Пирĕн çăлтăр тÿпере

Ефимов Георгий Андреевич


    

ТУПМАЛЛИ

Самант

«Юрăпа чуна сиплетĕп...»

«Салам сана, тăван уй-хирĕм...»

«Сар çу пек шăранать çу кунĕ...»

Июль

«Ирхине куçна уçсассăн...»

«Тăван хула çине пĕр сассăр...»

«Эпир, хĕвел тухсассăн, савăнатпăр...»

«Чĕкеç килсен, çĕре ăшă анать...»

«Пăрахут тапранчĕ те – йăл култăн...»

«– Эх, çĕрĕ. çĕрĕ!..»

«Июль варри...»

«Пĕлмешкĕн çук çав тул çутăласса...»

Алă

«Сарă кĕпе тăхăннă сар хĕр пек…»

«Çут хĕвел тӳпере кулнă чух...»

«Чашки-чашки сар мăйăр...»

«Авăтать куккук хурăнлăхра...»

«Ем-ешĕлех тутăрĕпе çу кунĕ...»

«Хурама та пĕкĕ, ай, йĕс ункă...»

Çумăр хыççăнхи ӳкерчĕк

Çĕре ача пек пăхакан...»

Пăр пĕлĕчĕпе кĕрешекенсем

«Улмуççи чĕнет улмине татма...»

Малтанхи юр

Ленин сĕтелĕ çинче

Сăн ӳкерчĕк

Ăсату

Сăпка юрри

«– Хулленрех шăл урайне...»

«Яланах санпала пулăп эп...»

«Çук, хĕрарăма пĕрре те...»

«Вĕлле хурчĕ – ылтăн хурт...»

«Çĕмĕртсем çеçке çурсассăн...»

«Мĕн калам-ши? Тав тăватăп...»

«Каçхи тинĕс, çӳл тӳпе...»

«Курăк çӳллĕ. Перĕнет...»

«Трактор шавĕ чарăнчĕ хирте...»

«Хăрушă, шелсĕр вăрçă хирĕнче...»

Шурă Шупашкар

«Тӳпене вĕçсе каймашкăн...»

«Тăван уй-хирĕм, сан ытамунта...»

«Сывлăмпала хĕвел шевли...»

Сарă çулçă, сарă çулçă...»

«Хаплатать пăшал...»

«Кашни каçах ман кантăкран...»

Сергей Есенина

Сăвă çурални.

Чун савăнать, ĕç пĕтерсессĕн...»

Çамрăклăхĕ пултарĕ...

«Тумаллине тусамччĕ паянах...»

«Инçетрен пăхсассăн, тинĕс...»

«Тинĕспе туслашрăм ĕмĕре...»

«Тĕлĕнмелле иккен Крым каçĕ...»

«Кун таврăнать», тесе калаççĕ...»

«Вăл куна – мĕнпе-ши ĕнентерĕп?..»

«Кирек мĕнле пулсан та, эсĕ...»

«Туссемпе вăрах курнăçман хыççăн...»

«Çирĕклĕхри шăнкăр кăна шывра...»

«Халăх çине тухмашкăн тытăнсан...»

«Ан шавла, вăрманăм, ан шавла...»

Асанне

«Тунсăхласа, чун тăвăнса çитсессĕн...»

«Уйăхпа та, хĕвелпе те...»

«Пĕлетĕр пулĕ...»

«Ах, чее те амăшсем...»

«Сăвă-юрă хывмасассăн...»

Вăл тавралăха епле асран кăларăп...»

«Этем илемĕ – ăслăлăх!..»

«Уй куçлă та, вăрман хăлхаллă...»

«Савап», тесе персе ямашкăн...»

Хĕрлĕ тĕс

Атăлпа калаçни

 

АТĂЛПА КАЛАÇНИ

 

Атăл, итле,

Çĕр калаçать санпа,

Ан ывăтсам çилхеллĕ хумсене.

Çын çăвăнтăр сан ăшă шывупа,

Çыранунта тек хĕрттĕр ӳт-пĕвне.

Тек сирпĕттĕр кĕсмен шăрçа-тумлам,

Купăс сасси хускаттăр чĕрене.

Анчах çын куçĕнче эп ан курам

Вĕри куççуль тумламăн юхнине.

Эй, аслă шыв,

Халăхăмра çӳрет

«Шыв пек юн юхрĕ» теекен сăмах.

Ăна манса каясчĕ ĕмĕре,

Телей çинчен пуплесчĕ ытларах.

«Атăл-атте» тесе чĕнеç пулсан,

Хĕн-хур ан яр ху ачусем çине.

Кун-çул сунса,

Ырлăхпала тулса,

Эс юх куллен çут пурăнăç патне.

