ПАРТИЗАН МУРАТ

Агаков Леонид Яковлевич

...Манас çук, каçарас çук!

(Партизансен тупи.)

Идет война священная,

Народная война!

(Юрă.)

Тул çутăлас умĕн «Фашизма – вилĕм!» текен партизансен отрячĕ çав тери çăра чăтлăха пырса кĕчĕ. Пĕр-пĕринпе çыхланса, юриех никам иртмелле мар тума тăрăшнă пек ӳсекен çатрака йывăç тĕмисем хушшипе пĕр километр пек кайса пысăк мар уçланка тухсан, малта пыракансем чарăнса тăчĕç. Çавна пула ыттисен те чарăнма тиврĕ. Мĕншĕн пĕр вырăнта тăнине пĕлменнипе, кайрисем малтисенчен пăшăлтатса ыйтса пĕлме тытăнчĕç:

– Мĕн пулнă?

– Мĕншĕн пĕр вырăнта тăратпăр?

– Дубов хушнă... Малалла каймастпăр, канатпăр...Чăнах та, отряда партизансен командирĕ Игнат Дубов чарса тăратнă. Кунти вырăнсене пит лайăх пĕлекенскер, вăл халĕ çак чăтлăха отряд валли чи шанчăклă вырăн тесе шутланă.

– Ирччен тăрар-ха, унтан мĕн тăвассине курăпăр, – тенĕ вăл, хăйĕн помощникĕсене – боевой расчетсен командирĕсене пухса. – Пĕр енчен, кунта питĕ улах вырăн, ним шиксĕр лăпкăн канма пулать, тепĕр енчен... эпир хамăртан малта мĕн пуррине питех пĕлместпĕр. Пирĕн васкасах çывăхри ялсене тĕрĕслесе пăхмалла. Кам пĕлет, тен, йĕри-тавра фашистсем шурлăхри çĕлен-калтасем пек йăшăлтатаççĕ. Ним чухламасăр пырса кĕнинчен сиен çеç пулма пултарать. Тĕплĕ разведка кирлĕ. Пӗр капкăнран хăтăлнă-хăтăлман теприне пырса кĕрес мар...

Виçĕ кун каялла, кĕтмен-туман çĕртен, отряд пĕр вăрманта нимĕç карателĕсем çине пырса тăрăннă. Карательсем партизансене виçĕ енчен çавăрса илнĕ, пулеметсемпе минометсенчен пере-пере тĕпсĕр шурлăх патнелле хĕссе пыма тытăннă. Тăватă сехет хушши кĕрленĕ сĕм вăрман. Нумай фашист салтакĕсене пĕтернĕ партизансем, анчах хăйсен юлташĕсене те чылай çухатнă. Лару-тăру çав тери йывăрланса çитсен вара шурлăх урлă каçса хăтăлнă. Çавăн хыççăн отряд, тăшманран аяккарах каяс тесе, виçĕ талăк хушши пĕр чарăнмасăр тенĕ пек, çулне-мĕнне пăхмасăр, çурçĕр-хĕвелтухăç еннелле куçнă. Çынсем калама çук ывăнса çитнĕ, пурте халтан кайнă. Çавăнпа та вĕсене питĕ лайăх кантармалла пулнă. Халĕ вĕсем валли шăпах çавăн пек канмалли меллĕ вырăн тупăннă ĕнтĕ...

Командирсем саланчĕç. Дубов хушнă пек – унта-кунта дозорсем кăларса тăратрĕç. Пĕрисем – хĕвеланăç енĕпе тăсăлакан тарăн çырма хĕррине, теприсем – вăрман варрипе пыракан «юпаллă çул» еннелле кайса вырнаçрĕҫ. Хурала кайманнисем кутамккисенчен, сумкисенчен çимеллисем кăларса çырткаларĕç те ушкăнăн-ушкăнăн вырнаçса выртрĕç. Тӳсме çук ывăнса çитнĕ çынсене вăрманти шăплăх темиçе самантранах йывăр ыйха путарчĕ...

Ытти пур партизансемпе пĕрле, отрядри чи çамрăк партизан Мурат Коршунов та – хурарах сăнлă, чăп-чăмăр питлĕ, пысăк куçлă та хулăнрах туталлă вунтăватă çулхи ача – пĕр лапсăркка тĕмĕ айне нимĕçсен плащ-палаткипе чĕркенсе выртрĕ. Часрах çывăрса каяс тесе, вăл выртнă-выртманах карттусне сăмси çине пусса антарса куçне хупрĕ. Анчах та темшĕн тăруках ыйхи килмерĕ унăн. Пилĕк минут, вуннă иртрĕ, унтан ытларах та... Çывăхра выртакан партизансенчен хăшĕ-пĕрисем хăрлаттарсах çывăрчĕç ĕнтĕ, хăшĕсем тĕлĕксем те курма пуçларĕç пулмалла, мĕншĕн тесен ăнланмалла мар уйрăм сăмахсем илтĕнкелерĕç. Мурат çывăраймарĕ. Унăн çамрăк пуçĕнче тĕрлĕ шухăшсем, асаилӳсем, юлашки кунсенче курнă уйрăм картинăсем çуралса тухса вĕçĕ-хĕррисĕр вăрăм çăмха çиппи пек тăсăлса пычĕç.

Аса илмеллисем унăн чăнах та нумай пулнă çав...

