Пăрчăкан пек хĕрача

Ыхра (Тимофеев) Анатолий Александрович


    

Тупмалли

 

Алфавит

Тавтапуç – рахмат

Хур аçи

Çĕр çырли

Сарă уйăх

Кушак çури

Асамат

Ĕçлемешкĕн вĕренер

Апельсин

Пăрлă çумăр

Савăнăç

Ĕçле-ĕçле çи

Ус, хăярăм

Пуçтах ача

Пăрчăкан пек хĕрача

Халĕ эпĕ улттăра

Паркра

Витали

Ырпи

Хĕл Мучи

Куккана кĕтетĕп

Кукамай

 

Алфавит

 

Автан – «А»,

Ăман – «Ă»,

Булавка – «Б»,

Витре – «В», –

Букварь тытнă та Борис

Алфавитпа паллашать.

Аслă аппăш Анахвис

Савăннипе йăл кулать.

 

Тавтапуç – рахмат

 

Чăвашла та вырăсла

Вулама, çырма пĕлетĕп.

Халĕ акă тутарла

Калаçма эп вĕренетĕп.

Пулăшать манна Асхат,

Тавтапуç ăна, рахмат.

 

Хур аçи

 

Ташла, ташла, кăвак хур:

Савăнмалăх йăху пур,

Савăнмалăх йăху пур,

Устермелĕх йышу пур.

 

Хоп, хоп! Яра пар!

Эсир япăх хурсем мар! –

Такмак калать кукаçи,

Тăп-тăп ташлать хур аçи.

 

Çĕр çырли

 

Çĕр çырли, çĕр çырли,

Чи шултри те чи хĕрли,

Эпĕ татрăм пĕр пурак –

Хăналарăм Якура.

 

Якур чирлĕ – утаймасть,

Больницăран тухаймасть.

Çырла çитĕр ытлаорах,

Тен, сывалĕ хăвăртрх.

 

Сарă уйăх

 

Сарă уйăх хыр çинче –

Татса ан часрах, пичче.

Ăна лартăп пÿрт умнее,

Савăнтарăп аннене.

 

Кушак çури

 

Те хаяр ку, те шапа

Сулхăна пытаннă.

Çирĕксем те ăшăпа

Пăчăхса аптранă.

 

Ачасем çыр хĕрринче

Хĕвелпе пиçеççĕ.

Чарлансем шыв çийĕнче

Çуйăхса вĕçеççĕ.

 

Пĕр кушак çури чеен

Шапана сыхланă.

Сикнĕ те ун хыçĕнчен –

Кĕç путма тапратнă.

 

Çухăрать ула çура –

Пурпĕр хăтаратăп.

Кĕпене хывмасăрах

Пĕвене чăматăп.

 

Асамат

 

Çĕнĕ шкулăн пахчинче

аппа чечек шăварать.

Шывĕ кăнтăр çутинче

асамат пек йăлтăрать.

Эх, манна та эс, аппа,

Лÿшкентер таса шывпа!

Ман çинче те асамат

Йăлтăртаттăр пĕр самант.

 

Ĕçлемешкĕн вĕренер

 

Кÿлхĕрринчи Кĕркури

Пулă тытма кайнă, тет.

Пулă тытас вырăнне

Шапа тытса килнĕ, тет.

 

Тиреклĕхри Тимахви

Тирек лартма тухнă, тет.

Чĕрĕ турат вырăнне

Хăрăк турат лартнă, тет.

 

Эх, мăнтарăн ачисем

Пирĕн ялтах ÿсеççĕ.

Çичĕ çула çитсе те

Ĕç йĕркине пĕлмеççĕ.

 

Атьăр, атьăр, ачасем,

Ĕçлемешкĕн вĕренер.

Ĕçлемешкĕн вĕренер –

Хамăр ĕçпе хĕпĕртер!

 

Апельсин

 

Апельсин сутаççĕ

Пирĕн лавккара.

Туянма пыраççĕ

Пĕтĕм тавраран.

 

Туянсам, аннеçĕм,

Йăмăкăм валли.

апельсин çиесшĕн

Пирĕн Натали.

 

Пăрлă çумăр

 

Тăвăл хытă çавăрттарчĕ,

Пăрлă çумăр чашлаттарчĕ.

Вăл хăратрĕ сыснана,

Йăлт шуратрĕ пахчана.

 

Хĕл килет! – тет сарă Даша.

Хĕл килет! – тет пĕчĕк Саша.

Вăшт çеç тăхăнчĕç пиншак –

Пахчана чупаççĕ ак.

 

Хĕл ăçта? – шалт тĕлĕнеççĕ,

Çерçисем çеç шыв ĕçеççĕ.

Мăкăньсем те йĕп-йĕпе,

Типĕнеççĕ хĕвелпе.

 

Савăнăç

 

Больницăран килет анне.

Аллинче

Йăшăлтатать пĕр пукане –

Ак тĕнче!

Сăмси те пур, хăлхи те пур –

Çын пекех!

Алли те пур, пÿрни те пур

Пĕтĕмпех!

Тытса пăхатăп урине

Унăнне.

Анчах пăхмасть те ман çине

Пукане.

Анне лăпкать мана: «Якку,

Ывлăм, – тет, –

Ку пукане – сан йăмăку.

Хĕпĕрте!»

Кулатăп эпĕ савăнса,

Йăл та ял!

Хыпар çитинччĕ Тукаса –

Илттĕр ял!

Вăшт çеç уçатăп кантăка:

«Эй, Якур!

Часрах ман çĕнĕ йăмăка

Кĕрсе кур!»

 

Ĕçле-ĕçле çи

 

Уй-хир юрăçи

Пĕлет питĕ лайăх:

«Ĕçле-ĕçле çи!» –

Чĕнет аслă кайăк.

 

Чунтан киленсе

Утать пĕчĕк Павăл.

Пырать тĕлĕнсе

Чăпар улăхпа вăл.

 

Халь утă турать

Унта пĕр бригада.

«Çитсе хăвăртрах

Ăна пулăшатăп», –

 

Тет кÿршĕ ачи –

Сенкер куçлă Павăл.

«Ĕçле-ĕçле çи!» –

Юрлать кайăкпа вăл.

 

Пăрчăкан пек хĕрача

 

Картишне те шăлмалла,

Чĕпсене те пăхмалла,

Пĕчĕк шăллĕ пылчăкланнă, –

Кĕпине те çумалла.

 

Ăшша пиçнĕ Униççе

Пăрчăкан пек чупкалать.

Амăш ĕçрен киличчен

Пÿртне-çуртне тасатать.

 

Халĕ эпĕ улттăра

 

Нихăçан та манас çук:

Натали пек пĕчĕк чух

Автанран та хăраттăм,

Атте хыçне тараттăм.

 

Халĕ эпĕ улттăра,

Хăрамастăп йытăран!

Йăви патнех пыратăп,

Çурисене пăхатăп.

 

Паркра

 

Хулари ем-ешĕл парк.

Ашшĕне каларĕ Марк:

Епле пысăк ку вăрман,

Кашкăрне курасчĕ манн!

 

Унăн ашшĕ йăл кулать:

Пакша çеç кунта пурнать.

Хулари хитре паркра

Эс кураймăн кашкăра.

 

Ун çĕршывĕ – сĕм вăрман,

Вăл çĕрле тухать унтан.

 

Витали

 

Пултарать те Витали!

Хура çĕлĕк пуçĕнче,

Симĕс пальто çийĕнче.

Ярăнса анать сăртран –

Вĕлт те вĕлт! туйи вылять.

Витали çак самантра

Кăсăя пек туйăнать.