Михайлова Олеся и Майорова Антонина

3 место в номинации «Поэзия» на чувашском языке (возрастная категория 18-35 лет)
    Михайлова Олеся
         ТАВРĂНСАМ...
Таврăнсам, сана кĕтетĕп.
Ырă-сывă кил яла.
Эсĕ – Паттăр, эп пĕлетĕп,
Мухтанатăп санпала.
Тăрăшса эс хÿтĕлетĕн
Тăшманран тăван çĕре.
Кану кунĕсĕр ĕçлетĕн,
Чыслă тăрса чикĕре.
Кашни кун Турра ыйтатăп:
«Упрасамччĕ мăшăра!»
Тархаслатăп, кĕлтăватăп:
«Вăрçă пĕттĕр хăвăртрах!»
Таврăнсам, сана кĕтетĕп.
Ырă-сывă кил яла.
Шăпама эп ĕненетĕп,
Пирĕн пурнăç – малалла.

МИРЛĔ ПУЛТĂР ПУРĂНĂÇ!
– Эпĕ курнă нушана
Ан курччăр ман ачасем.
Эп чăтнă сурансене
Ан туйччăр ман мăнуксем.
Эпĕ çинĕ апатпа
Ан сăйланччăр тăвансем.
Эпĕ йĕнĕ куççульпе
Ан çăвăнччăр юлташсем, –
Çапларах калать ялан
Пирĕн ватă асанне –
Тыл ĕçченĕ, ветеран
Аса илсе çулсене.
Çĕр çула кĕçех çитет
Асанне – ман савăнăç.
–Тăшман çеç ан килтĕр, – тет. –
Мирлĕ пултăр пурăнăç!

  Майорова Антонина
  АТТЕНЕ САЛАМЛАСА!
Кӑрлач уйӑх вӗҫӗнче,
Майоровсен ҫемйинче,
Ҫитет кӗтнӗ, савнӑ кун –
Кил хуҫин ҫуралнӑ кун.

70 ҫулпа саламлатпӑр,
Нумай пурӑнма сунатпӑр.
«Вӑрӑм пултӑр ӗмӗрӳ» –
Ҫакӑ пирӗн тӗп сӗнӳ!

Ҫирӗп пултӑр сывлӑху,
Канлӗ пултӑр ватлӑху.
Тапса тӑтӑр вӑй-халу,
Ҫумра пултӑр тӑвану!

Пурнӑҫлантӑр ӗмӗтӳ,
Хуҫалантӑр килӗшӳ.
Шӑкӑл-шӑкӑл калаҫса,
Пурӑнасчӗ савӑнса.

Ҫакӑ сумлӑ юбилей,
Илсе килтӗрччӗ телей!
Куллен кӗттӗр ӑнӑҫу –
Пурнӑҫ пултӑр пыл та ҫу!

Эс пуррипе савӑнатпӑр,
Турра пӗрмай тав тӑватпӑр,
Мухтанатпӑр санпалан,
Ырӑ тӗслӗх пулнӑран.

Юрататпӑр чунӑмран,
Пуҫ таятпӑр кӑмӑлтан
Мӑшӑра та аттене,
Хуньӑма, кукаҫине.

      ПӖРТĂВАНСЕМ
А – АВТАН
Пӗтӗм халӑхран малтан,
Ир-ирех тӑрать автан.
Ки-ки-рик-кук! авӑтать.
Хӑвӑртрах тӑма хушать.

Ӑ – ӐМАН
Паян ӑман чавмалла,
Ыран пулла каймалла.
Кӳлӗ хӗрне кайӑпӑр,
Тӗрлӗ пулӑ тытӑпӑр.

Б – БИЛЕТ
Эп васкатӑп вокзала,
Ман билет туянмалла.
Мускава ыран каятӑп,
Тӗп хулапа паллашатӑп.

В – ВӖЛТӖРЕН
Пахчара ӳсет вӗлтрен,
Унтан эсӗ хӳтӗлен!
Вӗлтӗрен хыт вӗтелет,
Никама та шеллемест.

Г – ГРУША
Груша пахчара ӳсет,
Тутлӑ ҫимӗҫ ҫитерет.
Кил хуҫийӗ савӑнать,
Тӑвансене хӑналать.

Д – ДИВАН
Кунӗпе кушак канать,
Диван ҫинче ҫывӑрать.
Тутлӑ ыйхине тӑсат,
Апат ҫиме ҫеҫ тӑрать.

Е – ЕНЧӖК
Енчӗк панӑ Ваҫҫана,
Чуптарать вӑл лавккана.
Пан улми, пыл пек тутли,
Илнӗ йӑмӑкĕ валли.

Е – ЕЛКА
Ҫӗнӗ ҫул ҫитсе килет,
Пӗтӗм ҫын на кӗтет.
Ача-пӑча савӑнать
Елка тавра ҫаврӑнать.

Ӗ – ӖНЕ
Кукамай ӗне усрать,
Пире сӗтпе хӑналать.
Сӗт ҫиетӗп юратса,
Пысӑк пулма васкаса.

Ж – ЖИРАФ
Ж буквӑпа паллашар,
Ж – ЖИРАФ тесе калар.
Вӑл пурнать Африкӑра,
Питӗ шӑрӑх ҫӗршывра.

З – ЗОНТИК
Зонтик тытрӑм васкаса,
Ҫумӑр ҫунине курса.
Васкамасӑр эп утатӑп,
Ҫумӑртан та хӑрамастӑп.

