ПУҪЛАМӐШӖ

Аслан Степан Степанович




    Пӳртпе кĕлет хушшинчи хӳшше пирĕн килте пӳрт умĕ теççĕ. Эпĕ çав пӳрт умĕнче, анне тимĕр кĕреçепе хырса шăлнă лакăм-тĕкĕмлĕ урайĕнче ларатăп, атте сӳсе пăрахнă пушăт хуппипе çăпата хуçмалла вылятăп. Пĕчĕк чурече витĕр хĕвел ури хĕсĕнсе кĕрет, вăл урай варрине ӳкнĕ. Пушăт хуппи вĕçĕсем çутă çине лекеççĕ те, унта тĕлĕнмелле вĕтĕ япаласем калама çук нумаййăн, тĕтĕм евĕр явăна-явăна, хумханса каяççĕ. Çав вĕтĕ япаласем тусан пĕрчисем иккенне эпĕ ниепле те ăнланса илейместĕп, вĕсем мана шутсăр пĕчĕк чĕрĕ чунсем пек туйăнаççĕ.
Урамра пирĕн кил тĕлĕнче çын сассисем илтĕнчĕç. Тахăшĕ пĕрне ятласа илчĕ, ун хыççăнах ача сасси: «Аппа, эп те пыра-ап!» – тесе кăшкăрчĕ, Ку вăл хамăр куршĕри ялан манпа пĕрле вылякан Ехрем сасси пулчĕ. Пушăт хуппине ывăтса ятăм та сиксе тăтăм, çытмана туртса хăпартса, сак çине улăхрăм, пĕрене хушшинчи пĕр-икĕ пӳрне кĕмелĕх пĕчĕк шăтăкран урамалла пăхрăм.
Урам тăваткăлĕнчи ешĕл çеремре, шăнкăр уяр хĕвел çутинче, хĕрсем тăраççĕ. Пурне те лайăх паллатăп. Унта Урине аппа, Антуни, Акăнипе Сухви пур. Çӳçлемес пуçлă Ехрем аппăшĕн вăрăм хурталлă кĕпе аркинчен тытса тăрать. Ехрем ман пекех кĕске пĕçĕллĕ кăвак çытма тăхăннă. Пурте пĕр çĕрелле, çырма леш еннелле, ял варринелле, пăхаççĕ. Ак çакăнта хуп-хура çӳçлĕ ман пичче те пырса тăчĕ.
Унччен те пулмарĕ:
– Ялав! Ялав çакрĕç! – тенине илтрĕм. Урам тăваткăлĕнче тăракансем чăл та пар унталла-кунталла саланса пĕтрĕç.
Эпĕ шутсăр хĕпĕртерĕм. Мĕншĕн тесен, ял варринчи симĕс тимĕр витнĕ шкул тăррине хĕрлĕ ялав çаксан, унта пире тутлă апат çитернине эпĕ пĕлетĕп. Ай-яй, мĕнле тутлă вăл апат! «Совет апачĕ» теççĕ ăна аттепе анне. «Патшалăх çитерет», теççĕ теприсем. Халĕ шкулта ялав çакрĕç пулсан, ĕнтĕ унта апат пиçсе çитнĕ.
Сак çинчен йăпăр-япăрах хырăмпа шуса антăм. Пичче те урамран кĕчĕ. Ун хыççăнах анне сасси илтĕнчĕ.
Анне лупас хыçĕнчи пахчана купăста йăранĕ купалама тухнăччĕ. Халь вăл кĕнĕ-кĕмен ман пата пычĕ те:
– Кил, часрах питне çуса ярам, – тесе, алăран тытрĕ.
Эпĕ çутарасшăн пулмарăм. Манăн часрах шкула тухса каяс килет. Пĕтĕм чунăм çавăнта.
– Ха, кур-ха, сăмсу лякка! Питӳ хура. Хура питпе шкулта кулач çитермеççĕ,– йăпатрĕ анне. Мана пӳрте çавăтса кĕчĕ, кăмака сакки çумĕнче ларакан лаххан патне илсе пычĕ, йăвашшăн тыткаласа хăй умне тăратрĕ, витрери сивĕ шыва çăпала-куркапа ăсса илсе, ман пите =уса ячĕ.
Алăк патĕнчи пăтара кивĕ кипке çĕтĕкĕ çакăнса тăрать. Анне çав çĕтĕ ке вĕçертсе илчĕ те манăн йĕпе пите ыраттара-ыраттара шăлса типĕтрĕ. Вара пичче мана урама илсе тухрĕ.
Урамра çынсем нумай. Митта кумсен Павăлне Антуни аппăшĕ, Кукша Йымъян Петтине Акăни аппăшĕ, Ехреме Сухви аппăшĕ çавăтнă. Пурте пĕрле кĕпĕрленсе урам варринчи тусанлă çулпа Çатан кĕперĕ çырминелле кĕшĕлтетрĕмĕр.
Çырмана çитсен Мăркка тăвайккинелле хăпарнă чух эпĕ шутсăр ывăнтăм. Манăн хырăм выçса çитрĕ, çавăнтах ларса çиессĕм килет, малалла пĕр утăм ярса пусаймастăп. Пичче мана алăран туртса тем пекех уттарасшăн танкăштарать, анчах хамăн пĕр тĕпренчĕк халăм юлмарĕ. Пичче мана йăтса пăхрĕ, йăтаймарĕ – кайса ӳкрĕ, вара питĕ тарăхрĕ те макăрса ячĕ:
– Ут, теп, шуйттан ачи, латтиш! – тесе кăшкăрчĕ. Çакăн хыççăн мана мĕн шкула çитичченех Урине аппа йăтса пычĕ.