Виçĕ эрне ытла ĕнтĕ Мурат партизансемпе пĕрле çӳрет, вĕсемпе пĕр пурнăçпа пурăнать. Питĕ лайăх астăвать Мурат: нимĕç фашисчĕсем пирĕн Тăван çĕршыва тапăнни çинчен яла хăрушă хыпар çитсенех, унăн пиччĕшĕ Неçтĕр ялти нумай çамрăксемпе пĕрле Гжатска – хăйсен район хулине – тухса кайрĕ. Фронтран вăл икĕ çыру ячĕ те, урăх унран нимĕнле сас-хура та пулмарĕ. Тен, вăл çырнă та пуль, анчах унăн çырăвĕсем çитме пултарайман – яла нимĕçсем пырса кĕчĕç... Малтан, темиçе кун хушши, йĕри-таврара çĕре кисрентерсе тупăсем ухлатрĕç, кунĕн-çĕрĕн таçти ялсем çунни курăнчĕ, каç-каç пушар çути, пĕлĕт çине ӳксе, ăна юнпа сăрланă пекех хĕретрĕ... Халăх çĕрĕ-çĕрĕпе çывăрмарĕ, пăлханчĕ, ним тума пĕлмерĕ. Нумайăшĕ, тăван килĕсене пăрахса, çывхарса килекен фронтран аяккалла, хĕвелтухăçнелле, Мускав еннелле каясшăнччĕ, анчах ку ĕмĕт часах татăлчĕ.

– Халь тин ниçта тарса та хăтăлма çук, нимĕçсем пур çулсене те пӳлсе лартнă, – терĕç.

Кăна илтсенех, ялти вăйпиттирех арçынсенчен килте никам та юлмарĕ, всем пурте темле пĕр харăс çухалчĕç. Унтан, пĕр питĕ илемлĕ уяр ирхине, ял çийĕнче хура хĕреслĕ икĕ самолет хурчкасем пек явăнма тытăнчĕç.

– Нимĕçсем! – кăшкăрчĕ тахăшĕ. – Пытанăр, тарăр!..

Тĕрĕсех иккен. Ял çийĕнче пĕр-иккĕ çаврăнсанах самолетсен çунаттисем айĕнчен бомбăсем тăкăнма тапратрĕç. Вăрăммăн, хăрушла ӳлесе анчĕç вĕсем çĕрелле, хăлхасене хупласа лартмалла шартлата-шартлата çурăлчĕç. Калама çук хăраса ӳкнĕ ялти халăх ăçта кирлĕ унталла чупрĕ. Пĕр тăруках темиçе киле вут хыпса илчĕ, виç-тăватă çурт кĕмсĕртетсе ишĕлсе анчĕ. Çынсем ун çине пăхса тăмарĕç, – кашни хăйĕн пуçне, ачи-пăчине çăласшăн пулчĕ... Çав вăхăтрах, сасартăк, фашист тискер кайăкĕсем тата хăрушăрах ĕç туса хучĕç: чылай çӳлте вĕçнĕ çĕртен вĕсем иккĕшĕ те – умлăн-хыçлăн – йывăç тăррисем таранах чăмса анчĕç те хирелле, çырманалла, вăрманалла чупакан ним хӳтлĕхсăр çынсене пулеметсенчен шатăртаттарма тытăнчĕç. Вĕри тăхлан вăйлă çумăр çунă пекех тăкăнчĕ, унран ниçта çăлăнма та май пулмарĕ...

Унтан кайран мĕн пулнине Мурат хăрушă тĕлĕкри пек çеç астăвать: вăл çул хĕрринчи пĕр лупашкана кĕрсе ӳкнĕ, унăн куçĕ хуралса килнĕ, пĕр хушă сывлайми пулса выртнă. Тем вăхăт выртсан тин тăна кĕрсе вăл тăрса чупнă... Ĕмĕрте, нихăçан-нихăçан манмалла мар хăрушă картина курнă вара вăл çавăн хыççăн.

Бомбăсем лекнипе хыпса илнĕ çуртсем темĕн пысăкăш кăвайтсем пек çунса тăнă, вĕсенчен çăра хура кăвак тĕтĕм йăсăрланнă, пĕтĕм ялĕпех йӳçек шăршă сарăлнă. Тепĕр йышши – фугаслă бомбăсем тивнипе арканнă çуртсем патĕнче вĕсен хуçисем чаваланнă: мĕн те пулин çĕмĕрĕлмесĕр юлнă-ши тесе шыранă вĕсем. Шăппăн, шăлĕсене çыртса йĕнĕ... Хăшпĕр хĕрарăмсем, кӳтсе килнĕ чĕрисене лăплантараймасăр, сасăпах, ӳлесех макăрнă. Пуринчен ытла Муратăн пиччĕшĕпе пĕрле фронта кайнă пĕр çамрăк колхозникăн арăмĕ ăнран тухса каяс пекех кăшкăрса йĕнĕ.

– Пĕтерчĕç ман пурнăçа, вĕлерчĕç, чуна кăларса илчĕç!.. Мĕн тăвас ĕнтĕ ман, пуçăма ăçта кайса чикес?

Кайран пĕлчĕ Мурат: нимĕçсен бомби çав хĕрарăмăн пӳртне лексе тĕппипех аркатнă пулнă, пӳртĕнче унăн пĕчĕк ачи сăпкара выртнă. Ачин пĕр ӳт таткине те тупайман...

