Пăрахут анаталла каять

Агаков Леонид Яковлевич

Октябрь уйăхĕн вĕçĕнче çанталăк пуçĕпех пăсăлчĕ. Эрне ытла хĕвел пĕрре те курăнмарĕ, вĕттĕн-вĕттĕн сапакан çумăрпа хутăш йĕпе юр çурĕ, кунĕн-çĕрĕн çил вĕрчĕ, тăхлан тĕслĕ йывăр пĕлбтсем кĕç-вĕç çĕре анса ларас пекех аяллăн шурĕç. Атăл шывĕ сăнсăрланса, тĕксĕмленсе кайрĕ, пĕрмай хумханса тăчĕ, çил вăйлăрах вĕрме тытăнсан хум тăррисем кăпăкланса хаяррăн сиккелерĕç, пĕр-пĕрне çапăна-çапăна арканчĕç.

Çулталăкри чи илемсĕр те салхуллă вăхăт – хура кĕркунне çитрĕ. Ĕнтĕ Атăл хĕрринчи вăрмансем çаралса, хуралса юлчĕç, уйрăм вырăнсенче тĕл пулакан чăрăшлăхсем çеç яланхи пекех ем-ешĕллĕн курăнаççĕ. Каç-каç Атăла çăра тĕтре хупласа лартрĕ, тепĕр чух çав тĕтре чаршавĕ кăнтăрла та сирĕлмерĕ. Ун пек чухне пăрахутсене питĕ кансĕр пулчĕ, вĕсен йĕркеллĕ çӳреме май килмерĕ, туран анаканнисем те, анатран хăпараканнисем те унта та кунта, Атăл варринчех якорьсем ярса, чăтлăхра çухалса кайнă çынсем пек, пĕр-пĕрне сас парса хурлăхлăн кăшкăртрĕç.

«Эпĕ кунта-а!» – тенĕ пекех илтĕнчĕ вĕсем кăшкăртни... Тĕрĕссипе, Атăл тăрăх пăрахутсем çӳремелли вăхăт иртнĕ ĕнтĕ, навигаци хупăнмалла. Анчах та 1941 çулхи кĕркунне яланхи йĕркесене тытса пыма, сроксене пăхăнса ĕçлеме ниепле те май килмен. Темиçе уйăх каялла пирĕн мирлĕ те телейлĕ пурнăçпа пурăнакан Тăван çĕршывăмăра тискер тăшман килсе тапăннă, Хура тинĕсрен пуçласа Пăрлă океан таранах, темиçе пин километр тăршшĕ тăсăлнă фронтра, хăрушла хаяр та йывăр çапăçусем пынă. Фронта мĕн кирлине – вăрçă техники, хĕç-пăшал, апат-çимĕç – вăхăтра илсе çитерме пур йышши транспортăн та пĕр чарăнмасăр, çĕрĕн-кунĕн пĕтĕм вăйпа ĕçлеме тивнĕ. Кунсăр пуçне, ун чухнехи йывăр кунсен-че фронт çывăхĕнчи районсенчен мирлĕ халăха – ватăсемпе вĕтĕсене, хĕрарăмсене – васкасах инçетри вырăнсене, вăрçă çук çĕре турттарса тухмалла пулнă. Эвакуированнăйсем хĕвел тухăçнелле чукун çулсем тăрăх та, автомобиль çулĕсемпе те, пăрахутсемпе те вĕçĕ-хĕррисĕр, пинĕн-пинĕн килсе тăнă...

...Темиçе кун хушши юрпа хутăш çумăр çунă хыççăн Атăл çинче пăр муклашкисем пула пуçларĕç. Малтанлăха вĕсем кăпăшка кăначчĕ-ха, анчах çанталăк сивĕтнĕ май вĕсем хытрĕç, пĕр-пĕрин çумне çыпăçса текех пысăкланса пычĕç. Пăрахутсемшĕн çав пăр таткисем – чăн тăшмансемех вара, вĕсем чăрмантарма çеç мар, пысăк сиен кӳме те пултараççĕ. Чи ăста капитансем те çавăн пек чух рейса тухса кайма килĕшмеççĕ – юрамасть.

