ПИРЕН ОТРЯД 1980
Тупмалли
Пирěн отряд
Хут кайăк
Эпир хăравçăсем маар
Пионер мухтанмасть
Аннесене
Кěтмен хыпар
Ваня Сарбаевсем патěнче
Отряд советěнче
Иышран уйрăм пулма йывăр
Мухтава тивěçлě ěç
Парне
Ваня шăна тытать
Малтанхи хут ěç хушни
Иван Ивановнч кăмăлсăр
Класра «иккě» паллă илекен пěр ача та çук
Пысăк ěмěт
Аля кăвакалěсем
Килте кам юлать?
Пěчěк кил хуçи
Нарт-нарт кăвакал хваттере кěрет
Аля çухалса каякан хěрача мар
Кăвакал хаярланать
Кунта курманни те, пěлменни те нумай
Валя Альăран тавçăруллăрах
Амăшě чěппнсене чăмма вěрентет
Инкек куçа курăнса килмест
Кăвакалсем мěн çисен мăнтăрланаççě?
Ěçлекен яланах тутă
Пăрчăкан
ПИРĚН ОТРЯД
Хут кайăк
Сисěнмесěр кěркунне çитрě.
Çуллахи каникулта лайăх каннă хыççăн эпир каллех – партăсем хушшинче. Вěренӳ çулě пуçланчě.
Пирěн класра вырăс чěлхи урокě пырать.
Малти парта хушшинче ларакан Аркаш Чукмаров, типшěмрех те пěчěк кěлеткеллě ача, киле вěренме панă «Тăван çěршыв» ятлă сăвва хыттăн янраттарса вулать.
Эпир шăпăрт итлесе ларатпăр. Агния Петровна та, тăпăл-тăпăл кěлеткеллě çамрăк учительница, кăшт шухăша кайнă пек пулса, сěтел умěнче итлесе тăрать.
Аркаш ăста вулать. Сăнран та вăл ун пек чухне йăлтах улшăнать. Хăй чакăртарах йěпкěм хура куçěсемпе, пěтěм таврана ыталаса илес пек, пысăк чӳрече çине пăхса илет. Вара каллех мăнаçлăн та хыттăн кăшкăрса вулама тытăнать. Итлетěн те, Аркаш пěтěм шухăш-туйăмěпе Тăван çěршыв ытаменче пулнине, ăна чун-чěререн юратнине туятăн...
Сасартăк хыçал енчен хут кайăк ярăнса тухрě. Вăл, пит те хăвăрт Агния Петровна çумěпе иртсе, тускана пырса çапăнчě, унтан хуçланса, çěре ӳкрě. Тахăшě, чăтайманнипе ěнтě, кулса ячě.
Агния Петровна пуçне çěклерě, кăмăлсăррăн пăхрě. Класра каллех шăп. Кам хут кайăк вěçтерсе ячě? Мěнле çав тери урок пынă вăхăтра пуçсăрланмалла?.. Ку чăрсăртан чăрсăр хăтлану. Класра нихçан пулманни. Хут кайăк вěçтерсе яни нумайăшне килěшмерě, уйрăммăнах çакăншăн Агния Петравна умěнче лайăх мар пулчě... Ачасем, курнине курмăш пулса, малтанхи пекех, сăвă вулакан Аркаш çинчен куç илмесěр тимлěн итлесе ларчěç.
Агния Петровна, тěлěннě пек пулса, илемлě кăвак куçěпе пирěн çине пăхрě те васкамасăр хут кайăка алла илчĕ, анчах пěр сăмах та шарламарĕ.
Аркаш класра мěн пулса иртнине асăрхамарě те пулас. Вăл пěр чарăнмасăр сăвă вуларě. Анчах халь ман шухăшăм та, куçăм та ун çинче мар. Ăнсăртран вěçсе тухнă хут кайăк мана пăлхатса ячě.
Эпě хампа юнашар ларакан Витя Смирнова аякěнчен тěртсе илтăм.
– Витя, эсě куртăн-и?
Вăл пуçне пăркаларě.
– Çук, курмарăм.
Аркаш сăвă вуласа пěтерсен, Агния Пеправна пěчěк ал сехечě çине пăхса илчě, хут кайăка тытса, пирěн енне çаврăнчě. Часах урок пěтет пулас. Унсăрăнах вăл хут кайăк çинчен сăмах хускатас çук.
– Ачасем, калăр-ха, кам çак хут кайăка вěçтерсе ячě? – ыйтрě вăл кăмăллă сасăпа.
