Шашкина Инесса

1 место в номинации «Проза» на чувашском языке (возрастная категория 18-35 лет)
Ан юл… – Асту, кинеми! – илтĕнсе кайрĕ сасă. Ҫул варрипех саркаланса пыракан патвар майра шарт! сикрĕ. Хыçалалла çаврăнса пăхнă май çул хĕрнелле сулăнчĕ вăл. Хыçран иккĕн велосипедпа чашлатта- раççĕ иккен. – Эй, мурсем, ăçта васкатăр-ши çаплах! – çинçе сассипе çух- рашрĕ хĕрарăм. – Чĕресĕр тăватăр вĕт! Кам лавккана юлашки çитет, çав теприне пылак пăрпа хăналать! – илтĕнсе юлчĕ тахăшĕн сасси. – Хĕр пĕвне çитнĕ, çаплах ача вăййи выляс килет-çке çаксен, – сăмса айĕнче мăкăртатрĕ хĕрарăм. Ҫул çинче вара тусан мăкăрланса юлчĕ. Икĕ хĕрача урса кайса педаль çавăрттарса малаллах кайрĕ. Пĕри, тин кăна вун улттă тултарнă Нинук, хă ĕнчен икĕ çул кĕçĕн Анютăна самаях хыçа хăварма ĕлкĕрнĕ. Мĕнех, вăрăм урипе вело- сипеда чуптарма çăмăлрах ĕнтĕ ăна. Сăнĕпе те çитĕннĕ хĕр пек курăнать – вăрăм сарă çӳçлĕ, шĕвĕр сăмсаллă, пысăк хăмăр куçĕ пăхса ытармалла мар. Унăн юлташĕ вара кăшт ачарах курăнать – сăнĕнчен те, кĕлеткинчен те. Ҫавăншăнах ялан ăмсанать те Нинăна Анюта. Унăн та çав тери хăвăртрах хĕр шутне кĕрес килет-çке. Ҫитменнине, аслă тантăшĕ кӳршĕ ялти шкулта тăхăр класс хыççăн тĕп хулари техникума повара вĕренме кĕнĕ, халĕ пĕрремĕш курс пĕтерсе яла çуллахи каникула килнĕ. Анютăн та çав тери хула АН ХӐРА
  15


16 пурнăçне астивсе пăхас килет çав, шел, тепĕр икĕ çул шкула çӳре- мелле. Нинăна, ав, хулара пурăнма техникум çумĕнчи общежитире пӳлĕм панă, вĕреннĕшĕн стипенди илсе тăрать – хăв епле пурăнас тетĕн, çапла пурăн. Анютăн кашни утăмне вара асламăшĕ сыхласах тăрать, шкултан кăшт кăна кая юлса килсен «çисех» ярать, каçсерен урама тантăшсемпе çӳреме тухасси пирки сăмах та çук. Асту, ку ăмăртура та пулин çĕнтермеллех! Анюта мĕнпур вăйне пухса велосипеда хăваларĕ. Нинăн çурăмĕ çывхарма пуçларĕ. Хĕрачан пичĕ тăрăх тар тумламĕ юхса анчĕ. Малта пыракан Нина хăй хыçĕнче тантăшĕ йывăр сывланине илтсен çаврăнса та пăхмарĕ, хăй те малалла талпăнчĕ. Лавккана çитме укăлчаран тухса вăрман çумĕпе выртакан çул- па пĕр çухрăм ытла юнашар яла каймалла. Хĕрринчи пĕрремĕш çуртах – лавкка, ун çумĕнче – почта уйрăмĕ, малалла кайсан шкул пулать, тата аяккарах – чиркӳ. Анютăпа Нинăн ялĕнче – Упакас- синче – ун пек ырлăх çук. Лавккана ялан тенĕ пекех ачасене чупта- раççĕ. Ҫавна пулах Упакасси енчен килекен çул тăрăх машинăсем ытла вирхĕнсе çӳресрен ял çыннисем лавкка умне пуленке пăрахнăччĕ. Ҫур çул ялта пулман Нина такăр çул çинче çакăн пек чăрмав сиксе тухасса кĕтменччĕ паллах. Ҫавăнпа хĕрача пуленкене курсан хăвăртлăхне чакарчĕ те хăйне Анюта чашт! кăна хăваласа иртсе кайнине курса юлчĕ. – Куртăн-и, куртăн-и! Ҫĕнтертĕм! – куллипе çиçтерчĕ Анюта. Тĕрĕс мар, малта тем амакĕ выртнине пĕлнĕ пулсан-и! – ту- тине тăсрĕ аслă тантăшĕ. Куçа уçса çӳремелле çав! – хĕпĕртенине ниепле те пытарай- марĕ кĕçĕнни. – Юрĕ ĕнтĕ, атя, кĕрер, – мăкăртатрĕ Нина велосипедне карта çумне таянтарнă май. Нумай та вăхăт иртмерĕ, хĕрсем лавккаран хутаç йăтса тухрĕç. – Кĕт-ха, эс пылак пăр пирки мантăн-им? – аса илчĕ Анюта. – Эпĕ çĕнтертĕм, ăçта ман приз? Эй, чăнах та. Акă ман енчĕке тыт та хăвна килĕшекеннине кĕрсе ил, – лăпкăн каларĕ Нина. – Вак укçа чылай унта, çитме кирлĕ. Ку япалана мĕншĕн кассăра тăнă чухне курмарăм вара? – шупка сенкер тĕслĕ йăлтăркка енчĕке курсан Анютăн куçĕ çиçсех илчĕ.
