ÇĔНĔ АТĂЛ ТĂРĂХ

Алга Александр Егорович

Иш, акăш евĕр шурă пăрахут,

Хĕм çапнă кĕленче шыва кастар!

Пире ӳркев пусман, пире вăл ют,

Эпир çула тухсан ялан хастар.

 

Миçе хутларăм-ши эп ачаран

Хусанпала Ульяновск хушшине?

Çӳл ту çыран, кашни вăрман, çаран

Калатчĕ хăш тĕле эп çитнине.

 

Саваттăм сулхăн çырана чунтан.

Тăранайми пăхаттăм таврана.

Халь куçнă-шим çав вăрмансем кунтан?

Эп паллаймарăм пĕлнĕ вырăна.

 

Эй, Атăлăм! Парсамччĕ каласа:

Кам урăхлатнă кăçалтан сана?

Шыв сарлака, хум кайрĕ шарласа,

Çук, пурпĕр çитес çук вăл çырана.

 

Каларĕ Атăлăм: Эс пӳлтĕн ху

Ман çулăма; эп уртăм шутсăр шух

Анчах çĕнтерчĕ паттăр халăху,

Ак халĕ сарăл та йăвашшăн юх.

 

Ăнланччĕ Атăлăм: эс сăнпала

Ĕлĕкхинчен çĕр хут хитре паян.

Хĕвел кулса вылять ав санпала,

Эс ху та каçсерен хĕвел çутан.

 

Ĕлĕкхинчен çĕр хут эс вăйлăрах,

Вăл хăватпа халь хурçă шăранать,

Хирте тырпул кашлать хаваслăрах,

Этемĕн шухăшĕ çунатланать.

 

Хумхан, çут Атăлăм! Иш, пăрахут,

Хĕм çапнă кĕленче, шыва кастар!..

Умри кун-çул курнать пире çап-çут.

Эпир, çула тухсан, ялан хастар.