Хут кайăка кам вěçтерсе янине ачасем курмасăрах пулман. Вăл каламасăрах паллă. Анчах – тěлěнмелле – вěсем пурте, çăвара шыв сыпнă пек, пěр сасă та кăлармарěç.
«Мěнле-ха апла? Пěлеççě – каламаççě? – пăшăрханса илтĕм. – Хыçалта ларакансем курнах ěнтě».
– Ну, ачасем, мěншěн каламастăр? Е хут кайăк хăй тěллěн вěçсе килчě-и? – татах ыйтрě Агния Петровна.
Класс шăпăртах.
Эпě Витя енне тайăнтăм, хăлхаран шăппăн ыйтрăм:
– Эсě паян кам аллинче те пулин хут кайăк курнă-и?
– Переменăра Ваня Сарбаев вěçтеретчě...
Ваня Сарбаев тăваттăмěш класра иккěмěш çул ларать. Чи пуçтах ача вăл. Нимěн каланине те итлемест. Унран тем те кěтме пулать. Уйрăммăнах ашкăнма юратать. Вěренме пуçланăранпа эрне те çитмен-ха, вăл класри ачасемпе тӳпелешме те, хăшне-пěрне макăртма та ěлкěрчě. Хут кайăка та вăлах вěçтернě. Ун пирки йккěленме те кирлě мар.
Эпě ирěксěрех каялла çаврăнатăп, чи хыçалти парта хушшинче ларакан Ваня Сарбаев çине пăхатăп. Ах, пулать те-çке ача! Ларасса та вăл, вěренекен ача пек мар, хăйне тěллĕн уйрăммăн кукăрăлса, хутланса ларать. Ваня патмар хул-çурăмлă, класри ачасенчен чи çӳллěреххи, чи вăйли.
Çавăнпа та ачасем Ваня Сарбаевран хăраççě, ун çинчен каласа пама тăхтаса тăраççě. Анчах хамăр çитменлěхе учительницăран пытарнипе тěрěс тăватпăр-и-ха эпир? Çапах та хут кайăка кам вěçтерсе яни çинчен нихăшě те каласа памасть. Мана тата, отряд совечěн председательне, çакăншăн питех те лайăх мар.
Пěрре эпě, ура çине тăрса, хут кайăка кам вěçтерсе яма пултарни çинчен каласа парас патнех çитрěм. Тепри ман вырăнта çапла тăватчě те пулě. Анчах пуç тавра шухăшларăм та ун пек туни лайăх мар пулнине тавçăрса илтěм. Куçпа курманни çинчен епле калăн-ха? Вăл пионерла ěç туни пулмасть. Теплерен тěрěс мар пулсан, Ваня Сарбаева тарăхтарса яратăп тата хама курайми тăватăп кăна. Пирěн, пионерсен, вěреннě чух та, каннă вăхăтра та пěр тěллев – пěрле вěренекен ачасене пулăшса пымалла. Çапла вěрентет пире Агния Петровна та.
– Сарбаев, мěншěн эсě урок пынă вăхăтра хут кайăк вěçтерсе ятăн? – терě Агния Петровна, ун çине тӳррĕн пăхса.
Ваня Сарбаев тěлěннě пек пулчě. Вăл хěсěкрех хăмăр куçне чарса пăрахрě, ирěксěртен тенě пек ура çине тăчě, ачасем çине, сăмаха тытма асăрхаттарса пулас, куç айěпе сиввěнрех пăхса илчě, вара тин чăрсăррăн çапла каларě:
– Эпě нимěнле кайăк та вěçтермен, кам вěçтерсе янине те курман!
Ку мана çав тери тěлěнтерчě. Вěренекен ача çакăн пек тавăрса калани, паллах, килěшӳсěр. Вăл учительницăна хисеплеме, хăвна пионерла тытма пěлманнине кăна кăтартать.
Эпир Агния Петровнăна юрататпăр. Вăл, ăшă кăмăллă. Нихçан та ăна кăшкăрса калаçнине, тарăхса кайнине курман эпир. Вăл кашни ачапа чунтан калаçма сăмах тупать. Çавăн пек учительница умěнче мěнле-ха куçран ӳкěн? Пирěн класри ачасем те лайăхрах вěренме, дисциплинăллă пулма тăрăшаççě.
Агния Петровна пире пěрремěш класран пуçласах верентет. Паянхи пек йěркесěрлěх нихçан та пулман. Ăна Агния Петровна та курман. Хут кайăка никам та мар, Ваня Сарбаев кăна вěçтерме пултарнă.