 

Пăшăлтатма пуçларĕ сĕм Вăрман,

Ей, Атăл,

Ырă Атăлăм, шăплан.

Сан сулхăнна туяççă çулçăсем,

Тымарăм инçетрен ĕмет шывна.

Мана тĕтрепеле пиелесе

Çуса яратăн сăрă тусана.

Çавăнпала ем-ешĕл эп ялан,

Сана савса юрлаççĕ шăпчăксем.

Анчах çӳл тӳперен хура çăхан

Ан ятăр вирт.

Ман ĕмĕрхи илем

Упрантăр, Атăл, çынсене валли.

Атом кăмпи ан тухтăр нихăçан,

Вăрман кăмпи кăна этем алли

Пуçтартăр кирлĕ чухлĕ, кăмăлтан.

 

Ай, улăхĕ!..

Чечекпеле кăна

Чыслать, мухтавлă Атăлăм, сана!

Эпир ачаш, черченкĕ çеçкесем,

Çилпе хуллен ларатпăр вĕлкĕшсе

Пухатпăр сывлăм шывĕн шăрçине,

Лартатпăр хамăр пуçăмăр тăрне.

Вара таçтан йăлтăртатса, кулса,

Çынна чĕнетпĕр: «Килĕр, татăрсам!»

Пуç кăшăлĕ тăваççĕ пикесем.

Чи ыр çынна кĕтсе илме тесе

Тăваççĕ çыхă чи хитрисенчен, –

Çын савăнать мана алла илсен.

Чечекпеле, чечеклĕ кĕпепе,

Чечек пекех илемлĕ сăн-питпе

Çынсем çӳреччĕр ĕмĕр тăршшĕпе.

 

Ав, шурăмпуç хĕрелчĕ тухăçра.

Мăн Атăл тӳсеймест,

Кулса ярать.

Сăмахăм ман кĕске, – тет Шурăмпуç, –

Куллушăн тав,

Часрах эс куçна уç.

Инкеклĕ,

Тертлĕ ан пуçлантăр кун,

Ниçта та ан тумлатăр тумлам юн.

Завод сас патăр улăп сассипе,

Хир ян! янратăр юрă-кĕвĕпе.

Еçчен этем пуласлăхшăн хĕрсе

Пуçлатăр çĕн куна ĕмĕтленсе.

Эй, аслă Атăл,

Кĕр! кĕрле,

Шавла!

Ав, çĕкленет

Хĕвел

Кула-кула.

Ман витĕр куçăм йăлт курать, туссем,

Сĕм каç тарать манран сикки сиксе.

Анчах та сĕмлĕх пур-ха çĕр çинче,

Ăна эп çĕнтереймĕп çав пĕччен.

Çут куншăн тăракан этемсене

Сĕмлĕх хуçи перет тек вут ăшне:

«Хĕвел çинче те пур, тет, пăнчăсем.

Çут кун курмашкăн иртерех сире», –

Çăвар карса, асав шăлне йĕрсе

Сĕмлĕхпеле хупласшăн ихĕрет.

Çутта курсан – кам кĕрĕ тĕттĕме!

Хĕвелшĕн тăракан татса калать:

«Пĕр пăнчăсăр Хĕвел те пулмалла.

Вăл аслă Ленин!

Ирĕке илме

Пултарăпăр хамăр алпа кăна...

Вăл тунă çĕр çинче çĕн самана».

Ленинпала мана танлаштарни

Пит пысăк чыс.

Тав çĕнĕ çынсене!

Ун ячĕ пит инçе-инçе кайни

Татах та çутатать Хĕвел сăнне.

Эй, Атăлăм,

Мухтав юрри юрла,

Çын килчĕ калаçмашкăн санпала.

Юхатăн эс çĕршывăм чĕри витĕр,

Апла ман чĕре витĕр те тухан.

Ăçта кăна шыву юхса ан çиттĕр, –

Эс тăван çĕрĕн юнĕ пек туйнан.

Эпир санпа çак аслă Çĕр çинче

Кунне-çĕрне пĕлмесĕр тăрăшатпăр.

Çынна çын тус, тăван пек пуличчен

Çĕршывăмшăн кăкăрпала тăратпăр.

Ахаль-и-ха эпир çак Çĕр çине

Сан лăпкă та таса шывупала

Çутса тăратпăр ĕнтĕ кулленех

Миллион ватлă хĕвелсем. Чухла!

Апла эпир санпа коммунистсем –

Ялан мала пăхса пыракансем.

Кĕрешĕп эп.

Кĕрешĕп те çĕнтерĕп.

Çĕн кун-çула-çке тунă çĕнтерме.

Кирек мĕн пултăр, –

Пур-пĕрех çитерĕп

Чун-чĕререн таса ĕмĕтĕме.

Шеллемĕп уншăн эп ĕмĕрĕме.