Ку çеç те мар. Нимĕçсем пулеметсенчен пенипе темиçе çынна вĕлернĕ, темиçе çынна амантнă иккен. Вилнисенчен пĕри – пĕтĕм колхоз хисеплесе пурăннă Якур мучи пулнă. Уншăн Мурат пуринчен те хытă хуйхăрчĕ, мĕншĕн тесен вăл старик ытла та кăмăллă çынччĕ, ачасене çав тери юрататчĕ, вĕсене авалхи пурнăç çинчен кĕнекери пекех интереслĕ каласа кăтартатчĕ, халапне пуçласан, çĕрĕ-çĕрĕпе итлес килетчĕ ăна. Тĕрĕссипе каласан, помещиксем, улпутсем, урядниксем çинчен, вĕсем чухăн халăха епле асаплантарса, унран мăшкăлласа пурăнни, хресченсем вĕсене хирĕç вăхăчĕ-вăхăчĕпе епле хăватлă пăлхавсем туни çинчен Мурат чăн малтан Якур мучирен илтсе пĕлнĕ.

– Телейлĕ халь эсир, ним нуши-хуйхине те пĕлместĕр, пахчари шăпчăксем пек юрласа кăна ӳсетĕр, – теме юрататчĕ Якур мучи. Çавăнтах шĕвĕр пӳрнипе кăмăллăн юнаса илетчĕ:

– Вăл телее сыхлама пĕлес пулать. Хаклă хакпа туяннă эпир ăна. Сире телейлĕ тăвасшăн нумай паттăр çынсем хăйсен пуçĕсене хунă!

Халь акă Якур мучи çук ĕнтĕ... Урăх нихçан та илтес çук унăн ытармалла мар халапĕсене. Вĕлерчĕç ăна. Мĕн-шĕн? Мĕн айăпшăн? Эх, тискер кайăксем, урнă йытăсем! Тавăрĕç-ха сире куншăн! – хытăран хытă тапрĕ Мурат чĕри.

Кĕрхи хура пĕлĕт пек хуйхă пусса илчĕ çынсене. Самантран самантах нимĕçсем çĕнĕрен килсе тухасран хăраса пурăнчĕç вĕсем.

Лешсем, чăн та, нумай кĕттермерĕç. Яла бомбăсемпе çунтарса, ишĕлтерсе пĕтернĕ хыççăн тепĕр икĕ кунтанах, каçалла сулăнсан, яла пĕр 30-40 нимĕç салтакĕ мотоциклсемпе куçпуç курăнми тусан мăкăрлантарса пырса кĕчĕç.

Пуçланчĕ вара мăшкăл, çарату, тискерлĕх...

Фашист салтакĕсем колхозниксен килĕсем тăрăх выçса çитнĕ шакалсем пек ыткăнса çӳрерĕç, камăн мĕн пур - ĕçмелли, çимелли, сĕт, çу, çăмарта, пыл - пĕтĕмпех сĕтĕрме тытăнчĕç. Ял урамĕсем, картишсем, пӳртсем фашистсем хаяррăн, йытă вĕрнĕ пек кăшкăрнипе, хĕрарăмсемпе ачасем макăрнипе, çăткăн хурахсенчен хăтăлма тăрăшса таракан кайăк-кĕшĕк сассипе тулса ларчĕç. Ним йĕркесĕр, çĕр саслă шăв-шав тапранчĕ ялта...

Муратсем патне те тимĕр таканлă атăсем тăхăннă икĕ фашист кĕмсĕртеттерсе пырса кĕчĕ. Хура хурçă калпак, тусанпа витĕннĕ тĕксĕмрех симĕс тумтир тăхăннă вĕсем, сухалĕсене те нумайранпа хырман. Чакăр куçĕсем хăрушла сиввĕн пăхаççĕ, кăкрисем умне кĕске хура пăшалсем çакса янă.

– Где хозяин?- ыйтрĕ пĕри, хыткан та çӳллĕскер, тӳрех малти кукăралла иртсе. Тепри алăк патĕнче тăрса юлчĕ.

– Хуçи эпĕ, – терĕ Мурат амăшĕ хуллен, аллисене кăкри патне тытса. – Акă, ачапа пурăнатпăр... – Вăл картишнелле тухакан чӳрече патĕнче ним чĕнмесĕр тăракан, хăранипе кăвакарса кайнă Мурат çине кăтартрĕ. – Ман ывăл...

– Упăшку ăçта?

– Çук вăл ман, вилни вунă çул çитет ĕнтĕ.

– Суятăн?

– Суймастăп, тупата суймастăп, – нимĕçе ĕнентерме пăт-пат сăхсăхса илчĕ Мурат амăшĕ.

– Партизана кайман-и? Эсир йытăлла халăх! Сирĕн пĕр сăмахна та ĕненмеетпĕр...

– Çук, çук... Чăн калатăп!

– Асту çав, суйсан эпир... акă! – терĕ те нимĕç хăй умĕнчи автоматне çапса илчĕ, унтан сĕтел пуçне пырса ларчĕ. – Халь акă мĕн, эсĕ... сысна! Мĕн пур – пĕтĕмпех сĕтел çине кăларса хур. Сĕт, çăмарта, пыл. Чăх пусса ăшала. Халех, хăвăрт хатĕрлесе пар. Пĕлсех тăр – нимеç салтакĕ кĕтме юратмасть.

Мурат амăшĕ салтак çине ним чĕнме пĕлмесĕр, куçĕсене мăчлаттарса пăхса тăчĕ. Лешĕ те, хĕрарăм килĕшессе кĕтсе, ун çинелле пăхрĕ. Çапла темиçе самант иртрĕ. Унтан нимĕç салтакĕ сасартăк ывçипе сĕтел çине чант! çапрĕ.

