Пĕчĕк Галя

Год2005
Издательство[б. и.]
Объем15 с.
ЯзыкЧувашский
О книге:

Маленькие истории о малышке Гале будут интересны детям дошкольного и младшего школьного возраста.



    

СОДЕРЖАНИЕ:

 

Автăран

Палашу

Шухăшсем

Пĕчĕк кĕтӳç

Чи пĕрремĕш парне

Конфетпа премĕк

Кукаçи

 

Палашу

 

Пурăннă пĕр пĕчĕк хĕрача. Галя ятлă пулнă вăл. Тăванĕсемпе пĕрле пурăннă. Килтисем, ӳссе çитнисем, яланах таçта васканă, хыттăн калаçнă, пер-пĕринпе тавлашкаласа та илнĕ. Пĕчĕк Галя вара никама та чăрмантармасăр, хуллен ӳснĕ, çутçанталăка, тĕнчене пĕлсе пынă. Пахчара час-часах вылянă, унта мĕнле йывăçсем ӳснипе паллашнă. Килкартинче пĕчĕк кушак çури макăрнă, амăшне шыранă, ăна йăпатнă. Ак çак пысăк хапхаран тухма юрамасть, мĕншĕн тесен çĕтсе кайма пулать. Хĕрача хăйăр çинче час-часах выляса ларнă.

Пĕррехинче, питĕ ир тăрсан, Галя кантăкран хапха алăке уçă тăнине курнă. Хĕрачан питĕ пĕлес килнĕ: мĕн-ши унта туленче. Хапха леш енче вара пысăк вăкăр тăнă, вăл Гальăна сĕкесшĕн пулнă. Хĕрача хăранипе пăчăртансах лӳарнă, кăшкăрасшăн пулнă, анчах та сасси таçта çетнĕ. Вăл куçĕсене аллисемпе хупнă та макăрса янă.

Сасартăк такамăн пысăк тата вăйлă аллисем пĕчĕк хĕрачана çĕклесе илнĕ. Акă вăл паттăр! Акă вăл пулăшакан! Галя палламан çынна мăйран ыталаса илнĕ, хăй çапах та макăрма чарăнман. Чăннипе вара çак çын Гальăн кукашшĕ пулнă, амăшĕн ашшĕ. Вăл шăп та лăп çак вăхăтра Галя мăнукĕ патне яла хăнана килнĕ.

Çак кунран пуçласа вара пĕчĕк Галя тата ытарайми Артемий ятлă кукашшĕ питĕ туслашса кайнă.

 

Чи пĕрремĕш парне

 

Ирхине хĕвел вăранчĕ те, тутлăн туртăнса илсе, хăйĕн ăшшине туратсем çине, курăк çине тата çуртсем çине ячĕ. Унтан вăл кантăкран пăхса илчĕ те чӳрече карри çинче тĕрлĕ тĕслĕ мĕлкепе ялтăртатрĕ, çавăнтах вара, Галя вăрантăр тесе, çытарĕ çине хăй теттине − хĕвел мулкачне хăварчĕ. Çак ăшă туйăма пула хĕрача куçĕсене уçрĕ. Менле илемле ир! Паян Гальăн çуралнă кун. Юлташĕсене кукăль çиме чĕнес пулать, кукăльне вара кукамăшĕ пĕçерет, Галя ăна пулăшать. Кукашшĕ каçхи программăна хатĕрлет. Амăшĕ те парнелĕх мĕн те пулин çыхса хунă пуль. Ашшĕ вара яланах шоколад парнелет. Хĕрачасем юрă юрласа параççĕ, арçын ачасем Гальăна пукан çине лартса, «Урра!» − тесе кăшкăрса çӳле-е çĕклеççĕ. Халĕ вара Галя уяв çинчен шухăшлать. Анчах вăл пĕлмен те хĕвел ăна паян чи пĕрремĕш парне парассине...

Кайран Галя ӳсет те çуралнă çулне тата хĕвел парнине аса илет. Ун чухне, чи пĕрремĕш парне илнĕ чухне, вăл саккăр тултарнă.