Австрийская (Иванова) Ольга
1 место в номинации «Поэзия» на чувашском языке (возрастная категория 18-35 лет)
МĔНЕ ПУЛА АВСТРИЙСКАЯ?
«Мĕне пула Австрийская эс? – теççĕ. –
Сăввусене çиратăн чăвашла.
Ют халăх кĕрĕкне ма пĕркенеççĕ?
Ку курăнать, чăнах та, кулăшла».
Чӑваш пулмашкăн пӑрахман-çке эпĕ,
Ан вĕчĕрхенĕр, хаклă йăхташсем.
Пĕр урампах сирĕнпеле çÿретĕп,
Чăвашсемех чи çывăх юлташсем.
Пулман аннеçĕм нихăçан та «мамă»,
Чӑн чăвашлах шӳтлет ялан атте.
Телейлĕ кун-çула тӑватпăр хамăр,
Ҫӗткеленме çук вăхăтăм пĕртте.
Эп Австри Уçăп йӑхӗнче çуралнă,
Мӑн кукаçийĕм пулнӑ аякран.
Шел, сăнÿкерчĕк çук, йăлтах çухалнă.
Ялта пĕлеççĕ: эпĕ – çак кăкран.
Ҫемье историне манни вăл – çылăх.
Каçарăр-ха теессĕм çук сире.
Мана Австрийская хушма ят çывăх,
Ăнланмасан, тархасшăн, тиркĕрех!
ЧӐВАШЛӐХ ЮМАНӖ
Баллада
Чӑвашлӑх юманӗ хӑҫан шӑтнине,
Хунав кӑларса ҫуллен-ҫул ӳснине,
Кӑшт ҫеҫ тӗшмӗртеҫҫӗ мухтавлӑ йӑхсем.
Чылайӑшӗ – суккӑр шӑши ҫурисем.
Вӗсем ӗнтӗ тухнӑ ялти хапхаран.
Ан тив, вырӑсла калаҫаҫҫӗ аран –
Пӗрех пытарасшӑн чӑваш пулнине,
Йӑлт маннӑ, пӑрахнӑ аки-сухине.
Чӑвашлӑх юманӗн вӗл-вӗл ҫулҫисем –
Тӗнче тавраллах саланан чӑвашсем –
Кусаҫҫӗ пӗлмесӗр ҫулне те йӗрне,
Ютра ирттереҫҫӗ хӑйсен ӗмӗрне.
Кӑклаймӗ ҫил-тӑвӑл патвар йывӑҫа,
Кӗреймӗ йӗкелӗ пин-пин ывӑҫа.
Ӑна тӗплеймен алхасан вут-кӑвар,
Тӑшман ҫӗнеймен тет тусан та кавар.
Хӑйне хисеплен ачисемшӗн юман –
Атте, асатте, тӑванран та тӑван!
Пит хӑтлӑ та ӑшӑ лаштра хӳттинче,
Ытти ырлӑх-пурлӑх – тӑрин айккинче.
Анчах ҫак сӑваплӑ, таса ҫӗр ҫинчех
Ӳссе ҫитӗнен ывӑл-хӗр юнӗнче
Вӗрет курайманлӑх, хура тавӑру.
Ӑҫтан йӑл илет-ши ылханлӑ ӑру?
Вӗт шӑллӑ ҫут пӑчкӑ – пӗрин аллинче,
Тепри тытнӑ пуртӑ, йӗксӳ – куҫӗнче.
Касса ывӑтасшӑн мӗнпур турата,
Унтан ларма юрӗ каҫхи апата.
Чӗнеҫҫӗ пурне те, паллах, нимене:
«Васка паянах йывӑҫа тӳнтерме!
Чӑвашлӑх юманӗ ҫӗрет, нӗрсӗркке.
Ӑна хӳтӗлен – хӑй тӑмсай кӗлетке».
Пӗр пуҫлӑх тапратрӗ касма турата.
Ӑсчахӗ каларӗ: «Атя ӑмӑртар!»
Ӗҫлеҫҫӗ. Пӗри тепринчен вирлӗрех.
Пӗлмеҫҫӗ пӗрех ӳкессе хыт ҫӗрех.
Турпас вӗҫнине сӑнакан чӑвашсем
Хӑяҫҫӗ памашкӑн пустуй канашсем.
Хулийӗ те ялӗ писет чӗлхерен.
Никам та туртман чӑваша чӗлхерен.
Вӑл – ирӗклӗ кайӑк, анчах айванкка:
Чӑвашлӑх – ҫунат, уншӑн ҫеҫ кутамкка;
Хӑпасшӑн ҫак йывӑр, кӗрнек ҫӗклемрен,
Пуласшӑн телейлӗ, хавас ӳлӗмрен.
