Çĕнĕ ҫĕлĕк
Шур сухаллӑ, витӗр куҫлӑ Ухтиван
Чӗрӗ тилӗ тытса пынӑ вӑрмантан.
Карчӑкне парать вӑл кивӗ ҫӗлӗкне:
- Пер вута, - тет, - эп ҫӗлетӗп ҫӗннине.
Мулаххай тем самантрах каять ҫунса.
Шурсухал ларать мӑн ҫӗҫӗ хӑйраса.
Ну, тӑванӑм, - тет вӑл пӑшӑлккӑ тилле,-
Ташша яр та пирӗн кӑмӑла ҫӗкле.
Тилӗ-тус ҫап ҫут ҫӗҫҫе пӑхса илет -
Чунӗ кӗрхи ҫулҫӑ пек тӑр-тӑр чӗтрет.
Кантӑкран кӑчӑк туртать ӑна вӑрман,
Ах, епле-ши хӑтӑлас ку тамӑкран?
Шурсухалӗ ал ҫупмашкӑн пикенет:
- Ну, ташла, сан пурӑнас куну иртет.
- Ташласса ташлап-ха, - тет ӑна тилли, -
Кӗпе кирлӗччӗ эрешлӗ-тӗрӗлли...
Карчӑк васкасах уҫать хӑй арчине,
Шыраса тупать чи капӑр кӗпине.
- Ай, кӗпи, - тет тилӗ, - чӑн та лайӑх ку,
Пуҫӑма валли параймӑр-ши хушпу?
Хушпуне те пачӗ карчӑк хайхискер.
Пурпӗрех-ха тилӗ ташламасть темскер.
- Кӗвӗ май, - тет, - савӑнса сулкалама
Кӗмӗл сулӑ кирлӗ икӗ аллӑма.
Мӑшӑр сулӑ тӑхӑнсан кил хуҫине
Вӑл каларӗ: - Ну, янрат-ха кӗслўне...
Тытрӗ ватӑ тӗнкӗл-тӗнкӗл кӗслине,
Шӑрантарчӗ чи юратнӑ кӗввине.
Капӑр тилӗ пӗрре юхрӗ юхӑм пек,
Хӗрнӗҫемӗн хӗрсе кайрӗ ҫиҫӗм пек.
Шурсухалӑн чунӗ ҫу пек ирӗлет,
Карчӑкки те ташламашкӑн пикенет.
- Ах, уҫсамӑр, - тет тилли, - чўречӗре,
Пӑчӑпа кӗҫ чарӑнса ларать чӗрем...
Ватӑ карчӑк кантӑка уҫса ярать -
Чее тилӗ вӑшт кӑна тухса тарать.
...Кивӗ ҫӗлӗк ҫунса кайнӑ паҫӑрах,
Ҫӗнӗ ҫӗлӗк - вӑрманти сӗм чӑтлӑхра.