Паттар ывале

Калган Александр Дмитриевич

    

Тупмалли

Паттăр ывăлĕ

Калавсем

Пĕчĕк сунарçă

Юр чăмаккисем

Ĕмĕт

Ырă ĕç

Вăйă

Пулăра

Панулми

Хаклă парне

ПАТТĂР ЫВĂЛĔ

Повесть сыпăкĕ 

Пулăшаканпа пĕрле

Арккаш, кил-ха кунта! Ĕç пур.

Вадик чĕннине илтсен, иртенпех пусма çинче ĕçсĕр тунсăхласа ларакан Арккаш пĕр самантрах урамалла тапса сикрĕ. Савăнăçлăн пырса тăчĕ вăл Вадик умне.

Эс ăçта кайнăччĕ? Пулла-и? Вăлту ăçта? Мĕншĕн Вадик аллинче вăлта аври мар, кăлай патакки? Халь никам та кăлайла вылямасть-çке.

Вадик яваплама васкамарĕ, вăл хăй Арккаша тĕпчеме пуçларĕ:

Эс ма килте ларатăн? Шыв хĕрринче пултăн-и?

Çук. Пĕччен кайма хушмаççĕ. Микуль та, Илькка та килте мар, лагере кайнă.

Пĕлетĕп, – пÿлчĕ Вадик, Микульпа Ильккана Артека кайма путевка параççĕ тенине аса илсе. – Эппин, эс тăлăха тăрса юлнă. Япăх сан пурнăçу. Эс вĕт вĕсем хыççăн, кантрапа кăкарнă йыт çури пекех,чупса çÿреттĕн.

Эп санпа та çÿреме пултаратăп. Хупа пĕрле пулла илсе каятăн-и мана?

Илсе кайма пулать... анчах пулла мар.

Аçта? Ку витрере мĕн пур сан?

Каялла сик, кирлĕ мар çĕре сăмсуна ан чик! – Вадик витрине çурăмĕ хыçне пытарчĕ. Ку сăмахсене калама ун аслашшĕ юрататчĕ, халь вĕсем шăпах кирлĕ вăхăтра аса килчĕç.

Эппин, мĕншĕн чĕнтĕн мана? – кÿренчĕ Арккаш. – Ĕç пур, терĕн ху.

Ĕçĕ – пур-ха вăл, пысăк ĕç. Анчах... – Вадик Арккашăн кăвак куçĕнчен чылайччен тинкерсе пăхса тăчĕ, унтан васкамасăр, çирĕп сасăпа ыйтрĕ: – Чăн-чăн шанчăклă тус пулма хал çитет-и сан?

Мĕнле «Чăн-чăн шанчăклă»? – ăнланаймарĕ Арккаш.

Тупа ту, ман вăрттăнлăха нихçан та, никама та каламастăп, тесе.

Мĕнле вăрттăнлăха?

Хе, епле чее вăл! Тупа тумасăрах пĕлесшĕн!

Тен, эсĕ усал ĕç тума шутланă...

Усал мар, усăллă ĕç!

Эппин, мĕншĕн тупа тутарасшăн эсĕ мана? Микульпа эпир тупа тумасăрах туслăччĕ, Ильккапа та, – парăнмарĕ Арккаш.

Эппин, туслашах вĕсемпе!

Вĕсем Артека кайнă çав. Атту пулсан...

Атту пулсан, эпĕ санпа çыхланас та çукчĕ, – чееленчĕ Вадик. – Вĕсене çеç пĕлтереттĕм хамăн вăрттăнлăха.

Вĕсем тупа тунă пулĕччĕç-и?

Паллах! Тупăшлă ĕç вĕт – укçаллă. Мана пулăшма килĕшсен, сана та пай лекет – çурри таран!

Вăрлама шут тытрăн-им? – хăраса укрĕ Арккаш.

Ухмах! Пионерсем вăрлаççĕ-им? Ан хăра, ун пек ĕç мар ку, таса ĕç. Хамăра та, колхоза та усăллă пулать.

Чăн-чăн пионер сăмахне паратна?

Паратăп.

Арккаш текех турткаланса тăмарĕ

Кăнтăр апачĕ хыçсăн Вадик Арккаша, питĕ сыхлануллă пулма асăрхаттарса, хăйĕн штаб-хварттерне ертсе кайрĕ

Асту! – пăшăлтатрĕ вăл. Эпир кунта çÿренине никам та курмалла мар.

Тир пухакан агент кашни тыркас тирĕшĕн утмăл пус тÿлетĕп терĕ. Тыркассене пĕтерме чи малтан санпа пуçлатпăр. Эпир, иксĕмĕр, вăрçăри разведчиксем пекех: тыркассем ăçта ытлараххине сăнатпăр, çак хушăрах, май килнĕ таран, пĕтеретпер вĕсене – мĕн чухлĕ нумайрах, çавăн чухлĕ пире лайăхрах. Ильккапа Микуль Артекран таврăнсан, каласа кăтартатпăр та, вĕсем пирĕн çинчен «Пионерская правда» хаçата çыраççĕ. Вĕсем юнкорсем вĕт. Тавçăрса илтĕн-и халь?1

Тавçăртăм! Питĕ вирлĕ пулать! Пултаратăн çав эсĕ, яланах мĕн те пулин шухăшласа кăларатăн!

Вадикăн илĕртÿллĕ сăмахĕсем Арккаша савăнтарса, çĕклентерсех ячĕç. Вадик хăй паян тытнă пĕртен-пĕр тыркас тирне сÿнĕ чух, вăл ăна вĕçне çитичченех питĕ тимлĕн пулăшса тăчĕ. Тепĕр кунне вĕсем ирхине ирех сунара тухса кайрĕç...