 

17 – Тем çав, унталла-кунталла пăхса çăвар карса тăтăн пуль, – кулчĕ асли. – Кăна хула пасарĕнче туянтăн-и? – тантăшĕн сăмахне илтмерĕ те кĕçĕнни. Енчĕке аллине илчĕ вăл. – Ҫук, суту-илӳ центрĕнче илтĕм! Килĕшет-и? – Сана лайăх, хулара тем тĕрлĕ лавкка та пур, – ăмсаннине пы- тармарĕ Анюта. – Хыркассинчи пасарта енчĕксем сутмаççĕ-им? – кулчĕ Нина. – Ᾰхă, пасарта тен… Асанне мана пасара ярать пуль. Шкула каймалли сумка кивелнĕрен çĕтĕлсе тухмасăр та çĕннине илсе памарĕ! – Пенси укçи илет пуль? – Пĕлетĕн-и, Нинук, – шăпрах калаçрĕ хĕрача, – асанне кашни вырсарникун чиркĕве çӳрет вĕт, мана та хăйпе пĕрле сĕтĕрет. Вăт… мĕнпур пенси укçине чиркӳре хăварать вăл. – Темле пысăк çылăха лекнĕ-ши вара? – Ҫылăхсем пирки пĕрмаях калаçать-ха. Атте çур çулта пĕрре килсе каять, вăл асаннене ялан вăрçса хăварать, «сектантка» тет. Юлашки хут çу уйăхĕн вĕçĕнче Ингăпа – арăмĕпе килчĕç. Лешĕ пӳрте кĕчĕ те унталла-кунталла йĕрĕнсе кăна пăхкаларĕ. Атте те сиввĕн çеç калаçрĕ. – Унччен чиперех килкелесе каятчĕ-çке. – Çамрăк арăмĕ юратсах каймасть пире. Эпĕ çиччĕмĕш класа йăлтах «пиллĕк» паллăсемпе вĕренсе пĕтерни, районта юрă кон- курсĕнче иккĕмĕш вырăн йышăнни пирки аттене каласа парсан вăл çемçелет пуль тенĕччĕ. Шăппăн кăна алăк умĕнче тăраттăм. Лешĕ, Инга текенни, мана тапăнчĕ – мĕншĕн урай çуман, мĕншĕн кар- тишне шăлса тасатман, витери пек пурăнатăр, тет, пĕлетĕн-и! Эп урая кашни кун çăватăп вĕт, асанне те килте тирпей тытсах тăрать. Уй, çав майрана! – чышкипе силлерĕ Анюта. – Вара лешсем мĕн патне çитрĕç? Асаннепе калаçнă хыççăн атте çĕнĕ арăмне çавăтса йăпăр- япăр пӳртрен тухса кайрĕ. Машина алăкне шăн-шан кăна хупрĕ вăл, анчах курса юлтăм – хыçалти ларкăч çинче пĕчĕкçĕ пепке выр- татчĕ. Ку ман шăллăм пулнă иккен – асанне çавăн пек каларĕ. Ваня, Ванюш ятлă тет. – Мĕн амакĕ пулнă вара аçуна? – Асанне хăйĕн иккĕмĕш мăнукĕ çуралнине шăп çав кун пĕлнĕ тет. Мĕншĕн малтанах пĕлтермен, çĕнĕ чуншăн çурта лартса кĕл- тумалла, ачана тĕне кĕртмелле тесе каланă вăл аттене. Лешĕ вара
 

18 çакна илтсен урсах кайнă. Урăх килсе çӳреместĕп, пĕр пус та памастăп тенĕ. Инга текенни Турра ĕненсе чиркĕве чупаканскер мар тет. – Асаннӳ кӳренчĕ пуль ĕнтĕ. – Асанне вăл кун хытă макăрчĕ. Кĕçĕн мăнукне куç хӳрипе те курса юлаймарĕ ĕнтĕ. Ман пирки вара нихăшĕ те аса илмерĕ, – нăшлатрĕ Анюта. – Эсĕ йĕместĕн пулĕ те? Йĕмес-ха… Ак, кур, атте ун чух арăмĕн кивĕ… кивĕ мар ĕнтĕ, тăхăнма пăрахнă япалисене килсе пачĕ, мĕнле лайăх! – кун пирки сăмаха пăрса ярассишĕн каланине Нина пит аван ăнланчĕ. – Атя, ан кулян, енчĕке тыт терĕм, пылак пăр кайса туян, ман валли те ил! Анюта иккĕленсе тăмасăрах енчĕке илчĕ те лавккана кĕрсе кайрĕ. Хĕрача шывланнă куçне çаннипе шăлса илнине курса юлчĕ Нина. Лавккаран тухса кил енне тапраннă хыççăн Анютăн шухăшĕ пĕр пуçланă калаçу патнех таврăнчĕ. – Нинук, кала-ха, сан