Анчах пристань çинче фронт таврашĕнчен куçса килнĕ темиçе çĕр çын – пĕр-ик эрне каялла çеç вут-çулăм ăшĕнчен тухнă, вилĕмрен ăнсăртран çăлăннă, темĕн тĕрлĕ тертленсе, асапланса пĕтнĕ ват стариксемпе карчăксем, кăкăр ачисене чĕркесе тытнă хĕрарăмсем, шкула каймалли вĕтĕр-шакăрсем – кĕтсе лараççĕ пулсан, вĕсенчен нумайăшĕ çуллахи тумсем çеç тăхăннипе шăнса хыта пуçланă, хăшĕсем чирлесе те кайнă пулсан мĕн тумалла-ха? Çук ĕнтĕ, темле йывăр килсен те кун пек çанталăкра пăрахута вырăнтан хускатма шыв çинчи пур саккунсем те чараççĕ пулин те – каймаллах, çитес çĕре илсе çитермеллех вĕсене, урăхла май килмест!..

Акă Горький хулинчи пĕр пристань пуçĕнчи «Диспетчерская» тесе çырнă каюта алăкĕ хыçĕнче темиçе арçын питĕ шавлăн калаçни илтĕнет. Хĕрсе кайсах тавлашаççĕ унта. «Юрамасть кайма. Ирччен пăрахут Атăл варринчех шăнса ларать. Çынсене вара тата ытларах асап кăтартса пĕтеретпĕр!..». Пĕри калать çавăн пек, тепри... Пурте пĕр шухăшлă пулнă пек туйăнать. Унтан сасартăк виççĕмĕшĕ хулăн сасăпа хыттăн, приказ панă пек калама тытăнать:

– Тавлашни усăсăр, юлташсем! Каймаллах. Пристаньре сакăр çĕр çын ытла. Ачасем, ваттисем. Чирлисем нумай. Ăçта чикмелле вĕсене? Горький хули те, облаçĕ те туп-тулли, тек пĕр çын та йышăнма пултараймаççĕ. Кусене Шупашкара илсе çитерес пулать, вĕсене Чăваш республикине вырнаçтарма палăртнă...

– Анчах эсир çанталăкĕ мĕнлине куратăр-и? Шута илетĕр-и çавна, çук-и? – çапах та хирĕçме тăрать пĕри.

– Çил çурçĕртен вĕре пуçларĕ çав. Норд-ост. Сивĕтет, – илтĕнчĕ тембр сасă. – Пĕртте шанчăклă мар. Питĕ шикленмелле.

– Пĕлетĕп, анчах ним тума та çук, – терĕ вĕсене хирĕç хулăн сасă. – Вăрçă, юлташсем, вăрçă! Нимĕнле йывăрлăх умĕнче те чарăнса тăма юрамасть. Çынсене çăлас пулать. – Сасă пĕр вăхăтлăха шăпланчĕ, унтан каллех илтĕне пуçларĕ. – Çапах та эпĕ «Парижская коммуна» Шупашкара чиперех çитсе килессе шанатăп. Питех кирлĕ пулсан пулăшма буксирсем ярăпăр. Çур сехетрен вăл çак причал патне килет. Çынсене йĕркеллĕ, тĕркешӳсĕр вырнаçтарăпăр. Вун иккĕре пăрухат хус-калса каймалла...

– Ку мĕн вара, приказ-и?

– Приказ. Ăна пурнăçа кĕртмесен пире пурне те çар трибуналне параççĕ. Каçару пуласса ан кĕтĕр.

– Пĕтĕмпех паллă апла...

Чăнах та, тепĕр çирĕм-вăтăр минутран çак причал çумне темле хурлăхлăн та вăрăммăн кăшкăртса çу каçа самаях вара-ланнă, сăнсăрланнă пысăк пăрахут пырса тăчĕ. Унăн сарлака трубинчен пĕр вĕçĕм хуп-хура тĕтĕм палкать, трюмра хăватлă машинăсем такама çилленсе калаçнă пек хуллентереххĕн кĕрлеççĕ. Вăхăчĕ-вăхăчĕпе машина пайĕнчен тухакан шурă пăс чашкăра-чашкăра илет.

