Леонтьева Ксения и Васильева Кристина

2 место в номинации «Поэзия» на чувашском языке (возрастная категория 18-35 лет)
    Леонтьева Ксения
                 * * *
Чăмасчĕ пăрлă Атăла,
Янратăр асăну юрри.
Эп ывăнатăп шутласа
Пĕр сан пирки, пĕр сан пирки.

Эс кирлĕ мар мана пачах,
(суятăп вăтанмасăрах)
Анчах та темшĕн ман умра
Пĕр эс анчах, пĕр эс анчах.

                 * * *
Ҫил ачи чуна ҫупӑрланӑ чух,
Атӑл шывӗ ачашшӑн лӑпканӑ чух,
Куҫӑмран юратса эсӗ пӑхнӑ чух,
Аллуна ман пата ҫепӗҫ тӑснӑ чух
Чӗрӗ эп те.

Юрататӑп тесе каласассӑн та,
Ҫут пуласлӑх юрри юрласассӑн та,
Чӗреме ҫепӗҫҫӗн илӗртсессӗн те,
Чунунта ӑшӑ туйӑм тесессӗн те
Суйрӑн эсӗ.

Те мана, те хӑвна, ӑнланаймӑп-тăр,
Шурӑ уйӑх ҫути урӑх пулмӗ-тӗр,
Эс мана юратни суя пулчӗ-тӗр
Чунунта чӑн-чӑн туйӑм пулаймӗ-тӗр
Ҫитӗ ӗнтӗ.

Вилнӗ лӗпӗш те чӗррӗн вӗҫрӗ тӗк,
Сар хӗвелӗ те ҫӗрле хӗртрӗ тӗк,
Эп сана курса чупса тухрӑм тӑк,
Куҫунтан пӑхса ӑшшӑн култӑм тӑк
Пулӗ тем те.

                 * * *
Куҫунта пытаннӑ
Лӑпкӑ ӑшӑ тинӗс
Чӗреме путарӗ –
Эпӗ хирӗҫ мар.
Тӗттӗм вӑрман евӗр
Манӑн куҫӑм симӗс
Ҫухалсах, тен, кайӑн –
Эс те хирӗҫ мар.
Хӗрлӗ ҫӗлен тейӗн
Туйӑмсен ташшийӗ
Те пӑвать, те тӑнӑҫ
Парнелет чуна.
Куҫунтан пӑхсан та,
Тӗрлӗ хулара та
Ҫаврӑнать тӗк пуҫӑм –
Эсӗ ҫавӑран.

                 Васильева Кристина
   УЯВ ЯЧĔПЕ, ЮРАТНĂ ШУПАШКАРĂМ!
Тăван хулам! Хитре, асамлă Шупашкарăм,
Çак такăрлатнă сукмакпа çуран утса
Илемÿпе эп киленме каллех васкарăм, –
Ларатăн эс илем çути çутса.

Таса юр пек хитре те шурă Шупашкарăм,
Сана курма каллех хавас. Эс – манăн тус.
Эс панă çутă шанчăка эп çухатмарăм.
Мана калаттăнччĕ ялан: «Пуçна ан ус».

Ытарайми хитре хулам, чи çывăх тусăм,
Пĕччен чухне эп калаçаттăмччĕ санпа,
Çĕн пурнăçа санпа пĕрле эп тунă пусăм,
Çилпе кĕрешнĕ, шăрăхпа та тусанпа.

Тăван хулам, чи çывăх тусăм – Шупашкарăм!
Санра пур лăпкăлăх, телей те юрату.
Ман сан умра, пĕлетĕн-ши, пур пысăк парăм...
...Каллех санпа эп. Ак, чунра та ырату.

Санра – асамлăх. Чунăма лăплантаратăн,
Савăнăçпа эс тултаратăн чĕреме.
Юратнă тусăм, каласам, мĕнле пурнатăн?
Каллех хавас сан шăплăхна эп итлеме...

                      АННЕМ, САЛАМ!..
– Аннем, салам! Сывах-и эс? Мĕнле çÿретĕн?
– Сывах-ха, хĕрĕм. – Тахçанах сана курман.
– Эп тунсăхлатăп... Эс ăна, аннем, пĕлетĕн.
Пĕр эсĕ çеç, чи хаклă çыннăм, пур-çке ман.
– Чĕкеçĕм ман, эс ан кулян. Аван эп, хĕрĕм.
Укçа çитет. Хуçалăхра та, ак, йĕрке.
Кулянтарать: хальхи айван яш-кĕрĕм
Вăхăтсăрах тухса каясшăн ирĕке...
– Ан тунсăхла... Аннеçĕм, эп часах килетĕп.
Минутсене шутлатăп эп, çеккунтсене.
Ачалăха, аннем, хăш-чух аса илетĕп,
Эх, тавăрасчĕ каялла çав кунсене!...
Сана, аннем, эп питĕ-питĕ юрататăп,
Чи хаклă, çепĕç, ăшă çыннăм эсĕ ман.
Çак уявпа чун-чĕререн эп саламлатăп.
Пит тунсăхлатăп – виçĕ кун сана курман...