асаннӳ чиркĕве чупмасть вĕт? Ман асанне Турра та, шуйттана та ĕненмест, çавăнпа та Турăран та, шуйттанран та хăрамасть. Пирĕн асаннесем пит туслă пурăнаççĕ вĕт, темшĕн пĕр пек шухăшлă мар. – Эп те çаплах шутлатăп. Асанне ялан Елен аппа унпа пĕрле чиркĕве çӳременшĕн кăмăлсăрланать. Ҫамрăк мар вĕт, вилĕмсĕр чунĕ пирки мĕншĕн шухăшламасть-ши, тет. – Манăн асанне вара ку сăмахсенчен кулать. «Эпĕ – атеистка» тет. Эс пылак пăрна киле çитиех ирĕлтерсе пырасшăн-им? Эп çур- рине çисе те ятăм. Анюта хутаçри кучченеç пирки чутах манса каятчĕ. Вăл вело- сипеда чарчĕ те кăшт лапчăнма ĕлкĕрнĕ пылак пăра туртса кăларчĕ, ун хутне çул çине пăрахас-ши е çӳпĕлес мар-ши тесе пăхкаларĕ. Нина юлташне кĕтсе тăмарĕ. – Эс ăна çул çинчех çиетĕн-ха, эп ӳкетĕп пуль апла, – велоси- педа пĕр алăпа чуптарчĕ Анюта. – Эс мĕн пĕчĕкрен велосипедпа ярăнатăн-çке, сан ăна хăвăн ик уруна итлеттернĕ пек итлеттермелле. Ҫапла пуль-ха… – кĕçĕннин асли умĕнче ниепле те вăйсăр курăнас килмерĕ. Вăл малти урапа вĕтĕ чулсем çинче унталла-
 
19 кунталла выляннине пăхса пырса майĕпен шурĕ. Нина вара юри хăвăртрах чавтарчĕ пулмалла, аяккарах та аяккарах тарса пырать. – Каçчен киле çитесчĕ! – хăй çине хыçран пăхнине сиснĕ пекех хаваслăн кăшкăрчĕ вăл. Кĕт-ха кăштах! – педале хăвăртрах çавăрттарчĕ Анюта, çав хушăрах пылак пăра тутанма хăтланчĕ. – Ан юл! – илтĕнчĕ уçă сасă. Ҫав вăхăтра Анютăн малти урапи пысăк чул çине пырса лексе вылянма пуçларĕ. Хĕрача сулахай ал- линчи пылак пăра икĕ пӳрнипе хĕстерсе тепĕр виçĕ пӳрнипе руле тытма хăтланчĕ, анчах ĕлкĕреймерĕ, çул çине хăпăл-хапăл персе анчĕ. Пылак пăр çурмалла хуçăлса тусанлă курăк çине ӳкрĕ. Ан хумхан… Елен Мари патне калаçса ларас тесе каçнăччĕ. Уйран тусан вĕçтерсе килекен Нина шăпах ăна асăрхарĕ. Велосипедне карта çумне таянтарса мар, йăвантарса ячĕ те картишне вирхĕнсе кĕчĕ. Алăк хыçĕнчи йытă çури хăранипе йăпăр-япăр йăвине кĕрсе çухалчĕ. Нина ун çине пăхмасăрах пӳртелле кĕрсе кайрĕ. Ак хĕрсем çитрĕç пулмалла, чей ларса ĕçĕпĕр, – лăпкăн сăмахларĕ Мари сĕтел çине сахăр савăчĕ лартнă май. Нинăн ас- ламăшĕ вара хашкана ернĕ мăнукĕ çине пăхсанах хыттăн: – Мĕн пулчĕ? – тесе ыйтрĕ. Ку сасса илтсен Мари тăп чарăнчĕ те хĕрача çине пăхрĕ. Лешĕ тин кăна упапа кĕрешнĕ пек – çӳçĕ-пуçĕ тăрмаланнă, пичĕ хĕп-хĕрлĕ. Анюта… Анюта ӳкрĕ! – хашканăран сăмахне тӳрех каласа яраймарĕ хĕр. – Ӳкрĕ? Ᾰçтан ӳкрĕ? Ᾰçта вăл? – хумханса кайрĕ кинемей. Анюта çул çинче… Хыркассинчен килекен çул çинче… ӳкрĕ… Выртать, тăмасть, куçне уçмасть! – куçне чарса пăрахрĕ Нина. Эй, Турă! – пĕççине шарт! çапрĕ Мари. – Ма пăрахса хăвартăн? – Эпĕ ăна тĕккелерĕм, вăл тăнне çухатнă пулмалла… – питне- куçне пĕркелентерчĕ Нина. – Пуçĕнчен юн тухнă… – Ан калаç-ха! Хытах çапăннă-им? – хăрасах ӳкрĕ кинемей. – Мари, лăплан-ха, атя, кӳршĕсем патне каçар, машин тупмал- ла часрах, – пуканĕ çинчен тăчĕ Елен.
