Октябрь ялавĕ

Малгай Иван Григорьевич

    

ТУПМАЛЛИ

 

Эпир телейлĕ ачасем

 

Октябрь ялавӗ

Пире парти ӳстерет

Ленин ҫулӗпе

Пуласлӑх патне

Чыслӑ ӗмӗр-ӗмӗрех

Павлик Морозов

 

Ешӗл ҫуркунне

 

Шӑнкӑрч

Ҫурхи илемсем

Ирхи салам

Кашни чечеке ...

Вӑрман вӑранчӗ

Ҫумӑр иртсессӗн

Юрататӑп

«Пыратпӑр уй-урлӑ»

Тăри

 

Ҫутӑ ҫулла

 

Ӑшӑ ҫил

Ман пиччеҫӗм

Тӑри

Ҫитет мана

Горнист

Похода! ....

Асаттеҫӗм, асатте

 

Каллех шкула

 

Сентябрь, сентябрь

Эй, ачасем!..

Эпир вылятпӑр

Хӗл ҫитсен

Симӗс ёлкӑ умӗнче

Чӗвӗлти тусӑмсене

Эх, аван

Ҫитрӗ март

Ан вӗрентӗр юнтарма

Юрать-и ҫапла?

Учитель сӑмахӗ

 

Ӗмĕт

 

ОКТЯБРЬ ЯЛАВӖ

 

Ак, ялав – ҫӗршыв ялавӗ

Вӗлкӗшет пирӗн умра!

Халӑхсен хӑватлӑ шавӗ

Кӗрлет пӗтӗм урамра.

 

Ҫак ялав – эпир пӗлетпӗр,

Ҫӗнтерӳ вӑл – ку ялав.

Кӗрешетпӗр, ҫӗнтеретпӗр

Малалла та унпала.

 

Юрӑ, юрӑ... кӗвӗ, кӗвӗ

Ян-янрать йӗри-тавра.

Ҫут Октябӗрӗн ялавӗ

Паян пӗтӗм ҫӗршывра.

 

Кам телейшӗн, ҫирӗп миршӗн,

Туслӑха чунтан хаклать,

Кам хӗвеллӗ ҫутӑ иршӗн

Пусмӑра хирӗҫ тӑрать –

Пурте, пурте уявлаҫҫӗ

Вут Октябрь уявне,

Чи ҫӳлте йӑтса пыраҫҫӗ

Паян унӑн ялавне!

 

ОКТЯБРЬ ИРӖ

 

Эпир нумай хӗн курнӑ ӑрусен

Ытарайми илемлӗ

Ывӑл-хӗрӗ.

Илтетӗр-и, халь пирӗн юрӑсен

Янравӗпе кӗрлет Октябрь ирӗ.

 

Тӑван ҫӗршыв!

Хитре сан ҫыннусем,

Кама пӑхсан та кӑмӑллӑ, йӗркеллӗ.

Вӗсен вӗри кӑварлӑ чунӗсем

Паян ӗнтӗ нихҫанхинчен телейлӗ.

 

Вӑштӑртатса тӳлеккӗн

Ҫил вӗрет,

Ялавсене лӑпкать пырса ачашшӑн, –

Пирӗн пекех мӑнаҫлӑн вӑл ҫӳрет,

Хавасланать, паллах,

Кашни ялавшӑн.

 

Хӗвел пӑхать, пӑхать хӗпӗртесе,

Ҫуллахинчен те

Ҫутӑ пек паян вӑл.

Пуриншӗн те пӗр савӑнӑҫ тесе,

Пуринпеле те ҫывӑх та тӑванлӑ.

 

Сӑпайлӑ та хисеплӗ ачасем

Аваллӑха чылай эпир пӗлетпӗр,

Ку хӗвеле курман авал ҫынсем Октябрьччен

Асаплӑ куҫҫуль витӗр.

 

Курман вӗсем ун ылтӑн шевлине,

Курман вӗсем ун ҫепӗҫ ӑшшине.

Тар юхтарса ӗҫленӗ те ӗҫленӗ

Пурӗ пӗрех

Хутаҫ ҫакса ҫӳренӗ.

 

Мухтав сана пур халӑх чӗринчен,

Мухтав пурнӑҫ пуҫламӑшӗ – Октябрь!

Куратӑн-и, чи чаплӑ ҫӗр ҫинче

Паян эпир чаплӑ уяв тӑватпӑр.