– Сарбаев, – терě каллех Агния Петровна, – пионера вырăнсăр ашкăнни те, киревсěр ěç тунине йышăнманни те килěшмест. Вăл отрядри пур пионерсене те варалани пулать. Çавăнпа та эпě сана халех класри ачасенчен каçару ыйтма сěнетěп.
Ваня Сарбаев хăйěн сăмахě çинчех тăчě:
– Эпě нимěнле кайăк та вěçтермен!
– Тунасах тетěн-и?
Ваня пуçне пěшкěртрě те, хаярланса кайнă вăкăр пек, куç айěпе сиввěн пăхса тăчě.
– Хăвăн йăнăшна тӳрě кăмăллăн йышăнма хăюлăх çитерейместěн, эппин? Анчах, Сарбаев, санăн çакна шута илес пулать: эсě ăна отрядри пионерсенчен пурпěрех пытараймастăн. Вăл тăрă шыв çине тухатех...
Шăнкăрав шăнкăртатрě. Уроксем пěтрĕç. Агния Петровна пире чарса тăмарě. Эпир класран кěпěрленсе тухса кайрăмăр.
ПĂРЧĂКАН
Пĕррехинче Анюк ашшĕ ир-ирех лаша кӳлсе килчĕ. Анчахрах ыйхăран вăраннă Анюк ун патне чупса пычĕ.
– Атте, ăçта каян? – ыйтрĕ вăл, ашшĕне куçран пăхса.
– Паян Типвара чул турттарма каятăп.
– Мана та илсе каятăн-и? Манăн та пырас килет. Эпĕ урапа çине чул тиеме пулăшăп, – вĕткеленсе калаçрĕ Анюк.– Ну, атте, илсе каятăн-и?
– Тем тумалла ĕнтĕ, – иккĕленнĕ пек пулчĕ ашшĕ.– Чулĕсем пысăк-çке. Эсĕ вĕсене çĕклейместĕн.
– Эпĕ, атте, пĕчĕк чулĕсене тиесе парăп,–хăйĕн сăмахĕ çинех тăчĕ Анюк.
– Аçуна питех те пулăшас килет иккен? Илсе каймаллах пулĕ.
Амăшĕ те хирĕçлесех каймарĕ.
– Ашшĕ, санăн Анюка илсе каясах пулать, – терĕ вăл. – Укçа тени çичĕ чул айĕнче выртать-çке-ха.
Хĕрача амăшĕн сăмахне ăнланаймарĕ.
– Укçа мĕнле çичě чул айĕнче выртма пултартăр? – ыйтрĕ вăл.
– Ну, нумай чул турттаратăр, укçи те нумай пулать. Укçа нумай пулсан, сана чипер çипуç илсе паратпăр, – ăшшăн кулса ăнлантарчĕ амăшĕ.
– Эпĕ чул турттарма каятăп! Аттене пулăшатăп. Анне мана чипер çипуç илсе парать! – хĕпĕртесе кайрĕ Анюк.
Анюкăн ашшĕ кашни çулах çул сарма чул нумай кăларать. Кайран ăна автомашина е трактор пыма пултарнă вырăна лашапа турттарать.
Вĕсен Типвара каяс çулĕ уй урлă выртать. Анюк ку таранччен уйра тем чухлех пулса курнă. Анчах хальхи пек иркӳлĕм, тата урапа çине ларса, нихçан та тухса курман. Вăл паян питех телейлĕ.
Анчахрах çĕкленнĕ хĕвел хĕртсе пăхать. Çулăн икĕ енĕпе кĕр тыррисемпе çуртрисем ешерсе лараççĕ. Анюк вĕсене ытараймасăр пăхать. Тырă, ирхи сывлăмпа шăрçаланнăскер, симĕссĕн те кăваккăн йăлкăшса çуталать. Сывлăмне вара пĕрчĕн-пĕрчĕн пуçтарас, çинçе çип çине тирсе ярăмлас, ума çакса ярас килет. Мĕнлерех шăрçа ярăмĕ пулмалла!
Уйри кайăксене те Анюк паянхилле пĕрремĕш хут курать.
Пĕтĕм янкăр тӳпе тăри юррипе янăраса тăрать. Çĕршер тăри пĕр харăс юрланăн туйăнать.
Анюк, сар тутăрлă пуçне каялла тайса, таврана, тӳпене вĕçĕмсĕр тинкерет. Унăн тăрие курас килет. Мĕнле вĕçет, мĕнле юрлать вăл?
– Акă, куртăм, куртăм! – сасартăк савăнса кайрĕ Анюк.
– Мĕн куртăн? – ыйтрĕ ашшĕ.
