РАÇÇЕЙ

Полорусов-Шелеби Николай Иванович

Пирĕн Раççей питĕ пысăк,

Ах анчах!

Вĕçĕ-хĕрри ун курăнмасть,

Эх тĕнче!

Улпучĕсен хырăмĕсем,

Ах анчах!

Пичĕке пек тулса тăрать,

Эх тĕнче!

Пуçлăхĕсем, полицисем,

Ах анчах!

Пуçа ухса çех тăраççĕ,

Эх тĕнче!

Куçĕсене пăхма хăрăн,

Ах анчах!

Çĕлен пекех пăхкалаççĕ,

Эх тĕнче!

Аллисенчи саламатсем,

Ах анчах!

Ним айăпсăр çаптараççĕ,

Эх тĕнче!

Кăкрисенче медалĕсем,

Ах анчах!

Йăлтăртатса çех тараççĕ,

Эх тĕнче!

Йыттисене юратаççĕ,

Ах анчах!

Шур кулачă çитереççĕ,

Эх тĕнче!

Хура халăх питĕ чухăн,

Ах анчах!

Нумайĕшĕ выçă ларать,

Эх тĕнче!

Пирĕн Раççей тырри - пулли,

Ах анчах!

Ниçта чиксе пĕтерес çук,

Эх тĕнче!

Хулисенче, ялĕсенче,

Ах анчах!

Вĕçсĕр - хĕрсĕр ыйткалакан,

Эх тĕнче!

Пирĕн Раççей питĕ чаплă,

Ах анчах!

Пĕтĕм çынна тĕлĕнтерет,

Эх тĕнче!

Ĕçхалăхĕн юнĕсене,

Ах анчах!

Сĕлĕх пекех сăхса тăрать,

Эх тĕнче!

Пирĕн Раççей питĕ пуян,

Ах анчах!

Никам шутне тупаяс çук,

Эх тĕнче!

Хулисенче таварĕсĕм,

Ах анчах!

Лавкисенче шăнăçмаççĕ,

Эх тĕнче!

Чухăнĕсем темĕн чухлĕ,

Ах анчах!

Çипуçĕсем çĕтĕк - çатăк,

Эх тĕнче!

Вăрăм çÿçсем чиркÿсенче,

Ах анчах!

Упа пекех çухăраççĕ.

Эх тĕнче!

Виллинчен те, чĕрринчен те,

Ах анчах!

Тăпăлтарса çех илеççĕ,

Эх тĕнче!

Пупĕсемпе тиечуксем,

Ах анчах!

Вăрçа-вăрçа çех пÿлеççĕ,

Эх тĕнче!

Пирĕн Раççей шкулĕсенче,

Ах анчах!

Пуянсем çех вĕренеççĕ,

Эх тĕнче!

Хĕресчене, ĕç-çыннике,

Ах анчах!

Ăçта пырсан та çул памаççĕ,

Эх тĕнче!

Пирĕн Раççей вăрмансенче,

Ах анчах!

Шучĕ те çук пурлăх çĕрет,

Эх тĕнче!

Хура халăх çурчĕ-йĕрĕ,

Ах анчах!

Хăрăк-марăк тÿнсе тăрать,

Эх тĕнче!

Пирĕн Раççей питĕ хаяр,

Ах анчах!

Емĕр-ĕмĕр юн юхтарать,

Эх тĕнче!

Тĕрмисенче чăп-туллиех,

Ах анчах!

Айăпсăр çын асап курать,

Эх тĕнче!

Пирĕн Раççей çĕршывĕнче,

Ах анчах!

Çумăр пекех куççуль çăвать,

Эх тĕнче!

Пирĕн Раççей вăрçă вăрçать,

Ах анчах!

Хисеп те çÿк тăлăх - турат,

Эх тĕнче!

Пирĕн Раççей питĕ тĕттĕм,

Ах анчах!

Пĕтĕм тĕнче кулса тăрать,

Эх тĕнче!

Пирĕн Раççей питĕ пысăк,

Ах анчах!

Вĕçĕ-хĕрри ун курăнмасть,

Эх тĕнче!

Улпучĕсен хырăмĕсем,

Ах анчах!

Пичĕке пек тулса тăрать,

Эх тĕнче!