ПУЛМǍШ

Гордеева Светлана Денисовна
Пур упа та кашкӑр,
Чалӑш куҫ куян,
Пӑшипе пакша та,
Чӗрӗп, тилӗ сан.

Тӗнчипе те ҫук-тӑр
Ман чӗр чун пекки.
Ҫын патне ма тухтӑр –
Ӗмӗтре пирки.

Ячӗ ун йӗркеллӗ:
Ҫӑмхӑлхахӳре.
Вӑрӑм та илемлӗ
Кӑпӑшка хӳре.

Шӗшлӗ ҫеҫ, пӑхсассӑн,
Хӑлхисем патвар.
Ҫывӑрса тӑрсассӑн
Ҫаврӑнчӗ вӑр-вар.

Хӑлхине вылятрӗ
Вертолёт пекех.
Вӑрмана вӑратрӗ –
Уншӑн пурпӗрех!

Хыр ҫинче те меллӗ
Уншӑн пурӑнма.
Лӑсси ҫеҫ йӗпсемлӗ –
Кансӗр ҫывӑрма.

Вӑрӑм хӳри – мамӑк,
Витӗнсе выртмах,
Камшӑн сивӗ – тамӑк,
Уншӑн ав – ҫӑтмах.

Шӗкӗлчет пӗр вӗҫӗм
Хыр йӗкелӗсем
Ун патне ҫӳреҫҫӗ
Чи хӑюллисем.

Эп нивушлӗ суйрӑм –
Пултӑм килӗнче,
Катачиллӗ туйрӑм
Хыр лӑсси ҫинче.

Шӑппӑн-шӑппӑн лартӑм:
Лайӑх иккӗне!
Тӗпчесе сӑнарӑм
Уйӑх сӑпкине.