Пирӗн вӑйӑ карти

Ижендей Николай Петрович

    



Тупмалли

 

Ака уйăхĕ

И шыв юхать, шыв шăнкăртатать
Хĕвел

Пирĕн вăйă карти
Аслати
Ҫавал ҫинчи ҫумїр

Тиха

Сăрт-ту мăнаҫлăхне ăмсантăм
Хĕвелҫаврăнăшсем
Чапаев палăкĕ
Вăрманта

Кĕрхи тўпе - вĕҫ-хĕрсĕр улăх

Калаҫу
Кам ĕҫсе ярать шыва?

Асамат кĕперĕ
Атăл чĕлхи

Ҫулҫăсем

Хĕвел тĕттĕмленсен

Кăсăя

Лăпкă тăман тухрĕ каҫхине

Пул ĕҫпе ялан тăван
Андриян килсен

Улăп пилĕ

 

Хĕвел

 

Сиксе тухрӗ пӗр пӳске,

Йӑлтӑр-йӑлтӑр ҫутӑскер,

Вӑл вӗҫет-ҫке кунӗпех,

Йӑл кулать анне пекех.

 

Ҫупӑрлать чунтан мана

Ҫав вӗри пӳске ӑшши.

Пӗлеймерӗм эп:

Ӑна

Кам тапса хӑпартнӑ-ши?

 

Аслати

 

Тӳпене сӑнать ача:

Хыврӗҫ пӗлӗтрен мачча.

Хыврӗҫ васкасах. Вара

Ӗҫ пуҫланчӗ маччара.

 

Йӑлтӑр-йӑлтӑр!

Йӑлтӑртик!

Хӑнтӑр-хӑнтӑр!

Хӑнтӑртик!

 

Мӗн тӑваҫҫӗ?

Пиччесем

 

Кустараҫҫӗ

Пичкесем,

Шыв кӳреҫҫӗ.

Мӗн тума?

Вӑйлӑ ҫумӑр ҫутарма.

 

Çавал ҫинчи ҫумăр

 

Килчӗ ҫумӑр пӗлтермесӗр,

Систермесӗрех,

Карӑнчӗ, пир кумнӑ евӗр,

Тӳперен ҫӗре.

 

Капӑр хӑюсем вӗҫеҫҫӗ

Вут-хӗм кӑларса,

Хӑю мар ку, ҫутӑ ҫиҫӗм -

Йӑлтӑркка ӑса.

 

Мӑн Ҫавал - тавралӑх

чапӗ -

Тулнӑҫем тулать,

Кӑкӑр ӗмекен ача пек

Хир шыва сӑхать.

 

Ҫумӑр малалла васкарӗ.

Ҫӗн улачине

Хӗвелпе типмешкӗн ҫакрӗ

Кӳршӗ ял ҫине.

 

Хĕвелҫаврăнăшсем

 

Çавра пуçĕсене усса

Ирччен канасӑн

Хӗвел тухсассӑн пит ҫуса

Сап-сар ҫӳҫӗсене тураҫҫӗ.

 

Кун каҫипе ҫӳл тӳпене

Куҫ сиктерми пӑхса лараҫҫӗ,

Хӗвел пулма ӗмӗтленен

Хӗрачасем пек туйӑнаҫҫӗ.

 

Чапаев палăкĕ

Ун пӗр пайӗ - харсӑр ҫилҫунат,

Ҫивчӗ хӗҫӗ - унӑн тепӗр пайӗ.

Малалла пӗр шиксӗр ыткӑнать,

Аркатать тӑшмансене Чапаев.

 

Вӑл ялан ҫапла куҫ умӗнче,

Ҫавӑн пек ларать палӑк ҫинче те

Пӗлӗ ҫавӑн пек ӑна тӗнче

Халӗ те, ситес ӗмӗрсенче те.

 

Учӗ мӗншӗн, тейӗр. Ҫӳреме.

Хӗҫӗ мӗн тума-ши? Ҫӗнтерме.

Ма хӗҫне чикмест вӑл? Ма тесен,

Тӑшмансем пӗтмен-ха советсен.

 

Вăрманта

 

- Ан хумхан, хурама, ан хумхан,

Ҫаралатӑн, илемсӗр юлан.

Ав, юман, ҫумӑнти утаман,

Чип-чипер ларать, ҫулҫӑ тӑкман.

- Эй, тӑванӑм, мӗскер калаҫан:

Хам ҫинчен эп нихҫан шутламан,

Ҫирӗп, паттӑр пулинччӗ юман, -

Пурнӑҫ ӗмӗчӗ тулӗччӗ ман.

 

Кам ĕҫсе ярать шыва?

 

Атӑл хӗррине хӑйпе пӗрле

Илсе кайре ашшӗ Петӗре.

Тӗмӗн-тӗмӗн ӳснӗ шур хӑва

Сӑнаса ларать тӳлек шыва.

Сарӑ хӑмӑр хӑйӑра чавса

Лакӑм турӗ Петӗр васкаса.

- Тултарап та, - тет, - витрепеле,

Килсе курӑр ман ҫавра кӳлле...

Ҫиччӗ...

Саккӑр...

Ывӑнчӗ ача,

Кӳлӗ шутламасть тулма пачах.

Каласам, тархасшӑн, шур хӑва,

Кам ӗҫсе ярать унти шыва?

 

Атăл чĕлхи

 

Хумсем ҫапаҫҫӗ ҫырана

Чӑл-пар! Чӑл-пар!

Сасси кӗрет ман хӑлхана:

Ҫул пар, ҫул пар!

 

Эй, Атӑл! Пур-ҫке сан ҫулу,

Чуптар, чуптар.

Пур сан киммӳ, пур сан

суллу, -

Юхтар, юхтар!

 

Куратӑп иксӗлми вӑйна:

Чӑл-пар! Чӑл-пар!

Тин ӑнланатӑп эп сана:

Ӗҫ пар, ӗҫ пар!

 

Андриян килсен

 

Ҫӳлте ҫӳретпӗр пурте халӗ, -

Курнаҫҫӗ ҫывӑх ҫӑлтӑрсем,

Мухтавлӑ космос генералӗ

Унти ҫинчен каланӑҫем.

 

Ак антӑмӑр. Ҫупатпӑр алӑ,

Эпир каллех - ялта, клубра.

Йӑл-йӑл кулса тӑрать сӑпайлӑн

Тӗнчешӗн паллӑ ҫын умра.

 

Мӗскер кӑна ыйтса пӗлмеҫҫӗ

Ентешӗмсем паян унран.

Тӳлеккӗн хуравлать вӗҫевҫӗ,

Кашни сӑмах тухать чунран.

 

Пӗр кинеми пырсах тӗсерӗ

Кӑкӑр ҫинчи ик ҫӑлтӑра.

- Кусем ҫӳлтисемех-и? - терӗ,

Куҫран пӑхса вӑл паттӑра.