Вадикпа Арккаш пĕрле сунара çÿреме пуçланăранпа сисĕнмесĕрех пĕр эрне иртрĕ ĕнтĕ. Анчах вĕсем пурĕ те вунпĕр тыркас çеç тытма ĕлкĕрчĕç-ха. Вадик шучĕпе Арккашран шанчăклă помощник пулаймарĕ. Чăн та, пĕрле шыв йăтма ÿркенсе тăмасть вăл, ку тĕлĕшрен ĕç чылаях çăмăлланчĕ. Анчах Арккаш тыркассенчен ытла та хăрать. Ăна пула, алла лекес миçе тыркас тарса хăтăлчĕ! Çапах та помощник, епле пулсан та, помощниках ĕнтĕ, тупăша пур пĕрех унпа çурмалла тумалла, çапла калаçса татăлнă вĕт. Çурмалла? Вадик чухлĕ ĕçлет-им вăл? Пĕр тыркаса та вĕлерсе курман-ха вăл, шыв йăтма пулăшни çеç. Пулăшать-ши? Тен, витре хăлăпне ячĕшĕн çеç тытса пырать? Тепĕр витрепе хăй пĕччен шыв йăтсанччĕ вăл! Шăтăкран тухнă тыркаса та хăех çапса кăнтарма пултарсанччĕ! Ун чух вĕсем хальхинчен икĕ хут ытларах тытнă пулĕччĕç. Ĕçсем кун пекех япăх пырсан, Максим Петрович килнĕ тĕле вĕсем вăтăр-хĕрĕх тиртен ытла хатĕрлеес те çук Çакă тарахтарать те Вадика. Ăçтан лайăх помощник тупмалла-ши? Ашшĕ ав... тьфу, сÿтĕк чĕлхе! Ашшĕ мар-çке, аçаçури. Ара çав, аçаçури кăна! Çапах та вăл кампа ĕç тумаллине пĕлетчĕ. Аякка çĕрулми сутма кайнă чух, вăл хăйне пулăшма яланах Африкана илетчĕ. Африкан - Улăп пек паттăр! Вăл пилĕкшер пăт çĕрулми тултарнă икĕ миххе пĕр харăсах икĕ хул хушшине хĕстерсе йăтатчĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ халь вăл колхоз тимĕрçинче йывăр мăлатукпа лаççа кисрентерет. Вадикăн çавăн пек вăйлă помощник пулсанччĕ! Ун пеккине ăçтан тупайăн Тата, помощник хăвăнтан вăйлăрах пулсан вăл сана пăхăнас та çук: арçын ачасем пурте хăйсем патттăр пулма юратаççĕ.

Вадик шухăша кайса урампа утса пырать. Акă вĕл шурă чĕнтĕр карнă виçĕ пысăк чÿречеллĕ çĕнĕ пÿрт умне çитрĕ. Ку – Веруксен килĕ. Мĕнле майпа ашшĕ-амашне систермесĕр, чĕнсе кăлармала-ши ăна? Эх юмахри пек асамлă вăй пулсанччĕ! «Çăрттан пулă хушнипе, эп ыйтнипе, Верук çак самантрах ман умра пултăр»,- тейĕччĕ те…

Ватинкка! Эс мĕн туса тăратăн кунта? илтĕнчĕ ун хыçĕнче палланă сасă.

Вадик кĕтмен çĕртен Верука курсан, çухалсах кайрĕ! Чăнах та, юмахри пекех-çке.

Эпĕ… сана кĕтетĕп, – мăкăртатрĕ вăл.

Верук пусаран шыв ăсса килет иккен. Икĕ тулли витре çакнă симĕс кĕвенте ăна пĕкĕрĕлтерсех лартнă.

Анчах Вадика ку мар, Верук пĕр харăс икĕ витре йăтса килни тĕлĕнтерчĕ «Мĕнешкел вăйлă вăл! Витрисем те пысăккă: тÿрех икĕ шăтăка шыв тултарса лартма пулать!» – шухăшларĕ вăл».

Вадик хĕрача çывăхнерех пырса тăчĕ.

Верук, – терĕ вăл,сассине хытарса, – ман санпа калаçмалли пур.

Мĕн çинчен? – ыйтрĕ хĕрача, витрисене çĕре лартса. Унтан вăл сапаланнă сар çÿçне ал лаппипе шăлса якатрĕ.

Укçа тăвас килет-и сан?

Мĕнле укçа? – тĕлĕнчĕ Верук.

Мĕнле пултăр, çынсенни пекех – чăн-чăн укçа. Ну, кала, килĕшетни? Вара – ыран ирех манпа пĕрле пыратăн!

Аçта?

Кивĕ масар патне.Анчах никама та ан кала – вăрттăн ĕç ку. Секрет!

Секрет? – Верукăн сенкер куçĕсем йăл-йăл çиçсе илчĕç. – Мул тупрăн-им?

Мул мар! – тарăхнăн аллине сулчĕ Вадик. – Нимĕнле мул та çук унта, ĕçлес пулать. Пĕлетни, тыркассем нумай унта. Вĕсене тытса тирĕсене сĕветпĕр те укçалла сутатпăр. Кашни тыркас тирĕшĕн утмăл пус параççĕ. Мана Максим Петрович хăй каларĕ.

Кам вăл Максим Петрович?

Тир хатĕрлекен агент. Тир пуçтарма вăл хамăр ялах килетĕп, терĕ. Анчах асту, эс никама та ан кала: ытти ачасем пĕлсен, тыркассене веçех тытса пĕтерĕç, пире валли юлмĕ те.

Тупнă секрет – тыркас тытакан! – кулса ячĕ Верук. – Эпĕ – чăнах путлĕ ĕç, тесе!