-
Главная
- Проза (14-17 лет) Чувашский 2 место
Кузьмина Александра
2 место в номинации «Проза» на чувашском языке (возрастная категория 14-17 лет)
…Каç. Çурхи чи хăрушă каçсенчен пĕри. Пĕтĕм тÿпене хуп-
хура пĕлĕтсем анăçран килсе хупăрласа илнĕ. Ем-ешĕл тум тăхăнма
васкакан йывăçсене хăйĕн ăшшине пĕр хĕрхенмесĕр парнелекен
хĕвел те вĕсем хыçне пытанчĕ. Шап-шурă, вы ăн-вырăнпа хуралма
ĕлкĕрнĕ вулăллă ватă та çÿллĕ хурăн çинче ларакан шăнкăрчсен
юрри те кичемрех, салхуллăрах янăрарĕ. Çуркунне çитнĕшĕн
савăнакан çерçисем те инçетрен-инçетрен каллех тăван çĕршыва
таврăнакан хур кайăксене хăрнă хураман турачĕсем хушшинче
сăнаса лараççĕ. Шик! Шик! шăхăраççĕ, анчах вĕсен юррин е те
яланхи илемлĕх туйăмĕ çук. Самантлăха пĕтĕм тавралăха шăплăх
карса илчĕ. Тĕнче ĕмĕр-ĕмĕр тăсăлакан ыйха путнă тейĕн. Вăрман
енчен çурхи тутлă сывлăша илсе килекен уçă çил те йывăçсен ту-
рачĕсене, тин шăтакан çамрăк ем-ешĕл курăка хумхантарми пулчĕ.
Тĕлĕнмелле шăплăх!.. Пĕр хускану та, пĕр сас-чÿ те татмасть ăна,
пурте, пĕтĕмпех харăс пĕтнĕн, çухалнăн туйăнать… Çапах та…
çырма тĕпĕнче çăлкуç шăнкăртатса юхни илтĕнет. «Шăнкăр-
шăнкăр, шăнкăр-шăнкăр!» – тăсать яланхилле унăн шывĕ пурнăç
юррине.
…Ерипен-ерипен çил вăйланса килчĕ. Самантрах вăрман хум-
ханма тытăнчĕ, каш-каш кашлама пуçларĕ. Таврана каçхи тĕксĕм
пусрĕ… Пĕрремĕш çумăр тумламĕсем те нумай кĕттермерĕç. Вĕсем
пĕрин хыççăн тепри çĕр çине ÿке-ÿке упа каçайми çырмасенче
ирĕлсе пĕтеймен юра çĕçĕ евĕрех касма тытăнчĕç.
КĔТМЕН ХĂНА
29
30
Çурхи сивĕ çумăр витререн тăкнă пек çума тытăнчĕ, вăрман
тăррине çиçĕм йăлтăр-йăлтăр çутатса илчĕ. Хурăнсем те, яланах ем-
ешĕл хырсемпе чăрăшсем те тураттисене çĕр таранах усрĕç. Çав
вăхăтрах вĕсем çумĕн пĕрин хыççăн тепри анаталла васкаса шыв
юхăмĕсем чупрĕç. Кайăксен юррине илтĕнми турĕç.
Вăрман çывăхĕнче, шăпах Аслă Çăл Çавала юхса кĕнĕ вырăнта,
ватă та лапсăркка хăва çумĕнче çын мĕлки палăрчĕ. Вăл çумăртан
пытанас тесе йывăç çумнерех тăчĕ, çапах та шыв тумламĕсем
çулçăпа витĕнсе ĕлкĕреймен хăван тураттисем хушшинчен ун тара-
нах çитрĕç. Лачкам йĕпеннине пăхмасăрах, çурхи çумăр нумая
тасăлмĕ-ха тесе урăх хÿтлĕх шырама васкамарĕ арçын ача, çакăнтах
тăчĕ…
Çумăр чарăнасси паллă мар-ха, çил хаярлансах пычĕ. Вăл
хурăнсен, вăрманта йышлăн ÿсекен ăвăссемпе çăкасен турачĕсене
хуçа-хуçа çĕр çине лап! пăрахать. Вăхăт-вăхăтпа тÿпене çиçĕм йăлт!
