Пуканесем юмах сершывенче

Юхма Михаил Николаевич


    

СОДЕРЖАНИЕ

 

Светофорпа москвич

Светофорпа москвич

Ачасем валли çырнă пьеса

 

ВЫЛЯКАНСЕМ:

Тасатав

Грузовик

Москвич

Светофор

Милиционер-гаишник

Хĕрача

Арçын ача

 

ПĔРРЕМĔШ ПАЙĔ

Автобаза. Хапхине уçнă.

Хапха умĕнче аллине щетка тытнă Тасатав çӳрет, ташла-ташла юрлать.

Тасатав.

Кам çула тухма васкать,

Частарах кил ман пата.

Тасатав вăл тасатать,

Черетре кам пур унта?

Тасатав тасатать,

Пĕр тусан та хăвармасть.

Тасатав тасатать,

Ташламашкăн та манмасть.

Грузовикпе Москвич икĕ  енчен Тасатав патнелле пыраççĕ. Грузовикĕ. маларах.

Тасатав.

Килчĕ, авă, грузовик,

Тасатам-ха эп ăна.

Маншăн çăмăл ку ĕç пит,

Вăл самантлăх ĕç кăна.

Тасатав тасатать,

Пĕр тусан та хăвармасть.

Тасатав тасатать,

Ташламашкăн та манмасть.

Москвич (кăшкăртать). Эпĕ малтаччĕ. Мана малтан тасатмаллаччĕ.

Тасатав. Халех! Халех!.. (Грузовике.) Иăлт варланса пĕтнĕ. Ăçта çӳренĕ эсĕ?

Грузовик. Ачасем валли тетте леçме кăйрăм. Тасатав. Пĕлетĕп, пĕлетĕп. Эсĕ ачасене питĕ юрататăн. (Юрла-юрла çăвать.)

Кам çула тухма васкать,

Частарах кил ман пата.

Тасатав вăл тасатать,

Черетре кам пур унта?

Тасатав тасатать,

Пĕр тусан та хăвармасть.

Тасатав тасатать,

Ташламашкăн та манмасть.

Грузовик (савăнса, тĕрлĕ еннелле, çаврăна-çаврăна тăрать). Пĕлетĕн-и, пĕр тĕлте кĕперĕ çĕмрĕк, çавра çулпа каймалла. Лакса лартăм. Аран-аран тухрăм.

Тасатав. Çавра çулпа кайнă чухне тем инкек те курма пулать. Çапах та маттур-ха эсĕ, хăраса тăман.

Грузовик. Ачасем питĕ кĕтеççĕ тенипе çеç кайрăм. Тасатав. Ачасене юратни лайăх япала.

Грузовик. Ара, мĕнле юратмăн-ха вĕсене?.. Ара, ачасем вĕсем пĕчĕккĕ... маттур...

Тасатав (тасатса). Тата пысăккисем мĕн каланине итлеççĕ. (Тасатса пĕтерет, ташла-ташла юрлать).

Ак, тасатрăм, тап-таса,

Хăвармарăм пĕр тусан.

Ывăнмарăм тасатса,

Ывăнмастăп эп нихçан.

Тасатав тасатать,

Пĕр тусан та хăвармасть.

Тасатав тасатать,

Ташламашкăн та манмасть.

Грузовик (Тасатава). Тавтапуçах! Кайрăм (Москвича.) Сывă пул, шăллăм (Каять.)

Москвич. Чипер! (Хыçалтан кăшкăрать.) Тепре лакса ан лар! Тасатав (Москвича кăчăк чĕнет). Халь сана тап-таса тăватпăр. Москвич (кăмăлсăррăн). Эпĕ ахаль те таса. Сăррине çеç яратăн! (Турткалашса тăрать.)

Тасатав. Кил, кил!.. Тасатмасăр юрамасть!..

Москвич. Кил-кил... Мăкăртатать. (Пурте ăс вĕрентеççĕ. (Васкамасăр пырать.) Сăррине ан яр. Пĕтĕм илеме пĕтеретĕн...

Тасатав (çăвать). Çук-çук, ан кулян, эпĕ питĕ асăрханса. (Юрла-юрла çăвать.)

Тасататăп Москвича,

Хăвармастăп пĕр тусан.

Ывăнмастăп эп пачах,

Ĕç ялан ăнса пырсан.