– Тăрие! Авă вăл вĕçсе хăпарать, – аллипе тĕллесе кăтартрĕ Анюк. – Тĕлĕнмелле чипер юрлать!
– Çулла пулнăшăн хĕпĕртет, – терĕ ашшĕ.
Анюк тăрие куç вĕçертмесĕр пăхрĕ. Ай, мĕнлескер вăл! Ян-ян янăракан шăнкăрав пек тăрлата-тăрлата, çунаттисене васкамасăр çапа-çапа хăпарать. Тӳпере кăшт чарăннă пек пулать. Унтан тăрлатма пăрахать те, çунаттисене пуçтарса, çĕрелле чул пек ярăнса анать. Ытла та хăрушă-çке!
– Ай, атте, тăри ӳксе вилет! – хăранипе ашшĕ хулĕнчен ярса тытрĕ Анюк. – Чул пек анать...
– Ан хăра, хĕрĕм, – терĕ ашшĕ лăпкăн. – Тăри ӳксе вилмест. Вăл юрла-юрла хăпарнă хыççăн кăштах сывлăш çавăрса ямалăх канать. Ну, пăх-ха, ӳкмерĕ вĕт.
Тăри парка шăтса тухнă çуртри çине çитес чухне сасартăк çунаттине сарчĕ те темиçе хутчен çапса илчĕ, унтан малалла вĕçсе, Анюкпа ашшĕ пыракан çултан инçе те мар калча ăшне ларчĕ.
– Атте, тăри ӳксе вилмерĕ! – хĕпĕртерĕ чунтанах Анюк.
– Хăрарăн-и? – ыйтрĕ ашшĕ.
– Вăл чул пек ӳкет те. Хăрарăм çав...
Умра тепĕр тăри вĕçсе хăпара пуçларĕ. Хăй вĕçĕмсĕр тăрлатать. «Тăр-тăр, хăвăртрах тăр. Эпĕ кăвак шуçăмлах тăнă, эсĕ те тăр!» – тенĕнех туйăнать Анюка тăри юрри.
– Эпĕ паçăрах тăнă. Эпĕ ыйхă чăпти мар, – терĕ Анюк савăнăçлăн.
Ашшĕ хĕрачи çине ăшшăн пăхса кулчĕ.
Анюк уй урлă каçнине сиссе те юлмарĕ. Часах вĕсем Типвар хĕррине çитрĕç. Çырми тарăн. Анас çулĕ те чăнкă. Анюк çавна курчĕ те пăлхансах кайрĕ.
– Атте, эпĕ хăратăп. Эпĕ урапа çинчен анатăп, – терĕ вăл, вырăнта ларма пĕлмесĕр. – Лашана чар. Эпĕ халех анатăп.
– Ан хăра, хĕрĕм, – терĕ ашшĕ лăпкăн. – Эпĕ лашана çавăтса анатăп. Эсĕ ман вырăна тилхепене тытса пыр. Ну, килĕшетпĕр-и çапла?
– Ай, атте, эпĕ çавах хăратăп, – терĕ Анюк, пăлханса.
– Хăрама кирлĕ мар. Питех те лайăх анатпăр, – лăплантарчĕ ашшĕ. – Пирĕн Амур – ăслă лаша. Вăл çырмана аннă чухне нихçан та чупмасть.
Анюк хăра-хăра тилхепене тытрĕ те урапа çине лайăхрах юсанса ларчĕ.
Амурĕ, чăнахах та, ăслă лаша иккен. Вăл тарăн çырмана питех те асăрханса анчĕ. Анюк хĕпĕртесе кайрĕ те, сумкăран пĕр чĕл çăкăр илсе, лаша умне пычĕ, ăна хыптарчĕ.
– Эсĕ, Амур, ăслă лаша, – терĕ вăл, лашана тутинчен лăпкаса. – Сана татах çăкăр парам-и?
– Халлĕхе çитет, – терĕ ашшĕ. – Куратăн-и, хĕрĕм, пирĕн çырмаран мĕн чухлĕ чул хăпартмалла! Кайран çитерĕпĕр тата.
Чулне вара ашшĕ нумай кăларнă. Пит те нумай. Хăйăрлă чăнкă çыранта чул куписем йĕркеренех лараççĕ.
– Атте, мĕн чухлĕ чул! – тĕлĕннĕ пек те, хăранă пек те пулчĕ Анюк. – Хăçан турттарса пĕтеретпĕр эпир ăна?
– Паян турттаратпăр, ыран турттаратпăр. Йăлтах турттарса пĕтеретпĕр, – терĕ ашшĕ. – Халь эпĕ пĕччен те мар. Эсĕ пулăшатăн. Иккĕн иккĕнех. Мана самаях çăмăл пулать.