Юман йынӑшсан та упрать сӗткенне,
Вулли кармашать ҫӳлелле, тӳпене.
Тӗнчен илтмеллех ун йӑваш кӗллине,
Кашнин пӗлмелле вӑл кунта кирлине.
Аваллӑх вӑй панӑ патвар йывӑҫа
Ҫӗнмешкӗн пӳрмен йӑх-яха, пакӑҫа:
Ӑсчахӑн ӗнси ӑнсӑртран хуҫӑлать,
Усал чунлӑ пуҫлӑхӑн пуҫ касӑлать.
Чӑвашлӑх юманӗ ларать ҫаплипех.
Папка кӑларать. Ешерет ҫӑвӗпех.
Пуян та ӑратлӑ ҫуллен йӗкелпе,
Нихҫан та ан пӑсӑлтӑр ҫакӑ йӗрке!
АТТЕҪӖМЕ
Аттеҫӗм, эсӗ – ман тӗрек.
Сан кӑмӑлу йӑваш, тӳлек.
Эс маншӑн Улӑп пек патвар,
Ҫаврӑнӑҫуллӑ та вӑр-вар.
Асрах ачалӑх кунӗсем,
Хавас ҫемье уявӗсем:
Ташша сӗветӗн ухӑнса –
Пурте тӑратпӑр савӑнса.
Кимӗпеле, пӑравуспа,
Машинӑпа, комбайнпа
Эс ярӑнтарнӑ пӗрре мар.
Санпа нихҫан курман эп шар.
Мана пит хӗнччӗ вӗренме,
Пӗлмен эп трактор ӳкерме.
Атте хӗрне пулӑшнипе
Ӑс пухнӑ мар-и «пиллӗкпе».
Йывӑрлӑхра пуҫна усман.
Ура хурсан хура тӑшман
Тӳрленнӗ-тӑнӑ ҫӗнӗрен
Тӳп-тӳрӗ. Калӑн, ку – ҫӗмрен.
Паян та эсӗ вӑйпитти.
Эй тарама ытти-хытти!
Илтсессӗн савӑк сассуна
Хӗвел ӑшши тулать чуна.
Аттеҫӗм, сывлӑхлӑ эс пул,
Телейлӗ пурӑн нумай ҫул!
Тавах ӳстернӗшӗн пӑхса,
Чечек пек упраса, савса.
«Мĕне пула Австрийская эс? – теççĕ. –
Сăввусене çиратăн чăвашла.
Ют халăх кĕрĕкне ма пĕркенеççĕ?
Ку курăнать, чăнах та, кулăшла».
Чӑваш пулмашкăн пӑрахман-çке эпĕ,
Ан вĕчĕрхенĕр, хаклă йăхташсем.
Пĕр урампах сирĕнпеле çÿретĕп,
Чăвашсемех чи çывăх юлташсем.
Пулман аннеçĕм нихăçан та «мамă»,
Чӑн чăвашлах шӳтлет ялан атте.
Телейлĕ кун-çула тӑватпăр хамăр,
Ҫӗткеленме çук вăхăтăм пĕртте.
Эп Австри Уçăп йӑхӗнче çуралнă,
Мӑн кукаçийĕм пулнӑ аякран.
Шел, сăнÿкерчĕк çук, йăлтах çухалнă.
Ялта пĕлеççĕ: эпĕ – çак кăкран.
Ҫемье историне манни вăл – çылăх.
Каçарăр-ха теессĕм çук сире.
Мана Австрийская хушма ят çывăх,
Ăнланмасан, тархасшăн, тиркĕрех!
ЧӐВАШЛӐХ ЮМАНӖ
Баллада
Чӑвашлӑх юманӗ хӑҫан шӑтнине,
Хунав кӑларса ҫуллен-ҫул ӳснине,
Кӑшт ҫеҫ тӗшмӗртеҫҫӗ мухтавлӑ йӑхсем.
Чылайӑшӗ – суккӑр шӑши ҫурисем.
Вӗсем ӗнтӗ тухнӑ ялти хапхаран.
Ан тив, вырӑсла калаҫаҫҫӗ аран –
Пӗрех пытарасшӑн чӑваш пулнине,
Йӑлт маннӑ, пӑрахнӑ аки-сухине.
Чӑвашлӑх юманӗн вӗл-вӗл ҫулҫисем –
Тӗнче тавраллах саланан чӑвашсем –
Кусаҫҫӗ пӗлмесӗр ҫулне те йӗрне,
Ютра ирттереҫҫӗ хӑйсен ӗмӗрне.