Ĕнтĕ çак вăхăтран пуçласа эпĕ хамăн пурнăçа малалла йăлтах ас тăватăп вара. Анчах пичче тарăхса каланă сăмах ман çума нумайлăха йĕплĕ куршанак пек çыпçăнса ларчӗ хам вуннă-вун икке çитичченех ачасем манран «Латтиш Çтаппан» тесе кулса пурăнчĕç.
«Совет апачĕ» çиме кайнине татах та ас тăватăп. Пирĕн аттен хамăр ялта, Тури Сурăмра, тăван пиччĕшĕсем иккĕ пулнă. Эпир вĕсенчен пĕрне Якку мучи, тепĕрне, çырма тепĕр енче пурăнаканнине, Илле мучи тесе чĕнеттĕмĕр.
Якку мучисен килĕ пирĕн килтен инçе мар, урам тăваткăлĕ урлă çеç. Вĕсен Пурис, Урине аппа, Маруç аппа, Сантăр тата амăш кăкăрне ĕмекен Ванька пур. Маруç аппапа Сантăр, манран пысăк пулсан та, утаймастчĕç. «Выçăпа кавсăлса çитрĕç, турă çăлса хăварсан анчах», – тет амăшĕ, пирĕн пата пырсан. Эпĕ вĕсен амăшне, пиччерен илтсе, кинеми тетĕп.
Пĕрре хĕлле, питĕ сивĕ кун, пирĕн атте тула тухса лаша кӳлчĕ. Çара ҫуна çине тарăн кăрман çыхса лартнă. Кăрманĕпе атте кашни кунах анкартинчен хамăр лаша валли каю ути турттарса килетчĕ. Кăрманĕ пысăк, çуна тăршшех пулать. Анне мана пӳртре аттен кивĕ çĕлĕкĕпе кĕрĕк пиншакне тăхăнтарчĕ те пилĕкрен çăпата кантрипе туртса çыхрĕ, вара, тула йăтса тухса, çуна çинчи кăрман тĕпне, каю ути сарнă çĕре, майласа лартрĕ. Сăхман тăхăннă пичче унта хăех, çатан карта урлă каçнă пек каçса, малти кĕтесе кĕрсе ларчĕ. Унтан пире атте Якку мучисем патне илсе кайрĕ, Маруç аппапа Сантăра та, кĕрĕксемпе чĕркесе пирĕнпе пĕрле кăрман ăшне лартрĕç. Кăрман çине çиелтен курăсран çыхнă сарлака чăпта ашăк витрĕç. Çапла пире аттепе Пурис, лашана хытă чуптарса, икĕ пӳртлĕ Христухвур килне апат çиме илсе кайрĕç. Шкулта хĕлле ачасене вĕрентеççĕ, тет, çавăнпа «совет апатне» Христухвур килĕнче пĕçермелле тунă имĕш. Эпир пынă чухне унта – пӳрт тулли ача, икĕ вăрăм сĕтел хушшинче лараççĕ.
Пире ун чухне пулă яшки çитерчĕç. Ытла та питĕ тутлă-çке! Темле пулчĕ, пиччепе иксĕмĕр чиперех пĕр чашăкран сыпса лараттăмăр, çав вăхăтра сисмерĕм те, ман пыра, темле майпа-çке-ха, пулă шăмми тăрăнса ларчĕ. Сывласса сывлатăп-ха, анчах яшка çиме мар, сурчăка та çăтаймастăп, йĕппе тирнĕн чиксе илет. Ман пата алăк патĕнче тăракан атте тата яшка çитерекен вăрăм Тихуç пычĕç.
– Вилет пуль ку, вăт ачупа,: – тет атте. – Шăмми унтах ларать-ха, чĕлхе кутĕнче курăнать, – тет мана çăвар картарса. Ытти ачасем пурте ман çине тĕлĕнсе пăхаççĕ.
Сисмерĕм те, Тихуç мана чышкипе ĕнсерен кӳ-ӳп! тутарчĕ. Чухласа та юлаймарăм, – аттен чĕлĕм тикĕтне тасатмалли пăхăр йĕп пурччĕ, – çав йĕп майлă кукăр шăмă татăкĕ ман çăвартан сĕтел çине тухса ӳкрĕ.
– Ку санăн пит маттур ача-ха, Çтаппан. Пăх-ха, макăрмарĕ, – терĕç аттене унпа пĕрле юмахласа тăракансем.
Кайран мана ытти ачасемпе пĕрлех шур кулачăпа пыл пек пылак чей ĕçтерчĕç. Çав чее пысăккисем пурте: «Мускавран ярса панă мăрикански какао», – тетчĕç.
Уяр та типĕ, шăрăх çанталăк тăнăран 1921 çулта Атăл тăрăхĕнче питех те хăрушă выçлăх пулнине, çавăн чух пирĕн пек ачасене Совет правительстви тăрăшнипе патшалăх шутĕнчен тăрантарса усранине, çапла вара пире вилĕмрен çăлса хăварнине эпĕ ӳсе киле тин пĕлтĕм.....