Пирӗн вӑйӑ карти

Ижендей Николай Петрович

    



Тупмалли

 

Пирн вăйă карти

Ака уйăхĕ

«И шыв юхать, шыв шăнкăртать…»

Куракпа ҫерҫи
Ҫуркунне

Шăнкăрч

Ҫавал ҫинчи ҫумїр

Хĕвел
Тумлам

Хĕвел ҫаврăнăшсем

Ўкерчĕк

Ҫулҫăсем

Вăрманта

Анне
Калаҫу

Кам ĕҫсе ярать шыва?

Йăкăнат ҫил ҫуначĕ

Аслати
Юмах ен

Вĕренў

Хĕвĕл тĕттĕмленсен

«Кĕрхи тўпе - вĕҫ-хĕрсĕр улăх…»

Кăсăя

«Лăпкă тăман тухрĕ каҫхине…»

Асамат кĕперĕ

Шурă лĕпĕш

Мулкач

«Сăрт-ту мăнаҫлăхне ăмсантăм…»

Тинĕс хумĕ

Ӗмĕт

Пан улми

Атăл чĕлхи

 

Тихапиӗрн вӑйӑ карти

 

Сар хӗвелӗ йӑлкӑшать,

Ачаш ҫилӗ вӑркӑшать,

Пире лайӑх вӗренме,

Савӑнса кулса-ӳсме.

 

Уҫӑ сасӑ ян каять,

Шкул пахчине янратать,

Килӗр вӑйӑ картине,

Ваҫук тӑтӑр варрине.

 

Аллуна та вылятан,

Уруна та хускатан,

Пултаратпӑр юрлама,

Юрла-юрла ташлама.

 

Ваҫук, хӑвна мӑшӑр туп,

Ташланӑҫем алӑ ҫуп,

Эх, илемлӗ-ҫке ташши,

Юратать сана кашни!

 

Шӑранать вӑййи-кулли,

Ҫут малашлӑх - куҫ тулли.

 

Ҫуркунне

 

Вӑйлӑ-ҫке ҫурхи хӗвел йӗрки:

Вӑратать ҫӗре вӑл ыйхӑран.

Унӑн ылтӑн-кӗмӗл пайӑрки

Пуҫтарать хӗл ларнӑ шур юра.

 

Шӑнкӑр-шӑнкӑр шывӑн ачисем,

Сар хӗвел тивертнӗ ҫиҫӗм пек,

Таврана сапса хӗрӳ хӗлхем

Ҫырмана чупаҫҫӗ иртенпех.

 

Сас килет асамлӑ тӳперен:

«Тӑвансем, чипер хӗл каҫрӑр-и?» -

Ыр сунса ҫапла ыйтать пиртен

Васкаварлӑн таврӑннӑ тӑри.

 

Кашни ҫыншӑн халь тӑван кӗтес -

Ҫут ҫанталӑк пӳртӗнчи тӗпел.

Мӗн калас савӑннипе, мӗн тес?

Тав сана, ытарайми хӗвел.

 

Тумлам

 

Пӑт-пӑт!

Пӑт-пӑт!

Пӑт-пӑт-пӑт тумлать тумлам,

Хӗвелрен калать салам.

Пурте пысӑк пулӑр тет,

Пултаруллӑ пулӑр тет.

 

Пӑт-пӑт!

Пӑт-пӑт!

Пӑт-пӑт-пӑт тумлать тумлам,

Кил тет, тусӑм, ыталам.

Тӳпере кӗпер хывам,

Кӗпер айӗн кӑларам.

 

Пӑт-пӑт!

Пӑт-пӑт!

Пӑт-пӑт-пӑт тумлать тумлам,

Ешерет ҫурхи урам.

Сарӑ кайӑк савӑнать,

Шӑпчӑк юрӑ шӑратать.

 

Пӑт-пӑт!

Пӑт-пӑт!

Пӑт-пӑт-пӑт тумлать тумлам,

Уялла чӗнет тумлам.

Кӗпер айӗн тухӑр тет,

Ӑраскаллӑ пулӑр тет.

 

Калаҫу

 

- Атте, пит сивӗ-ҫке тулта паян,

Ҫил уҫҫинче кӑштах тӑрсан

Кӗҫех юр кӗлетке пулан...

 

- Ҫапла. Анчах та салтаксем

Хӑйсен посчӗсенчех тӑраҫҫӗ.

Сыхлаҫҫӗ ҫӗршыва вӗсем,

Пӗри те ӑшӑ шырамаҫҫӗ.

 

- Атте, ытла та шӑрӑх-ҫке паян.

Вӗри хӑйӑр ҫине выртсан

Ӳтӳ кӗҫ пиҫсе кайӗ сан...

 

- Ҫапла. Анчах та салтаксем

Хӑйсен посчӗсенчех тӑраҫҫӗ.

Сыхлаҫҫӗ ҫӗршыва вӗсем,

Пӗри те сулхӑн шырамаҫҫӗ.

 

- Атте, сив ҫумӑр ислетет паян,

Тӑкать пуль тӗпсӗр каткаран -

Тухан кӑна - лачкам пулан.

 

- Ҫапла. Анчах та салтаксем

Хӑйсен посчӗсенчех тӑраҫҫӗ.

Сыхлаҫҫӗ ҫӗршыва вӗсем,

Пӗри те хӳтлӗх шырамаҫҫӗ.

 

Юмах ен

 

Ку мен ҫӗршывё?

Юмах ен!

Камсен ҫӗршывӗ?

Ачасен!

 

Кунта ик арӑслан

Ҫӗре антарнӑ хӗвеле,

Кӑнтӑрлапа ялан

Унпа выляҫҫӗ пӳскелле.

 

Кунта кам аслӑ?

Ачасем!

Камсем хаваслӑ?

Ачасем!

 

Кунта шур упаран

Кашни ача илет парне:

Пире вӑл шӑнасран

Парать хывса хӑй кӗрӗкне.

 

Камсем юрлаҫҫӗ?

Ачасем!

Камсем ташлаҫҫӗ?

Ачасем!

 

Кунта мулкачӑсем

Пан-пан ҫапаҫҫӗ параппан,

Слонсем те тӗвесем

Утаҫҫӗ харӑс хыҫалтан.