Ашшĕ лашана çула май çавăрса тăратрĕ. Умне утă хурса пачĕ. Часах ĕç пуçланчĕ. Ашшĕ пысăк чулсене çĕкле-çĕкле хучĕ. Анюк вĕтĕреххисене урапа çине ывăтрĕ. Вăраххăн пулин те, урапа тулсах пычĕ.
Сасартăк чул купи варринчен кайăк йăви тухрĕ. Ана вĕтĕ-вĕтĕ курăкран питех те чипер çавăрса тунă. Йăвара пĕчĕкçĕ чĕпĕсем лараççĕ. Вĕсем, сарă тутине карса, мăйне тăсаççĕ. Паллах, амăшĕ апат парасса кĕтеççĕ.
Кайăк йăвине малтан кураканĕ Анюк пулчĕ.
– Атте, кунта кайăк чĕпписем пур! – пĕлтерчĕ вăл, савăнса кайса. – Мĕнле кайăк чĕпписем вĕсем?
Ашшĕ калама васкамарĕ. Юнашар тăракан хĕрачин пуçне аллипе тытсах сылтăмалла çавăрчĕ те çывăхра канăçсăр çӳрекен пĕр кайăк çине кăтартрĕ. Кайăкĕ вăрăм ураллă, шупка кăвакрах тĕслĕ. Çурăмĕ çинче, вăрăм хӳри çывăхнерех, ик-виçĕ çурма хура ункă палăрать. Хырăм айĕпе пичĕ шурă. Сăмси вăрăм. Пуç тĕпекки, пĕчĕкçĕ çĕлĕк хурса янă евĕр, хурарах. Янах айĕ вара хуп-хурах. Пĕчĕк хура саппун çакса янă тейĕн.
Анюк ун пек кайăка курнă, ятне те пĕлет.
– Пăрчăкан, – терĕ вăл.
– Йăвари чĕпĕсем çак кайăкăн чĕпписем, – пĕлтерчĕ ашшĕ.
– Атте, пăрчăкан мĕншĕн йывăç çинче йăва çавăрмасть?
– Пăрчăкан – çырма-çатра кайăкĕ. Пăх-ха эсĕ ăна. Çӳрессе те вăл çырмари пĕчĕкçĕ юханшыв хĕррипе çӳрет.
– Апла вăл шыв кайăкĕ? – тĕлĕннĕ пек пулчĕ Анюк. Çавăнтах тата хăйне канăç паманнине тĕпчерĕ: – Атте, кала-ха, пăрчăкан мĕншĕн чул купи варрине йăва çавăрнă?
– Пăрчăкан – ăслă кайăк, – ăнлантарчĕ ашшĕ. – Çавăнпа вăл пытанса йăва çавăрать, чĕпписене те пытанса кăларать.
– Камран пытанать?
– Куккук кайăкран.
– Ма куккук кайăкран пытанать?
– Ай, тĕпчевçĕ! – самант аптăранă пек пулчĕ ашшĕ. – Куккук вăл хăй чĕпĕ пусса кăлармасть, чĕппине те хăй пăхмасть. Вăл урăх кайăк йăвине çăмарта туса хăварать те, лешĕ вара ăна пусса кăларать, мĕн çитĕнсе çитичченех çав мăнттай кайăка тăрантарса пурăнать.
– Уй, мĕнле кахал кайăк вăл куккук! – пăшăрханнă пек пулчĕ Анюк. – Эпĕ ăна юратмастăп.
– Куккук кахал кайăк мар. Пит те ĕçчен кайăк. Çапах вăл чĕпĕ те пусса кăлармасть, ăна пăхса та ӳстермест.
– Мĕншĕн? Мĕн тăвать апла вăл?
– Йывăçсене сиен кӳрекен хурт-кăпшанкăсене пуçтарать. Йывăçсене хăрасран сыхлать. Çавăнпа вăл чăн-чăн вăрман тухтăрĕ шутланать.
– Апла куккук та лайăх кайăк?
– Питех те усăллă кайăк.
Анюк йăва çывăхне пычĕ, пăхнăран пăхрĕ.
– Атте, пăх-ха, пăх! – сасартăк хĕпĕртесе кайрĕ вăл. – Пĕчĕкрен те пĕчĕк чĕпĕсем. Анчах мĕн тери тирпейлĕ вĕсем. Йăви тап-таса. Тĕлĕнмелле!