çутатать те, çав самантрах аслати тĕнчене çурасла кĕмсĕртетсе
илет… Арçын ача пĕр самант вырăнтах хускалмасăр тăчĕ, унтан
йĕпенсе шăннăран чĕтрекен аллине тути патне илсе пычĕ те ăшăтас
тесе вĕрчĕ. Усси çук, хÿтлĕх шырасах пулать, сивĕ çумăр айĕнче
чирлесе каясси те пулĕ.
Çав вăхăтрах аякра та мар, вăрман çумĕнче пĕчĕк çутă палăрчĕ.
Ял мар-ши тесе ача çутă еннелле васкавлăн утрĕ. Çумăр тум-
ламĕсем унăн питне кĕрпе пек çапăнаççĕ те куççуль евĕрех
питçăмарти тăрăх юхса анаççĕ. Урса вĕрекен çил тĕксĕм хăмăр,
çăра, йĕп-йĕпе çÿçне ыраш пуссине хумхантарнă евĕрех
велкĕштерчĕ. Çапах та арçын ача усал çанталăка пăхмасăрах вăр-
ман çумĕнчи çутă енне васкаса утрĕ. Кĕçех ватă та лапсăркка хăва
чылаях кайра юлчĕ. Умра вара шăп ял хĕрринче вырнаçнă пысăках
мар йывăç пÿрт уйри кăмпа пек шăтса тухрĕ тейĕн. Калама çук кивĕ
пÿрт: чылай çул иртнĕ пирки пĕренисем хуралса ларнă, вырăн-
вырăнпа вĕсене кайăксем шăтарса пĕтернĕ. Лутра та ансăр чÿрече-
сенчен пÿрт умĕнчи пахчана уйăх пăхнă евĕрех çутă ÿкет, тайăлнă
мăрьерен тĕтĕм тухни паллă.
Арçын ача пĕр чарăнмасăр хапха патне хăюллăн утса пычĕ те
алăка уçас терĕ, анчах та ăна питĕрнĕ – уçаймарĕ. Çав самантрах
картишĕнче йытă урса вĕрнĕ сасă илтĕнчĕ. Кил хуçи илтсе тухтăр
тесе ача хапха юпи çумне тăратнă шĕшкĕ хуллине тытрĕ те ерипен,
шикленнĕн пÿрт кĕтесĕчен виçĕ хут шаккарĕ. Хуллине аллинчен те
ярса ĕлкĕреймерĕ, картишĕнче янкăр çутă пулчĕ, çын утнă сасă
илтĕнчĕ.
31
Хапха алăкне ватă, çитмĕл çулсенчен иртнĕ хĕрарăм уçрĕ. Хăй
миçерине пăхмасăрах вăл арçын ача патне вăр-вар утса тухрĕ те ăна
курсассăн пĕр самантлăха чарăнчĕ. Унăн пуçĕнче «Кам-ши эсĕ?»
текен шухăш вĕçсе иртнĕн туйăнчĕ.
– Мĕн ĕçпеччĕ эсĕ, ывăлăм? – тĕлĕннине пытармасăр хăй умĕн-
че тăракан çынран ыйтрĕ Ульян аппа. – Кам патне?..
Арçын ача темĕнле пысăк айăп тунă евĕр хĕрарăма куçĕнчен
пăхма хăюлăх çитереймерĕ, пуçне усрĕ те ассăн сывласа илчĕ.
– Кам патне? – çамрăкран тепĕр хут ыйтрĕ ватă çын.
– Каçарăр та, сирĕн патăрта çумăртан пытанма юрать-ши? Йĕп-
йĕпе пултăм, – капланса килекен куççульне чарса аран илтĕнекен
сасăпа хуравларĕ ача.
