ПИРӖН ЯЛ АЧИСЕМ

Афанасьев Егор Афанасьевич



    ТУПМАЛЛИ

Мускав сукмакӗ
Улюнапа Кулюна
Таса чун
Пӗрре, хӗллехи каҫ

Мускав сукмакӗ

Хăмла çырличчĕ ун чухне!..
Ача-пăча эшкерĕ
Мĕн чул çырла пуçтарнине
Кам шутласа пĕтерĕ!

Шип-шип сасси сар пăчăрсен
Ларма памасть пире, –
Эпир тытасшăн, ачасем,
Чупатпăр вĕтлĕхре.

Вак шĕшкĕлĕх çапать питрен,
Такăнтарать турат.
Парасшăн мар– те пĕчĕкрен? –
Чĕппе вăл пытарать.

Пĕр кунхине çапла чупса
Кĕçех çĕтсе кайман.
Пĕр ансăр сукмака тухсан,
Пăхатпăр çав кăн-кан...

Пĕр çын пырать.
Çук, лесник мар.
Ку– вăрманти ялтан.
Вăл тухнă-мĕн çула кайма,
Алра ун чăматан.

– Эй, ачасем! – чĕнет пире,
Ян-ян-н! тет вăрманта.–
Канатăп эп те пур пĕрех,
Пуçтарăнăр кунта!

Çав тер ма пăшăхнă вара
Е тартăр упаран?

– Эпир хуçа ку таврара,
Çук шиклĕх никамран...
Пĕр пăчăр чĕппине хуса
Чупаттăмăр эпир...

– Паян пăчăр яшки туса
Çиесшĕнччĕ, эппин?..
Ырхан вăл халь, чечен,
Ан тивĕр, пурăнтăр кĕрччен.

– Инçе каятăр-и? –
Эпир ыйтатпăр пиччерен.

– Нумай пĕлесшĕн-çке эсир? –
Кулать вăл пирĕнтен –
Каятăп Мускава, ĕçпе...

Эпир куçа чарса
Тăратпăр пур ушкăнĕпе,
Кĕтсе мĕн каласса.

– Мĕскер пăхатăр ман куçран
Е ĕненес килмест?

Кулла чаратпăр çав аран:
– Пичче, шӳтлетĕн эс...

Сукмак ку Мускава каймасть.
Çитет те ял пуçне –
Сана вăл урăх кирлĕ мар,
Тухан мăн çул çине...

– Ав, мĕншĕн ĕненес темен?
Ай-вай, шăпăрлансем!..
Мускав сукмакĕ вăл килтен
Тухать пире илсе.

Пур вак сукмак, пур мăн çулсем –
Пит йышлă çĕршывра...
Çитеççĕ Мускава вĕсем
Юлашкинчен вара.

Çав çулсенчен пĕри вăл – ак,
Эпир тăран сукмак.
Сыв пулăр, ачасем, васкас,
Каçчен станца тухас...

Епле сукмак илемлине
Кама ĕнентерес?
Тек пăчăра тивменнине
Кама халь пĕлтерес?

Çырла çие-çие, пĕрле
Мĕн пур ушкăнĕпе
Эпир те килтĕмĕр киле
Мускав сукмакĕпе.

Улюнапа Кулюна

Асăрха эс Кулюна, –
Амăш хушрĕ Улюна,
Улюн пур тесе, шанса,
Кайрĕ хăй ĕçе тухса.
– Мĕн тăвас ман санпала? –
Улюн усрĕ ик алла.
– Кулюн, эсĕ виççĕре,
Вулама-çырма вĕрен.
Эп пулам вĕрентекен,
Эсĕ пул вĕренекен, –
Кулюна чернил парать,
Тетрадьне умне хурать:
– Çыр ак çакă сăмаха,
Эп кайран килсе пăхап. –
Пĕр сăмах çырса парса,
Улюн утрĕ пăрăнса.
Виç çулхи вĕренекен
Куç илмест шур хут çинчен.
Самантра вĕр-çĕн тетрадь
Аслă шухăшпа тулать.
Ак пĕр йĕр йĕрлет– пăхать:
Ку, паллах, ун çул пулать.
Ав, лере вара вăрман –
Вăрман çулçă кăларман.
Ак чернил кĕленчине
Вăл лартать хут хĕррине.
Çĕн страницă вăл уçать –
Чернил ӳпĕнет каять.
Çапла вăрман варринче
Кӳлĕ пулчĕ тăчĕ те!..
Улюн лартрӗ вут çине
Сĕт тултарнă савăтне.
Ахаль вăхăт иртнĕрен
Пит аван сĕт вĕретсен.
Пычĕ пăхрĕ кантăкран:
«Выляма паян аван!»
Кам ку? Нина ку пырать,
Уçрĕ кантăк, кăшкăрать:
– Нина, Нина! Ан васка!
Пĕр сăмах калап, ан кай!..
Тĕл пулман пек халиччен
Туссем тăчĕç чылайччен.
Сĕчĕ тарчĕ ун тухса,
Шăллĕн пĕтрĕ ĕç туса.
Аса илчĕ кĕç Улюн:
Килте сĕт вĕрет-çке ун!
Кĕрет Улюн васкаса,
Пăхать савăтне пырса.
Сĕтрен пĕр тумлам юлман,
Шăллĕ те ахаль ларман:
Палăрмаççĕ пичĕсем,
Курăнмаççĕ пӳрнисем.
Улюн пирĕн тарăхать,
Шăллĕне вăл кăшкăрать:
– Ху та пĕтнĕ сăрланса,
Сĕт те тарнă сан тухса.
Эс кахал, ăнман ача,
Хушнине туман пачах.
Чим вăт, килтĕр-ха анне,
Ну, лекет те ун чухне.
Килчĕ амăшĕ килне,
Хирĕç чупрĕ: – Ах, анне!
Кулюн пĕртте итлемест,
Кăшт та тăп ларма пĕлмест!
Амăш çаврăнчӗ пăхса,
Хăвăрт илчĕ тавçăрса:
– Айăп-сарăп аякра,
– Улюн хĕрĕм, ан шыра.
Хăв пĕлнĕ пулсан ларма,
Хăймăттăн ӳпкев тума.
Улюн тăчĕ тĕлĕнсе:
– Мĕншĕн айăплă? – тесе.