-
Главная
- Проза (18-35 лет) Чувашский 2 место
Семенова Анастасия
2 место в номинации «Проза» на чувашском языке (возрастная категория 18-35 лет)
КӲРЕНӲ СУРАНӖ
Калав
Интернет уҫлӑхӗнче Ульккан куҫĕ тӗлне каллех тавлашуллӑ
статья лекрӗ. Ку темӑпа ҫырнӑ тӗпчев ӗҫӗсене вӑтӑр ҫултан
хӗр унччен те тӗл пулнӑ.
каҫнӑ
– Мӗнле йӑла вара ку? Ачасем ӳссе ҫитсен тӑван ашшӗпе
амӑшне пӗр вӗҫӗмсӗр айӑплама тытӑнаҫҫӗ, тивӗҫлӗ ӳстерменнишӗн
ӳпкелешеҫҫӗ. Хӑйсем тунӑ йӑнӑшӗсемшӗн, шӑписем телейсӗр пул-
нишӗн – ҫакӑншӑн пуриншӗн те ашшӗпе амӑшӗ яваплӑ иккен. Пси-
хологире ҫак лару-тӑрӑва «ача суранӗ»: «аслисен
лӑхран килет» тесе палӑртаҫҫӗ.
проблеми ача-
– Чӑнах çапла-ши ку е пуҫа минретмелли ултав-ши? – тӗлен-
нине пытармасӑр шухӑшларӗ хӗр.
– Тен, тӗрӗссинех ҫыраҫҫӗ? Психологсем сӑнанӑ, материал
пуҫтарнӑ, пӗтӗмлетнӗ. Тепĕр тесен, ҫулӑмсӑр тӗтӗм пулмасть. Ан-
чах ку шухӑша пуҫра ниепле те вырнаҫтараймастӑп, килӗшместӗп,
– ҫирӗппӗн палӑртасшӑн пулчӗ Улькка. Ҫав хушӑрах унӑн иккĕленӳ
те ҫуралчӗ. Ӑнсӑртран алла лекнӗ статья хӗрӗн чунри хӗлӗхĕсене
хускатрӗ. Каҫ тӗлне Улькка пачах
айӑплӑ туйрӗ.
шухӑш авӑрне путрӗ, хӑйне
– Кӗт-ха, хӗрӗм, эсӗ те тахҫан ҫак айӑплакансен йышӗнче пул-
ман-и? Эсӗ те кӳренӳ туйӑмӗпе пурӑнман-и? – Улькка сехрине
хӑпартрӗ шалти сасă. Асаилӳсем самантрах куҫ умне тухрӗҫ. Хӗрӗн
36
37
питҫӑмарти тӑрӑх куҫҫуль тумламӗсем вут-хӗм пек ҫунтарса юхса
анчӗҫ.
***
Ульккан ҫемйи пуян пулман. Вӗсен чун пуянлӑхне вара нимпе
те танлаштараймӑн. Пӗр пӗчӗк пӳртре пиллӗкӗн пурӑннӑ вӗсем. Ча-
плӑ, кирпӗч ҫуртсем хушшинче ҫак кил мӗскӗн курӑннӑ пулин те
унта яланах юрату, килĕшӳ, савӑнӑҫ хуҫаланнӑ.
Амӑшӗ сӑпка юрри юрланине, ҫупӑрласа ҫывӑратса янине Уль-
кка астумасть пулин те çывăх çыннин ӑшшине вӑл унсӑрах туйнӑ.
Ашшӗ вара хӑйӗн юратӑвне пачах урӑхла кӑтартнӑ. Чи хӗрлӗ,
пылак панулмие вӑл яланах Ульккана тыттарнӑ, кишӗр салачĕ час-
часах туса парса та савӑнтарнӑ. Ҫакӑн пек чуна ӑшӑтакан самант-
сем самаях пулнӑ. «Атте пирӗнтен виҫсĕмӗртен сана ытларах юра-
тать» тенине хӗрача аппӑшӗпе шӑллӗнчен пӗрре мар илтнӗ. Ачапча
пуҫпа кӗвӗҫнӗ те пуль вӗсем, ашшӗ пурне те пӗр пек юратнине
тавҫӑрса илеймен.