И – ИҪӖМ ҪЫРЛИ
Пыл пекех иҫӗм ҫырли,
Ҫиетпӗр ҫӑвар тулли.
Хӗрлине, симӗссине,
Ӑшӑ ҫӗртен килнине.

Й – ЙЫТӐ
Йытӑ хыттӑн пит вӗрет,
Такам килнине сисет.
«Хуҫа, тухсам урама
Кӗтсе илсем хӑнана!»

К – КУШАК
Пирӗн икӗ кушак пур,
Иккӗшӗ те пит маттур!
Вӗсем туслӑ пурӑ аҫҫӗ,
Нихӑҫан та ҫапӑҫмаҫҫӗ.

Л – ЛАША
Ҫӑварни, ҫӑварни!
Акӑ ҫитрӗ ҫӑварни!
Эсир лаша кӳлтӗр-и?
Ярӑнмашкӑн хатӗр-и?

М – МУЛКАЧ
Мулкач кӗнӗ пахчана,
Кӑшлать шур купӑстана,
Кишӗрне те тиркемест,
Хуҫана та вӑл сисмест.

Н – НӐРӐ
Ешӗл ҫулҫӑ юратать,
Улма калчине кӑшлать.
Нӑрӑран халь сыхланар,
Ҫӗр улмисӗр юлар мар!

О – ОЧКИ
– Мӑнук, куҫлӑх илсе пар,
Кӗнеке пӗрле вулар.
Анчах мӑнук ӑнланмасть
Очки пама васкамасть.

П – ПАРАППАН
Илсе пачӗ пасартан
Атте мана параппан.
Иртенпе паян вылятӑп,
Ӳссен мусăкçă пулатӑп

Р – РАКЕТА
Инҫе ҫула, космоса
Карап вӗҫет васкаса.
Ракета тесе чӗнеҫҫӗ,
Тӗнчене унпа тӗпчеҫҫӗ.

С – СӐВӐ
Пӗчӗк-пӗчӗк сӑвӑсем,
Шӑрҫалаҫҫӗ ачасем.
Аттепе анне ҫинчен,
Тӗрлӗ чӗр чунсем ҫинчен.

Ҫ – ҪӐКА
Ҫӑка лартнӑ пӳрт умне
Манӑн аттепе анне.
Ыр кураҫ вӗлле хуртсем,
Ҫурсан ҫӑка ҫеҫкесем.

Т – ТӐРИ
«Тӑтӑр-и, тӑтӑр-и?
Ҫывӑрса юлмарӑр-и?» –
Тӑри юрлать тӑрӑшса,
Халӑхсене вӑратса.

У – УРАМ
Ванюк васкать урама,
Тусӗсемпе выляма:
Мерелле та лапталла,
Пытанмалла, футболла.

Ӳ – ӲХӖ
Ӳхӗ вӑрманта пурнать,
Кунӗпе вӑл ҫывӑрать.
Каҫ пулсан ухутана,
Тухать шӑшисем тытма.

Ф – ФУТБОЛ
Урок пӗтсен урама
Тухрӗҫ футбол выляма
Кӗҫӗннисем, аслисем –
Спортпа туслӑ ачасем.

Х – ХӖВЕЛ
Хӗвел пӑхать ҫӗр ҫине,
Парнелет хӑй ӑшшине,
Сивӗ хӗле ӑсатать,
Ҫурхи куна йыхӑрать.

Ц – ЦИРК
Вырсарни кун циркалла
Пирӗн класпа каймалла.
Кӑтартаҫ мыскарасем
Тӗрлӗ-тӗрлӗ чӗр чунсем.

Ч – ЧӐВАШ
Чӑвашла эп калаҫатӑп,
Никамран та вӑтанмастӑп.
Хам чӗлхепе мухтанатӑп,
Нихӑҫан ӑна манмастӑп.

Ш – ШӐРТТАН
Чӑваш халӑх авалтан
Хатӗрленӗ какайран
Тутлӑран тутлӑ шӑрттан,
Тутанса пӑхма ан ман.

Щ – ЩЕТКА
Щетка тытрӑм та алла,
Тасататӑп халь шӑла.
Мӗн ачаран тасатсан,
Шӑлсем ҫирӗп пулӗҫ ман.

Ъ – ХЫТӐЛӐХ ПАЛЛИ
Ҫакӑ хытӑлӑх палли,
Чӑвашсене кирлӗ-и?
Кирлӗ-кирлӗ, паллах, кирлӗ
Унпала та сӑмах пулӗ!

Ы – ЫХРА
Тутлӑ, усӑллӑ ыхра
Пултӑр нумай апатра.
Унсӑр яшка тутлӑ мар,
Тӑхтамасӑр халех яр!

Ь – ҪЕМҪ ЛӖХ ПАЛЛИ
Кукӑль сӑмах вӗҫӗнче,
Ҫемье сӑмах варринче,
Ҫемҫе паллине ҫырар,
Нихӑҫан та манар мар.

Э – ЭРЕШМЕН
Куртӑм эп эрешмене,
Кӑшкӑратӑп аннене:
«Эп хӑратӑп, пулӑшсам,
Эрешменрен хӑтарсам!»

Ю – ЮР
Иртенпе шур юр ҫӑвать,
Пӗтӗм ача савӑнать.
Алла ҫунашка тытать
Е йӗлтӗрпе ярӑнать.

Я – ЯЛАВ
Ялав ҫӳллӗ ялкӑшать,
Инҫетренех курӑнать.
Халӑха вӑл палӑртать,
Ҫӗршыва та уйӑрать.