 

Мухтав юратнӑ Ленин партине

Халӑхсене

Хӑват парса тӑнишӗн.

Пӗртен пӗр ҫул – пуласлӑхӑм патне,

Ҫав ҫулпала куллен ертсе пынишӗн.

 

Вӑл – Ленин ҫулӗ –

Аслӑ, тӳрӗ ҫул.

Вӑл – парти ҫулӗ – тӗрӗс, тӳрӗ ҫул.

Пире ялан та паллӑ кашни пусӑм,

Ҫитеслӗхе куратпӑр:

Коммунизм!

 

Ҫав ҫул пире ҫитерчӗ космоса,

Ҫав ҫулпала каятпӑр

Марс ҫине те.

Ҫунат ҫумне эпир ҫунат хушса

Малта пулса вӗҫме вӗреннӗ ӗнтӗ.

 

Ҫапла, ҫапла. Утатпӑр малалла.

Кашни кунах

Ҫӗнтерӳсем тӑватпӑр.

Тӑван Октябрь панӑ кӑмӑла

Ҫут тӗнчене яр уҫҫӑн кӑтартатпӑр.

 

Пире Октябрь хушнӑ кӗрешмешкӗн

Тӑванлӑхшӑн,

Телейлӗ ҫирӗп миршӗн.

Эпир вӑл – Мир! Ку пысӑк сӑмахпа

Ялан та ҫывӑх пӗтӗм халӑхпа.

 

Паян эпир юрлан юрӑсенче

Тӑванлӑхпа туслӑх ҫемми шӑрантӑр.

Кӗрле, кӗрле, Октябрь, ҫӗр ҫинче

Паян санпа пулман кӗтес ан юлтӑр!

 

ПИРЕ ПАРТИ ӲСТЕРЕТ

 

Ҫӗнӗ пурнӑҫ ҫулӗ аслӑ

Ҫавӑнпа эпир хаваслӑ.

Пире парти ӳстерет,

Кунран кун телей кӳрет.

 

Юрлама та, ташлама та,

Вӗренме те пултаратпӑр.

Ӗҫ тесен, ялан малта –

Хулара, тӑван ялта.

 

Малалла куллен пыратпӑр,

Ҫӗршыва чунтан саватпӑр.

Пире парти ӳстерет,

Кунран кун телей кӳрет.

 

Аттесем те, аннесем те –

Савӑнаҫҫӗ ӗнтӗ пурте.

Пире парти ӳстерет,

Кунран кун телей кӳрет.

 

Ешерет чечен ачалӑх –

Ҫакӑ мар-и вӑл пуласлӑх?!

Пире парти ӳстерет

Кунран кун телей кӳрет!

 

ЛЕНИН ҪУЛӖПЕ

 

Хитре хӗвел ҫӳл тӳпере

Куллен ярӑнса ҫӳрет.

Пире пӑхса, пире лӑпкать,

Пире ӗмӗр ачашлать.

 

Ку хӗвеле Ленин атте

Пире панӑ ҫутатса, –

Ленин атте, Ленин атте

Пире панӑ юратса.

 

Чун-чӗререн хавхаланса

Вӗренетпӗр тӑрӑшса.

Вӗренӳре ӑс-тӑн пухса,

Ҫитӗнетпӗр пӗр пулса.

 

Пирӗн отряд – маттур отряд

Ялан туслӑ пурӑнать.

Пӗрле утса, пӗрле пырать,

Ленин ҫулӗпе пырать.

 

Тӑван ҫӗршыв – Тӑван аннем,

Эпир – унӑн ачисем;

Ҫут хӗвеллӗ аслӑ ҫулпа

Ӗмӗр утар малалла!

 

ПУЛАСЛӐХ ПАТНЕ

 

Апрель... Анлӑ Атӑл хӑватлӑн

Пӑра ҫӗмӗрсе юхнӑ чух

Аттеҫӗмӗр Ленин ҫуралнӑ,

Эпир ҫав куна манас ҫук.

 

Ҫуралнӑ аттеҫӗмӗр Ленин

Мӗн пур тӗнчене ыр кӳме.

Эс калӑн: хӗвел те ҫӗкленнӗ

Унпа харӑсах тӳпене.

 

Апрель... Алӑка уҫса кӗчӗ

Кашни кил-ҫурта ҫуркунне.