 
20 Ах, Турă, çырлах… Атя каяр, атя… ах… – пуçри тутăрне майлакаланçи турĕ те кинемей пӳртрен васкаса тухрĕ. Нинăпа ас- ламăшĕ унран юлмарĕç. Мари урам урлă пурăнакан Семеновсен килĕ еннелле уксахла- уксахлах чупрĕ. Ҫурт умĕнче шăпах машина ларать. Телее, води- телĕ те унтах пулнă иккен. Кинемей ăна аллипе хăлаçланса темĕн каларĕ те хыçра тăрса юлнисене чĕнсе илчĕ. – Атьăр, ларăр часрах, каяр! – хыпаланчĕ вăл малти ларкăч çине вырнаçнă май. Салам, Анатоли, – чĕнчĕç асламăшĕпе мăнукĕ руль умĕнчи йĕкĕте. – Пурте тиенсе каймасан та юрать пуль… – хыçала çаврăнса пăхрĕ водитель. – Хĕрачана хыçалти ларкăч çине хурса килме ти- вет, тен, вырăн кирлĕ пулĕ. Нина асламăшĕ çине пăхрĕ. – Мăнукăм, эсĕ кай, манран усси çукрах пуль, – машина алăкне уçрĕ Елен. Шофер каллех каялла çаврăнса пăхрĕ те вырăнтан тапранчĕ. – Аякка каймалла-и? – чĕнчĕ вăл çул çине тухнă май. – Хыркассине çитичченех. – Епле-ха капла… куççульне шăла-шăла пуплерĕ Мари. Хирĕç пĕри те чĕнмерĕ. Кăвак кĕпе тăхăннă хĕрача кĕлетки аякранах курăнчĕ. Анюта çаплах тăна кĕмесĕр çул çинче выртать. Патне çитсе пынă май Ма- рин сывлăшĕ пӳлĕнсе килчĕ, хăмăрланса ларма ĕлкĕрнĕ юн çинчен куçне тартма тăрăшрĕ вăл. Машина чарăннă-чарăнман асламăшĕ мăнукĕ патне кăштăртатрĕ. Асту, кинеми, ан турткала, шăмă хуçăлнă тăк пушшех те сусăрлатма пултаран, тухтăр кирлĕ! – кăшкăрчĕ Анатоли уçă кантăкран. Мари ăна илтмерĕ пулмалла – çул çинчи кĕлетке патне чупса пычĕ, ăна тăратса лартасшăн пек хулпуççинчен тытса çĕкле- ме хăтланчĕ. – Анюта! Анюта тетĕп-çке! – хăрушла янрарĕ ун сасси. – Тăхта, апла юрамасть! – Толя машинăран тухрĕ те кинемей патне пырса ун аллине сирсе ячĕ. Нина унталла çывхармарĕ, аякран сăнаса тăчĕ. Толя çĕр çинче выртакан хĕрачан юн таппине тĕрĕсле- се илчĕ, ал-ури хуçăлман-ши тесе пăхкаларĕ. – Вилсе кайман, ан хăра, – лăплантарма тăрăшрĕ вăл хӳхлекен кинемее.
 
21 – Пульницăна илсе каймалла ăна, атя, машина çине вырнаçта- рар та васкар, – хыпаланчĕ Мари. – Ᾰна медиксем тĕрĕсличчен вырăнтан куçарма юрамасть, чим, хамах васкавлă пулăшу чĕнем. – Эй, Турă, тахçан килеççĕ-ха вĕсем, район центрĕнчен кунта çитиччен ир те, каç та пулать! Кунта Хыркассинчех медпункт пур вĕт! – Хамăр сиен кӳретпĕр апла… Атя, калаçса ан тăр! Пăрах телефонна! – васкавлă пулăшу номерне пусма ĕлкĕрнĕ Тольăна хуллен тĕртрĕ кинемей, унтан çирĕппĕн тӳрленсе тăчĕ. – Юрамасть… – каллех хирĕçлеме пăхрĕ каччă. – Мăнукăма çакăнта вилсе кайма памастăп! – урмăшнă сасăпа кăшкăрчĕ Мари. – Атя, çĕкле те ларкăч çине вырнаçтар! Нинук, алăк уçса пулăш! Каччă нимĕн те чĕнмерĕ, кунпа калаçнин усси çук терĕ ĕнтĕ. Хĕрачана еплерех çĕклесен аванрах-ши тесе пĕр самант тăхтаса тăчĕ те ăна йăтса илчĕ. Анютăн пуçĕ каялла усăнса анчĕ, сарă вăрăм çӳçĕ, юнпа та тусанпа вараланса пĕтнĕскер, тăрмаланчăк мунчала пек çакăнса тăчĕ. Толя машина патне çаврăнчĕ те: Нина, багажникра кăвак пĕчĕк утиял пурччĕ, салона сарса хур-ха, атту йăлтах юнпа вараласа пĕтерĕпĕр, – тесе кăшкăрчĕ. Хĕр вăл мĕн каланине турĕ. Каччă Анютăна хăра-хăрах хыçалти ларкăч çине вырнаçтарчĕ. Мари шофер çумĕнчи вырăна кĕрсе ларсан мăнукĕ çине çаврăнса пăхрĕ. Анютăн алли ларкăч çинчен вăйсăррăн усăнса аннă, çӳхе тути кăвакарнă, ахаль те шуранка пичĕ шап-шурах. Толя та васкаса хăй вырăнне кĕрсе ларчĕ. Нина пĕр самант мĕн тумалла-ши тесе тăхтаса тăчĕ – ларма çук. – Нина, эсĕ киле хăвах çитетĕн пуль, кунта вырăн çук. Ан хум- хан, – ун шухăшне ăнланса хушрĕ Толя кĕтмен çĕртен машинăна тапратнă май. Хĕр пуçне сĕлтрĕ кăна. Акă машина Хыркасси çулĕ тăрăх райцентр еннелле тусан мăкăрлантарса вĕçтерчĕ. Нина Анютăн çул хĕрринче выртакан ве- лосипедне тусанран шăлкаласа тасатрĕ те килĕ еннелле ярăнса кайрĕ.