– Мĕн кĕтсе тăратăн? Хăвна тытса ăшаласса кĕтетĕн-и? Марш! Вунă минутран çимелли хатĕр пулмасан, хăвăн анчăк çурипе иксĕре те ав çав йывăçран çакатăп! Пĕлсех тăр!..

Унăн куçĕ тата хаяртараххăн çутăлса илчĕ. Мурат амăшĕн калас тенĕ сăмахĕ пырне ларчĕ. Вăл пирĕн нимĕн те çук тесе каласшăнччĕ, анчах ку тăшмансене тем каласан та усси пулас çуккине ăнланса, тăрук вăйсăрланса кайнă урисене аран-аран шутарса, чăланалла кĕрсе кайрĕ.

Хыткан салтакĕ алăк патнелле пырса теприне тем каларĕ те, лешĕ пуçĕпе сулчĕ.

– Мальчик, вода! Ходи сюда! – кăшкăрчĕ вăл. Мурат, чăлана кĕрсе пытаннăскер, хăра-хăрах тухрĕ.

Нимĕçсем пит çăвасшăн пулнине аллисемпе туса кăтартрĕç.

– Идьем!

Картишĕнче вара вĕсем тем таранах çăвăнчĕç. Мурат кăштах хăюланчĕ те хыткан нимĕçĕнчен вăл вырăсла калаçма мĕнле майпа пĕлни çинчен ыйтрĕ.

– Ман аттен Микулай патша вăхăтĕнче Петербургра завод пулнă, – терĕ нимĕç. – Эпир унта пурăннă. Кайран, революци тухсан, сирĕн большевиксем ăна туртса илчĕç, Халь ĕнтĕ вăл завод каллех пирĕн пулать. Тепĕр уйăхран унта çитетĕп-ха эпĕ...

Мурат нимĕçпе урăх пĕр сăмах та калаçмарĕ.

– Ав епле шухăшлатăр эсир? – терĕ вăл хăй ăшĕнче. – Анчах пулаймасть пулĕ вăл... Пустуй ĕмĕтленетĕр! Памастпăр эпир сире нимĕн те!

Вĕсем пӳрте кĕнĕ çĕре Мурат амăшĕ апат хатĕрлесе янтăланă иккен: çĕрулми шаритленĕ. Нимĕçсем пĕр-пĕрин çине пăхкаласа илчĕç (çăмарта вырăнне çĕрулми пĕçерни кăмăла каймарĕ пулас), унтан ним чĕнмесĕрех хыпма тапратрĕç. Пысăк çатмана темиçе минут хушшинчех тасатса хучĕç. Çĕрулмине çисе ярсанах вара сĕт ыйтрĕç:

– Матка, молеко!

Мурат амăшĕ, чĕрине хытара-хытарах, пĕр куршак сĕт кăларса пачĕ. Часах вăл та пушанчĕ.

– Еще молеко! – ыйтрĕ çав хытканниех.

– Турăçăм, кусене нимĕнпе те тăрантарса çитерес çук... – хăй тĕллĕн мăкăртатса илчĕ те амăшĕ татах сĕт илсе кĕчĕ.

Тинех тăранчĕç пулас. Пирус чĕртсе ячĕç. Кăшт калаçкаласа ларчĕç. Унтан хытканни тăчĕ те Мурат амăшĕ патне утса пычĕ.

– Матка, теперь отдавай яиц, – терĕ вăл, аллине пăшалĕ çине хурса.

– Çăмарта çук пирĕн... – ун куçĕнчен пăрăнма тăрăшрĕ хĕрарăм.

– Суятăн! Асту!..

– Чăнах...

– Эппин, хамăр тупатпăр!

Нимĕç Мурат амăшне аяккалла тĕртсе ячĕ те чăлана кĕрсе ухтарма тапратрĕ. Унта нимĕн те тупайманнипе тĕпсакайне сикрĕ. Çăмарта вырăнне Муратсем хĕлле валли хатĕрлеме пуçланă çăва çĕклесе тухса лартрĕ. Унтан, картишне чупса тухса, кĕлете кĕрсе кайрĕ. Пĕр ала çăмарта йăтса тухрĕ. Ăна пӳрте кĕртсе лартса, аслăк еннелле чупрĕ. Унта часах чăхсем ниçта кайса кĕрейми кăтиклеме тытăнчĕç. Унччен те пулмарĕ – нимĕç лупас айĕнчен ик хул хушшине те икшер чăх хĕстерсе сиксе тухрĕ. Тахăш вăхăтра ĕлкĕрнĕ вара чăхсен мăйĕсене пăра-пăра хума!

– Зер гут! – терĕ вăл, çак пĕтĕм  «тупăша» сĕтел çине купаласа хурса.

Муратпа амăшĕ хытнă пек пулса пăхса тăчĕç...

Хыткан нимĕçĕ Муратсен кил таврашĕнче ухтарса çӳренĕ хушăра тепри сĕтел хушшинче сигарет йăсăрлантарса, сăмси витĕр темле кĕвĕ ĕнĕрлекелесе ларчĕ, унтан тăрса малти стена çиичи тĕкĕр патне пычĕ. Шăрт пек сухал çитĕнсе ларнă янахне тытса пăхрĕ, темшĕн чĕлхине кăларса хăйне хăй витленĕ пек турĕ, унтан тĕкĕрпе юнашар çакăнса тăнă сăнӳкерчĕксене пăхма тытăнчĕ. Шăп çав вăхăтра тепĕр нимĕçĕ тултан кĕчĕ те, ку ăна тӳрех кăчăк туртрĕ:

– Герберт...

