Ĕçпе ĕç хатĕрĕсем
Загадки, пословицы, поговорки
Ĕç—пурнăç тыткăчи, теççĕ.
Еç ĕçлемесĕр ÿсĕнмест, теççĕ. Ÿркенмен ăста пулнă, тет.
Калаçассине сахал калаç, ĕçлессине нумайрах ĕçле, теççĕ.
Япалана шухăшламасăр ан ту, теççĕ.
Васканă ĕç лата килмест, теççĕ.
Юлхавăн куçĕ ĕçкĕ çинче, теççĕ.
Юлхавăн куллен уяв, теççĕ.
Ахаль ларсан, алăсăр-урасăр çынпа пĕрех.
Ĕçлеме ÿркенекен хăйĕн пуçне çухатнă, теççĕ.
Паян тумалли ĕçе ырана ан хăвар.
Çуллахи кун хĕле тăрантарать.
Тумлам çине тумлам — кÿлĕ пулать, улăм çине улăм — ура пулать, пĕрчĕ çине пĕрчĕ — йĕтем кăшăлĕ пулать.
Пĕр çын вăйĕ — эрĕм ути, эртель вăйĕ — йĕлме туни.
Нумай çывракан ыйхинчен киленнĕ, тет; мр тăракан ĕçĕнчен киленнĕ, тет.
Пăшалсăр, вĕшлесĕр мулкач тытма ан ĕметлен; ĕçлесе çăкăр çиме ĕмĕтлен, теççĕ.
Тыткала пĕлмен ал-уран чĕрни вĕçне шăрпăк кĕнĕ, тет.
Тăпра акса, тырă илме çук.
Мĕн акнă, вăл шăтать.
Тăрăшмасан, пулла та шывран кăлараймăн.
Пĕр пуçпа—ыйхă касма, эртельпе—вăрман касма.
Ĕçлесе çисен çăкăр та тутлă, тăрансан пыл та йÿçĕ. Ĕçлекен вилмест, теççĕ; çывраканăн вилĕмĕ çухрăмра тăрать, теççĕ.
Ир тăракан тулă пĕрчи тупнă, тет.
Ирхи ĕç малалла каять, тет.
Пуç тавра шухăшламасăр ĕçе ан тытăн, теççĕ.
Ĕç хытă та, çапах та чикмест, теççĕ.
Çынна ĕç типĕтмест.
Кайри мала, теççĕ.
Кая юлсан, каю шăтать.
Каскаламасăр çĕçĕ аври те пулмасть, теççĕ.
Кирек мĕнле ĕç те ăстаран хăрать.
Куç хăрать, ал тăвать, теççĕ.
Алă пымасан, аллă çул выртать, тет.
Ахаль тăриччен кĕрĕк аркине те пулин йăвала, теççĕ.
Ансата кĕтекен хĕне юлнă, теççĕ.
Тимĕр—хĕрнĕ чух, тет; ĕç—вăхăчĕпе, тет.
Пĕр куна юлна ĕç пин куна юлнă, тет.
Ĕç йывăр хуйха та çĕклет, теççĕ.
Ĕçрен ан хăра, вăл хăй санран хăратăр.
Ĕçлемесĕр çурт пулмасть.
Ĕçлесе тупнă укçа виличченех тăрантарать.
Тимĕрçĕн пуртти катăк тет; çĕвĕçĕн сăхманĕ çĕтĕк, тет; каскалаканăн пÿрт ăшчикки пулса çитмен, тет.
Ал тунине пÿ çĕклет, теççĕ.

