Пурнăç сукмакĕ

Шевлеби Роза Ивановна

    

ТУПМАЛЛИ

 

Калавсемпе повеçсем

ТУНСĂХПИ

ШĂШИ ТУС ПАРНИ

КĂМПАРА

ЕНĔШ ШЫВĔ ХĔРРИНЧЕ

ÇĂЛТĂРСЕН ХĂНИ

ВАЛЕРИК

ЧИР

ВĔЛЛЕ ХУРЧĔ – ЫЛТТĂН ХУРТ…

ЧАПЛĂ ЮМĂÇ

ЮМАХ ÇĂМХИ

Шăрçаланнă шухăшсем

Яшка пĕçернĕ чух çуралнă йĕркесем

Кĕвĕ-çемĕ тусĕсем

Чунтан каланă сăмахсем

 

ЧАПЛĂ ЮМĂÇ

 

Калав

 

Кĕтерукпа Якур сĕтел хушшине ларнă та юлашки укçапа илнĕ çăкăр çине тинкерсе пăхаççĕ. Ларсан-ларсан карчăкĕ Якур çине шывланнă куçĕсемпе ӳпкевлĕн пăхса илчĕ.

Çынсем Мускава кайса тавар илсе килеççĕ те хаклăрах хакпа сутса укçа тăваççĕ. Эпир Мускава кайса çӳреес çук... Çăкăр çиейми пултăмăр. Шăл çуккипе мар, укçа çуккипе. Эх, Якур, ав Микихвер хăйĕн арăмне Шупашкар пасарĕнчен епле хитре çӳçеллĕ тутăр илсе килсе панă. Вĕсем вара хăйсем укçа çапаççĕ-им-ха? Эпир пур... Выçăпа вилсе выртса халăха култаратпăр пулĕ ĕнте...

Кĕтерук мăкăртатрĕ те мăкăртатрĕ. Якур вара пуçне икĕ аллипе икĕ енчен хĕстерсе сĕтел çине чавсаланчĕ те темччен ним хускалми ларчĕ, шухăш шухăшларĕ.

Ĕмĕр тăршшĕпе ĕçлерĕм, çын мулне хапсăнмарăм, таса чунпа пурăнтăм, ялан çынна пулăшрăм. Халь ватлăхра çăкăр çиейми пултăм...

Çĕрĕпе çывăрмарĕ Якур. Хаш! та хаш! сывларĕ. Енчен енне çавранчĕ те çавранчĕ. Ирех ура çине тăчĕ те хăйĕн тахçанах Шупашкарта илнĕ кутамккине хул урлă çакрĕ – çула тухрĕ. Килĕнчен тухнă чух Кĕтерука çапла каласа хăвăрче.

Ан кулян, карчăкăм. Çăкăр та пулĕ, çӳçеллĕ хитре тутăр та пулĕ, атă та пулĕ. Микихверсенчен япăх пурăнмăпăр. Кăштах тĕнче касса çӳрем-ха.

Уттарчĕ Якур аслă çул еннелле: малтан çула май машинапа ларса кайрĕ, кайран – ялсем витĕр, уй-хир урлă утрĕ.те утрĕ, халиччен пĕлмен яла пырса лекрĕ. Пĕр хăй пек пĕччен старик патне хваттере кĕчĕ.

Килхуçин пурне те пĕлес килет. «Эсĕ вара мĕн ĕçпе çӳретĕн?» – ыйтать хайхискер. «Эпĕ юмăç», – хуравларĕ Якур. Хуçи шанмасăртарах калаçнине асăрхарĕ Якур, чăтаймарĕ, хăйĕн хуйхи-суйхи çинчен каласа пачĕ.

Çук. Эпĕ нимĕнле юмăç та мар. Юмăç пулма пулăш эсĕ мана.

Мĕнле пулăшăп-ха эп сана? – тĕлĕнчĕ килхуçи.

Çаплах. Чи малтан ял çинче хыпар сар. Çынсене эпĕ чаплă юмăç иккенне каласа парса ĕнентер.