Çакна курса дебаркадерăн иккĕмĕш хутĕнчи кĕтмелли залра ларакансем пĕр харăсах шавлама, тăрмашма, унăн-кунăн кумма тытăнчĕç. Темиçе çĕрте ачасем макăрса яни илтĕнчĕ, тахăшĕсем теприсене ятран чĕнсе кăшкăрчĕç. Аяла анмалли ансăртарах пусма çинче пробка пулса ларчĕ – темĕн тĕрлĕ çыхăсем, чăматансем, карçинккасем, ещĕксем йăтнă, пĕчĕк ачисене аллисене тытнă, утаканĕсене çавăтнă çынсем ытла та пĕр харăс пырса чыхăнчĕç унта. Малтисем хирĕнкелесе тухсан тин çынсем пĕр майлăрах шума тытăнчĕç.

Пăрахут çинчи матроссем те, пристаньре ĕçлекенсем те çынсене ӳкĕтлерĕç, лăпкăрах йĕркеллĕрех пулма ыйтрĕç:

– Ан васкăр, юлташсем! Елкĕретĕр!..

– Никама та пăрахса хăвармастпăр, пурне те илсе каятпăр вĕт! Пăрахут пысăк! Вырăн çитет!

– Малтан ачасене илсе кĕртĕр! Ан хĕсĕр ĕнтĕ, ан кĕпĕрленĕр, хуллентерех пырăр!

Анчах усси питех пулмарĕ. Пурте васкарĕç, пĕр-пĕрне тĕрткелерĕç, малтисен урисем çине пусрĕç. Çавăнтах вăрçкаласа илнисем те илтĕнчĕç. Мĕн тăвас тетĕн, ку çынсем ниепле те лăпкă пулма пултарайман çав – ытла та нумай хурлăх курнă, темĕн те пĕр тӳснĕ вĕсем юлашки вăхăтра, сывă юлассăн та, вилĕмрен хăтăлассăн та туйăнман вĕсене. Халĕ те нумайăшĕ хăйсем хăрушлăхран хăтăлнине ĕненсех çитеймен-ха...

Пĕр сехет ытла иртрĕ çынсем пăрахут çине вырнаçиччен. Шала кĕрсен те вăрахчен шавларĕç-ха вĕсем, ниепле те лăпланса çитеймерĕç. Пĕрисен ачисем çуйăхаççĕ, теприсем ку таранччен пĕрле килнĕ юлташĕсенчен уйрăлса кайнă – вĕсене шыраççĕ, теприсем тата ачи-пăчине часрах вĕри шыв ĕçтерсе ăшăтма васкаççĕ.

Чăн юлашкинчен трап тăрăх пăрахут çине пĕр çемье кăштăртатса кĕчĕ. Ыттисенчен уйрăм, кая юлса кĕнипе ку çемьене пурте курчĕç – çӳле улăхса пăрахут палубине тухма ĕлкĕрнисем те, дебаркадер çинче тăраканнисем те. Трап çине малтан пĕр вун-вун ик çулхи арçын ача ярса пусрĕ. Вăл унтан-кунтан лапчăннă пысăках мар сарă чăматан йăтнă та ун йывăрăшне пула сылтăм еннелле чалăшсах кайнă. Пуçĕ çинчи хура пустав карттусĕ куçĕ çинех анса ларнă, мăйĕнчи ула-чăла шарфĕн пĕр вĕçĕ пилӗкрен те аяларах усăннă, кĕске кăвак пиншак аркисем уçăлса кайнă – тӳмисем татăлнă пулмалла.

− Хĕрарăм трап тăрăх темиçе утăм тусанах карçинкки карлăк хăминчен çакланнипе вăл каялла сулăнса кайрĕ, аллинчи ачи шариех кăшкăрса ячĕ, карçинкки вара çĕре ӳкрĕ. Хĕрарăм пĕшкĕнме тăчĕ, ачи тата хытăрах макăрма тытăнчĕ. Çав самантрах ун патне кăвакара пуçланă пысăк уссиллĕ матрос чупса пычĕ те карçинккана çĕртен вăшт кăна çĕклерĕ.

– Ан пăшăрханăр, гражданка, утăр, эп пулăшăп сире...Вĕсем виççĕмĕш класалла пăрăнса кĕчĕç. Карçинкка йăтнă матрос çынсем хушшипе хĕсĕнсе маларах иртрĕ те унталла-кунталла пăхкаларĕ. Пушă вырăн ниçта та курăнмарĕ. Пур çĕр-те те çынсем, япаласем – пăрахут çине малтантарах кĕнисем пур вырăнсене те йышăнса пĕтернĕ иккен. Кая юлнă кил-йыш ним тума пĕлмесĕр тăчĕ. Хĕрарăм халĕ те нăшăклакан ачине хуллен кăна çурăмĕнчен лăпкарĕ, ачашланă май унпа пĕрле малалла сулăнкаларĕ.