– Пăрчăкан тирпейлĕ те таса кайăк, – ăнлантарчĕ ăна ашшĕ. – Çавăнпа тирпейлĕ те таса хĕрачана пăрчăканпа танлаштараççĕ.
– Атте, эпĕ пăрчăкан пек-и? – хавхаланса калаçрĕ Анюк.
– Эсĕ ман чăн-чăн пăрчăкан, – мухтарĕ ашшĕ хĕрачана. – Аннӳ те сана тирпейлĕ те таса пулнăран çапла чĕнет.
Хĕпĕртесе кайнă Анюк сиккеле пуçларĕ.
– Эпĕ пăрчăкан пек пулатăп, эпĕ пăрчăкан пек пулатăп! – савăнчĕ вăл.
Сасартăк Анюк чарăнса тăчĕ, шухăша кайнă пек пулчĕ, унтан йăва патне пычĕ те чĕпĕсене ачашланçи турĕ.
– Ай, пĕчĕкскерсем! – терĕ вăл хĕрхеннĕ сасăпа. – Халь капла мĕнле пурăнăр? Сире çăхан-хурчăка та тытса кайĕ...
– Хĕрĕм, ытлашши ан хурлан, – терĕ ашшĕ, Анюка çурăмĕнчен лăпкаса. – Йăвине эпир урăх çĕре куçарăпăр. Вара амăшĕ чĕпĕсене лайăхах пăхса çитĕнтерĕ.
– Апла йăвана халех куçаратпăр-и?
– Халех.
Ашшĕ, тимĕр кĕреçепе чул купи çывăхĕнчи çырана чавса, вырăн хатĕрлерĕ, виçĕ енне виçĕ лаптак та сарлака чул тăратрĕ, тĕпне вакрах чул сарчĕ. Вара, чĕпĕсен йăвине илсе, çавăнта майлаштарса хучĕ.
Анюк та ашшĕпе пĕрле вĕткеленчĕ.
– Ай, пĕчĕкскерсем, çĕнĕ çĕрте мĕнле пурăнăр? – пурпĕр шикленсе калаçрĕ Анюк.
– Йĕркеллех пулать. Эпир йăва çине çакăн пек лаптак чул хурăпăр. Вара хĕвел те пĕçертмест, çумăр шывĕ те каймасть. Лайăх пулать вĕт çапла, Анюк?
– Лайăх, лайăх, – хĕпĕртерĕ хĕрача.
– Умне те чул хурса тухăпăр. Амăшне кĕрсе тухмалăх пĕчĕк шăтăк хăварăпăр.
– Капла питех те лайăх пулать-çке, – пушшех савăнса кайрĕ Анюк.
Лава тиесе çитерсен, ашшĕ, тилхепене тытса, лашана вырăнтан тапранма хушрĕ:
– Ну, Амур, кайрăмăр...
Анюк çырма тĕпне пĕччен юлчĕ. Вăл малтан пăрчăкана куçран вĕçертмесĕр сăнарĕ. Унăн пăрчăкана хăйĕн чĕпписем патне ярас килчĕ. Анчах вăл çывăха вĕçсе пымарĕ-ха.
– Пăрчăкан, пăрчăкан, – йыхăрчĕ Анюк, – сана пĕчĕк чĕпĕсем кĕтеççĕ. Кĕрсе тăрантар вĕсене.
Çук, пăрчăкан ăна итлемерĕ, çаплах вĕçсе çӳрерĕ. Юлашкинчен чăтса çитереймерĕ курăнать, çĕнĕ çĕре куçарнă йăва патне вĕçсе пычĕ-пычех, анчах – те Анюкран хăрарĕ? – йăвана кĕрсе тухмарĕ, малалла вĕçсе кайрĕ.
– Пăрчăкан, пăрчăкан, эсĕ манран ан хăра, эпĕ сана тивместĕп, – терĕ Анюк ачашшăн. – Чĕппӳсене кĕрсе тăрантар. Е манран хăратăн-и? Хăратăн пулсан, эпĕ аякка кайса тăрăп.
Анюк йăваран чылай аякка кайса тăчĕ, пăрчăкана куçран вĕçертмесĕр сăнарĕ. Ай, ăслă кайăк! Вăл çакна кăна кĕтнĕ иккен. Пăрчăкан çавăнтах йăва çывăхне вĕçсе пычĕ, чул çине ларчĕ, кăвакрах вăрăм хӳрине пĕрре усса, тепре çĕклесе, унталла-кунталла пăха-пăха илчĕ.
