Ăнман кĕнман кĕтӳçĕ

Ара Мишши (Краснов Михаил Николаевич)

Макçăм пĕчĕк мар ĕнтĕ. Тем тума та пĕлет вăл. Колхоз ĕçĕсене хутшăнсах тем тума та вĕренчĕ: хăмла татма, çĕр улмипе кăшман кăларса пуçтарма, утă çулса тавăрма, пухса капана хывма... Çава тытса пăрçа ани умне те тăчĕ. Пĕр сăмахпа, аслисемпе тан пилĕк аврĕ. Çан-çурăмĕ тăрăх вара тар шапăртатрĕ. Пур ĕçре те малта пулма тăрăшрĕ çав. Кăшт ӳсерехпе лаша та шанса пачĕç ăна. Унпа хăмла йăранĕсене кăпкалататчĕ, утă-улăм пуçтаратчĕ Макçăм. Каярахпа, вырма пуçлансан, комбайнер пулăшуçинче тăрăшрĕ, куккăшĕпе пĕрле СК-4 комбайна юсарĕ. Саккăрмĕш класс хыççăн вара ашшĕн тракторĕпе çӳреме вĕренчĕ. «Беларусь» ăна çăмăллăнах парăнчĕ. Макçăм çу каçипех хирте вăй хучĕ − тырă турттарчĕ, хире навус кăларчĕ, колхозри пĕр ĕçрен те юлмарĕ. Каччă шутне кĕрсе пыраканскере хурçă утпа ĕçлеме шутсăр килĕшрĕ. Тракторист профессийĕ те илĕртрĕ...

Икĕ эрне кĕтӳçре те çӳресе пăхрĕ арçын ача. Тĕрĕссипе, ку вăхăта питех аса илме юратмасть вăл. Кĕтӳç пуласси трактор çӳретессинчен те йывăртарах иккен.

…Авăн уйăхĕн пĕрремĕшĕ тĕлне шкула тăваттăмĕш класра вĕренекенсем пурте пухăнчĕç. Вĕсен хушшинче Валера та пур. Унăн аллинче «Чайка» маркăллă çĕнĕ сехет йăлтăрать. Хĕвел çутинче циферблачĕсем куçа пушшех йăмăхтараççĕ. Пĕрле вĕренекенсем пурте хăлхи патне тытса итлерĕç «моднăй» сехет шакканине, еплерех ĕçленине тĕрĕслерĕç. Пур енĕпе те пахаларĕç: лаптак корпусĕ ылтăн тĕслĕ-мĕн, çыххи чĕнрен. Валерăна пурте ăмсанчĕç. Класри арсын ачасенчен урăх никамăн та сехет çук-çке-ха. Хĕр ачасенчен çеç Люба иккĕмĕш çул вĕçкĕнленсе çӳрет. Унăн амăшĕ лавккара ĕçлет. Сутуçăсен ачисем ялан чаплăрах та якарах çӳренине ялта пурте пĕлеççĕ. Капăр тум, тутлă канфет − йăлтах пур вĕсен. Çавăнпа та Макçăм Любăна иртĕннĕ хĕр ача тесе шухăшлать, ăна шута хумасть.

Валера вара ĕçчен çемьерен, чăн-чăн арçын ача. Вăл ку чаплă сехете хăй ĕçлесе илнĕ. Ачасем мухтарĕç, чылай ыр сăмах каларĕç ăна. Кăштахран Валера сăмах хушрĕ:

− Ку çеç те мар-ха, манăн тата велосипед пур. Ăна та хам ĕçлесе илнĕ укçапа туяннă.

Пурте шăпланчĕç, хăшĕ-пĕри Валерăна вăрттăн ăмсанчĕ.

− Мĕнле майпа çавăн чухлĕ укçа ĕçлесе илме пултарнă эсĕ? − тĕлĕнсе пĕтереймеççĕ ачасем.

− Аттепе иксĕмĕр кĕтӳ кĕтрĕмĕр. Укçа самаях ĕçлесе илтĕмĕр, − савăнăçлăн хуравлать Валера.

− Аттепе анне мана сехетпе велосипед туянса пачĕç.

Çакăн хыççăн Макçăм та çуллахи каникула чăтăмсăррăн кĕтме пуçларĕ, кĕтӳç пулма тĕв турĕ. «Çăвĕпех кĕтӳ кĕтĕп те Валерăнни пек сехет туянăп!» − ĕмĕтленчĕ вăл.

Вăхăт сисĕнмесĕрех шурĕ. Çу уйăхĕн пуçламăшĕнче вăл амăшĕ патне пычĕ те хăйĕн вăрттăн ĕмĕтне пĕлтерчĕ:

− Анне, манăн та Валерăнни пек сехет туянас килет. Кăçалхи çулла каникулта сысна кĕтĕвĕ кĕтес тетĕп. Юрать-и?

Амăшĕ тӳрех чĕнмерĕ, вăрах шухăшласан тин хăй килĕшменнине хыпарларĕ. Ывăлне пуçĕнчен шăлчĕ те юратса çапла каларĕ:

− Сехетпе велосипедне аçупа иксĕмĕрех илсе парăпăр. Кĕтӳçе ан кĕрĕш.

