ПИРЕН ОТРЯД

Медведев Алексей Фомич

    

 

ТУПМАЛЛИ

 

Пирĕн отряд

 

Хут кайăк

Эпир хăравçăсем мар

Пионер мухтанмасть

Аннесене пулăшатпăр

Кĕтмен хыпар

Ваня Сарбаевсем патĕнче

Отряд советĕнче

Йышран уйрăм пулма йывăр

Мухтава тивĕçлĕ ĕç

Парне

Ваня шăна тытать

Малтанхи хут ĕç хушни

Иван Ивановнч кăмăлсăр

Класра «иккĕ» паллă илекен пĕр ача та çук

Пысăк ĕмĕт

 

Калавсем

 

Пĕчĕк Виктор

Йĕлтĕр туйи

 

ПĔЧĔК ВИКТОР

 

Калав

 

Пĕррехине кӳршĕ ачисем, Ваньăпа Пашка, вăрмана кăмпана кайма хатĕрленнĕ. Çакна Виктор та илтнĕ. Вăл амăшĕ патне чупса пынă та хăйне кăмпана яма ыйтнă. Амăшĕ ярасшăн пулман.

Эсĕ пĕчĕккĕ. Вăрманта çухалса та кайăн, – тенĕ вăл.

Анне, яр мана кăмпана. Эпĕ çухалмастăп. Эпĕ нумай кăмпа пуçтарса килетĕп, – йăлăннă Виктор.

Эсĕ кутăн ача. Вăрманта итлемен тата макăракан ачасем часах çухалса кайма пултараççĕ, – тенĕ амăшĕ.

Эпĕ итлетĕп, эпĕ макăрмастăп, – ĕнентернĕ ача.

Апла пулсан, юрать. Амăшĕ, яр эсĕ Виктора кăмпана, – килĕшнĕ ашшĕ.

Ашшĕ пĕчĕк пĕрне илсе кĕртсе панă та, Виктор юлташĕсемпе кăмпана тухса кайнă.

Ваня, Пашка тата Виктор вĕçĕ-хĕррисĕр сарăлса выртакан хыр вăрманне пырса кĕнĕ. Хырĕсем пысăх та çӳлĕ пулнă, вĕсен симĕс лăссисем пĕтĕм тӳпене хупласа тăнă, хутран-ситрен кăна вĕсен витĕр хĕвел кулса илнă.

Пынă-пынă вĕсем вăрманпа, вĕсен çулĕ çинче пĕр шăна кăмписем кăна хăйсен сарăрах хĕрлĕ те паттăн-паттăн шурă шĕпенлĕ шлепкисемпе хитреленсе ларнă.

Ку кăмпана çиме юрамасть. Ку кăмпа ухмаха ертет, – вĕрентнĕ Ваня, пуринчен те пысăкрах ача.

Çавăнпа та вĕсем мĕн тĕл пулнă пек шăна кăмписене урисемпе тапса сирпĕнтернĕ. Хăйсем çимелли кăмпасем шыраса вăрмана шалтан шала кĕнĕ.

Часах Ваня пĕр пĕчĕк чăмăр евĕр хăмăр кăмпа тупнă та юлташĕсене чĕнсе илнă.

Ку кăмпа шурă кăмпа пулать. Чи тутлă кăмпа. Вăл шаритлесен какайран та тутлăрах. Çисех вилмелле. Çăк кăмпана пуçтарăр. Пăхăр – вăл çĕрĕк çулçă тĕслĕ. Çакăн пек çамрăккисем çулçă айĕнче çитĕнеççĕ. Çавăнпа нумай чухне çулçă мăкăрларах тăракан çĕре шырăр, – тенĕ Ваня.

Унтан вăл Пашкăпа Виктора çак кăмпана чĕрĕллех тутантарса пăхтарнă. Чăнах та, кăмпине пĕçермен пулин те, унтан лайăх тутлă шăршă кĕнĕ. Тата унăн ашĕ шап-шурă та, какай пекех, тачка пулнă.