– Телей пултӑр! – инҫе ҫула ӑсатма тухсан яланах ҫапла ка-
латчӗ ашшӗ хӑйӗн ҫемйине. Ҫак сӑмахсем Ульккана темӗнле асамлӑ
вӑй хушатчӗҫ…
Ҫынсем чӗр чуна тискер теҫҫӗ те, анчах этемпе танлаштарсан
чӗр чун чунлӑрах та пулӗ. Усал ҫынсене пула пурнӑҫ илемсӗр тӗспе
сӑрланать. Ҫемҫе кӑмӑллӑ, сисӗмлӗ чӗреллӗ Ульккан ҫакна ытла та
ир ӑнланма тиврӗ. Тахӑш самантра унӑн пӗчӗк тӗнчине хура тӗтре
карса илчӗ.
Пӗр урамра ӳснӗ тусӗсем унран сивӗнме пуҫланине Улькка
тӳрех сисеймерӗ. Çакă кайран ҫеҫ ҫиеле тухма пуҫларӗ. Чи малтан
хӗрачана пӗрле вылямашкăн чӗнме пӑрахрӗҫ. Çитменнине тата,
тарса пытанма пуҫларӗҫ. Ҫывӑх тусӗ Урине ҫеҫ Ульккаран ютшӑн-
марӗ. Хӗмленсе ҫунакан пӗртен-пӗр шӑрпӑк пек хӑйӗн ҫутипе хӗра-
чана савӑнтарчӗ, ӑшӑтрӗ.
– Юркка сирĕн çемьене хирĕç пурне те явӑҫтарать. Ара вӗсем
ҫӗнӗ пӳрте куҫнӑ-ҫке! Ҫавна пула унӑн сӑмси каҫӑрăлсах кайнӑ.
Мӗн кӑна каламасть-ши вӑл сирӗн пирки! «Эсир чухӑн, пӳртĕр ҫил
хытӑ вӗрсенех ишĕлсе анать», – тесе ахӑлтатса кулать. Вырӑн
ҫитменрен тӗпсакайра та ҫывăратӑр пуль тесе юмахлать. Ӑна итле-
се манӑн ҫӳҫ-пуҫ вирелле тӑрать. Ыттисем вара Юрккана алӑ
ҫупсах итлеме хатӗр. Тьху! – пӗррехинче тарӑхнине пытармасӑр
каласа пачӗ Урине. Пӗр сӑмах чӗнмесӗр итлерӗ Улькка юлташне.
38
Чунӗ тӑвӑлса килнĕрен унăн йӗрес килчӗ. Ҫӗрӗпе йӗркеллӗ
ҫывӑраймарӗ вӑл, тӗрлӗ шухӑшпа асапланчӗ.
– Тантӑшсем умӗнче мӗнпе айӑпа кӗтĕм-ши? Кӳрентермелӗх
пӗр сивӗ сӑмах та каламан. Пирӗн кил-ҫурт мӗнпе юраймарӗ-ши та-
та вӗсене? Пӳрт мӗнлерех пулнине кура ҫынна хаклама та пулать-
и? – хурланса шухӑшларӗ Улькка.
Кӑҫалхи ҫуллахи ҫанталӑк Пурӑнкасси ялĕн ҫыннисене тӗлӗн-
меллипех тӗлӗнтерчӗ. Ытларах ҫумӑрлӑ, сивӗ, ӑмӑр, сулхӑн кунсем
хуҫаланчӗҫ. Ӑшпиллӗ хӗвел кӳреннӗ тейӗн, хӑйӗн ырлӑхне такам-
сенчен пытарма тӑрӑшрӗ. Кӗркуннехи пӗрремӗш кун та ҫумӑрлӑ
пулчӗ. Ҫанталӑка пула-ши, е кану кунӗсем вӗҫленнӗрен, ачасем
ирхине шкула кӑмӑлсӑррӑн утрӗҫ. Вӗсен йышӗнче – тӑваттӑмӗш
класс ачи Улькка. Ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ пурнӑҫа лайӑх енне улӑштарас-
са вӑл хытӑ шанчӗ. Анчах шкула ҫӳреме тытӑнсан лару-тӑру
пушшех йывӑрланчӗ. Кашни кун тантӑшӗсем хӗрачана мӑшкӑл
кӑтартса асаплантарчӗҫ. «Чухӑн», «саплӑк Улькка», «ҫӗрӗк пӳрт» –
мӗн кӑна каласа ыраттармарӗҫ пуль Ульккан чӗрине вӗсем. Ача
хӑйне ҫӑхансем хушшинче мӗскĕн чӗпĕ пек туйрӗ. Çак тапхӑра
ăшра чӑтса, макӑрса, асапланса ирттерме тиврӗ унӑн. Пирӗштипе
«калаҫса» ҫеҫ чунне уҫма пултарчӗ вӑл.
