Пирӗн юрӑ

Полорусов-Шелеби Николай Иванович



Тупмалли

ЧĂВАШ СĂВВИ
ÇУРКУННЕ

ТĂРИ ЮРРИ

ШĂНКĂРЧ
ÇŸÇЕ

ПАНУЛМИ ЧЕЧЕКĔ

ЧĔКЕÇ
САРКАЙĂК
ШĂПЧĂК
ХĔВЕЛÇАВРĂНĂШ
ПЫЛ ХУРЧĔ
УЛА КУРАК ЮРРИ
УПА
КАШКĂР
ТИЛĔ ТУС
АЧА ЧУХ
ТУМА ПУЛНА—ТĂВĂПĂР
ПИРĔН ЮРĂ

 

Чăваш сăвви

 

Авал, патша пур чухне

Пирĕн чăваш ялĕнче,

Вăрттăн çĕрте, пытанса,

Йăвашланса, вăтанса,

Пĕр саркайăк пурăннă

Вăл имшерккен курăннă.

Ăна чăваш ваттисем,

Çĕрне-кунне пĕлмесĕр,

Хĕлĕн-çăвĕн ĕçлесе,

Хырçă-марçă тӳлесе,

Хĕрӳ ĕçре, туйсенче,

Уявсенче, уйсенче,

Ачашласа усранă

Юнлă патша тарçисем,

Ăна сума сумасăр,

Çӳреме çул памасăр,

Хуласене ямасăр,

Ним вырăнне хумасăр,

Кулса тăнă хурласа.

Халĕ ĕнтĕ çав кайăк

Хулара та пурăнать,

Таçти çĕршывсенче те

Вутăн-хĕмĕн курăнать.

Сасси чипер юрлама,

Юрри лайăх итлеме;

Революци ырлăхне

Хăй тытăнчĕ ĕнерме.

Юрла, юрла, саркайăк,

Шăпчăк сас пек сассупа?

Санăн юнна ĕçекен

Тăшман сăнни хуçăлчĕ!

Сана ирĕк янрама, –

Аслă тĕнче уçăлчĕ!

 

Ҫуркунне

 

Акă епле çуркунне!

Хĕвел хытă пĕçертет,

Вут хунă пек шăратса

Сивĕ юрă пĕтерет.

 

Кулса тăнă евĕрлĕ

Хĕвел пăхать çуталса;

Сивĕ йĕрсе, çухăрса,

Тарать куççуль юхтарса.

 

Кĕпĕрленсе, кĕрлесе,

Сĕлтĕшленсе, шăранса,

Йăлтăр-йăлтăр курăнса,

Çырмасенче пăр каять;

 

Шăкăлтатса калаçса,

Шăнкăртатса, шавласа,

Пĕр-пĕрне хăваласа

Пыра-пыра капланать.

 

Сăртсем, тусем, çеремсем

Уйсем – колхоз хирĕсем,

Симĕс пустав витĕнсе,

Хатĕрлеççĕ çимĕçсем.

 

Пур çĕрте те чăр та чăр,

Кайăк сасси илтĕнет;

Хура вăрман, çеçенхир

Пурçăн тумтир тăхăнать.

 

Тăри юрри

 

Колхозниксем акара,

Ташла-ташла юрлатăп –

Чарăлтатать çут тĕнче!

Çу шăраннă евĕрлĕ

Шăрантарап сăввăма,

Савăнтарап сассăмпа.

 

Ҫӳҫе

 

Пур йывăçран маларах

Эп чечеке ларатăп,

Çут пурçăн пек шап-шурă

Шурă кăчкă кăларап.

 

Хĕл сиввинчен хăраса,

Тĕттĕм çĕрте пурăнса,

Халран кайнă пыл хуртне

Малтан эпĕ чĕртетĕп.

 

«Çĕрте ăшă çуркунне!

Тутлă сĕткен ĕмĕртеп –

Тух хăвăртрах, ылтăн хурт,

Пĕчĕк пӳртĕнтен!» – тетĕп.

 

Панулми чечекӗ

 

Юлташăмсем,тусăмсем,

Çуркуннехи илемсем,

Çĕр çийĕнче ӳсекен

Йывăç-курăк, чечексем,

Ман çийĕме пăхăр-ха!

Пурçăн чаршав витнĕ пек

Витрĕм улма йывăçне,

Чечек айне хăвартăм

Чаплă шăпчăк сăвăçне.

Колхозсенчи садсене

Ырă шăршă тултартăм,

Мĕнпур ачи-пăчине

Тутлă улма çитерĕп.