Пирвайхи сава

Ухли Владимир Васильевич


    

ПИРВАЙХИ СĂВĂ

 

ПĚРРЕМĚШ СЫПĂК

 

Çулла. Çĕмĕрт çеçкине тăкнă ăшă вăхăт. Игорь ирех тăчĕ те, хĕвне çăкăр чĕлли чиксе, кăвакалĕсене кӳлĕ хĕррине хăваласа анчĕ. Кăçал вăл мĕн çăва тухнăранпах çапла кăвакал пăхать, асламăшне пулăшать. Халĕ вĕсем килте иккĕш çеç. Ашшĕ хулара, икĕ çуллăх курсра, платниксен бригадирне вĕренет. Амăшĕ мăкшă ялĕнче, Вăрăмра, медсестрара ĕçлет.

Кӳлĕ тавралăхĕ питĕ те илемлĕ. Шыв хĕррипе çӳллĕ хăмăш кашлать. Çӳлте чарлансем чăвлатса вĕçеççĕ. Сывлăм сыпнă чечексем çинче пыл хурчĕсем сĕрлеççĕ.

Кӳлĕ хĕррине çитсен Игорь, аттине хывса шăлавар пĕççине чĕркуççи таран тавăрчĕ те чечек татма тытăнчĕ. Çак самантра хăва тĕмĕсем хыçĕнче такам мăкăртатса калаçни илтĕнчĕ. Унтан туратсене сиркелесе, Трахвин мучи тухрĕ.

Эсĕ-çке ку, Игорь! – сăмах хушрĕ ватă çын ачана вашаватлăн. – Кăвакал кĕтетĕн, эппин. Питĕ аван, асланнӳне алылмаш пулни, – тесе мучи Игоре хăй çумне кукленсе ларма хушрĕ. – Пуллăн хӳри кĕске, вăштах тыттармасть.

Трахвин мучине тарканпуçсем кăна мар, таврари тутарсемпе мăкшăсем те аван пĕлеççĕ.

Пайтах хура-шур курнă Трахвин мучи хăй ĕмĕрĕнче. Пĕрремĕш тĕнче вăрçинчен вăл хăрах урапа таврăннă. Уятан ялта Совет влаçĕ тунă çĕре хастаррăн хутшăннă, колхоз йĕркеленĕ. Тарканпуç ачисем ăна юмах-халап ăста яма пĕлнĕрен юратаççĕ. Пăрçа патша çинчен хывнă юмахĕ кăна мĕне тăрать.

Куннинче юмах яма вăхăчĕ пулмарĕ ун – пулă тытмалла. Хăй мĕнле пулă тытнине ачана ăнлантарса тăмалла.

Эккемей, татах леш çакланчĕ, – терĕ вăл. Калас сăмахне каласа пĕтермесĕр вăлтана çакланнă пулла хĕвел çутинче тинкерсе пăхрĕ те каялла кӳлле ячĕ.

Карас пулла ӳссе çитмесĕр тытмалла мар. Эпĕ леш çăткăнне лектересшĕн те çав. Вăл пур, ав, çывăха та килмест.

Çăткăнни хăшĕ вăл?— пĕлесшĕн пулчĕ ача.

Эккемей, çăрттан теççĕ ăна.

Çăрттан тытнине Игорь питĕ курасшăнччĕ, кукленсе ларса, хуллен шуçкалакан тункăр пăкă çине куç хупмасăр пăхрĕ. Вăхăт иртрĕ, мучи каларĕшле, пулă «чиртмерĕ». Ача, ларсан-ларсан, анаслама тытăнчĕ. Трахвин мучи çакна сисрĕ пулас.

Пулă тытма тӳсĕмлĕх кирлĕ. Хӳри кĕске ун, ваштах тыттармасть, эккемей, – текелесе, пĕр вăлта хуллине ачана пачĕ. Игоре халĕ лаша та кирлĕ мар. Анчах вырăнтан тапранмасăр ларса та çăрттан тытнине кĕтсе илме май килмерĕ ăна: шăп та шай çав вăхăтра кӳллĕн тепĕр хĕрринче кăвакал ушкăнĕ çуйхашни илтĕнсе кайрĕ. Игорь вăлтине пăрахрĕ те чупа пачĕ.