Шаккать харсӑр пурнӑҫ сехечӗ,

Ҫаплах куҫарать йӗппине.

Кунсем сисӗнмесӗр иртеҫҫӗ,

Иртеҫҫӗ йӗркеллӗ. Паллах,

Пире васкамашкӑн чӗнеҫҫӗ

Пуласлӑх патне – малалла.

 

Апрель... Пурнӑҫпа алла-аллӑн

Пырать ҫуталса юнашар.

Кӗрлет халь тавралӑх. Эс калӑн:

Кӗрлет вӑл, паллах, ахаль мар.

Ӑна та аттеҫӗмӗр Ленин

Кӑтартнӑ малашлӑх ҫулне.

Илемлӗ пулмашкӑн пилленӗ

Туйса халӑхсен кӑмӑлне.

 

Апрель... Анлӑ Атӑл илемлӗ

Выртать сарӑлса ейӳре.

Ҫанталӑк... Ҫанталӑк хӗвеллӗ,

Ҫапла пулмалла ӗмӗрех.

Паян аслӑ Ленин ҫуралнӑ

Куна асӑнатпӑр эпир.

Ҫак кун пирӗн ӗмӗр пуҫланнӑ,

Умра ҫӗнӗрен ҫӗнӗ ир!.

 

ЧЫСЛӐ ӖМӖР-ӖМĚРӖХ

 

Ылтӑн тӗслӗ ҫут хӗвелӗм

Кӑвак янкӑр тӳпере.

Эх, ҫӗршывӑм, ман аннеҫӗм,

Эс пуриншӗн те пӗрре,

Чыслӑ ӗмӗр-ӗмӗрех.

 

Эс – хаваслӑ хитре юрӑ,

Эс – вӗр-ҫӗнӗ кӗвӗсем.

Пулас мар-тӑк саншӑн ырӑ

Мӗншӗн ӳсӗпӗр эпир –

Паянхи пионерсем.

 

Сивӗ хӗл те илӗртӳллӗ,

Ӑшӑ ҫу кӑмӑллӑрах,

Кӗркунне те килӗшӳллӗ,

Ҫуркунне хаваслӑрах,

Ҫапла мар-и, ачасем?

 

Ан мухтанччӗ-ха, чӗкеҫӗм,

Эп ҫӳлте ҫӳреп тесе,

Андриян – пирӗн пиччеҫӗм

Ун пек мар курчӗ вӗҫсе,

Тӗнчене тӗлӗнтерсе.

 

Чечеклен, Тӑван ҫӗршывӑм,

Хытӑрах савса пире.

Ҫӗр ҫинче эпир нумаййӑн,

Эс – пуриншӗн те пӗрре

Ҫакӑ аслӑ тӗнчере!

 

ПАВЛИК МОРОЗОВ

 

Эх, Павлик Морозов!

Курман эп сана,

Пӗрле ҫӳремен санпала ҫырлана,

Пӗлетӗп ҫапах та... тӑратӑн умрах,

Чӑн-чӑн паттӑрла ӗҫ-хӗлӳ асӑмрах.

 

Эпир пӗр ҫулта ӗнтӗ иккӗн санпа

Утатпӑр пӗрле, юнашар ҫавӑнпа.

Таса, тӳрӗ чунлӑ пулса пӗчӗкрен

Пырап малалла сан пекех кунсерен.

 

Пӗлетӗп: паллах, эс ҫӳренӗ чупса

Хӗвел ӑшшинче савӑнса, выляса.

Вӗреннӗ шкулта чи таса чунупа,

Кӗрешнӗ ялта эс хаяр тӑшманпа.

 

Килес ӑрусемшӗн парса вӑй-хална,

Эс кӗнӗ ҫӗре ҫӗнтерсе вилӗмне.

Ҫӗклерӗн ҫӳле пионерӑн ятне, –

Ҫӳле, тайгари янкӑр пӗлӗт патнех.

 

Эх, Павликӑм, Павлик, тӑванӑм, тӑван,

Манмастӑп сана эп, нихҫан та манман.

Эс пулнӑ хӑюллӑ, маттур пионер,

Илетпӗр санран эпир пурте пример.

 

Тирпейлӗн ҫыхап галстука ирсерен,

Мӗн пур кӑмӑлпа юратса чӗререн.

Эп хам та чӑн-чӑн пионер яланах.

Эх, Павликӑм, Павлик, манмастӑп сана!