Кинеми, хăй патĕнче çамрăка курасси çинчен шухăшлама та
пултарайманскер, нимĕн калама пĕлмесĕр пуçĕпе килĕшÿллĕн
сулчĕ те хыççăн утма сĕнчĕ.
– Килех, – терĕ Ульян аппа пÿрте кĕрсенех кĕтмен хăна умне
пырса, анчах хытă хумханнăран аллинчи атта та урайне пăрахма
астумарĕ. – Хывăн, иртсе лар, – урăх нимĕнле сăмах тупаймасăр
васкаса калаçрĕ вăл.
Пĕр самантрах арçын ача пуçне темиçе шухăш пырса кĕчĕ.
Çитсенех мĕн каламаллине те, мĕн тумаллине те çул çинчех
шухăшласа хунăччĕ вăл, анчах халĕ нимĕн те аса илеймерĕ.
Васкаса çÿреме хăнăхнă кинемей часах тăхăнса тухнă саплăклă
кивĕ халатне хывса алăк çумĕнчех стена çинчи тутăхнă пăтаран
çакрĕ те арçын ачана салтăнма сĕнчĕ.
– Пар-ха пиншакна хама. Эсĕ ак, йĕпеннĕ япалусене хыв та, ме,
çакна тăхăн. – Хĕрарăм самантрах кăмака хыçĕнчен кивĕ кĕпепе
шăлавар тупса тухрĕ те хăнана аллинчен тыттарчĕ, хăй тÿрех
йĕпеннĕ пиншакне илсе юнашар пÿлĕмре çухалчĕ.
Çанталăк усалланнăçемĕн усаллансах пычĕ. Тÿпене тата
хăрушăрах, тĕксĕмрех пĕлĕтсем хупăрларĕç, çумăрĕ те вăйланчĕ.
Çил ачи вара тин ирĕке тухнă ăйăр евĕр пĕтĕм тавралăха урса тул-
лать, йывăçсен çамрăк турачĕсене авать, хуçать. Урам хушшинче
те, пĕтĕм тавралăхра та пĕр чĕрĕ чун та çук.
Арçын ача хывăнса тăхăнсанах пÿлĕме кинемей кĕрсе тăчĕ, пĕр
сăмах чĕнмесĕрех кивĕ, кăшт тайăлнă сĕтел хушшине кĕрсе ларчĕ.
– Мĕн ятлă эсĕ? – ыйтрĕ хайхи хăйĕн умĕнче тăракан
çамрăкран.
– Антун… – хуравларĕ васкамасăр лешĕ. – Антун…
32
Вăл урăх нимĕн чĕнме пĕлмесĕр пÿрт алăкĕ çумĕнчи тĕксĕм
сарă, вырăн-вырăнпа сăрă кайса пĕтнĕ сак çине ларчĕ.
– Ак кĕçех апат пиçет, хальлĕхе çупа çăкăр çисе пăх-ха, – терĕ
те кил хуçи тĕпеле кĕрсе вăр-вар хура çăкăра касса çу сĕрчĕ, такам
васкатнă евĕрех кĕтмен хăнана аллинчен тыттарчĕ те хăй кĕнчеле
çумне ларса çăм арлама пуçларĕ.
Тин арçын ачан сăн-питне сăнама май килчĕ кинемейĕн. Каçхи
хăнан пĕчĕк тÿме евĕр хăмăр куçĕ пÿлĕме хăюсăррăн, темĕнрен
хăранăн сăнать, вăхăт-вăхăтпа кинемей çине пăхса илет. Çумăрпа
йĕпеннĕ тĕксĕм хăмăр çÿçĕ çутă çинче йăлтăртатать.
– Мĕн ятлă терĕн-ха эсĕ? – ыйтрĕ хайхи ватă çын пÿртри
шăплăха татса.
– Антун, – самантрах хуравларĕ арçын ача.