Юмăç мар пулсан, мĕнле юмăç пăхăн-ха вара? – тĕлĕнчĕ килхуçи татах та ытларах.

Эсĕ пулăшнипе. Эсĕ çын килнине пăхса тăр. Килекене кантăкран курсанах мана вăл çын çинчен каласа ĕлкĕр. Пулчĕ те. Эпĕ вара ăна ун çинчен тĕп-тĕрĕсне каласа парăп. Ытти юмаххине-сăмаххине хамах тупăп. Юмăç пăхтарма никам та пушă алăпа килмест. Кучченеçĕсене пĕрле çийĕпĕр. Укçине те хамăр хушăра пайлăпăр. Иксĕмĕр те пĕр çăвартан сурсан, пуйсах та кайăпăр.

Тепĕр куннех каç тĕлнелле юмăç пурăнакан çурт енне халăх сукмак такăрлама тытăнчĕ. Юмăç патне чи малтан çитекенни Плаки пулнă. Юмăç ăна йăлт тĕрĕссине каласа панă иккен: упăшки вăхăтсăр çĕре кĕнине те, ачисем хăйĕнчен аякра пурăннине те, унăн хуçалăхĕнче икĕ ĕне пуррине те.

Плаки ялти халăха юмăç çинчен каласа парса шалтах тĕлĕнтерчĕ. Пуçланчĕ вара юмăçăн ĕçĕ. Якур кунĕпе юмăç пăхать – сĕтелĕ çимĕçпе те парнепе тулать, кĕсьинче укçа пухăнать.

Темиçе кун хушшинче пысăк ялăн хĕрарăмĕсем те, арçынĕсем те пурте пекех юмăç патĕнче пулчĕç, тĕлĕнмеллипех тĕлĕнчĕç. Ара, çак йывăр саманара юмăç пăхтарас, хăйне мĕскер кĕтнине пĕлес текенсен шучĕ питĕ нумай.

Хыпар тени час-часах утпа çӳрет-çке. Кӳршĕ ялсенчи çынсем патне те чаплă юмăç çинчен хыпар сиктерсе çитрĕ. Кучченеçĕ, укçи-тенки кирек хăш ялтан пулсан та пĕрех-ха вăл, анчах хваттер хуçи ытти ял çыннисем çинчен нимĕн те пĕлмест-çке-ха... Мĕн тумалла? «Мĕнле мĕн тумалла? Урăх яла кайса, хваттере кĕмелле!» – тупсăмне тупрĕ юмăç.

Якур кĕçех кӳршĕри тепĕр яла хваттере кĕрет, юмăç пăхма пулăшакан тупать.

Каллех ĕç вĕреме тытăнать. Нумай та вăхăт иртмест. Якур хăйĕн мăшăрне тем те пĕр парнелет. Вăл кăна мар. Ĕне те илет. Ял халăхне йăлт тĕлĕнтерет.

Халь текех Кĕтерукпа Якур çăкăрсăр лармаççĕ, шик шăхăрса çеç пурăнаççĕ. Якур халĕ те юмăç пăхма пăрахман теççĕ. Вăл Шупашкара те çитнĕ тесе илтнĕччĕ-ха. Халĕ юмăç Шупашкарта хваттер сутăн илесшĕн тет, машина илме те укçа çитет тесе мухтанать тет. Эсир ăна курман-и? Паллашма тӳр килмен-и?

 

ЮМАХ ÇĂМХИ

 

Калав

 

Хĕллехи каçсем питĕ вăрăмччĕ. Уйăх çап-çутă. Çăлтăрсем куç хĕсе-хĕсе пĕр-пĕринпе тем çинчен калаçаççĕ... Уйăх пире шеллет пулĕ. Тен, пирĕн краççын çуккине пĕлет-и. Тĕттĕм пӳрт чӳречинчен кармашăнса пăхать – тӳперен пӳртелле кантăк сарлакăш çутă кĕпер хывать. «Ан кулянăр, эпĕ сире хам çутта парнелетĕп», – тенĕн туйăнать.