– Мĕн тăвас пулать-ши? – терĕ матрос татах йĕри-тавралла пăхкаласа.

– Ачасене те пулин вырнаçтарасчĕ... – терĕ старик вăйсăр сасăпа. – Пĕчĕкки чирлесе кайрĕ-ха пирĕн. Температура... Хамăр ура çинче тăрса та пыраттăмăр-ха, анчах ачине питĕ кансĕр пулать...

– Çук, ун пек ĕç тухмасть, – килĕшмесĕр пуçне пăркаласа илчĕ матрос. – Юрамасть ун пек! Пурне те вырнаçтарас пулать. Çулĕ çывăхах мар.

– Мĕн тăвас-ха эппин вырăн çук пулсан?

Матрос шухăша кайнă пек пулчĕ. Унтан çĕре лартнă карçинккана каллех çăтăр-çатăр йăтрĕ те тепĕр аллипе малалла кăтартрĕ:

– Атьăр манпа пĕрле! Ан юлăр!

Пурте кĕпĕрленсех ун хыççăн утрĕç. Тепĕр ик минутран малтанхи пекех унталла-кунталла кумакан çынсем темле пичкесем, михĕ куписем хушшипе пырса, машинăсен уйрă-мĕнчен иртсе тăваттăмĕш класс вĕçĕнчи пĕр ансăр алăк умне çитсе чарăнчĕç. Матрос хăйĕн бушлачĕн кĕсйинчен уççи кăларса алăка уçрĕ те:

– Тархасшăн, кĕрсе вырнаçăр хăвăр пĕлнĕ пек! – терĕ. Старикпе хĕрарăм та ун çине самаях тĕлĕнсе пăхса тăчĕç.

Курчĕç вĕсем: çак ватă матрос вĕсене пассажирсем ларса çӳремелли каютăна та, служба пӳлĕмне те мар, хăй пурăннă çĕре илсе пынă-мĕн. Каютăра икĕ вырăн, вĕсенчен пĕрне килти утиялпа витсе хунă, минтерĕ те пур; пĕчĕк сĕтел çинче – чейник, икĕ стакан, сĕт тытнă графин...

– Ма тăратăр тата? Мĕншĕн кĕместĕр? – ыйтрĕ матрос старикрен.

– Анчах та ку сирĕн каюта вĕт-ха... – терĕ ăна хирĕç лешĕ, çаплах малалла иртме хăяймасăр. – Эпир йышăнсан сире хăвăра валли вырăн пулмасть...

– Ну, эсир ун пирки ан пăшăрханăр, – ал сулчĕ матрос. – Ак ку вырăнĕ пушă вăл, унта никам та выртмасть. Эпĕ вахтăра пулатăп. Улшăнсан хам валли эпĕ урăх çĕрте те вырăн тупатăп. Иртĕр, вырнаçăр!

– Аван мар ун пек сире чăрмантарма...

– Нимĕн те мар! Халь – вăрçă, кам йывăра лекет, ăна пулăшас пулать. Совет çыннисем пуль эпир?

Старик хĕрарăма темскер каларĕ (вӗсем вырăсла калаçман пекех туйăнчĕ матроса), вара тин пурте, пĕтĕм кил-йышĕ-пех, каютăна кĕчĕç.

– Вырнаçăр, вырнаçăр, ку пĕчĕккине часрах ак çакăнта вырттарăр, – вырăн çине сулса кăтартрĕ матрос.

– Тавах сире, юлташ, питĕ пысăк тав, – терĕ старик пăлханнă сасăпа.

Хĕрарăм та матрос çине чи ырă кăмăлпа пăхса, пуçне тая-тая темскер каларĕ. Унăн сăмахĕсене матрос ăнланаймарĕ, анчах вăл та, старик пекех, хăйне чĕререн тав тунине пит лайăх ăнланчĕ.

«Вырăссем мар кусем, – терĕ вăл хăй ăшĕнче. – Балтика таврашĕнчисем пулас – латышсем е эстонецсем... Старикĕ çеç вырăсла пĕлкелет иккен...».

– Ашăнмалăх чей ĕçместĕр-и? Халех вĕретнĕ шыв илсе килсе пама пултаратăп, – терĕ вăл унтан.