– Мана ялта Ульян аппа тесе чĕнеççĕ, – калаçăва тăсрĕ пÿрт
хуçи. – Мĕнле вара эсĕ, Антун, каçа май тата çумăрлă çанталăкра
урама тухса кайнă? Хăш ял ачи эсĕ? Чирлесе ÿкесрен хăрамастăн-
и? – ыйтрĕ хайхи хирĕç сак çинче ларакан арçын ачана куçĕнчен
пăхса. Лешĕ вара, çакăн евĕр ыйтăва нимĕнле те кĕтменскер, мал-
танах çухалса кайнăн пулчĕ, çапах та çăварти çăкăр татăкне çăтса
ярсан ассăн сывласа илчĕ те хуравларĕ:
– Килтен тарнă эпĕ…
Арçын ачан сăмахне илтсенех Ульян аппа арлама чарăнчĕ.
– … кассинчен эпĕ. Атте, анне тата эпĕ пурăнаттăмăр…
Чиперех пурăнаттăмăр, – Антунăн питçăмарти тăрăх куççуль юхса
анчĕ. – Пĕр каç пушар тухрĕ, эпир аттепе çăлăнса ĕлкĕртĕмĕр, анне
унтах юлчĕ… Аннене пытарсан эпир кÿршĕри Варкка инке патне
пурăнма куçрăмăр. Вăхăт нумаях та иртмерĕ, атте ĕçсе çапкаланса
çÿреме пуçларĕ, ман çине алă çĕклекен пулчĕ. Варкка инке те
яланах ятлатчĕ…
– И-и, паянхи пурнăç, – шăлĕ ÿксе пĕтнĕрен шĕвĕрленнĕ янахне
хускатса хаш сывларĕ кинемей.
– Икĕ кун каялла вара тухса тартăм. Пурнăç та пурнăç мар ун-
та… Ĕçеççĕ те вăрçаççĕ, эрехĕ пĕтсен мана лавккана чуптараççĕ, –
куççульне чараймарĕ Антун.
– Аплах ан йĕр-ха эсĕ, Антун. Малтан мĕнле пурăннине
тĕплĕнрех каласа пар, – лăплантарма тăчĕ хайхи кĕтмен хăнана
Ульян аппа.
Çынпа калаçни самаях чуна çăмăллатать. Тен, çавăнпа та пулĕ,
пурнăçри йывăр самантсенче яланах кампа та пулин калаçмалла.
Хăйĕн телейсĕр шăпи çинчен пĕр сехет куççуль витĕр чарăна-
чарăна каларĕ арçын ача. Кинемей те капланса килекен куççульне
33
чараймарĕ, тапхăр-тапхăр сасăпах макăрни илтĕнчĕ. Хăй тата
йĕнине кăтартас мар тесе питне чечеклĕ тутăр вĕçĕпе шăла-шăла
илчĕ.
– Пĕчĕк чун… Пурăнма кăна пуçланă вĕт-ха…Тăхта-ха, тăхта,
аçу тÿрленет, ĕçме те пăрахĕ. Пурнăç майлашатех, – сăмах хушрĕ
Ульян аппа. – Аслаçупа асаннÿ патне мĕншĕн каймастăн вара эсĕ?
Сана, тăван мăнукне, вĕсем пĕр сăмахсăр йышăнĕç ĕнтĕ.
– Асатте те, асанне те çук манăн. Вĕсем иккĕшĕ те чирлесе
вилнĕ тетчĕ атте…
Çак сăмахсене илтнĕ хыççăн хĕрарăм нимĕн калама та пĕлмерĕ,
ачана какай яшки çиме тĕпеле чĕнчĕ. Мĕн калăн-ха тата? Шăпа пу-
рин те пĕр пек мар çав: хăшĕн телейпе тулать, хăшне çил пек
лăскать. Анчах та мĕн тăвăн? Пурнăç вăл пурнăç. Шăпана хирĕç,
тем тесен те, каяймăн…
Самантлăха пÿртре шăп пулчĕ. Тĕпелти Ульян аппаран та
ватăрах туйăнакан сехетĕн йĕпписем куçни те илтĕнчĕ.
