс кӳллине акăшсем кěтевěпех канма анса ларнă. Кам курма пырасшăн – атьăр пирěнпе! – аллине сулса, малалла чупрě Трапхии.

Курăс кӳлли вăрманта, шкултан чылай аякра. Мěн тейěн, Йăкăнатпа Трапхин хыççăн кěшěлтетрěç ачасем. Илюк тытса чараймарě. Пăхать, ун çумěнче пěртен-пěр хěрача – Кӳлнари юлнă.

Акраппи ăçта? – тěлěнчě Илюк. Кӳлнарипе Акраппи ялан пěрле çӳретчěç.

Акăш курма кайрě, – пулчě ун сăмахě.

Эпě сире ăмсанаттăм.

Мěншěн?

Манăн çывăх тус çук, – кулянчě Илюк. – Пулнă пулсан, эпě унран нихçан та уйрăлмăттăм.

Вăл хăй пăрахса кайсан?

Вара вăл – юлташ мар.

Кӳлиарипе Илюк иккěшех мучи пахчинче кěрмешрěç. Трапхинпе Йăкăнат Кӳлиарие хăйсемпе пыманшăн тарăхрěç, тавăрма, шутларěç ăна.

Сана вăрттăнлăх пěлтерес-и? Асту, никама та ан шарла,;– хăлхинчен пăшăлтатрě Трапхин, пěр арçын ачана тытса чарса. – Çěркаç Кӳлнари вăрманта çитěннě арçынпа алла-аллăн тытăнса çӳрерě, тет.

Ай-ай!

Йăкăнат тепěр ачана тытса чарчě те ăна та хăлхинчен пăшăлтатрě:

Илтрěн-и эсě тěлěнтермěш! Кӳлнари хěр пуççăн пирус туртать, эрех ěçет.

Чараксăр чěлхесенчен вěçерěннě, шухăшласа кăларнă усал хыпар пěр хăлхаран тепěр хăлхана кěре-кěре тухрě. Каярахпа яла куçрě, пысăккисен çăварěнче шěкěлченчě. Кӳлнари амăшě вăрманта катка-пичке тăвакан заводра ěçлет. Вăл ирěке янă имěш хěрне.

Хăшпěр çынсен лайăх мар йăла пур çав: усал хыпара хăвăрт ěненеççě. Кӳлнарин кěпи ытла кěске, çӳçне вăрăм ӳстернě. Куç харшисем ытла тěксěм, – сăрлать. Тути мăкăнь евěр хěрлě, – писев сěрнě. Пирус туртма, эрех ěçме вěреннě хěрачан ăраскалě çапла.

Кӳлнари ят пăсăлчě. Хěрачасен амăшěсем ун çине йěрěнсе пăхаççě.

Сан хěрӳпе юлташлă, теççě. Мěншěн чармастăн унпа çӳреме? Пăсăлса кайсан, чавсу çывăх та çыртаймăн, – ăс парать Акраппи амăшне пěри те тепри.

Хытарчě вара хайхискер хěрне, шаккасах каларě:

Сан пирки те усал сăмах илтсен, киле кěртместěп!

Туслăх пěтрě. Акраппи тепěр хěрача патне куçса ларчě. Кӳлнари пěчченех юлчě малти парта хушшинче. Перемена вăхăтěнче Акраппи ытла хěрачасемпе коридор тăрăх çавтăтса утать, савăнăçлăн ахăлтатса кулать. Мěн култарать ăна? Кӳлнари пěлмест. Чунне наркăмăш тумлатрěç унăнне. Вăл – пěр-пěччен.

Илюк хěрхенет хăйěн хěр-тантăшне. Ун амăшě те ывăлě майлă. Çăл хěррине пуçтарăннă хěрарăмсенчен пěри Кӳлнарине тиркесе сăмах тапратсан, каçса кайсах ятлать ăна.

Çав çамрăк хěрача çинчен путсěр элек-телек саракана, тупата, куçěнчен сурма хатěр эпě, – тарăхать вăл. Ывăлне çапла калать: – Пуç тăрринче вěçекен хура çăхана хăвала. Хаяр сăмах çын пуçне çиет, тенě ěлěк.

Хěрача чысне сыхлама ахаль те тăрăшать-ха Илюк. Урамра-мěнре Кӳлнарие йěкěлтекен ачана тěл пулсан, тӳпелешес вěçнех çитет вара вăл.

Ху курнă-и эсě Кӳлиари пěр-пěр теттепе утса кайнине?

Курман, – тет лешě. – Йăкăнатпа Трапхин калаççě.

Вěсен çăварěнчен ырри тухмалнине пěлетěн-çке. Ан ěнен. Элек сарма пăрах.

Çавăн пек ачапа Хветěр те чěрре кěрет.

Ěçсěр супса çӳренипе çапла ашкăнаççě ачасем. Кăсăк вăйă кирлě вěсене. ˂˃