– Пăрчăкан хăйĕн чĕпписене тупрĕ! – сасартăк хĕпĕртесе кайрĕ Анюк. – Мĕн пăхса тăратăн? Кĕр чĕппӳсем патне. Вĕсем эсĕ апат пырса çитерессе кĕтеççĕ вĕт...
Пăх-халĕ ăна! Пăрчăкан Анюк каланине итлерĕ. Вăл çавăнтах чĕпписем патне кĕрсе кайрĕ.
– Тупрĕ, тупрĕ пăрчăкан хăйĕн чĕпписене! – савăнчĕ Анюк. – Халь сан чĕппӳсем выçса вилмеççĕ. Лайăхах çитĕнме пултараççĕ.
Анчах пăрчăкан йăвара нумай тăмарĕ – тухрĕ те вĕçсе кайрĕ.
«Аçта васкать вăл? Мĕншĕн чĕпписене ачашласа йăпатмасть?..» – ăнланмасăр тăчĕ Анюк.
Çав вăхăтра ашшĕ чул пушатса таврăнчĕ.
– Атте, пăрчăкан хăйĕн чĕпписене тупрĕ! – пĕлтерчĕ Анюк, сиккелесе. – Анчах йăвинче нумай тăмарĕ. Кĕчĕ те çийĕнчех тухрĕ.
– Апла чĕпписем валли апат шырама васкарĕ пулĕ, – ăнлантарчĕ ашшĕ.
– Эпĕ вĕсем валли йăва çывăхне çăкăрпа тăпăрчă тĕпретсе паратăп. Апат çывăхрах пулать. Ăна шыраса та çӳреме кирлĕ мар. Пăрчăкан çав апата чĕпписене çитерме пултарать. Атте, çапла тăвам-и?
– Парса пăх, – килĕшенçи пулчĕ ашшĕ. – Анчах сан апатна çийĕç-ши вĕсем?
Анюк апат-çимĕç чиксе килнĕ сумкăран çăкăрпа тăпăрчĕ илчĕ, вĕсене пăрчăкан йăви умĕнчи чул çине тĕпретсе пачĕ. Вара ашшĕне чул тиеме пулăшма тытăнчĕ.
Чул тиенĕ чух та, тиенĕ лавпа ашшĕ Типвар хĕррине хăпарса кайсан та, Анюк пăрчăкана куçран вĕçертмерĕ. Хăй панă апата пăрчăкан чĕпписене çитерессе кĕтрĕ. Анчах тĕлĕнтермĕш кайăк вăл панă апата сăхмарĕ.
– Атте, пăрчăкан эпĕ панă апата чĕпписене çитермест, – пăшăрханса пĕлтерчĕ ашшĕне Анюк. – Мĕншĕн çитермест? Апла вĕсем выçса вилеççĕ-çке.
Ашшĕ ăшшăн кулса илчĕ.
– Пăрчăкан хурт-кăпшанкăпа, шăна-пăванпа тăранса пурăнать. Чĕпписене те çав апата çитерет ĕнтĕ, – ăнлантарчĕ вăл. – Çавăнпа эсĕ панă апата хăй те çимест, чĕпписене те çитермест.
– Мĕнле-ха апла? – ăнланмарĕ Анюк.
– Çапла, хĕрĕм, – терĕ ашшĕ. – Кашни кайăкăн хăйĕн апачĕ.
Малтанласа пăрчăкан аякра вĕçсе çӳрерĕ. Анчах вăраххăн-вăраххăнах вăл Анюка та, унăн ашшĕне те хăнăхса çитме пуçларĕ пулмалла. Вăхăт каçалана сулăннă тĕлелле хайхискер çывăхрах вĕçсе-утса çӳрерĕ. Анюк ăна ытараймасăр сăнать. Мĕнлерех вĕçет вăл! Йăр-йăр ярăнса килет. Çырмари пĕчĕкçĕ юханшыв хĕррине анать те сике-сике малалла иртет. Чарăнса тăрсан тата мĕнлерех! Вăрăм кăвак хӳрине пĕрре усать, тепре çĕклет. Ку Анюка питех те илĕртсе пăрахрĕ. Вăл пăрчăкана хăйĕн кайăкĕ вырăнне хурса юратрĕ, ăна сăнаса пурăнчĕ.
Анюк кашни кунах, ирхине чул турттарма пырсан, чи малтан пăрчăкан чĕпписем патне васкарĕ. Лешсем вара, Анюк йăва çывăхне пĕшкĕнсенех, сарă тутисене карса, малалла туртăнаççĕ. Вĕсем, паллах, амăшĕ çитрĕ, тутлă апат парать тесе кĕтеççĕ ĕнтĕ. Анчах çавăнтах, амăшĕ пулманнине курса, пăшăрханнă пек лăпланса лараççĕ, хура шăрçа пек пĕчĕкçĕ çутă куçĕсемпе хĕрача çине пăхаççĕ.