Кинемей арçын ачана ним калама аптăраса пушă тирĕксене
çуса хучĕ те каллех çăм арлама пикенчĕ. Антун вара шывланнă
куçне шăлчĕ, темĕн пирки шухăша путрĕ. Мĕн çинчен шухăшларĕ-
ши вăл? Ашшĕ е Ульян аппа пирки-и? Е ахаль çапла ларчĕ-ши?
Анчах та çамрăкскер питĕ пăшăрханни палăрчĕ.
– Хуçăлма эс, ывăлăм, ан васка, ан васка шанчăкна çухатма, –
сасартăк шăплăха татрĕ хĕрарăм сасси. – Хăрнă йывăç та çилпе
çумăра парăнас мар тесе кĕрешет. Тымару сан типмен-ха, тăхта.
Çеçкене ларнă чухне çĕмĕрте те сивĕ пĕтерме тăрăшать, анчах че-
чекне тивейсен те, тымарне çав-çавах упрать çĕмĕрт. Эс те, ывăлăм,
шанчăкна ан çухат. Кашни çыннăн пурнăçра хăйне евĕр телей юрри
пур. Пĕлсе тăр – эсĕ те юрлăн хăвăн телей юррине. Кĕтсе илĕн эс
çав вăхăта. Ан макăр, – лăплантарчĕ кинемей. – Турă çапла çырнă.
Самаях сăнаса ларчĕ Антун ватă çыннăн пÿртне. Ульян аппа
пĕччен пурăннине пăхмасăрах пÿлĕмĕсене тап-таса тытать, тĕрĕллĕ
минтер пичĕсем, чÿрече каррисем калама çук илĕртеççĕ – акă вăл
чăн-чăн чăваш хĕрарăмĕ!
Сасартăк арçын ача Турă кĕтесĕ çумĕнчех кивелсе сарăхнă сăн
ÿкерчĕксем çакăнса тăнине асăрхарĕ. «Çемйи пуль», – кĕтмен хăна
пуçĕнче самантрах вĕçсе иртрĕ шухăш. Сăн ÿкерчĕксене тĕплĕнрех
сăнас тесе Антун сарлака сак çинчен тăчĕ те вĕсем патне утса пычĕ.
Мĕн чуль палламан куç пăхать ача çине! Ватти те, вĕтти те… Ан-
чах та… Ак тамаша, икĕ ватă хĕрарăм сăнĕсем хушшинче… Антун
ашшĕн сăн ÿкерчĕкне палласа илчĕ. Çук, хальхи мар, çамрăк
34
чухнехи. Тĕлĕнчĕ арçын ача, анчах нимĕн те туйма пĕлмерĕ… «Ат-
те…» – шăппăн, хăй çеç илтмелле каларĕ Антун. «Ульян аппа
манăн асанне-ши? Тарас…» – шухăш вĕçсе иртрĕ хайхи çамрăкăн
пуçĕнче. Ашшĕ хăçан та пулин çак пÿрте ура ярса пусатех-ха, апла
пулсан арçын ачан тарас шухăш çуралмасăр епле? Тупсассăн? Та-
рас… тарас…
– Антун, вуннă иртнĕ, çывăрма выртар пуль… сан валли ак,
кăмака çумĕнче вырăн сартăм, – терĕ те кинемей юнашар пÿлĕме
кĕрсе кайрĕ. Пÿртре çутă сÿнчĕ…
Сасартăк тĕксĕмре арçын ача сасси илтĕнчĕ:
– Ульян аппа, эсир пĕччен пурăнмастăр пуль-ха? Кам та пулин
пурах ĕнтĕ сирĕн?
– Пĕчченех… Ывăл пур-ха… таçта ĕнтĕ вăл… Вун пилĕк çул
курман эпĕ ăна. Пĕррехинче ашшĕпе вăрçăнса кайрĕç те, алăка шан!
хупса тухса утрĕ. Урăх курман ăна… Таçта ĕнтĕ вăл…
– Авланнă пуль? Илтмен-и эсир?
– И-и, паянхи пурнăçра… Çук пуль… Калаçу тек тăсăлмарĕ.
