Пĕчĕк повар

Ара Мишши (Краснов Михаил Николаевич)

Макçăм амăшĕ апат-çимĕçе питĕ тутлă хатĕрлет. Чылай çул шкул тата колхоз столовăйĕсенче, участокри больница апатланмăшĕнче поварта ĕçленĕ вăл. Хуть те мĕн пĕçертĕр - пурте тутлă, техĕмлĕ пулать. Чĕлхе çăтса ямалла. Ҫавăнпа юратать те Макçăм амăшĕн алли хатĕрленĕ апата. Халиччен никам та тиркемен унăн яшки-пăттине, хуплăвĕ-пӳремечне... Хăнасем пуçтарăнсан вара мухта-мухта çиеççĕ.

Канмалли кунсенче кашни эрнерех амăшĕ ир-ирех тăрса кăмака хутса ярать, кăвар çинче çатма икерчи пĕçерет. Эх, епле тутлă шăршă сарăлать пӳртре!.. Ирхине Макçăм çак шăршăпа вăранать те вырăн çинчен йăпăр-япăр сиксе тăрать. Тин пиçнĕ икерче çиме тӳрех кăмака умне чупать. Амăшĕ, паллах, ачисене сăйлама яланах хапăл, куркапа сĕтне те лартса парать. Вĕри икерчĕпе ăшă сĕтрен тутлăраххи мĕн пур-ши? Кил ăшши, анне вучах умĕнче ухватпа çатма çавăрни, пӳртре вара − калама çук ырă-ырă, хăтлă... Çакă мар-и-ха телейлĕ ачалăх? Икерчĕ çисе тăраннă Макçăм каллех вырăн ăшне чăмать, тепĕр ăстрăм ирхи ыйхăпа киленет.

Тен, çавăнпа Макçăм канмалли кунсене яланах савăнса кĕтет. Апат хыççăн пурте пĕрле мунча хутаççĕ, хурăн милĕкĕпе çапăнса çан-çурăма кантараççĕ. Кайран пӳртре сĕтел хушшине вырнаçса сăмавар умĕнче çырла варенийĕпе е пылпа чей ĕçеççĕ…

Килти пахчара çичĕ-сакăр вĕлле хурт çемйи тытнă пирки пылак çимĕçсĕр ларман вĕсем. Тĕп утарçă, паллах, амăшĕ. Макçăм ăна пулăшма юратать. Хăй вара яланах тĕлĕнет, мĕншĕн амăшне пыл хурчĕсем сăхмаççĕ-ха? Авă çара алăпах хăвалать вĕсене. Тен, ачашшăн пупленипе пĕр чĕлхе тупаять хайхискерсемпе... Тĕрĕссипе, пыл хурчĕсене хур тĕкĕпе асăрханса хăваламаллине Макçăм та пĕлет. Амăшĕ кĕске хушăрах пăхса тухать вĕсене. Тĕп пыл хуртне − амине − уйрăмах пысăк тимлĕх уйăрать. Кашни çемьерех пур унашкалли, пуринчен те пысăкраххи. Ĕçлекен пыл хурчĕсем − чи йышлисем. Вĕсем ăвăсран карас ăсталаççе, пĕр чечекрен теприн çине вĕçсе çӳресе сĕткен, çеçке тусанĕ пухаççĕ, пыл тăваççĕ. Сăрă хуртсем − аçасем − пыл пухмаççĕ, яланах амапа юнашар. Тепĕр ама, çамрăк ама, çуралсан хурт çемйи икке пайланать. Çăвăр хуртсем уйрăлса тухсан çывăхри пĕр-пĕр йывăç туратти çине пырса лараççĕ. Анчах аякка вĕçсе кайма та, çухалма та пултараççĕ. Уйрăмах çине тăрса пыл пухнă чухне, çу варринче, уйрăласси те часах. Йĕри-тавра темĕн тĕрлĕ чечек çурăлнă. Çакă илĕртет те вĕсене. Çавăнпа та вĕлле хурчĕсен çемйисене асăрхасах тăмалла.