Хытканни пычĕ. Ку вара шыçмак пӳрнипе тӳрех Мурат пиччĕшĕ икĕ çул каялла Хĕрлĕ Çартан янă сăнӳкерчĕкĕ çине пусрĕ:

– Совиет зольдат... Красноармейц!

– Большевик! – терĕ хыткании. Çавăнтах чăланалла пăхрĕ: – Тух-ха кунта, муттер… ват сысна, кил-ха!

Мурат амăшĕ итлерĕ. Фашист ăна аллинчен карт! туртса ывăлĕн сăнӳкерчĕкĕ умне пырса тăратрĕ.

– Кам ку? Сан ывăлу-и? Ăçта вăл халь? Вăрçăра? Пире хирĕç çапăçать, çапла-и?

Хĕрарăм пĕрре аслă ывăлĕн сăнĕ çине, тепре хăй патнелле чупса пынă Мурат çине пăхса илчĕ те нимĕн те чĕнмерĕ, пĕтĕм кăкăрĕпе ассăн сывласа ячĕ çеç.

– Ну?! – Фашист, тути хĕррине çыртса, хĕрарăма çавăнтах çапса ӳкерес пек тăчĕ. – Санăн ывăлу вĕт? Командир эппин – коммунист?

Амăшĕ чĕнмерĕ...

– А-а, швайн! Чĕнместĕн?– кăшкăрса ячĕ те вара фашист хĕрарăмăн сылтăм аллине пĕррех пăрса лартрĕ.– Калаçтарма пĕлетпĕр эпир! Ну?

Мурат амăшĕн алли тӳсме çук ыратса кайрĕ, çапах та тӳсрĕ вăл, пĕр сăмах та каламарĕ, йынăшса илчĕ çеç.

– Каламастăн? Эс эппин коммунист амăшĕ? Ху та большевик? Ак сана уншăн, на!..— фашист ăна пĕтĕм вăйран питĕнчен чышрĕ.

Хĕрарăм ӳкрĕ. Мурат, ниçта кайса кĕреймесĕр, сиксе чĕтреме тытăнчĕ. Çук, хăранипе мар, чĕринчи тарăху капланса хăпарнипе, фашистсене çакăнтах тем туса тăкас килнипе чĕтрерĕ вăл: персе антарасчĕ, пырĕсене шăлпа кăшласа татасчĕ...

Нимĕç унăн амăшне тепре çапма аллине çĕклесен вара вăл, хăй мĕн тунине хăй те чухламасăр, ăна хыçалтан пырса уртăнчĕ, амăшне татах çапасран чарма пикенчĕ. Анчах тепĕр салтакĕ ăна çавăнтах урайне çавăрса çапрĕ.

– А-а, кляйн большевик!..

Фашистсем, çакăн хыççăн тата ытларах урса кайса, Муратпа унăн ватă амăшне ним майсăр хĕнеме тытăнчĕç.

– Ачана ан тивĕр... Хама вĕлерĕр, анчах ачана ан тивĕр,– йынăша-йынăша ӳкĕтлерĕ Мурат амăшĕ. Анчах усси пулмарĕ, этем сăнĕпе çӳрекен кашкăрсем нихăшне те хĕрхенмерĕç, ăçтан килнĕ унтан çапрĕç, тапрĕç, таканлă атă кĕлисемпе таптарĕç, Муратпа амăшĕ ним пĕлми пулсан тин кăмăлĕсем тулчĕç курăнать: сĕтел çинчи чăхсемпе çăмарта-çăва çĕклерĕç те тухса кайрĕç. Юнланса пĕтнĕ урайĕнчи амăшĕпе ачи пĕр хускалмасăр, аран сывласа, хушшăн-хушшăн йынăшса выртса юлчĕç...

Тепĕр кунне амăшĕ вилчĕ.

Мурат вырăн çинчен тăраймиех чирлесе ӳкрĕ, амăшне пытарма та каяймарĕ, юрать – ырă кăмăллă кӳршĕсем ăна чиперех тирпейлесе çĕре чикрĕç.

Çавăнтан вара Мурат пĕчченех тăрса юлчĕ.

Хытă хуйхăрчĕ вăл, темиçе кун хушши ним тума пĕлмесĕр çӳрерĕ, ниçта ларма-тăма вырăн тупаймарĕ хăйне валли. Чăнах та, мĕнле пурăнтăр-ха ĕнтĕ ашшĕ-амăшĕсĕр, тăванĕсемсĕр тăрса юлнă вунтăватă çулхи ача?

Анчах та – халăх çинче çын пĕтмест, теççĕ. Мурата кӳршĕсем пулăшрĕç. Ахаль те питĕ туслă, килĕштерсе пурăнатчĕç те вĕсен колхозĕнчи çынсем, халь вара, тискер те хăрушă тăшман килсе кĕрсен, пурне те пĕр хурлăх, пĕр хуйхă пусса илсен, вăл туслăх тата ытларах ӳсрĕ, çынсем «пĕри-пуриншĕн, пурĕ-пĕриншĕн» текен йĕркепе пурăнма тытăнчĕç...

Мурат хăйсен пӳрчĕн алăкĕпе чӳречисене хăмапа çапса лартрĕ те виçĕ кил урлă тăварах пурăнакан Лизавет инке патне пурăнма куçрĕ. Лизавет инке ывăлĕ, Мурат пиччĕшĕ пекех, фронта кайнă та, халь вăл пĕчченех пулнă.