– Кӳршӗ Юрккан ҫӗнӗ килӗ мӗнле мӑнаҫлӑн курӑнать. Пире те
пысӑк пӳрт кирлӗ! Икӗ хутлӑ, чаплӑ ҫурт лартсанах ҫын шутне кӗме
пуҫлӑпӑр, вара тантӑшсем кӳрентерме те пӑрахӗҫ, – пӗррехинче
Ульккан пуҫне çакăн пек шухăш пырса кĕчĕ. Кунран-кун вӑл ҫак
ӗмӗтпе ҫунатланчӗ, шухӑшне ашшӗпе амӑшне те пӗлтерчӗ. Уйрӑмах
ашшӗн пуҫне минретрӗ, ҫине тӑрсах «ҫӗнӗ пӳрт» ыйтрӗ.
– Хӗрӗм, пӳрт лартасси – хӑйӑртан кермен ӑсталасси мар ҫав.
Ун валли укҫа-тенкĕ ҫав тери нумай кирлӗ, – ӑнлантарма хӑтланчӗ
ашшӗ. Анчах ун сӑмахӗсем Ульккан хӑлхине кӗмерӗҫ, вӑл ашшӗне
илтесшӗн пулмарӗ.
Кӗрхи сивӗ, хура ҫанталӑкпа Ульккан кӑмӑлӗ те пачах
улшӑнчӗ. Пурнӑҫне вӑл юратми пулчӗ. Хӑйне тамӑка лекнӗ пек
туйма пуҫларӗ. Кунран-кун ачан чӗри хытса пычӗ. Ашшӗне хытӑ
тарӑхрӗ Улькка.
Пӗчӗк чунсем унӑн ачалӑхĕн асамлӑ вӑхӑтне хуратса, ыратупа
вӑйсӑрлӑх сарса пӗр шӗлсӗр таптарӗҫ. Чуна суранлатакан калама
ҫук йывӑр самант вара хӗрачан пурнӑҫӗнче шӑпах ҫак тапхӑрта
пулса иртрӗ.
Пӗр кунхине уроксем вӗҫленсен Улькка яланхи пекех килне
васкарӗ. Ҫул ҫине тухсан сасартӑк вӑл юлташне Уринене асӑрхарӗ,
39
тӳрех ун еннелле утрӗ. Анчах та Урине Ульккана курсан темшӗн
кӑмӑлсӑрланчӗ. Такамран хӑранӑ пек йӗри-тавра пӑхса куҫне юл-
ташӗнчен тартрӗ. Тантӑшӗпе утасшӑн пулмарӗ.
– Урине, сана мӗн пулнӑ? Эсӗ манран тарса ҫӳреместӗн пуль?
Эрнипе сана курман, – тӗпчесе пӗлесшӗн пулчӗ Улькка.
Урине хуравлама васкамарӗ, уттине ҫеҫ васкатрӗ. Улькка унран
юлмарӗ, хыҫҫӑнах пычӗ. Вӗсем ҫапла ним чӗнмесӗр самаях утрӗҫ.
Юлашкинчен Урине чӑтаймарӗ, чарӑнчӗ.
– Мĕн кирлĕ? Ман санпа калаҫас килмест, нивушлӗ ҫакна ӑн-
ланмастӑн? Санпа туслӑ пулма мана намӑс! – тарӑхса кӑшкӑрчӗ вӑл.
