ĂНА ÇИСЕ ТЕМ КУРАР

Сарине Лидия Михайловна

Пулă нумай пĕвере,

Чи илемли – ылтăнни.

Килсе курăр ўлĕмрен, –

Эпĕ чупрăм ывăнми.

 

Ятăм хайхи вăлтана

Пулă тытас ĕмĕтпе,

Тарчĕ манран вĕлт! кăна,

Ларса юлтăм «ĕмкĕчпе»!

 

Пулли ылтăн, кĕмĕл мар,

Кĕмĕл унăн шăлĕсем.

Ăна çисе тем курар,

Пыра ларĕç шăммисем!