Кӑклаймӗ ҫил-тӑвӑл патвар йывӑҫа,
Кӗреймӗ йӗкелӗ пин-пин ывӑҫа.
Ӑна тӗплеймен алхасан вут-кӑвар,
Тӑшман ҫӗнеймен тет тусан та кавар.
Хӑйне хисеплен ачисемшӗн юман –
Атте, асатте, тӑванран та тӑван!
Пит хӑтлӑ та ӑшӑ лаштра хӳттинче,
Ытти ырлӑх-пурлӑх – тӑрин айккинче.
Анчах ҫак сӑваплӑ, таса ҫӗр ҫинчех
Ӳссе ҫитӗнен ывӑл-хӗр юнӗнче
Вӗрет курайманлӑх, хура тавӑру.
Ӑҫтан йӑл илет-ши ылханлӑ ӑру?
Вӗт шӑллӑ ҫут пӑчкӑ – пӗрин аллинче,
Тепри тытнӑ пуртӑ, йӗксӳ – куҫӗнче.
Касса ывӑтасшӑн мӗнпур турата,
Унтан ларма юрӗ каҫхи апата.
Чӗнеҫҫӗ пурне те, паллах, нимене:
«Васка паянах йывӑҫа тӳнтерме!
Чӑвашлӑх юманӗ ҫӗрет, нӗрсӗркке.
Ӑна хӳтӗлен – хӑй тӑмсай кӗлетке».
Пӗр пуҫлӑх тапратрӗ касма турата.
Ӑсчахӗ каларӗ: «Атя ӑмӑртар!»
Ӗҫлеҫҫӗ. Пӗри тепринчен вирлӗрех.
Пӗлмеҫҫӗ пӗрех ӳкессе хыт ҫӗрех.
Турпас вӗҫнине сӑнакан чӑвашсем
Хӑяҫҫӗ памашкӑн пустуй канашсем.
Хулийӗ те ялӗ писет чӗлхерен.
Никам та туртман чӑваша чӗлхерен.
Вӑл – ирӗклӗ кайӑк, анчах айванкка:
Чӑвашлӑх – ҫунат, уншӑн ҫеҫ кутамкка;
Хӑпасшӑн ҫак йывӑр, кӗрнек ҫӗклемрен,
Пуласшӑн телейлӗ, хавас ӳлӗмрен.
Юман йынӑшсан та упрать сӗткенне,
Вулли кармашать ҫӳлелле, тӳпене.
Тӗнчен илтмеллех ун йӑваш кӗллине,
Кашнин пӗлмелле вӑл кунта кирлине.
Аваллӑх вӑй панӑ патвар йывӑҫа
Ҫӗнмешкӗн пӳрмен йӑх-яха, пакӑҫа:
Ӑсчахӑн ӗнси ӑнсӑртран хуҫӑлать,
Усал чунлӑ пуҫлӑхӑн пуҫ касӑлать.
Чӑвашлӑх юманӗ ларать ҫаплипех.
Папка кӑларать. Ешерет ҫӑвӗпех.
Пуян та ӑратлӑ ҫуллен йӗкелпе,
Нихҫан та ан пӑсӑлтӑр ҫакӑ йӗрке!
АТТЕҪӖМЕ
Аттеҫӗм, эсӗ – ман тӗрек.
Сан кӑмӑлу йӑваш, тӳлек.
Эс маншӑн Улӑп пек патвар,
Ҫаврӑнӑҫуллӑ та вӑр-вар.
Асрах ачалӑх кунӗсем,
Хавас ҫемье уявӗсем:
Ташша сӗветӗн ухӑнса –
Пурте тӑратпӑр савӑнса.
Кимӗпеле, пӑравуспа,
Машинӑпа, комбайнпа
Эс ярӑнтарнӑ пӗрре мар.
Санпа нихҫан курман эп шар.
Мана пит хӗнччӗ вӗренме,
Пӗлмен эп трактор ӳкерме.
Атте хӗрне пулӑшнипе
Ӑс пухнӑ мар-и «пиллӗкпе».
Йывӑрлӑхра пуҫна усман.
Ура хурсан хура тӑшман
Тӳрленнӗ-тӑнӑ ҫӗнӗрен
Тӳп-тӳрӗ. Калӑн, ку – ҫӗмрен.
Паян та эсӗ вӑйпитти.
Эй тарама ытти-хытти!
Илтсессӗн савӑк сассуна
Хӗвел ӑшши тулать чуна.
Аттеҫӗм, сывлӑхлӑ эс пул,
Телейлӗ пурӑн нумай ҫул!
Тавах ӳстернӗшӗн пӑхса,
Чечек пек упраса, савса.