Улькка, çакна кӗтменскер, шак хытса тӑчӗ, юлташӗ ҫине тӗлӗн-
се пӑхрĕ. Уринен куҫӗ унчченхи пек йӑваш мар, сивӗ те пушӑ.
Улькка хирӗҫ ним калама пӗлмесӗр кил еннелле хӑвӑрттӑн утса
кайрӗ. Ӑшра тем ҫунчӗ, ыратрӗ. Ҫул тӑршшӗпех вӑл хӑйӗн шӑпине
хурларӗ, айӑплисене шырарӗ. Кӗрхи уҫӑ ҫил ҫеҫ Ульккана
хирӗҫлесшӗн пулчӗ. Ҫамрӑк чуна шеллерӗ вӑл – куҫҫуль тум-
ламӗсене типӗтсе ӑна ачашшӑн ҫупӑрларӗ.
Килте никам та ҫук пуль тесе ахалех шухăшларӗ Улькка – аш-
шӗ ӗҫрен таврӑннӑ иккен. Вӑл эрех сыпнине тӳрех ӑнланса илчӗ
хӗрача. Ку ӑна пушшех тарӑхтарса ячӗ.
– Сана мӗн пулнӑ? Эсӗ макӑрнӑ-им? – ачине курсанах
кӑсӑкланчӗ ашшӗ.
– Макӑрнӑ, сана мӗн ӗҫ?! – хаяррӑн хуравларӗ Улькка. Вӑл
хӑйне текех чараймарӗ. Ӑшра тулса ҫитнĕрен тата чунӗ ыратнăран
хӑй мӗн шухӑшланине ҫак самантра пӗтӗмпех калас терӗ ашшӗне.
– Сана пула, атте, эпир чухӑн! Сана пула пирӗн кунсерен
мăшкăла чăтмалла! Пирӗн пурнӑҫ тамӑкри пек. Ытти ачасен аш-
шӗсем колхоз ӗҫӗпе ҫырлахса пурӑнмаҫҫӗ, Мускава кайса пысӑк
укҫа ӗҫлесе илеҫҫӗ. Укҫи вара пурӑнма та, ҫӗнӗ пӳрт лартма та
ҫитет. Пирӗнни пек кил-ҫурт урамӗпе те никамӑн ҫук. Эсӗ пирӗн
пурнӑҫа тӗлейлӗрех тӑвассишӗн пӗртте тӑрӑшмастӑн, – тахҫанах
пуҫра тытнӑ сӑмахсене лаплаттарса хучӗ тарӑхнӑ хӗрача.
Ашшӗ сӑнран улшӑннине Улькка тӳрех сисрӗ. Арҫын, хӑйӗн
тӗпренчӗкӗнчен ҫак сӑмахсене пачах кӗтменскер, самантлӑха
ҫухалса кайрӗ. Эрех таврашне ӗҫмен пулсан, тен, нимӗн те хирӗҫ
каламĕччӗ пуль вăл ачине. Анчах хальхинче ӳсӗр пуҫпа шӑп
тӑмарӗ.
– Сана ҫӗнӗ пӳрт мар, сана тупӑк кирлӗ, – хирĕç сиввӗн каласа
хучӗ.
40
Ҫак самантра Улькка ҫӗр тӗпне анса кайма хатӗрччӗ. Ку сӑмах-
сем унчченхи мӗнпур чунри ыратӑва тӗппипех ҫӑтса ячӗҫ. Сывлӑш
ҫитменрен Улькка пӳртрен вирхӗнсе тухса кайрӗ. Пĕтĕм вăйне
пухса чупрӗ вӑл пахча хыҫӗнчи хурӑнлӑх вӑрманӗ еннелле. Чун
каничченех ӗсӗклесе макӑрчӗ хӗрача. Чӗрине ҫивӗч ҫĕҫӗпе каснăн
туйӑнчӗ ӑна. Ульккапа пӗрле кӗрхи ҫанталӑк та куҫҫульне
юхтарчӗ…
Ҫулсем иртрӗҫ, Улькка ӳсрӗ, аслӑ ҫул ҫине тӑчӗ. Ачалӑхĕ ытла-
рах ыррипе асра юлчӗ. Кӳрентернӗ тантӑшĕсем тахӑш самантра
юлташ ретне кӗчӗҫ. Туслӑ ӳсрӗҫ вӗсем, унчченхи «хура» тапхӑра
никам та аса илесшӗн пулмарӗ.
