ПĔЛӲ КУНĔ

Воробьева Раиса Васильевна

Капăр тумтир тăхăнса,
Аллăма чечек тытса
Савăнăçлă кулăпа
Утрăм эпĕ шкулалла.

Ян! янрарĕ шăнкăрав,
Урока чĕнет йыхрав.
Ретĕн-ретĕн йĕркипе
Тăрса тухрĕç пĕр йĕрпе.

Шав шавларĕç урамра.
Кам кăна çук уявра –
Хăнасем, учительсем,
Ырă çул сунакансем…

Хĕрача манн алăран
Тыттарчĕ пĕлӳ уççи.
Ăсталанă юманран –
Чăвашсен ыр йывăççи.

Уçрăм шкулăн алăкне –
Лекрĕм унăн ытамне.
Умăмра – пĕлӳ тĕнчи.
Эпĕ халĕ – шкул ачи.