Кăвакал ушкăнĕ шывран тухнă, çыран хĕррине хăпарать. Аçи, пуçне каçăртса, чи малта пырать. Çунат вĕçне сулмаклă япала çакса янă пек, енчен енне пăркаланать, таçта васкать, чĕпписем тăрса юласран каялла çаврăна-çаврăна пăхать хăй, хулăн сасăпа кӳллĕн тепĕр енне илтĕнмелле нарт-нарт-нарт тесе, хăйĕн йышне чĕнет. Игорь ун çулне пӳлесшĕн пулчĕ. Аçта унта тытса чарма пĕр çуйхашса кайнă кайăк-кĕшĕке. Аçи тата хытăрах нартлатрĕ те тĕппĕл-тĕппĕл чупса кайрĕ. Ами унран юласшăн мар. Чĕпписем те мăйĕсене тăсса малалла талпăнаççĕ.

Игорь çинçе хулă ярса тытрĕ те кăвакалсен çулне пӳлчĕ-пӳлчех. Хайхискер, унччен те пулмарĕ, йыш пуçлăхĕ хулăн сасăпа нарт-нарт! тасе илчĕ те, çуначĕсене сарса, çӳлелле вĕçсе хăпарса кайрĕ. Ача тĕлĕннипе аллинчи хуллине çĕре ӳкерчĕ. Вĕçет те вĕçет кăвакал аçи сывлăшра. Акă вăл кăвакарчăн пысăкăш кăна курăна пуçларĕ. Аякка вĕçсе каймарĕ хăй, сывлăшра икĕ-виçĕ хут çаврăнсан, кӳлĕ варрине анса ларчĕ. Вĕçсе аннă-анманах çуначĕпе çат-çат çапса, чĕвен тăнă пек пулса, вăрт-варт çаврăнкаларĕ, пĕтĕм кӳлле янăратса, сасă пачĕ. Чĕпписем кӳлĕ хĕрринелле чупса анчĕç. Ами чи хыçалтан пычĕ, йышĕ шывра ишме тытăнсан, хăй те кӳлле сикрĕ. Игорь, çамки çине тухнă тарне шăлкаласа, мучи патне пырса тăчĕ.

Чĕпписене пăрахса каясран хăрарăм, – терĕ вăл.

Хăрама кирлĕ мар, – сăмах хушрĕ мучи. – Кăвакал аçи нихăçан та хăй йышне пăрахса каяс çук. Калăпăр, каç пулать, кăвакалсен чĕпписене ертсе, килĕсене таврăнмалла. Паллах, çулне аçин пĕлмелле. Çавăнпа хăпарса пăхнă вăл çӳлелле.

Мучи вăлтине шывран туртса кăларчĕ те ăманне тирчĕ.

Кăвакал нихăçан та аташмасть, тăнлă кайăк вăл. Калăпăр, кӳлĕре çĕр каçмалла пулсан, çыран хĕрринче мар, шыв варринче ларать, тилĕ, кашкăр тапăнасран сыхланать.

Трахвин старикĕн сăмахне Игорь тăнласах итлерĕ, хăвне чиксе килнĕ çăкăр сăмсине чăмла-чăмла шыва пăрахрĕ. Кăвакал чĕпписем шимплете-шимплете çиме тытăнчĕç. Аçи пĕр турам тĕпренчĕкне те хăй хыпса çăтмарĕ. Игорь ăна та çитересшĕн пулчĕ, икĕ-виçĕ татăк пăрахса пачĕ. Кăвакал аçи çăкăр турамне хыпать те тĕпрете-тĕпрете шыва пăрахать. Чĕпписем, ун тавра ишсе, пăрахса панине пĕрне çисе яраççĕ.

Çав кун мучипе ача кӳлĕ хĕрринче кунĕпех тăрмашрĕç. Игорь темиçе хут шыва кĕрсе тухрĕ. Старик ăна асăрхаттарсах тăчĕ:

Шывăн турачĕ çук, путса вилесрен хăрушă, – терĕ вăл.

...Виçĕ-тăватă кунран пĕрре ирхине Игорь вăрт-варт сиксе тăчĕ, кăвакалсене кӳлĕ хĕррине хăваласа леçме тесе картишне тухрĕ. Пăхать – килкартинче пĕр кăвакал та çук. Асламăшĕ кӳршĕсем патне кайнăччĕ. Ача ăна хапха умне тухса кĕтсе илчĕ.

Асанне, кăвакалсем ăçта?

Асламăшĕ вĕсене кĕтӳпе пĕрлех кӳлĕ хĕррине ăсатнă иккен.