– Тархасшăн, май пур пулсан, – пуçĕпе сулса илчĕ старик.

– Э, Атăлта шыв нумай пирĕн! Баксем те вĕресех тăраççĕ...Матрос çавăнтах сĕтел çинчи чейнике илсе тухса кайрĕ те ик-виç минутранах каялла çаврăнса çитрĕ.

– Хăналанăр! Ак кунта заварка та пур... – Вăл çӳлĕк çинчен пĕчĕк кăна тимĕр коробка илсе сĕтел çине лартса пачĕ. – Кун пек çанталăкра вĕри чей – питĕ аван...

– Çапла, çапла... Чей... аван вăл. Тав, пысăк тав, – терĕ старик. – Питĕ аван. Чей – усăллă.

Матрос алăк çумне тайăнса кĕске хура чĕлĕмне табак тултарма тытăнчĕ. Унăн хăнисем вырнаçрĕç ĕнтĕ: хĕрарăм алăри пĕчĕк ачине вырăн çине майлаштарса вырттарчĕ, старик япа-лисене сак айнелле тĕртсе кĕртрĕ, арçын ачи чӳрече патне пырса тулалла пăха пуçларĕ, йăмăкĕ те унран юлмарĕ, унпа юнашар пырса тăчĕ. Çак кил-йыш кăштăртатни çине пăхнă май матросăн халь вĕсем çинчен пĕлесси килчĕ.

– Каçарăр, юлташ, ăçтисем çак эсир? – ыйтрĕ вăл. – Инçетрен килетĕр пулас?

– Питĕ аякран килтĕмĕр çав, – терĕ ăна хирĕç старик, – тĕнче хĕрринченех темелле... Эстонирен. Вăрçă пуçлансассăнах Ленинград еннелле тарса тухсаттăмăр, анчах халĕ ак тата инçетерех килмелле пулчĕ. Вунă кун ытла ĕнтĕ çул çинче...Тата мĕн чухлĕ каймалла пулать – ăна пĕлме те пултараймастпăр.

– Халь нумай мар ĕнтĕ, ыран çитетĕр.

– Питĕ лайăх пулĕччĕ. Шалт халтан кайрăмăр...

– Ку пĕтĕмпех сирĕн çемье ĕнтĕ? Ачисем – мăнуксем пуль?

– Çапла, çапла. Çемье. Ку – кин, Амалия, ман ывăлăн арăмĕ, кусем – вĕсен ачисем, ывăлĕ – Ян, хĕр ачи Юули ятлă, чăн пĕчĕкки – Эльга, – йĕркипех каласа пачĕ старик. – Мана хама Пауль теççĕ, Пауль Киккас.

– Ачисен ашшĕ, ну, сан хăвăн ывăлу, эппин, ăçта тата? Ватă Пауль матрос çине пăхрĕ те ассăн сывласа илчĕ.

– Пĕлместпĕр...

– Вăрçăра пуль? Арçынсем халĕ пурте унта...

– Калама йывăр... Пирĕн хула çине пирвайхи бомбăсем ӳксенех вăл килтен чупса тухса кайрĕ те – урăх эпир ăна пачах та курман. Те вилнĕ вăл, те чĕрĕ, нимĕн те паллă мар...

Матрос тата тем çинчен ыйтасшăнччĕ, анчах çав вăхăтра сасартăк пăрахут кăшкăртса ячĕ. Ку кĕтмен çĕртен пулнипе Киккассем пурте картах сикрĕç, матрос вара хăвăрт кăна тух-са кайрĕ. Ватă Пауль кăкăр умĕнчи кĕсйинчен тачка вăчăраллă сехетне кăларса пăхрĕ.

– Вун иккĕре каятпăр терĕç, халь иккĕ те çитет ĕнтĕ...Тепĕр вунă минутран пăрахут тата тепре кăшкăртрĕ, кăшт тăхтасан виççĕмĕш хут янратрĕ. Машинăсен уйрăмĕнче двигательсем хăватлăн кĕрлеме тытăнчĕç, пăрахут пĕтĕм кĕлеткипе чĕтрене-чĕтрене илчĕ. Унтан çӳлте умлăн-хыçлăн ик-виçĕ хут ши! ши! туни илтĕнчĕ те, пăрахут ерипен, майĕпе пристань çумĕнчен уйрăла пуçларĕ. Пичĕпе чӳрече çумне çыпçăнсах тăнă Ян Киккас пристань çамки çине çырнине уйрăм сас паллисем тăрăх вуласа тухрĕ:

– Г... ор... ки...