Пӗр ашшӗне ҫеҫ Улькка тӳрех каҫараймарӗ. Кӳренӳ туйӑмӗ ну-
май ҫул унӑн чунӗнче хуҫаланчӗ. Тахҫанхи калаҫу манӑҫа тухмарӗ
ҫав. Ашшӗ темле йӑпӑлтатса калаҫсан та ачин кӑмӑлне хӑйĕн майлӑ
ҫавӑрма пултараймарӗ. «Ӳт суранӗ тӳрленет, чун суранӗ тӳрлен-
мест», – тесе ахаль каламаҫҫӗ ӗнтӗ. Çавăн хыҫҫӑн Улькка ашшӗне
«атте» тесе чӗнме пӑрахрӗ. Чӗре тĕпĕнче вырнаҫнӑ ырату ҫак сӑма-
ха калаттармарӗ.
Ҫулсем иртнӗҫемӗн ҫеҫ ачалӑхри самантсене Улькка урӑхларах
хаклама пуҫларӗ. Уйрӑмах кӳршӗпе калаҫнӑ хыҫҫӑн унӑн чӗри
ҫемҫелчӗ, чунри суранӗ тӳрленме пуҫларӗ.
– Телейлӗ эсир! – хĕрпе сӑмах хушрӗ ун чухне пускил. – Пӗчӗк
пӳртре мӗнле пысӑк ҫемье чӑмӑртанчӗ. Аçупа аннÿ сире ура ҫине
тӑратассишӗн май килнӗ таран тӑрӑшрӗҫ. Ӳсрӗр – ҫын пултӑр. Ав,
шӑллупа пӗрле хулара аслӑ пӗлӳ илетӗр. Ҫав хушӑрах аçупа аннÿне
те манмастӑр, час-часах килсе ҫӳресе вӗсене савӑнтаратӑр. Эпӗ вара
тăр-пӗчченех пурӑнатӑп. Арӑмпа ывӑл темиҫе ҫул каяллах тухса
кайрӗҫ, тахҫанах курман вӗсене. Пӳртĕм пысӑк, анчах мана унта ҫав
тери тӑвӑр – пӗчченлӗхпе тунсӑх кӑмӑла пусараҫҫӗ. Мӗн тума кирлӗ
мана ун пек кил-ҫурт, енчен те эпӗ хама унта телейлӗ туймастӑп
пулсан. Пытармасӑр каласан, сире курсан ман чун пӗрре савӑнать,
тепре хурланать, – ӑмсанса калаҫрӗ ун чухне Юркка ашшӗ.
Ҫак сӑмахсем чун йӑпатмӑшӗ пулса Ульккан чӗрине сиплерӗҫ.
Тахҫан хӑйне чарусӑр тытнăшăн намӑсланчӗ вӑл. Кӳренӳ тыткӑнӗн-
че пурăнса миҫе ҫул ҫухатрӗ хӗр. Ашшӗ патне пырса «Атте, каҫар
мана, ухмаха» тесе калас килчӗ унӑн, анчах та хӑюлӑх ҫитереймерӗ.
Чӑн телей мул-пурлӑхра мар, ҫемье ӑшшинче пулнине тинех ӑнлан-
са илчӗ Улькка. «Ҫемье ӑшши – телей тӗшши», – тени тĕрĕсех çав.
41
***
Улькка куҫҫульне шӑлса ашшӗне тепӗр хут аса илчӗ. Вӑл
пурнӑҫран уйрӑлса кайнӑранпа кӗҫех ҫулталӑк ҫитет. Унпа сывпул-
лашма нумай ҫын пынӑччӗ. Ҫав йывӑр кунсене Улькка тӗтреллӗн
астӑвать. Тӗрӗссипе, аса та илес килмест унӑн вӗсене. Пӗр самант
ҫеҫ ӗмӗрлӗхе асра тӑрса юлӗ – Ҫӗнĕ пӳртре ларакан хӗрлӗ тупӑк…