Тасатав тасатать,

Пĕр тусан та хăвармасть.

Тасатав тасатать,

Ташламашкăн та манмасть.

Москвич. Часрах! Васкамалла манăн! Тасатав. Халех, халех!.. Пулчĕ!.. Ну чипер!

Москвич нимĕн те ĕненмесĕр мăкăрлантарса тухса каять.

(Тĕлĕнсе.) Мĕн пулнă ăна паян? Кăмăлсăр... Никам та кӳрентермерĕçке-ха ăна.

 

ИККĔМĔШ ПАЙĔ

Сарлака урам.

Светофор пĕрре симĕс çутăпа,  тепре сарă,  тепре хĕрлĕ çутăпа ялкăшать.

Светофор (юрлать.)

Эп çак çулăн хуралçи,

Кам ăçта васкать-кала...

Эп кашни çын сыхлавçи,

Эй, утсам эс кунталла...

Хĕрлĕ çутă-юрамасть,

Светофор утма хушмасть.

Сарă çутă-хатĕрлен,

Симĕс çутă-ан шиклен...

 

Милиционер кĕрет.

 

Милиционер (жезлĕпе вылять, юрлать.)

Эпĕ те кунта ялан,

Йĕркене пăхатăп.

Пурте пит аван паян,

Чунтан савăнатăп.

Иĕркене пăсма нихçан

Никама памастăп.

Ак çапла алла тусан –

(Жезлне çĕклет.)

Чарăнма хушатăп.

Ак çапла алла тытсан,

(Жезлне тăсса кăтартать.)

Кайăр, кайăр, тетĕп.

Чыс парса, савса ялан:

«Ăнăçлă çул», - тетĕп.

 

Юрла-юрла  ташлать.

Унтан Светофор патне пырать.

Светофор. Салам!

Милиционер. Салам, тусăм! Пурте йĕркеллех-и?

Светофор. Йĕркеллех.

Милиционер. Апла эпĕ тепĕр урама кайса килем-ха. Унти йĕркене пăхам.

Светофор. Эпĕ кунта йĕрке тытăп.

Милиционер. Çирĕп тыт!

Светофор. Ан кулян! Пурте йĕркеллех пулать! (Алă сулать.)

 

Милиционер юрла-юрла каять.

Хĕрачапа арçын ача тухаççĕ. Сумкăсемпе, шкула каяççĕ. Иккĕшĕ те пĕрле юрлаççĕ:

 

Эпир ĕнтĕ халĕ пысăк,

Вĕренме каятпăр.

Эпирĕнтĕ хаĕ пысăк

Шкулалла утатпăр.

Тĕрлĕ пĕлӳ пире парĕç

Урокра учительсем.

Пурăнма пире вĕрентĕç

Вĕренӳ кĕнекисем.

 

Хĕрачапа Арçын ача Светофор патне çитеççĕ. Хĕрачи аслăрах, шăллĕне вĕрентсе калатъ.

 

Хĕрача. Акă, куртăн-и, Светофор. (Кăтартать.) Çакă ĕнтĕ вăл.

 

Светофор ачасене тĕрлĕ çутăпа выляса саламлать.

Светофор. Салам, ачасем!

 

Хĕрачапа Арçын ача сывлăх сунаççĕ.

 

Шкула каятăр-и?

Хĕрача. Шкула. Эпĕ иккĕмĕш класа.

Светофор. Шăллу пĕрремĕшне. Çапла-и?

Хĕрача. Çапла.

Арçын ача. Паян сентябрĕн пĕрремĕшĕ.

Светофор. Тĕрĕс. Пĕрремĕш хут шкула каятăн.

Арçын ача. Эпĕ отличник пулатăп.

Светофор.  О-о,  маттур!  Çапах та чи малтан çул урлă епле каçмаллине вĕренмелле.

Арçын ача. Пĕлетĕп ăна.

Хĕрача. Ан мухтан. Арçын ача. Чупса каçмалла.

Светофор. Э-э, çук. Çул урлă нихăçан та чупса каçмалла мар.

Хĕрача. Тĕрĕс калать. Чупса каçнă чухне такăнса ӳкме е машина айне пулма пулать.

Светофор. Васкамасăр, йĕркеллĕ, йĕри-тавралла пăхса каçнинчен лайăххи çук.