Паян хăнасем килмелле, килте пул, – тенине илтсен Игорь савăнса кайрĕ. Пысăк çын пек, кĕпе çаннине чавса таран тавăрчĕ те, тусан ан çеклентĕр тесе, картишне шыв пĕрĕхе-пĕрĕхе, шăпăрпа шăлма тытăнчĕ. Ĕç пĕтерсен питне çурĕ, çĕнĕ кĕпе тăхăнчĕ, урама тухса хăнасене кĕтме тытăнчĕ.

Асламăшĕ каланă тăрăх, Кĕçĕн Таркантан тутарсем çитмелле. Ун аслашшĕ хăнана килмелли тутарпа питĕ туслă пурăннă.

Игорь тӳсме çук кĕтрĕ ĕнтĕ, асламăшĕ евĕрлĕ ассăн сывласа, пăшăрханчĕ. Пăшăрханмалла та пулман иккен ун, вăрах кĕттернĕ хăнасем хайхискер килсе çитрĕç. Вĕсемпе пĕрле куç шарса каймалла хитре тӳпеттей тăхăннă арçын ача та пур. Ватă бабайăн юратнă мăнукĕ, ахăртнех. Йăл кулса, питĕ хăвăрт хапха уçнăшăн Игоре хăна «Маттур, малай!..» – тесе мухтаса илче те канфет пачĕ, лашине çавăтса, картишне кĕртрĕ.

Игорĕн ашшĕпе амăшĕ килте çукчĕ. Çавăнпа хăнасене асламăшĕпе мăнукĕ иккĕшĕ çеç кĕтсе илчĕç. Хăнасене Анахвис йăтса илменни кăна. Акă вăл сĕтел çине кăпăкланса йӳçекен сăра, тутлă апат-çимĕç кăларса лартрĕ. Пĕчĕк хăнине çурăмĕнчен лăпка-лăпка, йӳçĕтнĕ улма пачĕ.

Хăнасем тутлă кучченеç илсе килнĕччĕ. Самаях пысăк кĕленче савăтпа кăрт, йăлтăркка турилккепе техĕмлĕ шăршă çапса тăракан челппек. Игорь валли хĕрлĕ пилĕклĕ пĕремĕк, йăлтăркка хутпа чĕркенĕ тутлă канфет, асламăшĕ валли пĕр мăшăр тарăн калуш. Игорь амăшĕ валли кунчинчен пуçласа кĕли таран тĕрĕлесе пĕтернĕ сахьян атă илсе килнĕ.

Асанне, эпир те кучченеç парар, – саппун аркинчен кăрт туртса систерчĕ Игорь.

Парăмра юлмăпăр, эпир те парăпăр, – терĕ асламăшĕ. Мăнукĕ, çак сăмаха илтсен, ăшшан кулса илчĕ.

Тутар арăмĕ темиçе аркăллă пурçăн кĕпе тăхăннă. Чечеклĕ тутăрăн икĕ кĕтессине янах айне пуçтарса çыхнă, тепĕр икĕ вĕçне çурăмĕ хыçнелле уртса янă. Вăрăм çӳçне иккĕлле çивĕтленĕ. Пурçăн хăю вĕçĕнче виçĕ кĕмĕл тенкĕ йăлтăртатать.

Пăртакран Сагитпа Игорь урама тухрĕç.

Атя кăлайла вылятпăр, – терĕ Игорь. Унтан хырăмĕ çине выртрĕ те кĕлет айне пăхре. Сагит та юнашар тăсăлса выртрĕ.

Юк мында, – терĕ Игорь тутарла. Вара йăпăр-япăр сиксе тăчĕ те тăкăрлăк еннелле чупрĕ. Унта икĕ ача, хаваслăн кăшкăрашса, кăлайла выляççĕ. Йывăçран касса тунă кăлая кукăр вĕçлĕ патакпа унталла-кунталла хăвалаççĕ. Кăлай итемĕ тавра тăватă шăтăк чавнă. Итем варринчи пиллĕкмĕш шăтăкне «çу хуранĕ» теççĕ. Вылянă чухне кашнин пĕр шăтăкне йышăнмалла. «Çу хуранне» хураллаканни – пиллĕкмĕш ача, ăна хуралçă теççĕ. Хăйсем вара темшĕн иккĕн кăна выляççĕ.

Çӳçĕ йĕпенсе тăнлав çумне çыпçăничченех киленсе кăлай çапакансем Игорьпе Сагит пырса çитнине асăрхамасăрах юлчĕç.

Игорь тӳрех вăйă картине пырса кĕчĕ те кăлая ярса тытса кĕсйине чикрĕ, çӳллĕрех ачинчен кăлай патаккине туртса илчĕ, унтан теприн патне сиксе ӳкрĕ. Лешĕ ăна чышса яма хăтланчĕ.