 

22 Ан макăр… Икĕ эрне иртрĕ. Нина картишĕнче чĕпсене апат панă чухне машина сассине илтрĕ те теме сиссе урама чупса тухрĕ. Вăл шухăшлани тĕрĕсех пулнă иккен – Анютăна илсе килчĕç. Хĕрача хăйсен хапхи умĕнче тăчĕ. Машина Анютăсен тĕлне çитсе чарăнсан унтан ашшĕ тухрĕ, васкамасăр алăка хупрĕ те пӳрт еннелле тинкерчĕ. Кил карти алăкĕ уçăлса хыттăн шаплатса хупăнчĕ, урама Мари васкаса тухрĕ. – Ах, Турă, çитрĕç те… – илтĕнчĕ ун сасси. Кинемей утнă май пĕр вĕçĕмсĕр сăхсăхрĕ, тата тем пуплерĕ – Нина йăлтах илтсе юлаймарĕ. Ывăлĕ Мари çине пăхса сăмсине тислĕк купи умĕнче тăнă евĕр пĕркелентерчĕ. Нина кил хушшинчен хăйĕн асламăшĕ тухнине сисрĕ. Лешĕ мăнукĕ патне пымарĕ, тӳрех машина еннелле утрĕ. – Салам, Валери, ĕçсем еплерех? – сывлăх сунчĕ кинемей. – Чиперех мар… – кĕсйинчен пирус кăларчĕ Анютăн ашшĕ. – Киле ячĕç пулсан аванах пулмалла пек те. – Темле ĕнтĕ… – чĕлĕмне мăкăрлантарса ячĕ Валери. –Эй Тур-тур, ан калаç-ха, тухтăрсем мĕн терĕç? – ыйтрĕ Мари те. – Кашни кун шăнкăравласа тăтăм, хăв телефонна тытмастăн та… – Анютăна Шупашкарти пульницăна вырнаçтарнăччĕ, – ывăлĕ амăшĕ çине пăхмасăр сиввĕн хуравларĕ. – Кала ĕнтĕ хуть, мăнукăм хăйне йĕркеллех туять-и? – Йĕркеллех пуль. – Мĕнле вара – пуль? – Пĕлместĕп. – Епле пĕлместĕн? – тĕлĕнсех кайрĕ Мари. Хăй каламасть те. Тухтăр рентген ÿкерни ним япăххине те тупса палăртман терĕ. Пуç мими кисреннĕ унăн. Хытах. Ҫавăнпа тăнне çухатнă. Халь сывах, чиперех пуль? Шупашкарти тухтăрсем лайăх сиплерĕç пуль ăна? – Сиплерĕç. – Вара? – Рентген тухтăрĕ ним усаллине те тупмарĕ. – Рентген пирки ăнлантăм-ха… – Анне! – пирусне çĕре пăрахса пушмак пуçĕпе пусрĕ Валери. – Тухтăрсем каланă тăрăх, Анюта сывах, анчах та хăй калаçмасть. Мĕншĕн – пĕлместĕп! Тухтăрсем те пĕлмеççĕ!
 
23 Калаçаймасть тен-ха… Алли-ури сывах пулсан юрĕ, тен, майланса каять… – Анютăн халь канмалла, хăв хăнăхнă пек пин те пĕр ыйтупа ан анрат. – Эп… мĕн-ха… – Пĕр купа эмел çырса пачĕç. Вĕсене илтĕм, парса хăваратăп. Курупкисем çинче хăшне кунсерен миçе хутчен ĕçмеллине çырнă. Пултараятăн-и? – Паллах. Кала-ха… – Ман каймалла, – амăшне пӳлчĕ ывăлĕ. – Мăнукна илсе юл. Валери хыçалти ларкăч çинчи Анютăна тухма пулăшрĕ, пысăках мар хутаç кăларса кинемее тыттарчĕ. – Ку мĕн? – Эмел, мĕн пултăр. Мĕн çырнине тимлĕ вула. – Юрĕ ĕнтĕ… Валерипе амăшĕ татах тем калаçрĕç, Елен чăрмантарас темерĕ. Унччен те хытанка та шуранка пулнă Анюта патне пычĕ вăл – лешĕ тата имшерленсе кайнă. Хăйне халĕ те аванах туймасть пулмалла – машина çумне аллипе таянса тăрать, хăй унталла-кунталла тинке- рет, ку вырăна пĕрремĕш хут килнĕ пек сăнать. Кӳрши çине пăхмарĕ те хĕрача. Пĕр сăмах та чĕнмест – кун пирки ашшĕ каларĕ- ха ĕнтĕ. Елен та ним калама пĕлмерĕ. – Каятăп, анне, сывă пул. Мăнукна лайăх пăх, унсăрăн каллех тем сиксе тухĕ, – Валери сывпуллашрĕ те машина алăкне уçрĕ. – Юрĕ, ачам, лайăх çит апла. Хăçан тепре килсе каяс тетĕн? – Кун пирки калаçрăмăр, – çирĕппĕн татса хучĕ ывăлĕ. – Ара, пĕчĕк мăнукăма курас килет-çке… – аллине хуçкаларĕ кинемей. – Сан Анюта пур. Анюта мĕн-ха… Ванюш та ман мăнуках вĕт, иртнинче те машинăран кăлармарăр та ачана… – Инга куç ӳкесрен хăрать. – Эй, Турă, эп сан тăван аннӳ вĕт! – макăрас патнех çитрĕ Мари. – Ҫапла ĕнтĕ… – мотора тапратса ячĕ Валери. Мĕнпе айăпа кĕтĕм-ши каллех? – кăшкăрса ячĕ кинемей. – Ванюша тĕне кĕртмелли вăхăт та çитсе пырать, хам ачине куçпа та курман, эс вара… – Айăпна пĕлетĕн, пуçĕпе Анюта енне сĕлтрĕ Валери. Кайрăм.
