Пĕчĕк Ленăн пысăк телейĕ

Год2002
ЖанрКалавсемпе сǎвǎсем
Издательство[б. и.]
Объем29 с.
ЯзыкЧувашский
О книге:

Рассказы и стихи для детей дошкольного и младшего школьного возраста.



    

СОДЕРЖАНИЕ:

 

Пулăшу

Кукăль мыскари

Лена шухăшлать

Ĕç

Уçланкăра

Пулăшакан

Килĕшу

Ӳссе çитеймен

Фигуристка

Чăлха

Çыравçă

Сăвăсемпе юрăсем

Кĕтетĕп хĕрӳ юрату

Пурнăçра е тĕлĕкре

Сĕнĕ çул чухнехи çил-тăман

Шанатăп

 

Пулăшу

 

Тахçанах пулнă ку.

Пĕчĕк хĕрача асламăшĕпе аслашшĕ патĕнче пурăннă. Алена ятлă пулнă вăл.

Питĕ ачаш пулнă, выляма тата ĕçлеме юратнă. Асламăшĕ ăна ĕне çитерме чукун çул урлă улăха илсе çÿренĕ, хырăмĕ выçсан премекпе канфет тыттарнă. Ене курăкне çиме ĕлкĕриччен, мăнукĕ вара пылак япаласене питĕ хăвăрт çисе янă.

Çапла Алена, асламăшĕ тата ĕне питĕ туслă пурăннă. Лена асламăшĕнчен ниçта та юлман. Унăн питĕ ĕне пăхма пулăшас килнĕ.

Маттур çав эсĕ! − тенĕ асламăшĕ пĕчĕк хĕре, çакна курса. − Пулăшаканăм эсĕ манăн!..

Ку сăмахсем пĕчĕк хĕрачана питĕ савăнтарнă.