– Пурăнкалăпăр-çке, ачам... Пурăнăпăр епле те пулсан... Ватăпа вĕтĕ килĕштереççĕ вĕсем, эпир те майлашкалăпăр... – терĕ Лизавет инке. Мурата вăл хăйĕн ачи пекех пăхма пуçларĕ.

...Çавăн пек çаратса, çĕмĕрсе, пусмăрласа тухса кайнă хыççăн гитлеровецсем Муратсен ялне тата темиçе хут та пырса тухрĕç. Вĕсем пыра-пыра кайнипе ялта выльăх-чĕрлĕх те сайраланса юлчĕ, кайăк-кĕшĕк те пĕтрĕ. Нумай мăшкăл тӳсрĕç ял çыннисем, нумай вĕри куççуль тăкăнчĕ. Унпа пĕрлех – халăхра хăватлă тавăру кăмăлĕ ӳснĕçемĕн ӳссе, хаярланса пычĕ.

Пĕр ирхине ял хыçĕнчи çырмара икĕ нимĕç салтакĕн виллине тупнă, терĕç. Ку чăнах пулнă-мĕн. Нимĕçсем çав кунах пĕтĕм ял халăхне, ватти-вĕтти мĕнĕпех пухса, пурне те темĕн тĕрлĕ хăратса, автоматсемпе юнаса, кăкăрĕсенчен тыта-тыта силлесе тĕпчерĕç:

– Калăр, кам тунă ку ĕçе?

– Айăплисене тупса памасан – халех пурне те персе вĕлеретпĕр!

– Сирĕн ялтан кĕл тăватпăр! – хăйăлти сасăсемпе кăшкăрчĕç фашистсем.

Никам та чĕнмерĕ. Çынсем çăварĕсене шыв сыпнă пекех тăчĕç... Пĕр ответ кăна пулчĕ:

– Пĕлместпĕр эпир... Нимĕн те пĕлместпĕр...Хăратни нимĕн чухлĕ те пулăшманнине кура, нимĕçсен аслă офицерĕ халăх хушшинчен виçĕ старике туртса кăларчĕ те кăшт аяккарах, пурне те курăнмалла вырăна, илсе кайса тăратрĕ.

– Хĕрхенĕр хăвăр ватлăха: юлашки хут ыйтатăп! Кам вĕлернĕ пирĕн салтаксене? Эсир пĕлетĕрех! – хыттăн кăшкăрса ыйтрĕ вăл, пистолечĕпе тĕллесе. – Шухăшлама пĕр минут паратăп!

Стариксем çав-çавах «пĕлместпĕр» тесе пуçĕсене пăр-каларĕç. Вара офицер вĕсене пĕтĕм халăх умĕнчех пере-пере пăрахрĕ. Виçĕ старик, пĕрин хыççăн тепри, çĕре ластлатрĕç. Анчах фашист çынçиенĕсене ку та çитмерĕ: вĕсем стариксен юнланса пĕтнĕ кĕлеткисене ял вĕçнелле йытă виллисене сĕтĕрнĕ пек сĕтĕрсе кайса уй хапхи каштинчен вĕренсемпе туртса çакрĕç.

– Кам пире хирĕç тăрать – вĕсене пурне те çакнашкал чуччу кĕтсе тăрать! – тесе пĕлтерчĕ офицер. – Кăтартăпăр эпир сире партизансене епле хӳтĕлемеллине, ĕмĕр-ĕмĕр асăнмалла пулĕ!..

Виçĕ кун та виçĕ каç çакăнса тăчĕç вилесем. Вĕсен çывăхне никама та ямарĕç. Тӳсмелле мар шăршă сарăлма пуçласан тин вĕсене антарса пытарма ирĕк пачĕç.

Кун хыççăн кун иртрĕ, ял çыннисен пурнăçĕ йывăрланнăçемĕн йывăрланчĕ...

– Пурнăç мар ку, чăн-чăн тамăк!

– Кун пек пурниччен — вилмелли кăна...

– Ахаль те вилсе пĕтетпĕр пуль ĕнтĕ, пурнăç пулас çук...

Çакăн пек сăмахсем кашни утăмра тенĕ пекех илтĕнчĕç. Анчах вĕсене ваттисем, вăйсăрланса çитнисем, çемçерех кăмăллă хĕрарăмсем çеç каларĕç, çамрăкраххисем, вăй пуррисем урăхла шухăшларĕç, урăх ĕмĕтсемпе пурăнчĕç. Майлăрах вăхăт çаврăнса килессе кĕтрĕç.

Пĕр-пĕринпе калаçнă чух çынсем час та часах таврари вăрмансенче çӳрекен партизансем çинчен асăна пуçларĕç, – партизансен хăюллă та паттăр ĕçĕсем çынсене савăнтарса, вĕсен кăмăлĕсене çĕклерĕç, чĕрисене çутă шанчăк вĕрсе кĕртрĕç.

Вăл калаçусене Мурат хăй те пĕрре мар илтрĕ. Питĕ маттур ĕçсем тăваççĕ иккен партизансем: пĕр çĕрте нимĕçсен поездне çырманалла сиктереççĕ, тепĕр çĕрте çул тăрăх пыракан автомашинăсене тапăнаççĕ, салтакĕсене вĕлереççĕ, пурлăхĕсене туртса илеççĕ.

Нумай пулмасть тата пĕр ялта фашистсен роти çĕр каçма чарăннă, тет те, партизансем çĕрле вĕсем патне шăплăн пырса тухса аллă сăлтака яхăн гранатăсемпе персе вакласа тăкнă, тет...