Чăнах та, уйăх пӳрте кĕрсен эпир кăмăллăччĕ... Унăн çутинче юмахсем те асамлăхпа тулаççĕ. Юмах хыççăн юмах, юмах хыççăн юмах... Юмах çăмхи сӳтĕлетчĕ те сӳтĕлетчĕ. Кашниех каласа памасăр та юмах каçĕ вĕçленместчĕ.

Юмах юххине итле-итле уйăх çутипех анне те, Мархва инке те алса-чăлха çыхатчĕç. Пĕрре те тĕттĕм теместчĕç. Тĕлĕнтермĕш тетĕр-и? Мĕн тĕлĕнмелли пур – кӳршĕри Татюк аппа ав суккăрччĕ, пурпĕрех кĕнчеле те арлатчĕ, алса-чăлха та çыхатчĕ.

Хăш-пĕр каç тата чăн пулни çинчен сăмах çаптараттăмăр. Ытларах аслисем каласа пани килĕшетчĕ. Вĕсем хăйсен пурнăçĕнче темĕн тĕрлĕ юмах та илтнĕ пулĕ...

Инке, Санькка пичче кашкăр курни çинчен каласа пар-ха...

Кашкăр курни çинчен?.. Ăна каласа панăччĕ пуль?

Каласа паман, каласа паман...

Санькка кашкăрпа тĕл пулса сехрине хăпартнă çав. Вăл каç улах ларнă хыççăн çамрăксем вăрмана вутă патне кайман тет. Темшĕн кăмăлĕ пулман çав. Саньккасен килĕнче вутти пĕтнĕ-ши, вăл улах хыççăн пĕчченех вăрманалла уттарнă.

Кашкăрпа хайхи вăрмантан таврăннă чухне тĕл пулнă. Арман тĕлне çитет те – курах каять: арман çумĕпех Кĕçĕн вартан çул еннелле пысăк йытă васкать. Çывăхарах çитсен пăхать – кашкăр!.. Шăп çул патнелле çывхарать. Çул çине тухать те чарăнать.

Йытă пек ларчĕ тет те Санькка çине пăхать тет. Саньккан, паллах, кашкăра курсан сехри хăпать, анчах чĕр чуна унран хăранине кăтартма юраманнине асра тытать. Çавăнпа вара тăпах чарăнса тăрать, вуттине çул çине пăрахать.

Çапла иккĕшĕ те пĕр-пĕрин çине чылай пăхса тăнă тет. Саньккан тарма та вăйĕ юлман пуль, тарас шухăш та пулман пуль. Кăшт тăхтасан кашкăрĕ кайри икĕ ури çине тăрса çӳлелле пăха-пăха улама тытăннă тет. Каччă вара турра кĕл тунă, хăйне çăлма ыйтса йăлăннă.

Кашкăрĕ питĕ пысăк тет. Икĕ ури çине тăрсан Саньккаран та çӳллĕ курăнать тет.

Санькка мĕн тесе кĕл тунă-ши?

Мĕн тетĕр ĕнтĕ... Кашкăра курсан ĕмĕртенех чăваш тени пĕр сăмахах каланă. Санькка та саспах: «Пих-пих Пихампар, ху йыттуна хăвах чар. Пихампар, Пихампар, ху йыттуна хăвах чар», – тесе йăлăннă тет.

Кашкăрĕ виçĕ хутчен чĕвен тăрса ула-ула Турăран çак çынна çиме ирĕк ыйтнă ĕнтĕ. Кашкăр ялан Турăран çапла ирĕк ыйтать тет. Турă вара, çынни мĕнлерех пулнине кура пулĕ, ирĕк пама та, ирĕк памасса та пултарать. Саньккана ватма-çиме ирĕк паман ав. Кашкăрĕ кăмăлсăррăн, юлхавлăн çул çинчен пăрăнчĕ тет те малалла кайрĕ тет. Çаврăнса та пăхмарĕ тет.

Санькка вара?..