 

24 Машина тапранчĕ. Мари куççульне тытса чараймарĕ. Анютăна çавăтнă Елен ăна лăплантарма пăхрĕ: – Ан макăр. Усалли пулать вăл, малалла йĕркеллĕ пурăнса каясчĕ. – Усалли тетĕн? Валери сăмахĕ тăрăх, чи усалли те япăххи вăл – эпĕ! – Тарăхни иртет ун, хĕрĕшĕн вăл та пăшăрханать ĕнтĕ. – Леш Инги тата тем каласах тăрать пулмалла, яла килме хуш- масть. Юрĕ, атя, киле кĕрер, – тин кăна мăнукĕ пирки аса илнĕн хыпаланма пуçларĕ Мари. Вăл Анютăна чавсинчен çавăтрĕ те аран уткалаканскерне пӳрт еннелле илсе кайрĕ. Елен вĕсем хыççăн пымалла-ши, пымалла мар-ши тенĕ пек пăхкаласа тăчĕ, унтан хăйсен хапхи умĕнчен уйрăлман Нинăна чĕн- се алă сулчĕ. Лешĕ ыйхăран вăраннă пек пулса йăпăр-япăр кӳршĕсен тĕлне çитрĕ. – Асанне, Анюта аран утать пулмалла… – Хытах аманнă терĕ те Валери. Ҫапла калаçса вĕсем те кӳршисем патне кĕчĕç. Хапха хыçĕнчи йытă çури хăнасене вĕрсе кĕтсе илчĕ. Мари мăнукне тӳрех сĕтел хушшине лартрĕ те хыпаланса апат хатĕрлеме пуçларĕ. – Ах, Турă, малтанах каласа хумарĕ те аçу… Нимĕн те пĕçер- менччĕ, çул çинче хырăму та выçрĕ ĕнтĕ. Пульницинче те унта ава- нах çитермеççĕ пуль… Ҫаплах, Анюта пит хытса кайнă вара, – илтĕнчĕ çенĕкрен кĕрекен Елен сасси. – Ачана лайăх çитермелле халь. – Елен, ирт, сана та хăналăп. Эй, Нинук та килет, кĕрĕр, кĕрĕр, – тĕпелте кăштăртатнă май пуçне çĕклесе пăхрĕ Мари. – Епле пул- сан та Анюта киле таврăнни вăл маншăн уяв пек! Пĕччен пурăнса чутах ăсран тайăлаттăм… Уяв, уяв… Анюта, килтех лайăх пуль? – сĕтел хушшине ларчĕ Елен. Хĕрача пуçне сĕлтсе кăшт куланçи турĕ. – Ҫапла ĕнтĕ, килтех аван, – чупкаларĕ Мари. – Нинук, эс те лар, ма ура çинче тăран? Нина çаплах шурса кайнă Анютăна сăнарĕ. Лешĕ юлташĕ çине пăхрĕ, ун куçĕ тин ыйхăран уçăлнă, анчах вăранса çитеймен пек курăнать. Нина ним калама та пĕлмерĕ. Мари плита çине пысăк савăтпа çĕр улми лартса ячĕ – хумханнăран алли чĕтрет пулмалла, кĕмсĕр-кĕмсĕр тутарать кăна. Унтан вăл холодильникрен пуçламан кăлпасси кăларчĕ те хыпаланса касма пуçларĕ.