Макçăм пурпĕр çине тăчĕ:

− Манăн хамăн ĕçлес килет. Валера вăй çитернĕ вĕт. Эпĕ те пултаратăпах.

Ывăлĕ чылай ӳкĕтлерĕ амăшне, лешĕ аранах ирĕк пачĕ вара. Çуллахи каникул пуçлансанах амăшĕ Макçăма Валерăпа ашшĕ патне кĕтӳçе вырнаçтарчĕ. Хальхинче вĕсем пăрусем пăхрĕç. Хĕрĕх пуç ытла. Пăрăвĕсем тата питĕ чарусăр, ирĕке тухсанах хӳре тăратса сиккелеме, выляма пуçлаççĕ, таçта çитиех чупаççĕ. Пĕрре те вырăнта тăрасшăн мар. Ĕнесем апла мар, пуç çĕклемесĕр симĕс курăк çиеççĕ, таçталла вирхĕнмеççĕ, лăпкă çӳреççĕ.

Пăрусем хыççăн хăваласа чупма пĕрре те çăмăл пулмарĕ Макçăма. Çапах та вăл нăйкăшмарĕ. Ирхине пилĕк сехетрех тăма тиврĕ унăн. Ултă сехетре кĕтĕве хире хăваласа тухмалла-çке-ха. Кăнтăрла кӳлĕ патне тапăра антармалла: пăрусем таса шыв ĕçчĕр. Апат хыççăн пуçласа мĕн тĕттĕмленичченех вĕсене ешĕл курăк çинче çитерсе çӳретмелле, каç пулттипе тин фермăна хăваласа кĕртмелле.

Пĕр ăнман кун çанталăк уйрăмах шăрăхчĕ. Хĕвел ир-ирех çунтарма пуçларĕ. Пăван эшкерĕ выльăх-чĕрлĕх тавра тек сĕрлесе вĕçет, пĕр канăç памасть. Тĕрлĕ хурт-кăпшанкă, çулăхнипе тарăхнă пăрусем хӳре тăратсах тарчĕç. Кĕтӳçсем ниепле те тытса чараймарĕç вĕсене. Аслă кĕтӳçе те, çамрăксене те итлемерĕç чарусăрскерсем. Уй-хир тăрăх куç курмиех саланчĕç. Кашни ĕçĕн хăйĕн вăрттăнлăхĕ, йывăрлăхĕ çав. Валера ашшĕ пĕччен мĕнех тăвайĕ? Арçын ачасен ăслайĕ сахалтарах хальлĕхе.

Кунĕпех пăрушкасем хыççăн чупрĕç ачасем. Каç енне аран кăштăртатрĕç, ураран ура иртми пулчĕ, ларса йĕменни кăна. Макçăмăн пырĕ тĕпĕнче тем капланчĕ, кăмăлĕ тăвăрланчĕ...

Çапах та юлашкинчен çăлăнăç çитрех. Кĕтӳçсене каçхи сăвăма пынă дояркăсем пулăшрĕç. Пысăк йыш пăрушкасене ферма витисене хăваласа кĕртрĕ-кĕртрех.

Макçăм тепĕр кунне ирех вăранчĕ, тумланса каллех кĕтӳ кĕтме каясшăнччĕ, анчах та амăшĕ çапла каларĕ:

− Кĕтӳç пулаймарăн, ывăлăм. Паянтан сан вырăнна Ваççа кукку ĕçе тухать.

Ку хыпар Макçăма аптăратсах ӳкерчĕ. Чылай хуйхăрса çӳрерĕ вăл. Çапах каярахпа лăпланчĕ. «Опыт çукки чăн-чăн кĕтӳç пулма чăрмантарчĕ пуль», - тесе шухăшларĕ. Тепĕр кунне ирех колхоз уйне утă пуçтарма тухрĕ.

Çурла уйăхĕн вĕçĕнче, çĕнĕ вĕренӳ çулĕ пуçланас умĕн, ашшĕпе амăшĕ Макçăма алла çыхмалли сехет, шăпах Валерăнни пекки, туянса пачĕç. Арçын ача калама çук хытă хĕпĕртерĕ. Ашшĕ ывăлĕн аллине сехет çыхса янă май çапла каларĕ:

− Ку − хăв ĕçлесе илнĕ укçапа туяннă пĕрремĕш япала. Çавă хаклă та.

Велосипед та туянса пачĕç, анчах тӳрех асăрхаттарчĕç - йăмăкĕпе иккĕшĕн валли. Пурăна киле хĕр ача велосипедпа ярăнма юратманни палăрчĕ, ытларах Макçăм çӳрерĕ унпа.

Акă авăн уйăхĕн пĕрремĕшĕ те çитрĕ. Кăçал Макçăм пиллĕкмĕш класа каять. Шкула питĕ хавас кăмăлпа утрĕ вăл. Унăн аллинче − хăй ĕçлесе илнĕ укçапа туяннă сехет. Телейлĕ Макçăм куç хӳрипе тек-текех ун çине пăхать. Хăйне çитĕннĕ çын пекех туять вăл халь.