Хĕрача. Акă, çул хĕррине килсе тăтăмăр. Светофор çине пăхмалла. Хĕрлĕ çутă çунать - каçма юрамасть. Сарă çутă çунать. Ку вăл каçма хатĕрлен, тенине пĕлтерет. Симĕс çутă вара - çул уçă тени.

 

Симĕс çутă çунать.

Хĕрачапа Арçын ача çул урлă каçса каяççĕ.

 

Светофор (юрлать.)

Ачасене пулăшни

Мана пит савăнтарать.

Çул çинче йĕрке пулни

Çак юрра юрлаттарать.

Хĕрлĕ çутă - юрамасть,

Светофор утма хушмасть.

Сарă çутă - хатĕрлен,

Симĕс çутă - ан шиклен...

 

Грузовик килсе тухать. Светофор çинче хĕрлĕ çутă пуррине курса,  чарăнать.

 

Грузовик. Ту-ту-тут, эп йĕркене пăсмастăп, епле васкатăп пулсассăн та...

Светофор. Тăхта. Хĕрача килет, унăн килне каймалла. Хĕрача (çул урлă каçать, юрлать).

Шăллăма шкула ăсатрăм

Хам каятăп каярах.

Светофор халь çул кăтартрĕ,

Утма хушĕ васкарах.

Тавтапуç, Светофор,

Эс пурри вăл аван.

Тавтапуç, Светофор,

Пулăшатăн эс ялан...

 

Хĕрача çул урлă  каçать. Светофор Грузовика  симĕс  çутă  парать.

 

Грузовик (çулпа кайнă май юрлать.)

Ачасем валли васкатăп

Теттесем илсе килме.

Светофор, ак, çул кăтартрĕ,

Юрать, терĕ, вĕçтерме.

Тавтапуç, Светофор,

Эс пурри вăл аван.

Тавтапуç, Светофор,

Пулăшатăн ялан...

 

Кайса çухалатъ. Хĕрлĕ çутă çунма тытăнать.

 

Светофор (ташла-ташла юрлать).

Çул çинче йĕрке пулни

Мана пит савăнтарать.

Пурте йĕркене пĕлни

Çак юрра юрлаттарать.

Хĕрлĕ çутă - юрамасть,

Светофор утма хушмасть.

Сарă çутă - хатĕрлен,

Симĕс çутă - ан шиклен...

 

Çутăсемпе вылять.

Аллине сумка йăтнă Хĕрача тухать. Светофор ăна симĕс çутă туса парать, çул урлă каçма пулăшатъ.

 

Хĕрача (юрлать).

Халь эп хам шкула каятăп,

Акă, сумка алăрах.

Светофор та çул кăтартĕ,

Утма хушрĕ васкарах.

Тавтапуç, Светофор,

Эс пурри вăл аван.

Тавтапуç, Светофор,

Пулăшатăн ялан...

 

Питĕ хăвăрт Москвич килсе тухать.

Çул урлă Хĕрача каçнине те, хăй çулне хупласа хĕрлĕ çутă çуннине те пăхмасăрах малалла пыратъ. Хĕрачана  чутах таптамасть.

 

Хĕрача. Ай! (Сумкине пăрахса тарать.)

Светофор (кăшкăрать). Мĕскер тăватăн эсĕ? (Тĕрлĕ çутăпа çунать унтан чăтаймасть, çул урлă ӳксе, Москвича тытса чарать.)

 

Милиционер шăхличĕпе шăхăртни илтĕнет. Çавăнтах Милиционер чупса кĕрет.

 

Милиционер (Москвича жезлĕпе юнать). Мĕскер тăватăн эсĕ? Чутах çынна таптаса каяттăнччĕ!

Москвич (ниçта кайма пĕлеймесĕр). Э-э-эпĕ, мĕн... каçарăр... Таптас теменччĕ...

Милиционер (тарăхса). Эппин, астумалла!

Светофор (Москвича юнать). Асту... Тÿрленсе тăрать те каллех тĕрлĕ çутăпа çутатма тытăнать.)

 

Тепĕр енчен Грузовик килет.

 

Грузовик (юрлать).

Хĕрлĕ çутă –

Юрамасть кайма.

Сарă çутă –

Хатĕрлен кайма.

Симĕс çутă –

Пултаран кайма...