Макçăм та, аппăшĕпе йăмăкĕ те варение питĕ юратаççĕ. Амăшĕ çулсеренех темиçе тĕрлине пĕçерет, хура тата хĕрлĕ хурлăханран, пан улмирен, чиерен... Хăмла çырлинчен хатĕрлени пушшех килĕшет Макçăма. Амăшне хаваспах варени пĕçерме пулăшать арçын ача, çырласене авăртать е пан улмисене турамăн-турамăн ваклать. Пылак çимĕç вĕреме кĕрсен кăпăкне пуçтарсах тăрать. Хатĕр варение кĕленче савăтсем çине ярса лартать те ăна хăçан хатĕрленине хут çине çырса çыпăçтарать.

Амăшĕ пĕррехинче тĕтĕмленĕ кăлпасси илсе килнĕччĕ. Епле тутлăччĕ вăл! Колхозра ятарлă цех уçнă-мĕн. Тепĕр виçĕ-тăватă çынпа пĕрле Макçăм амăшĕ те вăй хума пуçларĕ унта. Питĕ тутлă кăлпасси хатĕрлетчĕç ĕçченсем. Унта ыхра, пăрăç, техĕмлĕ тутă кĕртекен ытти хутăш яратчĕç. Тăван тăрăхрах кăларакан аш-какай апатне ялĕпех мухтатчĕç. Унтанпа Макçăм темĕн тĕрлĕ кăлпасси те астивнĕ, анчах та амăшĕ хатĕрленĕ пек тутлине тутанса курман.

Амăшне кура Макçăм та пĕчĕклех апат пĕçерме вĕренчĕ. Арçын ача пулсан та ку ĕçе кăмăллать вăл. Ялта чылайăшĕ апат янтăлассине хĕрарăм ĕçĕ тесе шутлать, арçын тĕпелте тăрмашнинчен тăрăхлама юратать.ĕ

Пĕррехинче çапла Макçăм шкултан таврăнчĕ, апат ларса çирĕ. Кастрюльти яшка ыттисене валли сахалрах пек туйăнчĕ ăна. Шутларĕ-шутларĕ те хăй пĕçерме пикенчĕ. Краççынпа çунакан керогаз çутрĕ (ун чухне ялсене кăвак çулăм çитейменччĕ-ха). Ун çине кастрюль лартрĕ, шыв ячĕ, какай татăкĕ чăмтарчĕ. Йăлтах амăшĕ пек тума тăрăшрĕ вăл, улма шуратса турарĕ, каярахпа пĕр ывăç салма хушрĕ. Хушăран сыпса пăхса яшка тутине тĕрĕслерĕ. Акă апат та пиçрĕ, пӳртре тутлă шăршă сарăлчĕ... Макçăм керогаза сӳнтерес тесе аврине пăрчĕ − çулăм паш! тем çӳллĕш хыпса илчĕ! Ача хăранипе çухалса кайрĕ. Мĕн тумалла? Керогаз аврине тепĕр хут тытма хăрать, çулăм тата вăйларах çĕкленсен?.. Вăрах шухăшласа тăмарĕ, кӳршĕсем патне пулăшу ыйтма чупрĕ. Ваççа куккăшĕ килтехчĕ. Вăл хăвăртах каçрĕ те керогаза сӳнтерчĕ. Ача аран лăпланчĕ. Унăн айăпĕпе пушар та тухма пултарнă вĕт-ха...

Яшки тутлă пулнă вара. Пурте юратсах çирĕç, Макçăма ырларĕç. Паллах, ку савăнтарчĕ, унччен пăшăрханнин йĕрĕ-палли те юлмарĕ. Повар пулма аван иккен! Техĕмлĕ те усăллă апат пĕçерсессĕн сана пурте мухтаççĕ.