– …Ахаль ача мар ку… Тем ăш вырăнта мар… Кай-кай! Хам
та çав… Ма кĕртрĕм-ши?.. – пăшăлтатрĕ Ульян аппа. Пăлхантарчĕ
пуль çав ватă çынна çамрăк чун. Пăлхантарчĕ пуль çав…
Те ют пÿртре пулнăран, те пуçне тĕрлĕ шухăш кĕнĕрен, çĕрĕпе
çывăраймарĕ Антун, вырăн çинче йăраланчĕ-йăрăланчĕ те ерипен,
ватă кинемей ан систĕр тесе тăрса ларчĕ.
Хĕвел шевли вăрман тăрринчен иртсе яла çутатрĕ. Пÿртсен
тăррисене витнĕ тимĕр те йăлтăртатса кайрĕ. Тÿпе… Кăн-кăвак та
тап-таса. Пĕр пĕлĕт татăкĕ те курăнмасть. Епле çанталăк! Çилĕ те
ача алли евĕрех ачаш та лăпкă. Вăл каçхи çумăрпа йĕпеннĕ
йывăçсене йăш-йăш тĕкет те турачĕсене хумхантарать. Унта-кунта
кайăксем хурăн çинчен çăка çине, çăка çинчен хурама, вĕрене çине
вĕçе-вĕçе каçаççĕ, илемлĕ юрă шăрантараççĕ. Çавал шывĕн хумĕ
кăна ерипен-ерипен çыран хĕрринче тин шăтса пурнăç илекен
курăка пăлхатать. Пĕтĕм тавралăх çĕнелнĕ, ĕнерхи тискер çумăра
нимĕн те аса илтермест. Пĕр çăлкуç кăна яланхилле тапса тăрать.
…Ульян аппана тĕлĕрсе кайма йывăр пулчĕ. Пуçра çĕр тĕрлĕ
шухăш, асаилÿ… Вăрансан вăл тÿрех стена çинчи кивĕ сехет çине
пăхрĕ. Сехет йĕппи çиччĕ патнех çитнĕччĕ – вăл нихăçан та çак
вăхăтчен çывăрман. Хĕрарăм йăпăр-япăр тăрса питне çурĕ, арпашнă
çÿç-пуçне туранçи турĕ. Апат çисе тăмасăрах кивĕ, хуп-хура тĕслĕ,
вырăн-вырăнпа çĕтĕлнĕ, саплăклă халатне тăхăнчĕ. Унтан ĕнер каç
арçын ача çывăрма выртнă вырăн пушах пулнине асăрхарĕ. Минтер
çумĕнче – тăхăнма панă тумтирĕ.
– Ак, тамаша! Ăçта кайса кĕнĕ-ши ку ача? Антун, Антун! –
чĕнчĕ вăл. – Çук… кайман пуль, каяс çук. Эх, çĕрле темĕнле сасă
илтрĕм, çав пулнă пуль… Ахалех тăрса пăхмарăм, ÿркентĕм… Эх,
çав!
Кинемей аллине сулчĕ те нимĕн чĕнмесĕр картишри ĕçсене
пуçтарма тухрĕ. Ĕçĕ нумай… Кашни ял ĕçченĕ пекех Ульян аппа та
выльăх-чĕрлĕх чылай усрать: ĕне, виçĕ сурăх, сысна, чăхсем – сама-
ях йывăр пулсан та, çав-çавах ватă çын хăйне шеллемесĕрех тăрма-
шать. Утă йăтать, вите тасатать, кил хушшине шăлса тирпейлет…
Антун ăçта кайни паллă мар. Юнашар ялсенче пĕччен çÿрекен
ачана курни çинчен сас-хура тухнăччĕ, анчах та ку Антун пулнине
никам та çирĕплетсе калаймасть.
Ăçта-ши çав вунă çулхи тĕксĕм хăмăр çÿçлĕ арçын ача? Ăн-
ланчĕ-ши Ульян аппа Антун унăн тăван мăнукĕ пулнине? Кам
пĕлет?.. Турă панинчен иртейместпĕр…