Санькка хайне хăтарнăшăн Турра тав тунă та килне васканă ĕнтĕ. Вуттине те пăрахса хăварман. «Вăй питĕ пĕтсе кайрĕ, урасем тытми пулчĕç», – тесе калать тет. Килне çитсен темччен сăмах хушмасăр ларнă тет.

Халь текех ăна вăрмана пĕччен вăйпа та яраймăн... Эсир те вăрмана-и, улăха-и унта, пĕччен кайса ан çӳрĕр. Ушкăн ушкăнах... Пĕччен сăлтавсăр та сехрене хăпартма нумай кирлĕ мар.

Инке каланине ялан асра тытаттăмччĕ – нихăçан та вăрмана пĕччен каймастăмччĕ.

 

Яшка пĕçернĕ чух çуралнă йĕркесем

 

* * *

Хĕрарăм, хĕрарăм,

Эп сан ятупа юр юрларăм.

Хĕрарăм, хĕрарăм,

Мĕн-ма тунсăхпа эс туслашрăн?

 

* * *

Чăваш чĕлхин ачаш кĕвви

Чуна йăпатрĕ ютлăхра.

Тăван чĕлхем, эсĕ пурри

Вăй-хал парать йывăрлăхра.

 

* * *

Кашни çыннах турри шăпа-мĕн парнеленĕ

Çуралсанах çамки çине пуласлăха çырсах.

Хăшне телей те сывлăх вăл пилленĕ,

Хăшне вара – чир-чĕр, нуша-асап.

 

* * *

Юратрăм, юратрăм.

Хавассăн юрларăм.

Çаврăм юррăм ытла хавас пулчĕ пуль...

Усал çыннăн куçĕ тĕлне пултăм пуль.

 

* * *

Вăрăм ураллă çумăра

Çил ачи çул урлă хăваларĕ.

Ши! шăхăрса, ыталаса –

Савниех-шим – шуххăн çупăрларĕ.

 

* * *

Кĕçех хĕвел анать, хĕвел анать –

Ыр тĕлĕксем сунса алă сулать.

Тăван инçе каять, инçе каять –

Тем-тем сăмах калать, куçне шăлать.

 

* * *

Янкăр тӳпере хĕвел çиçнĕ чух

Аслатиллĕ çумăр мĕншĕн килчĕ-ши?.

Сарă каччăна савса тăнă чух

Унпа мĕншĕн уйрăлмалла пулчĕ-ши…

 

* * *

Мĕншĕн, мĕншĕн, савнă тусăм,

Пит-куçна йĕрлет куççулĕ?

Телейӳ пулмарим санăн?..

Е тумхахлă пурнăç çулĕ?..

 

* * *

Тăван чĕлхем, ачаш чĕлхем,

Шăнкăрав сасси, черчен чĕлхем.

Чăваш пулнипе мухтанса,

Чăваш юрришĕн савăнса

 

Тав сăмаххи калатăп –

Пуçа тайса тăратăп –

Эс пулмасан

Ман пурнăç çук.

Ман халăхăн

Пуласлăх çук.

 

* * *

Кĕркуннемĕр çитрĕ теççĕ ватăсем.

Иртнĕ çул шутне манаççĕ хăшĕсем.

Анчах темшĕн ватăлмаççĕ чунĕсем –

Алхасуллăн хĕм сапаççĕ куçĕсем.

 

* * *

Хĕрарăм, эсĕ ан хурлан.

Ялан юрру янратăр сан.

Куçу хĕлхем сапать пулсан,

Санăн куллу хавас пулсан,

Çут тĕнчере телей те пур,

Этемлĕхĕн пуласлăх пур.

 

* * *

Çутçанталăк парни –

Манăн пурнăç –

Ан пулсамччĕ ялан

Эсĕ пăрнăç.

 

* * *

Килсĕр-çуртсăр кĕрхи çулçăсем

Çулсăр-палсăр чупаççĕ темччен.

Салху кӳлĕ патне çитиччен,

Ун çыранĕ хĕрне ӳкиччен.