Ястребов Александр

1 место в номинации «Поэзия» на чувашском языке (возрастная категория 14-17 лет)
                       ÇУТКӲЛЬ
Пур пирĕн таврара пĕр тĕлĕнтермĕш,
Тен, юмахра кăна ун евĕрри.
Çуткÿлĕн тарăнăш 17 метр имĕш,
Лăпкă шывра ачаш хумсен тĕрри.

«Çуткÿль» тесе илемĕшĕн каланă,
Ялан таса та тăрă пулнăран.
Хăйне хăйех типтерлĕхре упранă,
Шайĕ чакман, тулли çиранпа тан.

Çуткÿль! Çап-çутă тĕкĕр пек выртатăн,
Чуну сан тарăн, кăмăлу йăваш,
Чăваш Енре пĕртен-пĕр шутланатăн,
Санпа мăнаçланать тăван Муркаш!

   ВĔСЕМ ÇĔНТЕРĔВЕ ÇИВХАРТНĂ
Юрлас, кулас чух вăйă картинче,
Илемлĕ вăхăтра – вун çиччĕре,
Пăшал тытса вут-çулăм хирĕнче,
Аркатнă усал шутлă эшкере.

Выляс, чупас чух ешĕл улăхра,
Пĕр шухăшсăр хитре ачалăхра.
Аслисемпе тан тăрăшнă тылра,
«Кăшт çăмăл пултăр», – тенĕ вăрçăра!

Вĕсем пĕрле çĕнтерĕве çивхартнă,
Вута кĕрсе тăшмансене аркатнă.
Ыр ячĕсем ĕмĕр манми хăватлă,
Кăйкăрсем пек ынатлă та çунатлă!