Мадурова София

3 место в номинации «Поэзия» на чувашском языке (возрастная категория 10-13 лет)
      САВНӐ ЧӐВАШ ЕН
Юрататӑп атте-аннене,
Чунтан юрататӑп.
Хамăр туссене, тăвансене
Савса ҫупӑрлатӑп.

Мухтанатӑп, Шупашкар санпа
Чунтан мухтанатӑп,
Хĕпĕртÿллĕ, ырă кăмăлпа
Пуҫӑма таятӑп.

Хисеплетӗп, савнӑ Чӑваш Ен,
Чунтан хисеплетӗп.
Тăван халăх ятне çĕклекен
Чăваш пулас тетӗп.