 

25 – Мари, ан васка ĕнтĕ, Анюта выçсах вилмест пуль, чи кирли – чĕрĕ-сывă, алли-ури вырăнтах, ялти сывлăш сиплĕ вăл, наччасрах майлашса каятпăр ак, – сăмах хушрĕ Елен. Мари аллинчи турилк- кине сĕтел çине шап! лартрĕ. Ҫăкăрпа кăлпасси татăкĕсем урайне ÿкрĕç. Кĕтменрен хăй те шарт! сикнĕ Нина пĕрре асламăшĕ, тепре Анюта çине пăхса илчĕ. Мари вара чĕтрекен аллипе питне хупласа ӳлесе макăрса ячĕ. Э-эх, мăнукăм… эпех айăплă ĕнтĕ… ах, Турă… – татăла- татăла илтĕнчĕ ун сасси. Эй тата, Мари, чарăн-ха, лăплан, – тарăхрĕ Елен. – Нинук, Анютăна картишне уçăлма илсе тух-ха. Нина, хăй те хăраса ӳкнĕскер, Анютăна çавăтрĕ те пӳртрен ил- се тухса кайрĕ. Елен Марие ларма пулăшрĕ. – Ан макăр, – илтсе юлчĕç хĕрачасем. Ан хăра… Анатоли кӳршисен умне машина килсе чарăннине илтсенех Анюта пульницăран таврăннине ăнкарса илчĕ. Кил картишĕнче çĕнĕ пусма ăсталаканскер урамра мĕн калаçнине йăлтах илтрĕ ĕнтĕ. Машина тапранса кайса тавралăх шăп пулсан çеç пуçне урамалла кăларса пăхрĕ вăл – никам та юлман. «Юрĕ, мĕн интересленмелли пур унта ман валли», – терĕ те каччă хăйне хăй ĕçĕ патне таврăнчĕ. Ҫак вăхăтра пахчаран амăшĕ икĕ çава йăтса килчĕ. Толик, çакна хăйрамалла, ыран ирех утă çулса пăрахмалла пуль тетĕп. Кӳршĕсем ĕнерех утта капана кĕртрĕç, эпир кăна юлтăмăр, пĕр кунах каларăм ĕнтĕ, – пуплерĕ вăл. – Юрĕ, – чĕнчĕ Анатоли. – Ҫавăнта машин сасси пулчĕ, кам иртсе кайрĕ çак? – Анютăна Шупашкартан ашшĕ илсе килчĕ. – Шупашкара çитиех илсе кайнă-ши? – Ҫапла илтрĕм. – Вара сывлăхĕ еплерех тет? – Йăлтах илтсе-ăнланса юлаймарăм. Алли-ури сывах терĕç, ан- чах калаçмасть тет. Пуçĕпе çапăннăран ĕнтĕ. – Ҫапла калаççĕ-им? Эсĕ вара мĕн, вăрттăн итлесе тăтăн-и? – Вăрттăн итлемен, мĕн калаçни йăлтах илтĕнчĕ те. Ҫапах та мăлатукна айккинелле хурса ятăн пуль-ха, – йăл кулчĕ амăшĕ. – Хурса ятăм, урăх ĕç пурччĕ, – лайăх марланчĕ каччă.
 
26 – Юрĕ ĕнтĕ, каçса кил, – сĕнчĕ амăшĕ. – Тутăрне тавăрса памалла. Анютăн, чăнах та, хыçалти ларкăч çинче сенкер тĕслĕ тутăрĕ ӳксе юлнăччĕ. Ун пирки вăл кун никам та аса илмен паллах, пачах урăх шухăшсем пулнă. Анатоли каярахпа тутăра тупса ăна ас- ламăшне кайса парасшăнччĕ, анчах амăшĕ ăна чарчĕ – кинемее халь ытлашши хумхатма кирлĕ мар имĕш. Анчах та Анатоли питĕ аван ăнланать – амăшĕ ăна тахçанах кӳршĕ хĕрачи çине тимлĕрех пăхма хистет – еплерех маттур иккен вăл. Анюта вара каччăшăн ача-пăчарах пек туйăнать, вун тăваттăра кăна-ха. Вун сакăр çул тултарса Шупашкарти медицина техникумĕнче иккĕмĕш курс пĕтернĕ Анатолин ялти шкул ачисемпе мар, кăшт аслăрах хĕрсемпе калаçас килет. – Анне, тутăрне тепĕр чух та çитсе парăп, халь чăрмантарса çӳрес мар пуль, – хирĕçлеме пăхрĕ каччă. – Паянах кайса парсан аванрах пулĕ, ачам. Чиччас тупса парап, каçса кил ĕнтĕ. Амăшĕ пӳртрен унччен юнпа та тусанпа вараланса пĕтнĕ, ан- чах халĕ тап-таса çуса тасатнă тутăра йăпăр-япăр тупса тухрĕ. Ана- толи нумай турткаланса тăмарĕ, урам алăкĕнчен тухса кайрĕ. Анютăсен тĕлне çитсе хапха хăлăпне тытсанах каччă çенĕк алăкĕ уçăлса хупăннине илтрĕ – такам тухать пулмалла. Ура сасси пулчĕ. – Атя, Анюта, урама тухса ларар, çанталăкĕ пит аван паян, – ку Нина сасси-ха. Анатоли алăк умĕнчех хытса тачĕ. Вăл та кунтах иккен… Нина шăпах алăка уçса ячĕ те каччăна курчĕ. – Эс мĕн тăратăн çак? – Эп… мĕн-ха… – темшĕн ним калама та аптăрарĕ Анатоли. – Вăрттăн итлесе тăмастăн пулĕ те? Ҫук-ха… Салам, Анюта, аван-и? – хĕрачана пĕрремĕш хут курнă пек сăнаса пăхрĕ каччă. – Анюта? – юлташĕ çине пăхрĕ Нина. Лешĕ каччă çине пăхса илчĕ те куçне тартрĕ. Питçăмартийĕ кăшт кăна палăрмалла кĕрен- ленсе илчĕ. – Эп паçăр кăшт кăна илтсе юлтăм… Вăл калаçаймасть терĕç пулмалла. – Ҫапла пулмалла… Анюта, мĕн те пулин кала-ха, – юлташĕн аллине чăмăртарĕ Нина. Лешĕ хирĕç пăхрĕ – куçĕнче куççуль курăнчĕ.
