Пăлан тытни

Алексеев Осип Алексеевич

Эпĕ пушă вăхăта кĕрĕк арки йăваласа ларса ирттерме хăнăхман, тухрăм та утрăм вăрмана. «Ăсан Уçăпĕ каллех ăсан тытма каять пулас», − тесе юлчĕç мана куракансем. Ку хутĕнче ăсан курса пулмарĕ. Пăлан вара чутах тытаттăм, тирне те сĕветтĕм.

Çўллĕ та сарлака туратлă хыр çумĕнчен иртсен ман ума чăшти-чашти! тутарса темĕнле чĕр чун сиксе тухрĕ. Хăранипе çурăм хыçĕнчи пăшала та алла илеймерĕм. Ара, ала тăр-тăр чĕтрерĕ-ха та. Чĕр чун вара манран та хытăрах хăрарĕ пулмалла: айккинелле ялт! Çеç сикрĕ, тепĕр еннелле вĕçтере пачĕ.

− Э, ку пăлан вĕт , – терĕм те ун хыççăн сирпĕнтертĕм.

Ай, хитре чупать, ай, паха чупать. Урисем тăрна ури пек вăрăм, страусăнни евĕр вăйлă. Эпĕ те кĕç-вĕç хўринчен тытас пек хыçран юлмасăр пыратăп. Хам хăратнă чĕр чуна хыçалтан пеме хĕрхенетĕп. «Лектерсен хăвăрт вилеймĕ», − тетĕп-çке. Çавна май умне ўксе çамкинчен перес шухăшăм çуралчĕ. Ун пек чухне чĕр чун хăвăрт тўнет.

Пăлана хуса çитесси çур çухрăм пек юлсан вăл тăпах чарăнчĕ. Мĕн пулчĕ? Çитрĕм. Пăхатăп. Вăл туратлă мăйракипе икĕ йывăç хушшине хĕсĕнсе ларнă: тапăртатать, турткалашать, мĕкĕрет, чуна шиклентерет. Пĕр йывăççи хурăнран çўллĕ, тепри − пилешрен мăнтăр. Мĕн тăвас? Юрать хам вăйсăр мар: йывăçсене шатăр-р-р тутарса икĕ еннелле туртса уйăртăм та пăлана ирĕке кăлартăм.

− Çапла хĕн курнă чĕр чуна мĕнле персе вĕлерес-ха, − терĕм.

Пăлана çурăмран лăпкарăм та чăтлăхалла çул кăтартса ăсатса ятăм.