– Эх, çавăн пек отряда каясчĕ! – шухăшла пуçларĕ Мурат. – Алла пăшал тытасчĕ те кашни кун, кашни утăмра шаккасчĕ фашистсене! Хĕнесе вĕлернĕ аннешĕн те, хама асаплантарнăшăн та, персе пăрахнă Якур мучишĕн те тавăрасчĕ... Нимĕн чухлĕ те хăрамăттăм çав, пĕр тумлам вăй юлмиччен çапăçăттăм!..

Кулен-кун вăйланса пычĕ ку шухăш Мурат пуçĕнче. Тĕлĕкре те курма пуçларĕ вăл ăна. Хăй ĕнтĕ тахçанах пăртизан пулса тăнă пек: аллинче - винтовка, хулпуççийĕ урлă пулемет лентисем, пиçиххинчен гранатăсем çакса янă...

Анчах ку ĕмĕте пурнăçа кĕртме ниепле те май килмерĕ-ха. Таçта çӳреççĕ вăл партизансем? Аçта шыраса тупса пĕрлешес вĕсемпе? Ниçта та тупас çук пуль. Çитменнине, вĕсем питĕ вăрттăн, никама курăнмасăр çӳреççĕ, тет. Ыйтса пĕлес – ялта никамран ыйтса пĕлме çук. Ирĕксĕрех ĕнтĕ ним шарламасăр пĕр-пĕр меллĕ самант килсе тухасса кĕтсе пурăнма тивет...

Мурат телейне, вăл саманта ытлашши нумай кĕтмелле пулмарĕ. Ăнсăртранах килсе тухрĕ вăл...

Пĕрре, çумăрлă-çиллĕ тĕттĕм каçхине, Мурат ыйхă витĕр Лизавет инке пӳрчĕн кайри чӳречинчен такам хуллен кăна шакканине илтрĕ. Малтанах уйăрса илме те хĕн пулчĕ: те çын шаккать, те чӳрече кантăкĕ çилпе чĕтренет. Анчах кантăк темиçе хутчен те пĕр пек шăкăртатнă пирки Лизавет инке, вырăн çинчен тăрса, кăмака кукринелле пычĕ. Мурат пуçне çĕклесех итлеме тытăнчĕ.

– Кам унта? – шăппăн ыйтрĕ Лизавет инке.

– Эпĕ ку, уçса кĕрт... – терĕ тулти çын.

Кам вăл, мĕнле çын – ăна Мурат пĕлме пултараймарĕ, анчах унăн чĕри, теме сиснĕ пек, сиксе тухаслах тапа пуçларĕ, пуçĕнчи шухăшĕсем çиçĕм пек вĕçе-вĕçе илчĕç: тен, каллех нимĕçсем?.. Мĕн тума?.. Лизавет инкен халь нимĕн те çук ĕнтĕ, фашист салтакĕсем пĕтĕмпех çаратса тухнă... Тата – мĕншĕн-ха Лизавет инке унран тĕплĕн ыйтса пĕлмесĕрех алăк уçма кайрĕ?

Анчах кун хыççăн пĕр минут та иртеймерĕ – Мурат пĕтĕмпех ăнланса илчĕ. Чӳречерен шаккаканни Лизавет инкен ывăлĕ пулнă...Пурте каялла кĕрсенех, Лизавет инке хăйĕн ывăлĕн мăйĕнчен уртăнса, те савăннипе, те хурланнипе, макăрса ячĕ:

– Эх, ывăлăм! Игнаша!.. Чунăм!.. Эп сана хальччен ăçта та пулин вилсе выртрăн пуль, текех нихçан та кураймастăп пуль тесеттĕм. Çĕрĕн-кунĕн ăшран тухмарăн...

Игнат амăшпе çурăмĕнчен ачашласа лăплантарма тытăнчĕ.

– Чарăн ĕнтĕ... Куратăн – сывах вĕт эпĕ, нимĕн те пулман мана! Макăрас вырăнне – çитер-ха мĕн те пулин, хырăм пит выçă, иртенпех çимен паян.

Вăл ăнсăртран кăмака еннелле çаврăнчĕ те тĕттĕмре Мурат тăнине курах кайрĕ.

– Кам ку, анне?- хăвăрт ыйтрĕ вăл амăшĕнчен…

– Э-э, каламарăм-и сана? Мурат вăл, Неçтĕр Коршунов шăллĕ, – терĕ ăна хирĕç амăшĕ. – Иксĕмĕр пурăнатпăр эпир унпа...

– А ма хăйсен килĕнче мар вăл?

– Пирĕн килте никам та çук... – Лизавет инке вырăнне ответ пачĕ Мурат, Игнат патнерех пырса. – Пĕччен эпĕ... Тăлăха юлтăм...

...Лизавет инке çимелли хатĕрлесен, вĕсем виççĕшĕ те кăмака кукрине вырнаçса ларчĕç те, вĕçĕ-хĕррисĕр калаçу пуçланса кайрĕ. Малтан Игнат амăшĕ хăй ывăлне ялта юлашки вăхăтра мĕн-мĕн пулса иртнисем çинчен каласа пачĕ, хăшпĕр вырăнсенче ăна Мурат пулăшса пычĕ, уйрăм-уйрăм самантсем çинчен вăл каларĕ. Вĕсен хăрушă та хурлăхлă калавне Игнат пĕр сăмах сиктермесĕр итлесе ларчĕ, сайра хутра çеç, чĕри тулса çитнипе, йывăррăн сывла-сывла ячĕ:

– Ах, йытăсем... Ирсĕрсем, çĕлен-калтасем!.. Мĕн хăтланаççĕ!.. – хытăран хытă тарăхса ларчĕ вăл фашистсене.