Виктор çак кăмпана курсан, ăна çупа та хăймапа шаритлесе çиесси килнĕ. Вăл, тутлă апата аса илсе, чĕлхипе тути хĕррине çуласа илнĕ. Çавăнпа унăн, çак кăмпана нумайтарах пухса, амăшĕ умĕнче мухтанас шухăш пырса кĕнĕ.

Вара вĕсем, пĕрне-пĕри курмалларах сапаланса, шурă кăмпа шыраса утнă. Чăнах та, ку кăмпасем кунта тĕл пулкаланă, анчах сахалтарах тупăннă. Çапла вĕсем, кăмпа шыраса, вăрмана шалтан шала кĕнĕ. Кунта вара çул та, сукмак та пачах пулман. Пĕр вĕçĕмсĕр вăрман тăсăлнă.

Хутран-ситрен вĕсем пĕр-пĕрне курăнмалла марах уйрăлса кайнă. Ун пек чухне вĕсем пĕр-пĕрне чĕнсе сасă панă. Ах, тамаша, Викторăн телей пурах иккен! Вăл пĕр тÿремрех вырăнта пит те нумай кăмпа тĕл пулнă. Пурте шурă кăмпасем тата, çитменнине, пурте Ваня кăтартнă пек, пĕчĕкрех çамрăк та çирĕп кăмпасем! Виктор хыпалансах кăмпа пуçтарма тытăннă.

Виктор, Виктор! – çав вăхăтрах кăшкăрнă Ваньăпа Пашка.

Виктор хирĕç чĕнмен. Вăл, юлташĕсем пырса, хăй татас кăмпана татасран шикленнĕ.

Ак пĕрнене тултаратăп та, тепре чĕнсессĕнех, вĕсем патне тухатăп, – тенĕ Виктор хăй ăшĕнче.

Вăл чĕркуçленсе ларсах кăмпа пуçтарнă.

Мĕн пек лайăх кăмпасем. Кун пеккисене Ваньăпа Пашка тупаяс çук. Ах, ан килччĕрех. Эпĕ татассине те татĕç вĕсем, – шикленерех хăй тĕллĕн калаçнă Виктор.

Ваньăпа Пашка татах Виктора чĕннĕ. Виктор хирĕç сасă паман. Вăл хăй ăшĕнче, унăн юлташĕсем ун патне пыманнишĕн хĕпĕртесе, кăмпасене татса пĕрнене тултарнă.

Ваньăпа Пашка татах Виктор тесе чĕннĕ, анчах хальхинче чылаях инçетрен кăшкăрнă вĕсем, çапах та Виктор вĕсене хирĕç сасă паман.

Таçтах инçете каймĕç-ха. Ак тепре кăшкăрсанах эпĕ вĕсем патне тулли пĕрне кăмпа тултарса тухатăп, – тенĕ хăйне хăй Виктор.

Часах Виктор пĕрнене кăмпапа тултарнă. Пĕрнери кăмпасем çине хăй пăхса хăй савăннă. Мĕн пек ырă кăмпасем! Таврара та шăпах. Кайăксем те юрланă. Виктор чĕнмен. Вăл хайне юлташĕсем чĕнессе кĕтне. Анчах хальхинче Ваньăпа Пашкăн сасси илтĕнмен.

Виктор сасартăк таврана тинкерсе пăхнă. Вăрманта пĕр вĕçĕмсĕр пысăк та çӳлĕ хырсем пĕлĕтелле кармашнă, хĕвел те курăнман. Виктор шикленнĕ пек пулнă та:

Ваня, Пашка! – тесе кăшкăрса янă.

Халь Ваньăпа Пашка хирĕç сасă паман. Татах кăшкăрнă Виктор. Никам та сасă паман. Виктор хăраса ӳкнĕ. Вара вăл пĕрнине хыпаланса çурăмĕ хыçне çакнă та паçăр хăйне чĕннĕ еннелле утнă. Час-часах вăл юлташĕсене чĕнсе кăшкăрнă. Лешсем сасă паман. Виктор чупма пуçланă. Юлташĕсем, çĕре путнă пекех, çухалнă.