 

27 Мари аппа епле пурăнать унта? – ним калама аптăранăран ыйтрĕ Анатоли. – Аванах. Апла мар-ха… Питĕ кулянса ӳкрĕ, – пуплерĕ Нина Анютăна сак çине лартнă май. – Лар ĕнтĕ пирĕнпе, Толик. – Эп нумайлăха каçманччĕ-ха… – Эс шутла-ха, тем те пулма пултарать-çке пурнăçра. Лавккана кайрăмăр вĕт, кайран ак епле пулса тухрĕ… – каччăн сăмахне илт- мерĕ те пулмалла Нина. Лешĕ çаплипех ура çинче тăчĕ. Хăвна айăплама кирлĕ мар, эсĕ те велосипед çинчен ӳкме пултарнă вĕт, кунта никам та айăплă мар. – Эпĕ Анюта аллинче пылак пăр пуррине пăхмасăр хăваламал- ла выляма пуçларăм-çке. Эпĕ ахăрма пуçларăм… – хальхинче Анюта Нинăна хулĕнчен лăпкаса илчĕ те ăна куçран пăхрĕ. «Ан тив, эс айăплă мар» – терĕ ун куçĕ. Эсех пулăшу чĕнсе килме пултартăн вĕт, Нина, – пуплерĕ Анатоли. – Ҫапла-ха… Юрать, эс пулăшрăн. Тавах сана. – Эс те пулин ан кала-ха, ахаль те Мари аппа кашни кунах аса илтерсе тăрать, хама аван мар туятăп. Кăкăр çине медаль çакса яманни кăна, мухтаса пĕтерчĕ мана. – Тĕрĕсех калать ĕнтĕ, – кулчĕ Нина. – Мари аппа çапла ĕнтĕ вăл. – Ҫулла ялтах пурăнатăн-им? – каллех ним калама аптăранăран пулчĕ ку ыйту. Ҫапла. Хулара аван та кунта çапах лайăхрах пек. Вĕренӳ вĕçленчĕ те, каникулта унта ним ĕçĕ те çук ман. Общежитинчисем те ялĕсене саланчĕç те. – Эпĕ те тин кăна сессие вĕçлерĕм, çулла ялтах пурăнас тетĕп, килтисене те пайтах пулăшу кирлĕ. – Эсĕ хуть килте пĕртен-пĕр ача мар-ха. – Ҫапах та ыттисем кĕçĕн, ман асли пек пулса хам çине нумай- рах ĕç илмелле ĕнтĕ. Роза йăмăку манпа тантăш-ха, вăл тата алă усса лармасть пуль? Вальăпа Галя та сăпкари ачасем мар. – Ҫапах та… – Килте арçын алли çитмест пуль-ха? – Ҫаплах. Атте вилсе кайнă чухне эпĕ вуннăра кăначчĕ те, ан- нене йывăр килнĕ ĕнтĕ, халь – çитĕнсе çитсен те пулин ăна пулăшмаллах. Вĕренӳ çулĕ варринче хăш-пĕр чухне уйăхра пĕрре килме май тупсан та лайăх.
 
– Эс ăçта вĕренеттĕн-ха? – Медицина колледжĕнче. Эсĕ повара вĕренетĕн пулмалла? – Ҫапла. – Эппин… – калаçу каллех пӳлĕнчĕ. – Каçхине урама тухатăн-и? – Нинăран ыйтрĕ Анатоли. Анюта юлташĕ çине пăхса илсе куçне тартрĕ. – Тухатпăр, – тӳрех ăнланчĕ тантăшне Нина. – Юрать апла, эп каям-ха, – хăй айванла ыйту панишĕн аван марланса кайрĕ каччă. – Кĕт-ха, эс мĕн ĕçпе килнĕччĕ çак? – чĕнчĕ Нина килĕ еннелле утма хатĕрленнĕскере. – Эпĕ, мĕн-ха… – хĕрелсех кайрĕ Анатоли. – Эп курса калаçас тесе кăна каçнăччĕ, каяс пуль, килте ĕç нумай. – Юрĕ апла, – йăл кулса юлчĕ Нинук юлташне куç хĕснĕ май. Толик хăйсен тĕлне çитсен каялла çаврăнса пăхрĕ те Нинук йăпăр-япăр кӳршĕсен килне кĕрсе кайнине курчĕ, ăна асламăшĕ чĕнсе илчĕ. Анюта сак çинче пĕчченех ларса юлчĕ. Çак самантра каччăн ăна çав тери мĕнпе те пулин лăплантарас, йăпатас, унăн шу- ранка сăнĕ çинче йăл кулă курас килчĕ. Вăл тинех аллинчи тутăрĕ пирки аса илчĕ. Анюта… – каялла çитсе тăчĕ каччă. Хĕрача пуçне çĕклерĕ, Толик ун патне пынине сисмен те пулмалла вăл. Куçĕ шывланнă хăйĕн. Эс макăрмастăн пулĕ те? – сак çине ларчĕ Толик. Анюта пушшех куççульне чараймасăр ĕсĕклесех ячĕ. – Тутăру ман ма- шинăра ӳксе юлнăччĕ, çавна илсе килтĕм-ха... Хĕрача ун аллинчи тутăрне туртса илсех унпа питне хупласа макăрчĕ. – Итле-ха, Анюта, йăлтах йĕркеллĕ пулать – шантарса калатăп. Сан çумра асаннÿ, Нинук тусу пур… тата эпĕ, эпĕ пулас тухтăр мар-им вара… Эпир сана пĕр самант та хуйхăрса ларма памастпăр, епле пулсан та сывалма пулăшăпăр, малтанхинчен те лайăхрах ка- лаçакан пулăн. Тĕрĕссипе, сан илемлĕ сассуна питĕ илтес килет, – шăпрах калаçрĕ Толик хĕрачана аллинчен тытса. – Ан хăра.