Мăнукĕн çурăмĕ хыçĕнче тăрса унăн пуçĕ урлă тулалла пăхакан ватă Пауль ку сăмаха пĕтĕмĕшпе вуласа пачĕ.

– Горький... Питĕ пысăк хула ку, Яник, пирĕн Таллин пекех. Ĕлĕк ăна Нижний Новгород тетчĕç.

– Горький вăл – писатель вĕт? – аслашшĕ еннелле çаврăнса ыйтрĕ Ян.

– Çапла, писатель пулнă. Питĕ чаплă писатель, – терĕ старик ăна пуçĕнчен ачашласа илсе.

– Эпĕ унăн калавĕсене вуласа курнă... Итали ачисем çинчен.

Чирлĕ пирки Горький Италире чылай пурăннă. Анчах хăй вăл вырăс пулнă, чăн-чăн вырăс. Шăпах çак хулара çуралса ӳснĕ, темĕн тĕрлĕ хурлăх курнă, тăлăха юлнă пирки пĕчĕклех хăй ĕçлесе тăраннă. Çакăн пек пăрахут çинче те ĕçленĕ.

Мĕн ĕçлеме пултарнă-ха вăл кунта, пĕчĕкскер?

Повара апатсем пĕçерме пулăшнă, савăт-сапа çунă. Унтан, ӳссессĕн, грузчик та, тем те пулнă. Кайран вара Атăл çинчен кĕнекесем нумай çырнă...

Пăрахут Атăл варрине çаврăнса тухрĕ те хăвăртран хăвăрт кая пуçларĕ. Ян амăшĕ чирлĕ хĕр ачипе юнашар ларса вăл йывăррăн сывланине итлерĕ. Хушшăн-хушшăн хăй те хур-лăхлăн, ассăн сывла-сывла илчĕ. Аслашшĕ карçинккине уçса сĕтел çине çимеллисем кăларма пуçларĕ – хытса кайнă çăкăр, пуçланă консерва банки, пĕр татăк типĕтнĕ аш. Карçинкка тĕпĕнчи пĕчĕк хутаçра темиçе катăк сахăр тупăнчĕ. Ку çимĕçсене пурне те вĕсем виçĕ кун каялла пĕр пысăк станцире, ятарласа эвакуированнăйсем валли уçнă лавккара, ик сехет ытла черет тăрса илнĕччĕ. Нихăшĕ те нимĕн те чĕнмерĕç, мĕншĕн тесен пĕр-пĕринпе мĕн калаçмаллине вĕсем тахçанах калаçса çитернĕ ĕнтĕ, аса илмеллине аса илнĕ, хуйхăрмаллине хуйхăрнă. Ыранхи, малашнехи çинчен вĕсем калаçма пултарайман, мĕншĕн тесен ыран хăйсем ăçта, мĕнле вырăнта пулассине те пĕлмен. Вĕсен пĕтĕм ĕмĕчĕ те çак кăна пулнă: часрах ăçта та пулин çитесчĕ те кăштах та пулин лăпланса пурăнасчĕ...

Ян çаплах чӳрече кантăкĕ витĕр пăхса пычĕ. Çыран хĕрринчи вăрăм баржăсем, вĕсем çумĕнчи пысăках мар буксир-пăрахутсем, катерсемпе ахаль кимĕсем, сăртри темиçе хутлă çуртсем, вăрман пек курăнакан парксемпе садсем пăрахут малалла кайса пынă май каялла шунăн туйăнчĕç.

Кĕрхи кун кĕске те тĕксĕм, çавăнпа та часах тĕттĕмлене пуçларĕ, инçетри çуртсем те, çӳллĕ çыран та хурарах кăвак чаршавпа витĕннĕ пек пулса пычĕç, юлашкинчен çав чаршав хуралсах ларчĕ те – тек нимĕн те курăнмарĕ. Машина уйрăмĕнчи двигательсем пĕрмай ĕçлерĕç – кĕр-кĕр-кĕр, кĕр-кĕр-кĕр, пăрахут стенисем хуллен чĕтренчĕç, ытла таччăнах хупăн-ман чӳрече тăкăртата-тăкăртата илчĕ.

«Парижская коммуна» анаталла васкарĕ...