Ырăпа паратăн-и, çук-и?!

Ан çулăх! Тыттарса ярап!

Игорь ун патаккине кап ярса тытрĕ. Турткалашрĕç-турткалашрĕç те тытăçса ӳкрĕç, упа çурисем пек йăваланма тытăнчĕç, халь пĕри, халь тепри çиеле тухасшăн айкканаççĕ кăна. Патаксăр тăратса хăварнă ача хăйпе пĕрле кăлайла вылянă юлташне пулăшас шутпа Игоре уринчен сĕтĕре пуçларĕ. Сагит ăнланчĕ: çак икĕ ача Игорь япалине вăрланă, парасшăн мар.

Кит мывдан! – тесе Сагит ун умне утса пычĕ. Пулăшма хăтланакан ача ăна чĕркуççи тĕлĕнчен пĕррех тапрĕ. Сагит хăнк та тумарĕ, ашкăнчăка çухинчен ярса тытрĕ те анкарти çатане çумне хĕсĕрлесе хучĕ, тӳпеттейне ĕнсе хыçнелле шуçтарса, хуп-хура куç харши айĕнчен çиллессн пăхса илчĕ.

Бик куатлы булсан, крешеп карыйк.

Çав хушăра Игорьпе леш ача, çапăçса халтан кайнă автансем пек, пĕр-пĕрне шăтарасла пăхса тăратчĕç.

Мĕншĕн çын япалине ыйтмасар илен? – ыйтрĕ Пгорь.

Сан мĕн ĕç пур... – терĕ лешĕ, чавси тĕлĕнчи ӳчĕ сăвĕнсе кайнă вырăна ал лаппипе сăтăркаласа.

Тепре вăшкăртсан, урама кăлармастăп.

Ан мухтан, хыт кукар, – терĕ те кăлай патаккисене вăрлаканни, шăхăркаласа, аяккалла пăрăнчĕ. Игорьпе хăна ачи кăлайла выляма тытăнчĕç. Сагит унччен выля пĕлмен иккен. Игорь ăна менле вылямаллине кăтартрĕ. Хăна ачи часах хăнăхса çитрĕ, кăлая «çу хуранне» çине-çинех çапса кĕртекен пулчĕ. Çак вăййăн пĕтĕм кăсăкĕ те çавăнта – кăлайне, пĕрре çапсах, варринчи шăтăка кĕртмелле. Вăйă çав тери Сагит кăмăлне кайрĕ. Анчах вăрах выляма тӳр килмерĕ – апат çиме чĕнчĕç.

Иккĕшĕ те питĕ хаваслă ĕнтĕ, вăйă вылямаллисене, питĕ хаклă япалана асăрханса йăтнă пек тытса, картишне пырса кĕчĕç. Игорь текех вĕсене кĕлет айне мар, хăна урапи çинчи утă айне чиксе хучĕ. Унтан вăл хăна ачине алă çума сĕнчĕ. Ачасем пӳрте кĕнĕ чухне хăнасем чей ĕçсе ларатчĕç.

Маттурсем, эсир алă çусах кĕнĕ-çке, – тесе Анахвис ачасене тап-таса алшăлли пачĕ – Малтан хăнана шăлăнтар, унтан ху, – ăс вĕрентсе каларĕ асламăшĕ Игоре.

Алшăллийĕ темиçе тĕслĕ хăмач çиппипе тĕрлевиччĕ. Ун пĕр вĕçне ешĕл курăк çинче какаласа çӳрекен чăпар чăхсемпе пĕрлехĕрлĕ киккириклĕ автан ӳкернĕ. Тепĕр вĕçĕнче – кăркка аçи, çунат вĕçне çĕр çумĕпе чăштăртаттарса, кăлтăртатса тăрать.

Хăнасем, ĕçсе-çисе тăрансан, кил хуçи карчăка тав турĕç, тепĕр кана калаçса ларсан, кайма хатĕрленчĕç. Анахвис хăнасене тĕрленĕ алшăллипе сĕтел çитти парнелерĕ. Сагитпа туслашнă Игорь çав кунах Кĕçĕн Таркана кайма хатĕрччĕ ĕнтĕ, анчах асламăшĕ ямарĕ.

Кĕркунне иксĕмĕр кайăпăр, кăвакалсем ӳссе çитĕнччĕр-ха, хăнана кучченеçсер çӳрени аван мар, – тесе вăл мăнукне йăпатрĕ. Игорьпе асламăшĕ хăнасене ял вĕçне çитиех ăсатрĕç.