Виктор чупнипе тарланă, хытах ывăнма пуçланă, çурăмĕ хыçĕнчи пĕрни те йывăрлансах пынă, хулпуç-çийĕсем касса ыраттарнă. Вара вăл пĕрнери кăмпана çуррине ирĕксĕрех тăкнă. Ку та пулăшман, пĕрне çав çавах хулпуççине хытăран хытă каснă.

Часах вăрман тĕттĕмленнĕ – тӳпене хура пĕлĕтсем хупласа илнĕ. Çавăнтах çиçĕм çиçнĕ, аслати кĕмсĕртетнĕ. Ытла та хăрушă пулнă. Виктор çав-çавах, хăй ăçта кайнине пĕлмесĕр, вăрман тăрăх пĕр тĕлсĕр чупнă. Юлашкинчен вăл пĕр тункатаран такăнса ӳкнĕ те юлашки кăмписене те тăкса янă. Халь вăл кăмпасене пуçтарса тăман, пĕрнине йăтнă та татах малалла чупнă. Лăп çак вăхăтра пĕтĕм вăрман çутăлса каймалла çиçĕм çиçнĕ, çĕр çурăлса каймалла аслати кĕмсĕртетнĕ. Сасартăк çумăр тăкса янă. Пĕтĕм тавра тĕттĕмленсе килнĕ, нимĕн те курăнман. Виктор çухăрса макăрса янă та пĕр пысăк хыр кутне хутланса выртнă.

Виктор такам хăйне чĕннине илтнĕ. Вăл, ĕненмесĕр, сывлама чарăнсах итленĕ. Чăнах та, йăнăшман-мĕн. Сасă ăна чĕннĕ. Вара вăл савăннипе ура çине тăнă та сасă еннелле чупнă. Часах вăл плащпа пĕркеннĕ старике курнă. Вăл, юмахри пекех, кăвак сухаллă пулнă. Виктор ун патне чупса пынă та:

Мучи, эсĕ ман юлташсене курмарăн-и? – тесе ыйтнă.

Куртăм, куртăм, ачам. Вĕсем мана сана шырама ячĕç. Эпĕ кунта вăрман хуралçи пулатăп, – тенĕ старик, кăвак сухалне шăлкаласа.

Чăнах-и?

Чăн пулмасăр. Ак часах эпĕ сана вĕсем патне илсе тухатăп. Кĕтеççĕ вĕсем сана.

Старик ача çине пăхса ăшшăн кулнă.

Кăмпа тупаймарăн-и-им эсĕ? – ыйтнă старик.

Нумай тупнăччĕ те – тăкса ятăм, – тенĕ Виктор, пуçне усса.

Уншăн ан хуйхăр, юлташусен кăмпа нумай. Вĕсем сана та пай туса парĕç. Лайăх ачасем вĕсем, – лăплантарнă старик.

Виктора юлташĕсем савăнса кĕтсе илнĕ.

Виктор, эпир сана темиçе хутчен те чĕнсе кăшкăртăмăр. Мĕншĕн хирĕç чĕнмерĕн? – ыйтнă Ваньăпа Пашка.

Сасартăк Виктор ĕсĕклесе макăрса янă.

Ваня, пăх-ха, Викторăн пĕрни те пуш-пушах, пĕр кăмпа та çук, – тенĕ тĕлĕнсе Пашка.

Уншăн, Виктор, кулянма кирлĕ мар. Пирĕн кăмпа нумай – пĕрне туллиех, сана валли те çитет, – тенĕ Ваня.

Часах Ваньăпа Пашка Виктора хăйсен чухлĕ кăмпа валеçсе панă. Вара вĕсем, вăрман хуралçине тав туса, çул çине тухнă. Хĕвел хĕртсе пăхнă, пĕтĕм тавра янкăр симĕс çутăпа йăлкăшса çуталнă, кайăксем чĕвĕлтетсе юрланă. Ачасем савăнăçлă пулнă. Вĕсем юрланă. Виктор та юрланă, вăл та юлташĕсем пек пулма тăрăшнă.