– Ай, пăрчăкансем, – тет вара Анюк, чĕпĕсене хĕрхенсе, – ман сире валли апат çук-çке. Эсир эпĕ панă апата çиместĕр. Акă аннĕр вĕçсе килет те сире тутлă апат çитерет. Эсир манран ан хăрăр. Эпĕ сире урăх чăрмантармастăп. Эпĕ каятăп...
Çапла Анюк чĕпĕсене эрнене яхăн сăнарĕ. Çак хушăра ăна пăрчăкан лайăхах хăнăхса çитрĕ. Вăл унăн çывăхĕнчех вĕçсе-утса çӳрерĕ. Тепĕр чухне алла кăнтарса тытас пекех çывăхра пулчĕ. Пĕрре мар ачашшăн йыхăрса та пăхрĕ хĕрача. Çук, кайăк ун аллине пымарĕ.
Пĕррехинче Анюка ашшĕ çапла пĕлтерчĕ:
– Хĕрĕм, чĕпĕсем çитĕнсе çитрĕç. Амăшĕ вĕсене çывăх кунсенче йăваран вĕçтерсе кăларать. Мĕнле вĕçтерсе кăларнине курма тăрăш.
– Аçтан пĕлетĕн? Вĕсем пĕчĕккĕ-çке, – ĕненесшĕнех пулмарĕ Анюк.
– Çитĕнсе çитнĕ. Çавăнпа калатăп та, – хирĕç таварчĕ ашшĕ. – Мана ĕненместĕн пулсан, пăрчăкан чĕпписене тепĕр хут кайса пăх. Танлаштар. Малтан мĕнлерех пулнă, халь мĕнлерех?
Анюк пăрчăкан йăви патне кайрĕ те чылайччен пăхса тăчĕ. Унтан савăнăçлăн ашшĕ енне çаврăнчĕ.
– Атте, чĕпĕсем çитĕнсе çитнĕ, – пĕлтерчĕ вăл.
– Мĕнле пĕлтĕн?
– Пĕлтĕм çав. Питех те лайăх пĕлтĕм, – терĕ Анюк, хавхаланса. – Чĕпĕсен тутисем те халь малтанхи пек сарă мар. Вĕсен тĕкĕ те шăтнă...
– Апла пулсан, кĕтсех тăр. Вĕсене амăшĕ паян-ыранах йăваран вĕçтерсе кăларать.
Анюк савăнăçлăн хăлаçланчĕ.
– Эпĕ пăрчăкан чĕпписене вĕçтерсе кăларнине куратăп! Мĕн тери лайăх! Вĕсем ман куç умĕнче çитĕнсе çитрĕç!...
Ашшĕ, хĕрачан кăмăлне тăвас шутпа, нихçанхинчен те иртерех кӳлсе пычĕ Амура. Чул турттарнă çĕре те вĕсем иртерех çитрĕç. Анюк, урапа çинчен ансанах, пăрчăкан йăви патне васкарĕ. Анчах унăн кĕтни, ĕмĕтленни çитмерĕ – йăвара пăрчăкан чĕпписене кураймарĕ. Аптăранă енне йăва çине хунă лаптак чула илсе тăратрĕ. Вăр-çаврака йăва пуш-пушах, унта пĕр чĕпĕ те çук.
«Эх, ыйхă чăпти, – пăшăрханса илчĕ Анюк. – Пăрчăкан чĕпписене йăваран вĕçтерсе кăларнине те кураймарăм...»
– Атте, чĕпĕсем çук, – хурланса пĕлтерчĕ вăл.
– Кулянатăн-и?
– А-хă. Кураймарăм вĕт йăваран вĕçтерсе кăларнине.
Сасартăк ашшĕ савăннă пек пулчĕ.
– Анюк, пăх-ха çӳлелле! Çавсем сан пăрчăканусем мар-и? Теплерен сана тав тума килмерĕç-и?
Çавăнтах Анюкпа унăн ашшĕ çийĕпе питех те çывăхран çичĕ-сакăр пăрчăкан ярăна-ярăна иртрĕ.
– Ку ман пăрчăкансем, ку ман пăрчăкансем! – терĕ Анюк юрланă пек савăнăçлăн. – Лайăх пурăнăр! Сывă пулăр!..
Пăрчăкансем мĕн куçран çухаличченех Анюк пĕчĕкçĕ аллипе сулса тăчĕ.