Кудрявцева Елена

3 место в номинации «Проза» на чувашском языке (возрастная категория 18-35 лет)
ТӖЛӖНМЕЛЛЕ! Калав Пӗррехинче ҫулла эпӗ Вера аппа патӗнче ялта кантӑм. Ҫут ҫанталӑк кунта питӗ хитре хӗвел ачашлӑхӗнче, кайӑк-кӗшӗк юрринче ирӗлетӗн! Вӗҫӗ-хӗррисӗр таса та сенкер тӳпе айĕнче чӗрере юрӑ ҫуралать, вара йӑл кулатӑн. Каҫхине те тӳпере ҫӑлтӑрсем питӗ уҫҫӑн курӑнаҫҫӗ. Алтӑр ҫӑлтӑра та тупма ҫӑмӑл, авӑ, хапха тӑрринчех. Ҫуллахи ялта тӗссемпе сасăсем кӑна мар, шӑршăсем те савӑнтараҫҫӗ: хурӑн ҫырли те, çаран чечекӗ те... Кун хаваслӑ иртет. Ирех кӗтӳҫӗ пулса хире утатăн, унта курӑк хушшинче тӳме пы ӑкӑш рет-карта кăмпине пуҫтаратăн. Шӑрӑхра килте ларатăн. Ҫапла эпӗ те кӑнтӑрлахи апат хыççăн йывăç пӳртре юлтӑм, кушаксене сӑнаса лартӑм. Вера аппан вӗсем иккӗн: пӗри симӗс куҫлӑ, яка та шурӑ ҫӑмлӑ, тепри сиам кушакĕ, кӑвак куҫлӑскер, хӑмӑр та ҫӑмламас. Нумай пул асть тата картишӗнче шурӑ ҫӑмламас кушак аçи пурӑнма пуҫланӑ. Паллах, килти кушаксен апачӗ тутлӑрах. Кушак аçин те тутлӑ ҫиес килнӗ ӗнтӗ, ҫакӑнта ҫырни те шӑпах унпа ҫыхӑннӑ. Пӳрте аппа васкаса кӗчӗ: – Кур-ха, Люда! – терӗ ҫерҫи. те аллине тӑсрӗ. Унта вара – ҫамрӑк Кушак аҫи Аманман пек капла. пахчара тытнӑ. Куртӑм та туртса илтӗм.
  42
Эпӗ кайӑка асӑрханса илтӗм. Чӑнах та, йӗркеллех вӑл. Эс маттур-ха, ҫӑлнӑ! Анчах пит хӑраса ӳкнӗ пӗчӗкскер. Чӳрече уҫӑ та ҫерҫине урам енне кӑтартрӑм: – Вӗҫ атя. Эс ирӗклӗ! Анчах кайӑк хӑнк та тумасть, хытса ларнӑ тейӗн. Каллех кӑмӑлне ҫавӑрас тетӗп: – Акӑ, ҫывӑхрах улмуççи турачӗ, хӗвел пӑхать. Вӗҫсе кай! Атя ӗнтӗ, хӑюллӑрах пул... – ҫерҫине ҫурӑмӗнчен пӳрнепе ачашларӑм. Тӑрук вӗҫсе кайрӗ! Турат ҫинчен мана пӑхса ларать. Юнашарах аслӑрах ҫерҫийӗ тупӑнчӗ, тен, амӑшӗ? Ҫак кайӑк хӑй чӗлхипе тем чӗвӗлтетрӗ. Те мана, те чӗппине тем каларӗ. Савӑнаҫҫӗ пулмалла! Эх, аван та, пурте чӗрӗ, сывӑ. Лайӑх кун! Урамра хӗвел хӗртнĕрен эпир аппапа минтер-утиял таврашне илсе тухса типӗтме шухăшларăмăр. Юлашки минтере типме хурас тетӗп. Кӗтмен ҫӗртен эп тытнӑ минтер хӗрринех паҫӑрхи ҫамрӑк ҫерҫи пырса ларчӗ. Ҫӑлӑннӑ кайăк ман енне пӑхрӗ, хӑйĕн чӗлхипе тем каларӗ те вӗҫсе кайрӗ. Вӑл мана пулӑшнӑшӑн тав турӗ пуль!