Унтан кĕскен кăна хăй çинчен каласа кăтартрĕ.

– Эпир кунтан инçе мар, – терĕ вăл.

– Ăçта апла?

– Тĕрлĕ çĕрте çӳретпĕр: паян - кунта, ыран – тепĕр çĕрте. Тăшмана хăш тĕлте лайăхрах пырса çапма май пур – эпир çавăнта. Халь акă Кашкăр варĕнчен килтĕм... Сана çав тери курас килекен пулчĕ, анне, эс мĕнлерех пурăннине пĕлес килчĕ. Ирччен таврăнатăп тесе хăвартăм юлташсене...

Ку сăмахсене илтсенех, Мурат пуçĕнче хăйне шанчăк паракан шухăш вĕçсе илчĕ. – Эсир партизансем мар-и, Игнат пичче?

– Ун пек каласан та юрать... Анчах асту – кун çинчен нихçан та çăвар уçма юрамасть!

– Пĕлетĕп, пĕлетĕп, – хавасланса кайрĕ Мурат. – Эсир мĕн тунине те пĕлетĕп... Эсир поездсене çырмана сиктеретĕр, машинăсене туртса илетĕр, хăйсене пĕтеретĕр...

– А эс ăçтан пĕлетĕн вара ăна?- тĕлĕннĕ пек пулчĕ Игнат.

– Пĕлмесĕр, ара... Сирĕн çинчен ял çыннисем пĕрмаях асăнаççĕ, çав тери мухтаса калаçаççĕ!

– Ун пек çӳреме питĕ хăрушă пуль-çке, ывăлăм?- Игнат çине кăмăллă куçĕпе пăхса ыйтрĕ амăшĕ. - Хăвăра хупăрласа илсе пĕтерме пултараççĕ вĕт... Ахаль çынсене те хĕрхенсе тăмаççĕ те... Сире вара пушшех...

– Вăрçă, аннеçĕм! Темле те пулма пултарать... Анчах хăраса тăрсан ĕç тухмасть-çке. Кĕрешес пулать. Тăшмана пирĕн кашни кун, кашни утăмра пыра-пыра çапмалла, ăна пĕр самантлăха та сывлăш çавăрма памалла мар... Гитлер хурахĕсем пире парăнтарса хăйсен чурисем тума килчĕç, анчах эпир чура пуласшăн мар... Пулмастпăр та! Нихçан та! Çавăншăн кĕрешетпĕр эпир, анне, çавăншăн нимрен хăрамасăр çапăçатпăр. Эпир тăкнă юн сая каймĕ, анне, пĕлсех тăр: эпир çĕнтеретпĕрех!

– Вăл çаплах ĕнтĕ, тĕрĕс...

– Акă пĕр эрне каялла эпир Красавка шывĕ хĕрринчи вăрманта, çул çинче, вĕсен виçĕ танкне пĕтерсе хутăмăр. Ĕçĕ çапла пулчĕ. Инçетренех вĕсен моторĕсен сассине илтрĕмĕр те çулăн икĕ енĕпе тĕмĕсем ăшне пытанса выртрăмăр. Хамăр тĕле çитсен вара – пирĕннисенчен пĕри малти танкĕ айне гранатăсен çыххине ывăтрĕ. Самантрах питĕ вăйлă взрыв пулчĕ те танк чарăнса ларчĕ.

Ăна пула кайрисем те чарăнчĕç... Тытăнтăмăр вара гранатăсемпе, горючи тултарнă бутылкăсемпе пеме! Виççĕшĕ те çунма тапратрĕç... Танксем ăшĕнче ларакан салтаксен ирĕксĕрех сике-сике тухмалла пулчĕ. Анчах пĕри те хăтăлаймарĕ, пурне те пирĕн пульăсем хăваласа çитсе тăрăнтара-тăрăнтара антарчĕç... Унччен малтан, çавнашкалах, фронт патнелле боеприпассемпе апат-çимĕç илсе каякан темиçе грузовика аркатнăччĕ...

Тата чылай каласа кăтартрĕ Игнат: пытанса пырса вĕлернĕ часовойсем, сиктерсе янă складсем, тыткăнран хăтăлнă красноармеецсем çинчен... Унăн кашни калавĕ Мурата тата ытларах пăлхантарчĕ, кăмăлне çĕклерĕ, ку таранччен хăй ăшĕнче çеç тытса усранă шухăшне вăйлатнăçемĕн вăйлатрĕ.

Ерипен кăна шурăмпуç кăвакара пуçласан, Игнат кайма хатĕрленчĕ.

– Çутăличчен отряда çитес пулать манăн, – терĕ вăл. – Лере мана юлташсем кĕтсе тăраççĕ, вăхăтра çитмесен пăшăрханĕç тата. Эпĕ – асли-çке вĕсен.

– Командир-и? – ыйтрĕ Мурат.

– Командир. Тĕлĕнтĕн-и? Пултараймастăп пуль тетĕн-и? – çемçен кулса илчĕ Игнат.

– Çук, уншăн мар... – Мурат пĕр вăхăтлăха чарăнса тăчĕ те унтан тăрук персе ячĕ: – Манăн санпа пĕрле пырас килет!

– Мĕ-ĕн? – ăнланмăш пулчĕ Игнат.

– Санпа пĕрле пырас килет тетĕп... Илсе кай манна тархасшăн хăвăр пата!