 

Кăшкăртатъ те иртсе каять.

 

Милиционер (чыс парса) Телейлĕ çул пултăр!..

 

Москвич Грузовике ăмсанса пăхса юлать.

(Çакна курса.) Çавăнтан вĕренес пулать. Нихăçан та йĕрке пăсмасть.

 

Москвич. Эпĕ, мĕн... ÿлĕмрен питĕ тимлĕ пулатăп... текех нихăçан та çӳремелли йĕркене пăсмастăп.

 

Хĕрача кĕрет.

(Хĕрачана.) Каçар... Эпĕ ӳлĕмрен питĕ тимлĕ пулатăп. (Çул çине ӳкнĕ сумкине илсе парать.)

 Хĕрача. Тавтапуç...

 

Милиционер. Ну, мĕнле, Москвича каçаратпăр-и?

 Хĕрача. Вăл ӳлĕмрен питĕ тимлĕ пулатăп, терĕ.

Милиционер. Апла каçаратпăр. Çапла-и?.. Пĕрреллĕхе..

Москвич (савăнса). Халь вара яратăн-и? Кайма юрать-и?

Милиционер. Пĕрреллĕхе каçаратăп... Тепрехинче вара... (Юнать).

Светофор (юрлать).

Çул çинче йĕрке пулни

Мана пит савăнтарать.

Пурте йеркене пĕлни,

Çак юрра юрлаттарать.

Хĕрлĕ çутă - юрамасть,

Светофор кайма хушмасть.

Сарă çутă - хатĕрлен,

Симĕс çутă - ан шиклен.

Симĕс çутă çунать.

 

Москвич. Тавтапуçах. (Каять.)

Милиционер (чыс парса). Телейлĕ çул пултăр!..

 

Москвич каять.

 

Хĕрача (алă сулса юлать). Эпĕ те шкула каятăп. (Каять.)

Светофор (симĕс çутă туса). Лайăх верен. Пиллĕксем ил!..

Милиционер (хĕрачана каçма пулăшать).

Эпĕ çакăнта ялан

Йĕркене пăхатăп.

Пурте пулччăр пит аван,

Чунтан савăнатăп.

Йĕркене пăсма нихçан

Никама памастăп.

Ак çапла алла тусан

(Жезлне çĕклет.)

чарăнма хушатăп.

Ак çапла алла тытсан,

(Жезлпе çул кăтартать.)

Кайăр, кайăр, тетĕп.

Чыс парса, савса ялан

«Ăнăçлă çул» -тетĕп...

Хĕрача каять

Грузовик килет.

Хĕрлĕ çутă. Чарăнса тăратъ.

Симĕс çутă. Каять.

Тепĕр енчен Москвич килет.

Хĕрлĕ çутă. Чарăнса тăрать.

Симĕс çутă. Каять.

Кĕвĕ-çемĕ.

Сцена çинче çутă сунет.

Сцена умне, юрласа, артистсем пĕрин-хыççăн тепри тухаççĕ.

Финалти юрă:

Пĕр-пĕрне ырă сунса,

Пурте пурăнар.

Пĕр-пĕрне телей сунса

Юрăсем юрлар.

Туслă пурнăç –

Урă пурнăç.

Йĕрке пултăр-

Çын ан култăр.

Тасатав тасатсан çеç

Çул çине тухар.

Симĕс çутă пулсан çеç

Çул урлă каçар.

Туслă пурнăç-

Урă пурнăç.

Йĕрке пултăр-

Çын ан култăр.

Аслисем мĕн хушнине

Яланах тăвар

Светофор çутатнине

Тимлесе пăхар.

Туслă пурнăç –

Урă пурнăç.

Йĕрке пултăр-

Çын ан култăр...

 

Пурте мăшăрăн-мăшăрăн  тытăнса, каяççĕ. Светофор пĕр-пĕччен юлать.

 

Светофор (пĕччен юрлать.)

Çул çинче йĕрке пулни

Мана пит савăнтарать.

Пурте йĕркене пĕлни

Çак юрра юрлаттарать.

Хĕрлĕ çутă - юрамасть,

Светофор утма хушмасть.

Сарă çутă - хатĕрлен,

Симĕс çутă - ан шиклен...

 

Алă сула-сула кайса çухалать.

Вĕçĕ.